Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Кӳршӗре

Тутарстанра, Чӑваш Ен чиккинчен 42 ҫухрӑмра, ҫул-йӗр инспекторӗсем минивэна чарса салона пӑхма шутланӑ. Багажникре вӗсем 6 заряд взрывчатка (кашни 400-шер грамм) тупнӑ. Хыҫалти ларкӑч айӗнче тепӗр 16 взрывчатка пулнӑ. Руль умӗнче вара 64 ҫулти арҫын ларнӑ. Вӑл Мускавран киле Хабаровска кайма тухнӑ. Взрывчаткӑсем ӑҫтан тупӑннӑ? Арҫын ӑнлантарайман.

Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн 6-8 ҫул таран тӗрмене хупма пултараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bazabazon
 

Хулара
ru.freepik.com сайтри сӑн
ru.freepik.com сайтри сӑн

Ача ҫуралсан ашшӗ-амӑшӗ ун валли хитре ят суйлама тӑрӑшать. Нумах пулмасть Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем Мирабелла ята регистрациленӗ.

Хӗрача пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ята Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи «Ача ҫурални» суперсервис пулӑшнипе регистрациленӗ. Мирабелла ят латин чӗлхинчен куҫарсан «илемлӗ тӗкӗр» е «илем тӗкӗрӗ» тенине пӗлтерет.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре пурӑнакансенчен пыршӑлӑх ракӗпе чирлекен нумай. Иртнӗ ҫул ҫак амака тепӗр 700 ҫынӑнне тупса палӑртнӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑри онкологсем патӗнче 4 пин ытла ҫын учётра тӑрать.

Пыршӑлӑх ракне илсен, арҫынсем те унпа нушаланаҫҫӗ. Ӳпке, ӳт, предстательнӑй пар ракӗ хыҫҫӑн вӑл чир тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Хӗрарӑмсен вара кӑкӑр шыҫҫипе ӳт ракӗ хыҫҫӑ виҫҫӗмӗш вырӑн.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче, нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта ют ҫӗршыв арҫынни пенсири хӗрарӑма ҫаратнӑ. Ӑна иртен-ҫӳрен тытса чарнӑ.

Вӑтам Азири ҫӗршывсенчен пӗринчен килнӗ 38 ҫулти арҫын 72-ри кинемейӗн сумккине ярса илнӗ. Ватӑ ҫын лавккаран таврӑнать пунӑ. Ют ҫын сумккипе аякка тарайман — хӗрарӑм сумккипе урам тӑрӑх чупакана, ун хыҫӗнче пулӑшу ыйтса кӑшкӑракан ватта курсан Павел Ивашков таркӑна такӑнтарса ӳкернӗ. Вырӑна Лариса Изотова чупса пынӑ, вӑл йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ.

Ватта ҫаратма тӑнӑ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗс пуҫарнӑ, ҫынна пулӑшнисене вара Тав хучӗсемпе хавхалантарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче вырӑн тавраш сутакан лавккана явап тыттарасшӑн. Тавар сутнишӗн мар-ха. Ытла хытӑ рекламӑланӑшӑн.

Усламҫӑна явап тыттарасси пирки Федерацин монополипе кӗрекен службин Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ.

Сасӑ рекламине Иван Яковлев проспектӗнчи 3 ҫуртра вырнаҫнӑ «ЦентрУМ» универмаг умӗнче янӑратнӑ.

Ивановӑри вырӑн таврашне сутасси пирки Екатерина Ермакова уйрӑм усламҫӑ ҫавӑн пек пӗлтернӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 5 тата 6-мӗшӗсенче та Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче Уҫӑ алӑксен кунне ирттернӗ. Ӑна пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уявлакан Архив кунне халалланӑ.

Архив службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн историпе культура эткерлӗхӗ епле упраннипе, архив фончӗсенче мӗн пуррипе ачасемпе аслисем, историксемпе краеведсем паллашнӑ. Икӗ кунта Уҫӑ алӑксен кунне 200 ытла ҫын хутшӑннӑ.

Унта пынисем нумай ҫӗннине пӗлме пултарнӑ.

 

Хулара
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ
Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти экспресс-кинемейсем ҫын ачисене пӑхма пулӑшаҫҫӗ. Вӗсем — Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекслӑ центра ҫӳрекен хастар ватӑсем.

Татьяна Саверкина, акӑ, икӗ ҫул ӗнтӗ пӗр ҫемьене пулӑшать. Ачасен ашшӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнать, амӑшӗ ӗҫе ҫӳрет. Кӗҫӗн классенче вӗренекен ачисене вӑл шкултан пур чухне те кӗтсе илеймест.

«Ҫак икӗ ҫул хушшинче Татьяна Прокофьевна ҫемьешӗн ҫывӑх ҫын пекех пулса тӑчӗ. Ачасене вӑл шкултан кӗтсе илет», — каласа кӑтартнӑ маларах асӑннӑ центрӑн заведующийӗ Марина Васильева.

Ирина Александрова тата Любовь Гуслева та экспресс-кнемейсен ретне тахҫанах тӑнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн центрта экспресс-кнемейсем валли «Чунпа ҫамрӑк пулсан ҫул кайни ним те мар» уяв иртнӗ.

 

Хулара
"Лиза Алерт" сайтри сӑн
"Лиза Алерт" сайтри сӑн

Шупашкарта 33 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл килтен пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман.

Парамонова Алиса Михайловнӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем шыраҫҫӗ. Вӑл 150 сантиметр ҫӳллӗш, ырханкка, ҫӳҫӗ хура, куҫӗ хӑмӑр. Килтен кайнӑ кун сӑрӑ тӗслӗ куртка, хура кроссовка, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ҫак хӗрарӑма куракансене е ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52.

 

Республикӑра
"Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот
"Чӑваш Ен" ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот

Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнчи Илья Сафонов Пӗтӗм Раҫҫейри «Сырӑш-2024» конкурсра ҫӗнтернӗ. Ҫамрӑк Чӑваш Енӗн Культура министерствинче тӑрӑшать.

Арҫын 5 ҫул ӗнтӗ йывӑҫран тӗрлӗ хатӗрсем, эрешсем касса кӑларать. «Ку ӑсталӑх ӑна юнпа куҫнӑ темелле. Аслашшӗпе асламӑшӗ хӑва хуллинчен хуҫалӑхра кирлӗ тӗрлӗ япала ҫыхнӑ», — тесе пӗлтернӗ «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ.

«Ӑста кулленхи пурнӑҫра усӑ курмалли хатӗрсем ӑсталать, ытларах чухне – савӑт-сапа. Кашни япалана хӑйне майлӑ тума тӑрӑшать», — хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.

 

Культура
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот
«Чӑваш Ен» ПТРК видеовӗнчен илнӗ скриншот

«Чӑваш Ен» ПТРК ӗҫченӗ Вероника Павлова Сочири ҫамрӑксен фестивальне хутшӑнать.

Сочи хулинче пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уҫӑлнӑ Пӗтӗм тӗнчери ҫамрӑксен фестивалӗ «Сириус» федераци центрӗнче иртет. Унта 190 ҫӗршывран ҫамрӑк ҫитнӗ. Ҫав шутра – Чӑваш Енри 90 ҫамрӑк.

«Эрне хушшинче вун-вун паллӑ ҫынпа паллашрӑмӑр, тӗрлӗ лекцисене ҫӳрерӗмӗр. Питӗ усӑллӑ пулчӗҫ вӗсем. Кашни хӑйне кӑсӑклӑ ен суйласа илчӗ. Кама педагогика кӑсӑклантарать, кама журналистика, кама тухтӑр ӗҫӗ кӑсӑклӑ», — каласа кӑтартнӑ Вероника Павлова.

 

Страницӑсем: 1 ... 273, 274, 275, 276, 277, 278, 279, 280, 281, 282, [283], 284, 285, 286, 287, 288, 289, 290, 291, 292, 293, ... 3857
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӑнӑҫлӑ эрне, сире халӗ улталама, ҫавӑрса илме йывӑр. Тен, питӗ ӑслӑ ҫынпа паллашатӑр. Юрату сирӗн пурнӑҫра пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать, ӑна куҫран вӗҫертмелле мар. Харпӑр пурнӑҫри, ӗҫри йывӑрлӑхсене парӑнтарма тӑрӑшӑр.

Пуш, 23

1929
96
Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1965
60
Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1995
30
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...