Хулара
![]() Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн 41 ҫулти депутатне ҫынна вӗлерес ӗҫе йӗркеленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн унчченхи бизнес-партнерне курайман, ӑна вӗлерме саккас панӑ. Хайхискер ун пирки информаци пухнӑ, ӑна йӑлтах Свередловск облаҫӗнче пурӑнакан арҫынна панӑ. Шӑп ҫав арҫыннӑн деутатӑн экс-партнерне вӗлермелле пулнӑ. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗн ҫынни депутатӑн экс-партнерӗпе тӗл пулнӑ, ӑна вӗлерме тӑни пирки пӗлтернӗ. Анчах чӗрӗ юлма та шанӑҫ пуррине каланӑ: 50 пин тенкӗ кӑна кирлӗ. Калаҫу вӑхӑтӗнче хайхискер ӑна ҫын сахал ҫӳрекен вырӑналла илсе кайнӑ та пӑшалтан пенӗ, анчах тӗл лектереймен. Ку ӗҫе тума йӗрке хуралҫисем чӑрмантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта маршрут сечӗ ылмашать. Улӑштарма палӑртнисем — 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршрутсем. 1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗшсем пачах пулмӗҫ. Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 маршрутпа перевозчиксене конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Тепӗр улттӑшӗпе хальлӗхе вӗҫне тухман. Пассажирсене вӑтам тата пысӑк автобуссемпе турттарӗҫ. Нумаях пулмасть автобуссен пӗр партине Шупашкара илсе килнӗччӗ. «Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫлӗ. Лини ҫинче автономлӑ ҫӳрекен 5 троллейбус пулӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 10 минутра пӗрре, халӑх сахал ҫӳренӗ чух 20 ҫэминутра пӗрре хутлӗҫ. Заовражнӑй микрорайона 52-мӗш маршрут ҫкэӳрӗ, Чантӑра - 32-мӗш, Аш-какай комбинатне - 20-мӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Тутарстанри Нурлат районӗнчи Хуралту ялӗнчи чӑваш хӗрарӑмӗ пӗр ирхине 8 сехет тӗлӗнче тӑванӗсем патне Нурлата тухса кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки Тутарстанри чӑвашсен «Сувар» хаҫачӗ пӗлтерет. Анчах та палӑртнӑ ҫӗре ҫитеймен, килне те таврӑнман-мӗн. Ҫухалнӑ хӗрарӑм — 64-ри Ольга Моисеева. Нурлат районӗнчи йӗрке хуралҫисемпе вырӑнти халӑх ӑна темиҫе кун шыраҫҫӗ иккен. Ольга Кузьминичнӑна малтанхи кун тӑванӗсемпе полици шыранӑ, тепӗр кун ҫӑлавҫӑсемпе волонтерсем ӗҫе кӳлӗннӗ, кинологсене те явӑҫтарнӑ. Вӗсем Хуралту – Нурлат ҫулне тӗрӗсленӗ, маршрут ҫывӑхӗнчи вӑрман йӑрӑмӗсемпе типҫырмасене, пусӑсене пӑхнӑ. Анчах хӗрарӑма тупайман. Вӑл чӗрӗ-сывӑ пуласса пурте тем пекех шанаҫҫӗ. Шыравҫӑсем алӑ усасшӑн мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗт тирпейлекен савут тума Китай усламҫисене урӑх вырӑнта ҫӗр уйӑрса парасшӑн. «Чувашия – Сычуань» агропроекта тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене Чӑваш Енӗн Правительствин Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ертсе пынипе ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ. Аса илтерер, Китай инвесторӗсем сӗт тирпейлекен савута Муркаш районӗнчи Москакасси ял тӑрӑхӗнчи Эхветкасси ялӗ патӗнче тӑвас тенӗччӗ. Унта вӗсем ҫӗр те туяннӑччӗ. Ял халӑхӗ шикленсе ӳкнипе шӑв-шав ҫӗкленӗ. Вӗсем савутран таса мар шыв урам тӑрӑх юхӗ, ҫывӑхри пӗвене кайӗ тата ытти ҫавӑн йышши пӑтӑрмахран хӑраса ӳкнӗ. Вырӑнтисене шиклентерме вут хуракансем те пулнӑ тесе калаҫаҫҫӗ. Премьер-министр ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн министрӗ Владимир Аврелькин, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсем, Муркаш район администрацийӗнче тӑрӑшакансем, «Сычуань-Чувашия агропромышленная торговая компания» тулли мар яваплӑ общество ҫыннисем хутшӑннӑ. Китай инвесторӗсене тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗр сӗннӗ, ҫав шутра — Канашра та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче литература клубӗ малалла ӗҫлет. Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртӗ. Ӑна йӗркелекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене тишкереҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ». Чӑваш литературине юратакансем, хальхи вӑхӑтри ӗҫсемпе кӑсӑкланакансем тата вӗсемпе паллашсах тӑракансем Римма Прокопьеван «Сар хӗвел хӗрелсен» кӗнекине сӳтсе явма палӑртнӑ. Кӗнеке ал ҫырӑвӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен республикӑри конкурсӗнче 2017 ҫулта ҫӗнтернӗ. Ҫав укҫана ҫӗнӗ кӗнекене пичетлеме усӑ курнӑ. Ӑна сӳтсе явас текенсене «Варкӑш» клуба йыхравлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Аталану» ассоциаци (нумай чӗлхеллӗ ачасем)» ятлӑ ушкӑн Улӑп паттӑрпа паллаштарасшӑн. «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче «Аталану» асоциаци ҫапла ҫырса хунӑ: «Хаклӑ тӑванӑмӑрсем, вырсарни кун, чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 10:00 сехетре пурне те ача-пӑча клубне йыхравлатпӑр. Программӑра: Улӑп паттӑрпа паллашни, ун пирки юмах итлени, чӑваш юрри-ташшине вӗренни, Наци радиовӗпе ҫыхӑну йӗркелени. Шӑпӑрлансене тата ашшӗ-амӑшне 10 сехете Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районне, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх пр., 19/37, «Язык для успеха» (чӑв. Ӑнӑҫу чӗлхи — Т.Т.) ют чӗлхе шкулне ҫитме ыйтатпӑр». Улӑп паттӑрпа паллашма, чӑвӑш юрри-ташшине вӗренес кӑмӑллисем тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8-905-198-77-95 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӳк уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче Аслӑ Новгород хулинче Чӗлхесен VI фестивалӗ иртӗ. Ӑна асӑннӑ хулари Ӑслӑ Ярослав ячӗллӗ университет, Новгород облаҫӗнчи ӑслӑлӑх вулавӑшӗ тата «Страна языков» (чӑв. Чӗлхесен ҫӗршывӗ) тӗнче тетелӗнчи проект йӗркелеҫҫӗ. Фестивале Питӗр хулинчи Чӑваш чӗлхи клубӗн ертӳҫи Екатерина Данилова тухса кайнӑ. Ку мероприятие ют ҫӗршыври тата хамӑр тӑрӑхри чӗлхесене вӗренессипе кӑсӑклантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Фестиваль лекторӗсем — профессиллӗ лингвистсем, филологсем, полиглотсем, чӗлхене юратакансем, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакансем. Унта тӗрлӗ чӗлхе: нанай, грузин, эсперанто, ҫармӑс, польша, серб, китай, чӑваш, бурят, корея, пушкӑрт, серб/хорват, авалхи греци, индонези, литва, чех, араб, иокогамс пиджинӗ, яппун, испани, швед, фин, украина, каталан тата ыттисен хӑтлавӗ иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер саспаллисене Акатуя пухнӑ. Тӑван халӑхӑмӑрӑн уявне вӑл чӑваш алфавитӗнчи 37 саспаллине хутшӑнтарнӑ. Сӑмахӑмӑр — Чӑваш кӗнеке издательствинчи кӗҫӗн классенче вӗренекен шкул ачисем валли пичетленнӗ «Йӑлӑмри Акатуй» кӗнеке пирки пырать. Кӑларӑма кӗнеке-азбука евӗр хатӗрленӗ. Унта автор кашни саспаллипе сӑвӑ урлӑ паллаштарать. Акатуя пухӑннӑ саспаллисем чӑваш лексикин хӑйне евӗрлӗхне уҫса параҫҫӗ. Юрий Сементерӗн «Йӑлӑмри Акатуй» азбука-кӗнекин пӗтӗмӗшле тиражӗ – 1000 экземпляр. Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӑларӑма хӑйне евӗр тесе палӑртаҫҫӗ. Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳкерчӗксемпе кӗнекене Петр Сергеев художник илемлетнӗ, редакторӗ – Ольга Иванова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри Хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫӗпе Алевтина Федоровӑпа тата республикӑри Ашшӗсен канашӗн ертӳҫӗпе Алексей Мурыгинпа тӗл пулнӑ. Курнӑҫура енсем сӳтсе явнӑ ыйтусен шутӗнче демографи лару-тӑрӑвӗ те пулнӑ. Михаил Игнатьев республикӑра юлашки 5 ҫулта нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ 1,5 хут ӳснине пӗлтернӗ. Уйрӑлнӑ мӑшӑрсен хисепӗ пӗлтӗр чакнӑ. Алевтина Федорова ҫулсерен Хӗрарӑмсен канашӗн йышне ҫулсерен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫынсем хутшӑнса пынине, вӗсем питӗ активлӑ пулнине палӑртнӑ. «Бизнесра вӑй хуракансем, ҫамрӑк амӑшӗсем хастар. Кӑҫал ака уйӑхӗнче ҫӗнӗ йыш йӗркелерӗмӗр. Муниципалитет пӗрлешӗвӗсенче ӗҫлекен ҫамрӑксем ҫав тери пуҫаруллӑ. Пӗрне-пӗри пулӑшма ялан хатӗр», – тесе хыпарланӑ вӑл. Республикӑри мӗнпур муниципалитетсенчи ЗАГС уйрӑмӗсенче хӗрарӑмсен канашӗсене йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче геологипе минералоги ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, Ӑслӑлӑхпа ӳнер чӑваш наци академийӗн чӑн пайташӗ, ҫул ҫӳревҫӗ тата таврапӗлӳҫӗ Геннадий Трифонов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Г.В. Трифонов – геолог, философ, ученый, педагог» сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Мероприятие Чӑваш патшалӑх университечӗн истори музейӗн ертӳҫи Ольга Галошева йӗркеленӗ. Ююбиляра ентешӗсен ячӗпе Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен канашӗн ертӳҫи Виталий Станьял литературовед тата публицист саламланӑ. Геннадий Федорович пултарулӑхне Евгений Кадышев, Рената Михайлова, Николай Осипов, Тихон Сергеев наука докторӗсем, Геннадий Степанов, Герольд Плечов, Нина Полупан-Семедова, Эмиль Ургалкин ӗҫтешӗсем пысӑка хурса хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |