Республикӑра
![]() Шупашкарта тӑхӑр ҫулти ачана ватӑ ҫынна ҫӑлнӑ. Ютскере мар-ха. Хӑйӗн ват асламӑшне (тен, ват кукамӑшне-ши... Вырӑсла пурне те прабабушка теҫҫӗ те) пулӑшнӑ вӑл. Ватӑ хӗрарӑм урамра персе аннӑ. Ҫӗр ҫине вӑл пуҫӗпе шаплатнӑ. Ача ҫухалса кайман: ӑна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Пӑтӑрмахӗ раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Шкултан килсен ача урок тума ларнӑ. Ватӑ ҫын килте чылайранпа ҫукки ӑна сисчӗвлентернӗ. Ӑна шырама вӑл урама тухнӑ. Унта вӑл тӑнсӑр врытакан ҫывӑх ҫыннине тупнӑ. Хӗрарӑмӑн пуҫӗ юн тухмаллах аманнӑ. Вӑл тӑн ҫухатнӑ. Ача ватӑ ҫынна ура ҫине тӑратнӑ. Киле илсе кӗнӗ. Ыраттарнӑ вырӑнне юра алшӑлипе чӗркесе тытнӑ. Кайран вӑл васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Алексей Шурчанов айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 200 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Палӑртмалла: Алексей Шурчанов – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов-кӗҫӗнни «Благодать» тулли мар яваплӑ общество директорне Игорь Нарышкина ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗнче тӗп списока кӗртме шантарнӑ, куншӑн унран 547 пин тенкӗ илнӗ. Анчах вӑл хӑйӗн сӑмахне тытман. Малтан коммерци подкупӗ тесе пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах судра ӗҫе урӑх статьяпа (улталани) пӑхса тухнӑ, мӗншӗн тесен Шурчанов-кӗҫӗннин чӑннипе Игорь Нарышкина списока кӗртмелле майсем те пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Михаил Игнатьевпа Николай Дроздов Чӑваш Енӗн тӗп хулине, Шупашкара, экологи ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен Раҫҫейри пӗрремӗш телекуравпа кӑтартасшӑн. Телекуравне хальлӗхе уҫман-ха. Анчах хута яма палӑртнӑ. Ҫакӑн пирки Мускавра ӗнер иртнӗ «Держава XXI век» (чӑв. XXI ӗмӗрти тӑван ҫӗршыв) нацин комплекслӑ программин йӗркелӳ комитечӗн анлӑ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Мероприятие, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Ларӑва «Чӗрӗ планета» халӑхсен хушшинчи экологи юхӑмне аталантарса пыракан правленийӗн ертӳҫи, Раҫҫейӗ естествӑлла наукӑсен академийӗн академикӗ, биологи наукисен докторӗ Николай Дроздов профессор ерсте пынӑ. Николай Дроздов профессор Чӑваш Енре пулнине палӑртнӑ. «Шупашкар — пуласлӑх хули, экологи енчен таса вырӑн, хитре», – тенӗ вӑл. Ҫавна май Шупашкара экологи телекуравӗн эфирӗнче кӑтартас кӑмӑллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ ҫул умӗн Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫӗнӗ культура ҫурчӗ уҫӑлни пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: унта 150 вырӑнлӑ ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ. Клубра курав залӗ, гримерка пӳлӗмӗ, вулавӑш, кружоксем ирттермелли пӳлӗмсем пур. Кунашкал ырлӑх Патӑрьел районӗнче те пулнӑ. Ишлӗ ялӗнче тӳрех икӗ савӑнӑҫ: автуҫул тата культура ҫурчӗ уҫнӑ. Ишлӗ ялӗнче мероприяти «Ҫӗнӗ клуба каяс килет» театрализациленӗ представленирен пуҫланнӑ. Унтан хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ. Кун хыҫҫӑн ял халӑхӗ ҫӗнӗ клуба курса ҫаврӑннӑ, концертпа киленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Сазонов ирттернӗ канашлура электроэнерги вӑрлани пирки калаҫнӑ. Унта район администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Электроэнерги вӑрлани электроснабжени пахалӑхне чакарни пирки калаҫнӑ. Ҫутӑ ан вӑрлаччӑр тесен халӑхпа калаҫмалла, йӑлтах ӑнлантармалла. Каласа хӑвармалла: энергетиксем электроэнерги вӑрлакансене тупса палӑртас тӗллевпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал 11 уйӑхра «Чӑвашэнерго» филиалӗн ӗҫченӗсем кунашкал 363 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Улатӑр районӗнче ун пекки – 10. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Анжелика Патьянова тунӑ сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Акчикасси ялӗнче пурӑнака Елена Патьянова юртан танк ӑсталанӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата унӑн хӗрӗ Анжелика каласа кӑтартнӑ. Елена Патьянова саккӑрмӗш ҫул ӗнтӗ юртан кӳлепесем ӑсталать. Кӑҫал та вӑл килӗ умне илемлетнӗ. Хальхинче вӑл юртан Т-34 танк ӑсталанӑ, ӑна сӑрланӑ. «Анне совет танкне Мускаври музейра курнӑ та ӑна юртан ӑсталама шухӑшланӑ. Вӑл ӗҫрен килет те ҫур ҫӗр ҫитиччен тенӗ пекех юртан тата пӑртан кӳлепе ӑсталать. 4 кунран танк хатӗр пулчӗ», - каласа кӑтартнӑ Анжела. Пальяновсен килӗ умӗнче танксӑр пуҫне Хӗл мучи, Юр пике, Юр кӗлетке, йытӑ, сысна ҫурисем те пур. Вӗсене вара ҫемйипех ӑсталанӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енри чи лайӑх служащисене чысланӑ. Тӳре-шаран конкурсне хутшӑнакансене саламлама хутшӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев служащисен шучӗ юлашки 10 ҫулта чӗрӗке яхӑн чакнине палӑртнӑ. Ҫавна май тӳре-шаран ӗҫӗ нумайланнӑ-мӗн. Паянхи кун йыш 1275 ҫынпа танлашать. Юрий Васильев ӗҫ вырӑнӗсем нумай тапхӑр пушӑ тӑнине, патшалӑх граждан служащийӗсем час-час ылмашни пирки те асӑнса хӑварнӑ. «Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ» ята республикӑн Финанс министерствин Казначейство управленийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Смирнов тивӗҫнӗ. Муниципалитетсенчи служащисенчен Шупашкарӑн Ленин район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Марина Богданова тата Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ял тӑрӑхӗнчи Елена Никитина ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗ Паянпа ыран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра — ӗҫлӗ визитпа. Паян вӑл «Держава XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ҫӗршыв) комплекслӑ наци программин йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Унта ҫӗршывра экологи телекуравне тата «Знамя Победы 2015–2020» (чӑв. 2015-2020 ҫулсенчи Ҫӗнтерӳ ялавӗ) патриотизм программине аталантарас ыйтусене хускатнӑ. Паянах Михаил Игнатьев Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗсене чӑваш халӑх историйӗпе этнологийӗпе ҫыхӑннӑ тӗпчевсемшӗн чысланӑ. Ыран Михаил Игнатьев ыр кӑмӑллӑх тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ организацисене аталантарас ыйтусене сӳтсе явакан РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑнӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ӗҫлӗ тӗрлӗ тӗлпулу ирттреме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Хӗл мучисемпе Юр пикесем парада тухнӑ. Унта районти культурӑпа кану учрежденийӗсенчи ӗҫченсем хутшӑннӑ. Парада 50 ытла Хӗл мучипе Юр пике ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче юмахри сӑнарсем те пулнӑ. Илемлӗ тум тӑхӑннӑскерсем районти культура ҫуртӗнчен пуҫласа вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс таран утнӑ, унтан администраци ҫурчӗ патне ҫитнӗ. Урам тӑрӑх утакан Хӗл мучисемпе Юр пикесем, юмахри сӑнарсем район ҫыннисен кӑмӑлне ҫӗлкенӗ. Мероприятие пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Парад хыҫҫӑн ҫынсем вӑйӑ картинче савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() ЧР Культура, национальноҫ тата архив ӗҫӗсен министерстви ялсенчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен тата вӗсен ӗҫченӗсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче вырнаҫнӑ вулавӑш «Ялти чи лайӑх вулавӑш» номинацире ҫӗнтернӗ. Учреждени вулакансене компьютер технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗ формӑсем сӗнет, вулавӑш проекчӗсене пурнӑҫлас ҫӗре хастар хутшӑнать. Ҫакна та палӑртма кӑмӑллӑ: Туҫари вулавӑш ҫулталӑк тӑршшӗпех районти, республикӑри тата регионсен хушшинчи мероприятисене хастар хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |