Хулара
![]() Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ Раштав ыркӑмӑллӑх акцине пуҫарнӑ. Вӑл «Ачасем асамлӑха ӗненччӗр тесе…» ятлӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ кӗнекесем пухӗҫ. Сахал тупӑшлӑ тата йышлӑ ҫемьере ӳсекен ачасене энциклопедисем, юмахсемпе калавсен, шкул программине кӗртнӗ хайлавсен пуххисене парнелӗҫ. Ачасене Ҫӗнӗ ҫулта асамлӑх пранелес килет-и? Апла лавккана кайса кӗнекен туянӑр та хулари кирек хӑш вулавӑша йӑтса пырӑр. Кӗнекесене раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче В.Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра иртекен тӗлпулура парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ачасене уяв программи кӗтет. Эсир те ҫак мероприятие хутшӑнма, хӑвӑр туяннӑ кӗнеке-парнене ачана алӑран тыттарма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Енри журналистсем ҫӗршыв ертӳҫи патне каясшӑн. Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пресс-конференци ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланмалла. Владимир Путина ыйту пама Чӑваш Енри журналистсем те ӗмӗтленеҫҫӗ. Пресс-конференцие кайас, мероприятие регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫутатас шухӑшлӑ журналистсем аккредитаци тухнӑ ӗнтӗ. Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пресс-конференцие 1702 журналист хутшӑнасшӑн. Вӗсен хушамачӗсене Раҫҫей Президенчӗн сайтӗнче пичетленӗ. Чӑваш Енрен Наци телекуравӗнчен Галина Титарчук тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатран Джульетта Федорова, «Грани» хаҫатран Дмитрий Новак хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Анна Ямброськина тунӑ сӑн Ҫӗмӗрле хулинче темиҫе кун ӗнтӗ тӗтӗм йӑсӑрланать, ҫынсене ку шӑршӑ йӑлӑхтарнӑ. Хӑшӗ-пӗри палӑртнӑ тӑрӑх, Ленин урамӗнчи кивӗ свалка раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнчех ҫунма тытӑннӑ. Ҫулӑмпах ялкӑшмасть-мӗн, ҫӗр айӗнчи ҫӳп-ҫап тӗтӗм кӑларса йӑсӑрланать. Ҫӗмӗрлесем кӑмӑлсӑр, сывлама кислород ҫителӗксӗр теҫҫӗ. Хула администрацийӗ свалка ҫунни пирки пӗлет, ӑна сӳнтерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Администрацири тӳре-шара ӑнлантарнӑ тӑрӑх, свалка хӑйне хӑй ҫунма пуҫланӑ. Унта пушарнӑйсем те ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе ҫулӑма йӑлтах сӳнтереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Чӑваш Енре кӑҫал пуҫтарса кӗртнӗ ҫӗр улмин пысӑк пайне республикӑри виҫӗ районта туса илнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин инноваци, отрасль аталанӑвӗн тата ҫӗр ӗҫӗн пайӗ пӗлтерет. Ҫӗр улми туса илессипе тӑван республикӑмӑр кӑҫал федерацин Атӑлҫи округӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Асӑннӑ культурӑн калӑпӑшӗпе пирӗнтен Чулхула облаҫӗ тата Тутар Республики ирттернӗ. Кунта сӑмах ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пысӑк фермерсем пирки пырать. Чӑваш Енри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче иккӗмӗш ҫӑкӑра 142,5 пин тонна туса илнӗ. Тухӑҫ гектартан вӑтамран 185,1 центнер тухнӑ. Республикӑра туса илнӗ мӗнпур ҫӗр улминчен 44,5 проценчӗ Куславкка, Патӑрьел, Комсомольски районӗсене тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Полицейскисемпе тӳре-шара Шупашкарта тара паракан хваттерсене шырама тухнӑ. Кунашкал рейда малтанах ирттерме тытӑннӑ, халӗ вӑл малалла пырать. Ленин районӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансем сайтра отчет тунине курма пулать. Ку эрнере вӗсем Иван Яковлев проспектӗнчи 10/1 ҫуртра пулнӑ, 6 хваттере кӗрсе тухнӑ. Вӗсенчен пӗрине пӗр ҫын тара илсе пурӑннӑ, хуҫисем тупӑшшӑн налук тӳлемен. Хваттерте пурӑнаканран объянительнӑй илнӗ, кун хыҫҫӑн хуҫинчен налук недочечӗ тӑвӗҫ. Палӑртмалла: тӳре-шара налук тӳлемен ҫынсене шыраса лавккасем тӑрӑх та ҫӳрет. Ҫапла майпа вӗсем официаллӑ мар тупӑш илекен, нулук тӳлемен ҫынсен йышне чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Про Город» сайтран илнӗ сӑн Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине 5 сехет ҫиетеспе Шупашкар районӗнчи Пархикасси ялӗнчи Шоссе урамӗнчи ҫурт ҫунса кӗлленнӗ. Хуралтӑ таврашӗнчен мунча кӑна сиенленмен. Нумай ачаллӑ ҫемье пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. «Ҫемье пуҫӗ пушарта вилнӗ. Ыттисем пурте чӗрех, сывах. Халӗ виҫӗ пӗчӗк ачаллӑ амӑшне тӑванӗсем хӑйсем патне пурӑнма илнӗ», - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата. Пушара 2 техника, 8 ҫын сӳнтернӗ. Шел те, ҫурт кӑшкарӗ кӑна юлнӑ. Ҫемье тӗрекӗсӗр тӑрса юлнӑ хӗрарӑмпа ачисене пулӑшу кирлӗ. Май пур тӑк акӑ Матвеевсен номерӗ - 8-927-844-44-47 (Олеся Александровна М., номер банк карточкипе ҫыхӑннӑ). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре вӗренӳ пирки калакан саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн. Кун пирки «Регнум» информаци агентствин сайтӗнче хыпарланӑ. Саккунри улшӑнусем республикӑри патшалӑх чӗлхисене – чӑваш тата вырӑс чӗлхисене – пырса тивӗ. Ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансене хӑш чӗлхепе вӗрентмеллине суйлама ирӗк парасшӑн. Саккунпа килӗшӳллӗн, Чӑваш Енре чӑваш тата вырӑс чӗлхисене патшалӑх чӗлхи пек вӗрентме условисем туса памалла. Ку Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисене вӗрентессине те (республикӑра пурӑнакан ҫынсем пирки сӑмах) пырса тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ӗҫлекенсемпе вӗренекенсен конференцийӗ иртнӗ, унта университет ректорне суйланӑ. Ҫитес пилӗк ҫулта ку тилхепене унчченхи ректорах, Андрей Александров, тытса пырӗ. Андрей Юрьевич ЧПУран вӗренсе тухнӑ, «Истори» тата «Юриспруденци» специальноҫсене алла илнӗ, вӑл – экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент. 2000-2010 ҫулсенче ЧПУн социаллӑ аталану пайӗн, социаллӑ аталану управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ, 2010 ҫултанпа вӗренӳ енӗпе проректор тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, Ученӑйсен канашӑн ученӑй секретарӗ пулнӑ. 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна университетӑн ректорне суйланӑ. Андрей Александров – Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Паян Таиландӑн тӗп хулинче, Бангкокра, «Тӗнче пики» пӗтӗм тӗнчери илем конкурсӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енри Йӑлӑм хӗрӗ Юлия Полячихина хутшӑннӑ. Вӑл малтан «Раҫҫей пики» ята тивӗҫнӗччӗ. Ҫӗршыври конкурсра мала тухнипе хавхаланнӑ пике ҫине тӑрсах малалла хатӗрленнӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнче журналиста вӗренекенскер тӗнче шайӗнчи конкурс валли акӑлчан чӗлхине ҫине тӑрса ӑша хывма тытӑннӑ. Хӗр кӑҫалхи ҫуркунне республикӑри хаҫат-журналта, телевидени-радиора пулнӑччӗ. «Тӗнче пики» конкурсра Раҫҫей пики, пирӗн ентешӗмӗр ҫурма финала лекеймен. Европа регионӗнчен унта Польша, Бельги, Великобритани, Венгри тата Ирланди хӗрӗсем кӗнӗ. «Тӗнче пики» конкурсра Филиппин хӗрӗ Катриона Грэй мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Сайт ҫинче чылайранпа регистрациленни, анчах та пӗр пулӑма тавҫӑрса ҫитерейместӗп. Кунта чӑнласа чӑваш чӗлхи никама та кӑсӑклантармасть пулмалла. Пурте хӑйсем тенӗ пек чӑваш чӗлхи ӑҫтан пулса кайнине шутласа кӑларас тесе мӗкӗрленеҫҫӗ. Авалхи вӑхӑтра каланӑ: иртнине пӑхатӑн - карттусна сыр, малалла пӑхатӑн - ҫанусене тавӑр. Анчах та ҫанӑ тавӑрма темӗн никамӑн та кӑмӑл палӑрмасть, иртнине пӑхнӑ чухне вара ҫанӑсене ҫеҫ мар, шӑлавар пӗҫҫисене те те тавӑрса хурса чаваланаҫҫӗ. Хӑҫан та пулсан эпир иртнине хисеплеме вӗренсе ҫитейӗпӗр-ши е ҫав-ҫавах сысна евӗр чаваланӑпӑр-ши? Хуть мӗнле чавалансан та иртнинчи паянхи пурнӑҫа лайӑхлатса яраймасть, енчен те эсир ун йышши шутлатӑр. Пурӑнатпӑр паян, виҫмине иртнӗ, ыранхи ҫитмен. Кунта ниепле те улшӑну кӗртме ҫук. Тата вулакансем те йышлах мар, сайт ҫине вара чылай ҫын ҫырӑннӑ пек курӑнать, е тата шучӗшӗн ҫеҫ ҫырӑннӑ-ши, "мёртвые души" евӗр? Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |