Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шӑматкун, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Кашмашри культура ҫуртӗнче «Хӗрарӑм, сан умӑнта таятӑп пуҫӑма» республика конкурсӗн финалӗ иртнӗ.

Ун пек конкурс кӑҫалхипе пиллӗкмӗш хут иртет.

Финала 8 муниципаллӑ округри хӗрарӑмсем тухнӑ. Вӗсем — Ҫӗрпӳ, Канаш, Шупашкар, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Йӗпреҫ тӑрӑхӗсенчен.

Конкурса хутшӑннисем хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енӗпе кӑтартнӑ. Муркаш тӑрӑхӗнчи Галина Голубева (вӑл Москакассинчи культура ҫурчӗн заведующийӗ) чӑваш апатне хатӗрлемелли конкурсра хуран кукли тата ҫӳхӳ пӗҫернӗ.

Конкурса хутшӑннӑ кашни хӗрарӑмах тӗрлӗ номинацире чысланӑ.

 

Республикӑра
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫил вӑйланнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви те малтанах асӑрхаттарнӑччӗ.

Вӑйлӑ ҫил Шупашкар хулинчи Николаев урамӗнчи 22-мӗш ҫурт тӑрри сиен кӳнӗ. Ҫавӑн пекех Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнчи культура ҫурчӗ шар курнӑ. Унта та тӑрри сиенленнӗ.

Ултӑ муниципаллӑ округра электроэнерги пӗтнӗ. Халӗ васкавлӑ службӑсем вӗсенче ӗҫлеҫҫӗ.

 

Сывлӑх

Республикӑра иккӗмӗш эрне ӗнтӗ кӑшӑлвируспа чирлекен сахалланса пырать. Анчах ҫынсем вилнӗ тӗслӗхсем каллех пулнӑ.

Стопкоронавирус.рф сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юпан 9-15-мӗшӗсенче республикӑра 280 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Унччен 393 тӗслӗх пулнӑ. Иртнӗ эрнере 23 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ, ун умӗнхи эрнере – 23 ҫынна. Анчах иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ҫын вилнӗ тӗслӗх пулнӑ. Иртнӗ эрнере 1 ҫын сывалайман.

Сӑмах май, пандеми пуҫланнӑранпа республикӑра 117,6 пин ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 4742-шӗ вилнӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер ЧР Элтеперӗ Олег Николаев республикӑра пушара хирӗҫ режима пӑрахӑҫлани пирки хушу алӑ пуснӑ. Ҫапла документ юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ.

Аса илтерер: пушара хирӗҫ режим пирӗн республикӑра ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе вӑйра пулнӑ. Пӗлтӗр вӑл акан 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 17-мӗшӗччен пулнӑ.

Республика влаҫӗ муниципалитетсенче те пушара хирӗҫ режима пӑрахӑҫлама сӗннӗ.

 

Культура
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
morgau.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Янӑшра пурӑнакан, унти шкулта чылай ҫул учительте ӗҫленӗ Геннадий Васильев Шурча вулӑсӗ ҫинчен кӗнеке кӑларнӑ. Унпа вӑл нумаях пулмасть Муркашри вулавӑшра паллаштарнӑ.

«Акрамовская волость в истории Чувашии» кӗнеке авторӗ – Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗн членӗ, Раҫҫейӗн пӗтӗмӗшле пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗсченӗ, Чӑваш Республикин хисеплӗ краевечӗ.

Маларах автор «События и судьбы Янышского края» (2007), «Исчезнувшая, но незабытая деревня Салакасы» (2021) кӗнекесем кӑларнӑ.

 

Персона
Татьяна Вашуркинӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Татьяна Вашуркинӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Хыпар» издательство ҫуртне ертсе пынӑ Татьяна Вашуркина ӗҫрен кайнӑ. Асӑннӑ медиахолдингра директор — тӗп редактор пулса тӑрӑшнӑ Татьяна Вашуркинӑна ӗҫрен кӑларни ҫинчен калакан йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

«Хыпар» издательство ҫуртне Татьяна Вашуркина 2017 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ертсе пынӑччӗ. Унччен вӑл «Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) «Тӑван Ен» хаҫатра редакторта ӗҫленӗччӗ.

 

Хулара

Вырсарникун Шупашкарта пурӑнакансем кӑмӑллах мар ӳкерчӗк курнӑ. «Модӑсен ҫуртне» хирӗҫ пулнӑ ку. «Тойота» тӑррине ванна вырнаҫтарнӑ, унта вара питех те уҫӑ купальник тӑхӑннӑ хӗр авкаланса ташланӑ.

Вырӑна полицейскисем часах ҫитнӗ. Водителе те, хӗре те полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. 33 ҫулти водителе ҫынна ҫапла майпа илсе ҫӳренӗшӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян 16 сехет те 48 минутра «01» пульт ҫине Шупашкарти «Мадагаскар» суту-илӳ центрӗнче пушар тухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Юрать-ха, пысӑк инкек пулман. Пушарнӑйсем ҫитиччен пушара сӳнтернӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, суту-илӳ центрӗнче пӗрремӗш хутра ювелир лавккинче авариллӗ ҫутӑ оборудованийӗ ҫунма пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче эрнекун, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Валентина Распутинӑн «Последний срок» повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакль кӑтартнӑ. Ӑна Алексей Герасимов режиссёр хатӗрленӗ. Ҫӗнӗ ӗҫе курма халӑх лӑк тулли пуҫтарӑннӑ.

«Спектакльте манӑн Распутин епле каласа кӑтартнине хӑварас килчӗ. Геройсен диалогӗсем, ватӑсен шӑпи, ҫара уран иртнӗ ачалӑхшӑн тунсӑхлани – пурте пур ку спектакльте», – каласа кӑтартнӑ Алексей Герасимов.

Спектакль художникӗ — Евгений Аввакумов, балетмейстерӗ — Эльвира Кержиманкина. Пьесӑна вырӑсларан чӑвашла Ольга Туркай куҫарнӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейри тӗп банк паянтан ҫӗнӗ 1 пин тата 5 пин тенкӗлӗх укҫасене ҫаврӑнӑша кӑларнӑ. Банк пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен хӳтӗлев комплексӗ вӑйлӑрах.

1 пин тенкӗлли ҫине Чулхала облаҫне тата Атӑлҫи федераци округне ӳкернӗ. Тӗслӗхрен, ун ҫинче Хусанти Сююмпике башни те пур. 5 пин тенкӗллине Екатеринбурга тата Урал федераци округне халалланӑ.

Банкнотӑсен тӗсӗ унчченхисем евӗрех. 1 пин тенкӗлли бирюза тӗслӗ, 5 пинли вара - хӗрлӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 270, 271, 272, 273, 274, 275, 276, 277, 278, 279, [280], 281, 282, 283, 284, 285, 286, 287, 288, 289, 290, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...