Спорт
![]() "Контактри" сӑн Ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче бокс енӗпе первенство иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ. Пенза хулинче иртнӗ ӑмӑртура 15-16 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче Муркаш шкулӗнче вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Алексей Алексеев 52 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Артемий Алексеев вара 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елизавета Долгова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Еврази ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн конференцийӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Енрен Елизавета Долгова хутшӑннӑ. Вӑл Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗнче ӗҫлет. Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ, Елизавета Долгова – педагог, психолог, писатель, тӑлмач. «Пухӑва ҫыравҫӑсен мастерскойӗ 65 ҫул тултарнине халалланӑ. Узбекистан, Казахстан, Туркменистан, Косово, Македони, Албани, Крым тата Турци ҫыравҫисем хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштарнӑ. Мероприятие Yakup Omeroglu ертсе пычӗ», — тесе пӗлтернӗ Елизавета Долгова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александра Макарова ярса панӑ сӑнӳкерчӗк Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «ЭнергосбыТ Плюс» акционер обществин Мари Элти тата Чӑваш Енри филиалӗн директорӗ Вячеслав Зданович пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 50 ҫулта пулнӑ. Вячеслав Юрьевич 1973 ҫулта Ташкентра ҫуралнӑ, унти политехника институтӗнче «Промышленность предприятийӗсен тата хуласем энергосбереженийӗ» специальноҫа алла илнӗ. Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче те вӗреннӗ. |
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Следстви комитечӗн Ҫӗмӗрлери районсен хушшинчи уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пушарта нимсӗр юлнӑ нумай ачаллӑ ҫемьене пулӑшнӑ. Вӗсем укҫа-тенкӗ, тумтир, усӑ курма кирлӗ япаласем пухнӑ та ҫемьене пырса панӑ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи Алтышево ялӗнче пурӑнакан 3 ачаллӑ ҫемье нарӑсӑн 26-мӗшӗнче ҫуртсӑр юлнӑ. Пушар ӑна тӗппипех тӗп тунӑ. Инкекре никам та шар курман. Анчах ҫемьен халӗ тӑванӗсем патӗнче пурӑнма тивет. Нумай ача амӑшӗ Следстви комитечӗн ӗҫченӗсене тав сӑмахӗ каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкарта 36 ҫулти арҫынна пӗр уйӑха яхӑн шыраҫҫӗ. Евгений Соколов килтен нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа унран хыпар ҫук. Вӑл мӗнле майпа ҫухални те паллӑ мар. Евгений - ҫӳллӗ, хыткан арҫын. Ҫӳҫӗ хура, куҫӗ симӗс. Ун пирки мӗн те пулин пӗлекенсене 8-800-700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Сӑмах май, пушӑн 15-мӗшӗнче «Лиза Алерт» Наци вулавӑшӗнче ҫынсене шырама пулӑшас текенсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Мероприяти 18 сехет ҫурӑра пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() all-migration.com сайтри сӑн Шупашкарти хӗрарӑм ӗҫ шыранӑ вӑхӑтра тупӑш тумалли мел шыранӑ та самаях пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ. 29 ҫулти хӗрарӑма палламан ҫынсем видеохостингра роликсем пӑхса укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Малтанах вӑл куншӑн укҫа илсе тӑнӑ-ха. Кайран ӑна укҫана криптовалютӑна хума ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ, пысӑкрах тупӑш илес тесе вӑл тӗрлӗ банкран кредитсем илнӗ. Укҫана йӑлтах палламан счет ҫине куҫарнӑ. Тупӑшне илме тӑна та паман. Хӗрарам тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ. Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Галина Галвэл архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Францин тӗп хулине топ-модельсем, паллӑ ҫынсем, блогерсем Мода ҫурчӗсен тата тӗнчери ҫамрӑк дизайнерсен ҫӗнӗ коллекцийӗсемпе паллашма килнӗ. Луврта Канаш хулинчи дизайнер Галина Галвэл та хӑйӗн ӗҫӗсемпе паллаштарнӑ. Галина хӑйӗн аллипе кӗпесем ҫӗлет. Кӑҫал пирӗн ентеш хайӗн ӗҫӗсемпе люкс сегментӗнче паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫитес тунтикун Раҫҫейри мӗнпур шкулта «Пӗлтерӗшли ҫинчен - калаҫу» класс сехетӗнче Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пирки калаҫӗҫ. Аса илтерер: ку проекта Чӑваш Ен ытти регионпа пӗрле пурнӑҫланӑ. Ку проект мӗнле ҫуралнӑ? Ӑна мӗнле пурнӑҫланӑ? Кун пирки шкул ачисене каласа кӑтартӗҫ. Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти ҫӗршыври халӑхсен историне, культурине тата географине вӗренмелли пособи пулса тӑрӗ. Сӑмах май, Мускавра ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра та унпа паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче «Ҫавал» ансамблӗн концерчӗ иртнӗ. Пултаруллӑ коллектив сцена ҫине «Акӑ ҫитрӗ ҫуркунне» программӑпа тухнӑ. Филармонин коллективӗн кашни композицийӗ музыка чӗлхин илемӗпе, ҫӗнӗ аранжировкӑсемпе, артистсем ӑсталӑхӗпе, илемлӗ тумӗпе тыткӑнлать. Репертуарта юрӑсем, ташӑсем, вокалпа хореографи сюитисем пулнӑ. Сӑмахран, «Матушка Россия», «Веселись, народ!», «Ӗмӗр пӗрле пурӑнар» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Игорь Петров сӑнӳкерчӗкӗсем Пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Ӗпхӳ хулин П. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗнче иртнӗ регионсем хушшинчи «Тарасов вулӑвӗсем» наукӑпа методика семинарине Чӑваш делегацийӗ те хутшӑннӑ. Унта Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн хастарӗсем, Лидия Филиппова ҫыравҫӑ пулнӑ. Аса илтерер: Ӗпхӳри П.М. Миронов ячӗллӗ Чӑваш вырсарни шкулӗн ертӳҫи пулнӑ Иван Тарасов 2023 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑччӗ. Иван Григорьевич Пушкӑртстанри Кӑрмаскал районӗнче ҫуралса ӳснӗ, чӑваш халӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Иван Тарасов чӑваш телекӑларӑмӗсене ертсе пынипе паллӑ. Вӑл «Ентешсем» тата «Еткерлӗх» ҫутӗҫ программисен, ҫавӑн пекех 350 ытла кӑларӑм авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |