Ял хуҫалӑхӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗрин хӑмла типӗтмелли Раҫҫейре кӑларнӑ комплекс пулӗ. Хӑмла типӗтмелли комплекса Раҫҫейре тӑвас ыйтӑва Чӑваш Енӗн Правительствин ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. Тӗл пулӑва ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, республикӑри хамла туса илекенсем, Чӑваш Ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ Андрей Макушев тата аслӑ шкулӑн инженери факультечӗн деканӗ Николай Пушкаренко хутшӑннӑ. Вӗсем Чукун ҫул техникин 41-мӗш тӗп савучӗн ӗҫченӗсемпе курнӑҫнӑ. Савутӑн аталану енӗпе ӗҫлекен директорӗ Вадим Хромых тата Артур Дышаленков тӗп конструктор ХС-400 хӑмла типӗтмелли Раҫҫейри пӗрремӗш комплекс тӑвас шухӑшлине пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тарӑх, комбайна 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче тӗрӗслесе, ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна Вӑрмар районӗнчи «АгроРесурсы» предприятире вырнаҫтарса ӗҫлеттерсе пӑхасшӑн, кӗркунне хута ярасшӑн. Савутпа ял хуҫӑлӑх предприятийӗн ертӳҫисем хут ҫине алӑ пуссах калаҫса татӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрти икӗ экс-полицейски суд сакки ҫине ларнӑ. Хайхискерсем сӗтев илнӗшӗн айӑпланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем ӳсӗр водителе чарнӑ, анчах протокол ҫырман, ҫурла уйӑхӗн 18-19-мӗшӗччен 20 пин тенкӗ сӗтев пама ыйтнӑ. Лешӗ ыйтнӑ укҫана вӑхӑтра парса татайман, инспекторсем ҫурлан 21-мӗшӗнче килне пырса ыйтнӑ, машинине арестлессипе хӑратнӑ. Водитель унӑн ун чухлӗ укҫа ҫуккине пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн полицейскисем авӑнӑн 1-мӗшӗччен парса татмалли срока палӑртнӑ. Тепрехинче вӗсем парӑм патне пӗлӗшне янӑ, лешӗ вара укҫа сӗтев пулние пӗлмен. Ҫапла майпа ҪҪХПИ ӗҫченӗсене поличнӑйпе ярса тытнӑ. Полицейскисене кашнине 1,4 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем йӗрке хуралӗн органӗнче 5 ҫул ӗҫлеймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулинчен Чулхула облаҫне тӳррӗн ҫитме ҫитме Сӑр юханшывӗ урлӑ ҫулсеренех ҫул уҫаҫҫӗ. Ҫавӑн валли вӑхӑтлӑх кӗпер ятарласа тӑваҫҫӗ. Ҫуллахи вӑхӑтра — понтон каҫӑ, хӗлле — пӑр ҫийӗн. Хӗллехи вӑхӑтра пӑр ҫийӗн ҫӳремелли ҫула ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, уҫнӑ. Ҫӗмӗрле хулипе Нават ялне (выр. Наваты) ҫыхӑнтаракан понтон кӗперпе 5 тонна таран таякан машинӑсене ҫӳреттереҫҫӗ. Ун урлӑ автобус та хутлать. Понтон кӗпере кӑҫал чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче сӳтнӗ. Хӗллехи вӑхӑтра виҫӗ тоннӑран ытла йывӑр машинӑсен каҫса ҫӳреме юрамасть. Хӑвӑртлӑха та чакармалла — сехетре 10 километртан ытла хӑвалама юрамасть. Ҫавӑн пирки ҫырнине кӗпер патне ҫапса хунӑ. Хӗллехи ҫул, специалистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулхи пуш уйӑхӗччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкулсенче 11-мӗш классенче вӗренекенсем пӗтӗмлетӳллӗ сочинение кӑҫал раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫырчӗҫ. Ку вӑл экзаменӑн тӗп тапхӑрӗ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтра Чӑваш Енри 5686 ача парта хушшине ларнӑ (ҫав шутран 5684-шӗ — кӑҫал шкул пӗтерекенсем, 2-шӗ — пӗлтӗр шкул пӗтернисем), пӗтӗмлетӳллӗ изложение 11-мӗш класра вӗренекен 61 ача ҫырнӑ. Раҫҫейри шкул ачисенчен 2 проценчӗн ҫеҫ зачет илме май килмен. Чӑваш Енре ун пеккисен йышӗ — 0,2 процент. Вӗсен парта хушшине 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тепӗр хутчен тепӗр хутчен ларма тивӗ. Сочинени темисене илсен, шкул ачисен 27,3 проценчӗ ырӑ кӑмӑллӑхпа ҫыхӑннӑ темӑна суйланӑ, ӳнер пирки ачасен 3,2 проценчӗ пуҫ ватнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкар – Шупашкар маршрутпа ҫӳрекен тепӗр маршрутка чакӗ. Малашне 332-мӗш маршрутка ҫула тухмӗ, транспорт 101с-мӗш маршрут ҫине куҫӗ. Ку йышӑнӑва перевозчик хӑй тунӑ, маршруткӑсем ҫине пӗлтерӳсем те ҫыпӑҫтарнӑ. ЧР Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 332-мӗш маршрута пӑрахӑҫлама плана кӗртнӗ, мӗншӗн тесен вӑл 101с-мӗш маршрутпа пӗр пек ҫулпа ҫӳрет. Аса илтерер: раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарта транспорт реформи вӑя кӗнӗ, чылай маршрута пӑрахӑҫланӑ, хӑшӗ-пӗрин ҫулне улӑштарнӑ. Хальлӗхе халӑха кӑмӑлсӑрлантаракан самантсем пур-ха, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ку ыйтусене ҫынсемпе пӗрле татса парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Совет урамӗнчи 25-мӗш ҫурт патӗнче ватӑ хӗрарӑмпа 9 ҫулти мӑнукӗ ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ВАЗ-21074 машина рулӗ умӗнче ларакан 25-ри водитель тимлӗхне ҫухатнӑ ахӑртнех – вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Аварире хӗрача шар курман, юлашки самантра ӑна асламӑшӗ (е кукамӑшӗ) айккинелле тӗксе яма ӗлкӗрнӗ. 69 ҫулти хӗрарӑм вара васкавлӑ медпулӑшу машининче сывлама пӑрахнӑ. Руль умӗнчи арҫын урӑ пулнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. ШӖМ следствийӗ водителе следстви вӑхӑтӗнче арестлеме суда тавӑҫпа тухнӑ, анчах ӑна ирӗкре хӑварма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Андрей Смирнов Ҫак кунсенче ЧР ШӖМӗнче миграци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Андрей Смирнов патне тав ҫырӑвӗ ҫитнӗ. Полици лейтенанчӗ ырӑ ӗҫе кӑҫал ҫуллах тунӑ-ха, анчах кун пирки ыттисем тав ҫырӑвӗ килсен кӑна пӗлнӗ. Андрей Смирнов ун чухне каҫхине киле таврӑннӑ, ҫул ҫинче кӳршине курнӑ. Лешӗ такамӑн япалисене тупнине, вӗсен йышӗнче телефон пулнине пӗлтернӗ. Хайхискерсем телефона ҫутнӑ кӑна – япала хуҫин амӑшӗ шӑнкӑравланӑ. 26 ҫулти хӗрӗ ҫухалнӑ-мӗн, унӑн куҫӗ япӑх курать, урамра ҫӳреме пӗлсех каймасть. Полици лейтенанчӗ машина рулӗ умне ларнӑ та ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи ҫуртсен картишӗсенче суккӑр хӗре шыранӑ. Темиҫе сехетрен вӑл ӑна тупнӑ, киле ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Паян, раштавӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Канаша ҫӳрекен 6501-мӗш номерлӗ пуйӑс расписанийӗ улшӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви «Содружество» акционерсен обществи хыпарлани тӑрӑх ӗнер пӗлтернӗ. «Шупашкар 1» станцирен пуйӑс 07 сехет те 12 минутра хускалӗ, 6 километрта 07.18-07.19 сехетре пулӗ, «Шупашкар 2» патӗнче — 07.22-07.23-ре, Ишлейре — 07.33-07.34-ра, Мишерте — 07.40-07.41-ре, Шорккара — 07.44-07.45-ре, 28 километрта — 07.50-07.51-ре, 32 километрта —07.55-07.56-ра, Хурӑнварта — 08.01-08.02-ре, 38 километрта — 08.06-08.14-ра, Пустрикассинче — 08.19-08.20-ре, 46 километрта — 08.24-08.25-ре, Ҫӗрпӳре — 08.32-08.33-ре, Тракра — 08.50-09.01-ре, 74 километрта — 09.08-09.09-та, Матьшӳре — 09.13-09.14-ра, Пӗчӗк Ҫавалта — 09.24-09.25-ре, 91 километрта — 09.28-09.29-та, 98 километрта —09.36-09.37-ре, Канашӑн хӗвелтухӑҫ пайӗнче — 09.44-09.45-ре. «Канаш 1» станцие 09 сехет те 51 минутра ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта хӗре троллейбусра ток ҫапнине, пӑтӑрмах «Республика тӳремӗ» чарӑнура, 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри комитечӗн специалисчӗсем халӗ пӑтӑрмаха тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне, хӗр пульницӑна лекмеллех аманнине тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер, Софья Савнеш автор ӗнентернӗ тӑрӑх, салонра ҫын нумай пулнӑ, анчах никам та пулӑшма васкаман. Хӗр «Манӑн арӑма та ҫапла ток ҫапнӑ» тенине илтсе юлнӑ. 23-ри хӗр троллейбусӑн картлашки ҫине пуснӑ кӑна, билет туянма та ӗлкӗреймен – ӑна ток ҫапнӑ. Унӑн кӗлетки хытса ларнӑ,урине хускатайман. Пӗтӗм вӑйран туртӑнса вӑл картлашкаран уйрӑлнӑ, асфальт ҫине кайса ӳксе пуҫӗпе бордюра ҫапӑннӑ. Ӑна пӗр арҫын тӑма пулӑшнӑ. Инкек вырӑнне пикен ашшӗ-амӑшӗ ҫитсе васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗр стационарта виҫӗ кун сипленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем виҫҫӗмӗш вулавра Раҫҫейре наци роумингне пӑрахӑҫласси пирки саккун йышӑннӑ. Ҫапла майпа 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗршывра сотовӑй операторсен тарифӗсем пур ҫӗрте те пӗр пекех пулӗҫ. Ку килекен шӑнкӑравсене те пырса тивет. Паллах, чикӗ леш енчен килекен шӑнкӑравсем ромингпа пулӗҫ. Ют ҫӗршыва шӑнкӑравланӑ чухне те ҫапла пулӗ. Ку пуҫару – «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти лидерӗн Сергей Мироновӑн. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2019 ҫулта кӑна (ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа ӗнтӗ) Раҫҫей ҫыннисем 36 миллиард тенкӗ перекетлӗҫ. Роуминга пӑрахӑҫласси пирки калакан саккун проектне парламентӑн аялти палатине 2017 ҫулхи ҫулла пӑхса тухма панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |