Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Хусанти ҫемье Мускавран таврӑннӑ чухне Сӗнтӗрвӑрри ҫул пӑрӑнӑшӗнче чарӑнса ларнӑ. Анчах вӗсене пулӑшма никам та чарӑнман. Полици ӗҫченӗсем Сергей Федоровпа Александр Данилов вӗсене асӑрхасан чарӑннӑ. Ҫемье шартлама сивӗре пӗр сехет тӑнӑ иккен. Полицейскисем вӗсене хӑйсен машинине лартнӑ та сӳнсе ларнӑ машинӑна ҫывӑхри кафе таран туртса ҫитернӗ. Унта вара ҫемье Хусантан пулӑшу килессе кӗтсе илнӗ. Ҫемье телеграм-каналта Чӑваш Енри полицейскисене тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Пермьри «Сатурн-Р-Авто» республикӑри тӳре-шарана 12 «Москвич 6» машинӑпа тивӗҫтерӗ. Фирма виҫӗ аукциона пӗччен кӑна хутшӑннӑ. Кашни автомобиль 2,9 миллион тенке ларнӑ. 12 машинӑшӑн 34 миллион та 876 пин тенкӗ тӳленӗ. Палӑртмалла: «Москвич 6» машинӑна 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе «Москвич» савутра кӑлараҫҫӗ. Сутлӑхра - 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
2024 ҫул пуҫламӑшӗ климат норминчен 11,5 градус сивӗрех пулнӑ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран ӑшӑрах пулӗ, 12-14 градус сивӗ тӑрӗ. Анчах ҫил вӑйланнӑран сивӗрех пек туйӑнӗ. Юнкун каллех сивӗтӗ, термометр 30 градус патнелле ҫывхарӗ. Кӗҫнерникун юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Эрнекун та вӑл чарӑнмӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӗҫнерникун ҫӗрле термометр 15-20 градус кӑтартӗ. Шӑматкун 20 градус сивӗ пулӗ. Ҫӗрле 30 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче самаях ӑшӑтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Светлана Гордеева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Геннадий Айхин «Стихотворения» кӗнеки Мускаври «Эксмо» издательствӑра 10 пин тиражпа пичетленсе тухнӑ. Кӗнекене сӑвӑсем ҫеҫ мар, эссесем те кӗнӗ. Унсӑр пуҫне Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑх юррисем евӗрлӗ «Поклон – пению» тата «Мир Сильвии» сӑвӑсем кӗнӗ. Кӗнекене пухса хатӗрленӗ Арсен Мирзаев кӑларӑма малтанласа «День присутствия всех и всего» ят пама шухӑшланине, анчах кӗнеке кӑларакансем ят ытла та вӑрӑм тесе каланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта 13 ҫулти хӗрачана машина ҫапса кайнӑ. Хӗрача 19 сехетре хулари Парк урамӗнчи 35-мӗш ҫурт тӗлӗнче ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпа ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине «Датсун» автомобиль пырса кӗнӗ. Унтан хӗрача «Лада Калина» машина ҫине сулӑнса кайнӑ. Пуҫне суранлатнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Ҫӑмӑл автомашинӑсен водителӗсене тӗрӗсленӗ те вӗсем урах пулни палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
ШӖМ тунӑ сӑн Паян ҫӗрле Пушкӑртстанра Шур Атӑл юханшывӗ урлӑ пӑр ҫийӗн каҫнӑ чухне фура анса кайнӑ. Ку инкек Бирск ҫывӑхӗнче пулнӑ. Юханшыв сарлакӑшӗ - 520 метр, пӑр хулӑнӑшӗ - 30 сантиметр, вӑл 3 тонна чӑтать. Фура пӑр айне анса кайсан водитель ҫӑлӑнайман. Ирхине водолазсем унӑн виллине кӑларнӑ. Халӗ унта юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑна хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
ШӖМ тунӑ сӑн Паян 9 сехет те 35 минутра Муркаш муниципаллӑ округӗнче Юнкӑпуҫпа Москакасси ялӗсен хушшинче йывӑр тиевлӗ машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӗлепи облаҫӗнчи 58 ҫулти водитель «Шевроле крузпа» пынӑ чухне транспорта итлеттереймесӗр хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайнӑ та «Форд» фургонпа ҫапӑннӑ. Грузовик ҫаврӑнса ӳкнӗ. Ҫӑмӑл машинӑра пулнӑ арҫын тата икӗ хӗрарӑм аманнӑ. Пӗр хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раштавӑн 22-мӗшӗнче Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ЧР Вӗренӳ министерствипе «Просвещение» издательство 5-7-мӗш классене Чӑваш Ен историне вӗрентмелли учебник кӑларасси пирки килӗшӳ тунӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӗнекепе ачасем кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑнӗҫ. Учебникре - республикӑра пурӑнакан халӑхсен историйӗ, Вӑтам ӗмӗр тапхӑрӗ, Вырӑс патшалӑхӗн йышне кӗни. Сӑмах май, унччен издательствӑра 1-4-мӗш классем валли «Чӑваш чӗлхи» учебникне, вырӑсла вӗренмеллине, кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
riadagestan.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре газпа наркӑмӑшланнӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пӗр талӑкра 7 ҫын шар курнӑ. Ҫавна май республикӑра пурӑнакансене асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Газ кӑмакисене тӗрӗс вырнаҫтармалла, унпа тӗрӗс усӑ курмалла. Кирек мӗнле кӑлтӑк сиксе тухсан та специалистене кӑмакана тӗрӗслеме чӗнмелле. Кӑмакана юсасси те, мӗн те пулин улӑштарасси те - специалистсен тивӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Паян Шупашкарти Павлов мичман урамӗнчи 60-мӗш ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пушар тухнӑ. Унта диван ҫуннӑ. Шел те, инкекре пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Подъездра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫалавҫӑсем пилӗк ҫынна урама тухма пулӑшнӑ. Халӗ пушар мӗнле майпа тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |