Культура
![]() «Чӑваш Ен» ПТРК сюжетӗнчен илнӗ скриншот Кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитет. «Хастар» пӗрлешӗвӗ пуҫарнипе Трак тӑрӑхӗнче Ҫеҫпӗл кунӗ иртнӗ. Сӑмах май каласан, сӑвӑҫӑн амӑшӗ Агафия Николаевна ҫав тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ. Краеведени музейӗн ертӳҫи Валентина Тихонова пухӑннисене «Поэт амӑшӗн шӑпи» хайлавпа паллаштарнӑ. Шкул ачисемпе культура ӗҫченӗсем вара Ҫеҫпӗл сӑввисене пӑхмасӑр каланӑ. «Чӑвашкино» студи ӳкернӗ «Тӗрӗслӗх ҫутаттӑр Ҫеҫпӗлӗн ятне» документлӑ фильма кӑтартнӑ. Фильм авторӗ — Алексей Енейкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ А. Пушкин ячӗллӗ вулавӑшра нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗпе Ольга Австрийская тӗлпулу иртнӗ. «С книгой мир добрей и ярче!» (чӑв. Кӗнекепе тӗнче ырӑрах та ҫутӑрах) чӗрӗ диалога Пӗтӗм тӗнчери писатель кунне халалланӑ. Ольга Австрийская – писатель, журналист, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри профессионал писательсен союзӗн членӗ, И.Н. Ивник, А.В. Емельянов ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Вулавӑшри тӗлпулӑва Шупашкарти 24-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем пынӑ. Ольга Автрийская ачасене хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ, пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сергей Никитин тата Марина Карягина. Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Ҫӗн кун ачи» спектакль кӑтартрӗҫ. Ӑна Марина Карягина пьеси тӑрӑх калмӑк режиссӗрӗ Борис Манджиев лартнӑ. Спектакльте Ҫеҫпӗл Мишши рольне Сергей Никитин тӗлӗнсе каймалла ӗнентерӳллӗ те чунне парса вылярӗ. Марина Карягина калашле, «паллах, малтан кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑрӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен пӗлмелле. Симвӑллӑ сцена чӗлхи хӑйех куракан чун-чӗринче нумай шухӑш-туйӑм ҫуратать». |
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер, пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулинче харпӑр ҫурт ҫуннӑ. Ҫулӑм йывӑҫ пӳрте тӗп тунӑ. Пушара сӳнтерсен 64 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Халӗ инкек сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ. Ҫав кунах Шупашкар округӗнчи Вӑрманкасра пушар пулнӑ. Унта ҫулӑм 61 ҫулти арҫынна кил-ҫуртсӑр хӑварнӑ. Малтан мунча ҫунма тытӑннӑ, унтан ҫулӑм пӳрт ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, кил хуҫи ҫӑлӑнса ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкул халӗ ачасене йышӑнса вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнме пултарать. Нумаях пулмасть вӑл лицензи илнӗ. Кун пирки ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Шкул хулари 64-мӗш шкулӑн вӗренӳ корпусӗ пулса тӑнӑ. Санитарипе эпидемиологи пӗтӗмлетӗвӗ те килнӗ. Ҫак кунсенче ведомство ӗҫченӗсем шкул коридорӗпе утса тухнӑ, классене, акт залне, столовӑя пӑхса ҫаврӑннӑ. «Юлашки штрихсем юлнӑ», ҫапла пӗлтернӗ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров телеграм-каналӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн вӗрентекенӗсем Александр Семенов тата Алексей Новиков Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑк инженерӗ» конкурса хутшӑнса ҫӗнтернӗ. Вӗсене ҫӗршыври профессионал инженерсен реестрне кӗртнӗ. Александр Семенов «Машиностроени» номинацире мала тухнӑ. Алексей Новиков вара «Агроинженери» номинацире ҫӗнтернӗ. Ҫапла вӗсем «Ҫулталӑк инженерӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: аграри университечӗ малтан Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ru.freepik.com сайтри сӑн Нарӑсӑн 26-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑн 3-мӗшӗччен республикӑра 209 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Кун пек нумай тӗслӗх юлашкинчен раштавӑн 25-31-мӗшӗсенче пулнӑ. Ун чухне 361 ҫын кӑшӑлвируспа инфекциленнӗ. Раҫҫейӗпе илес тӗк, юлашки эрнере ҫак амакпа аптӑракансен йышӗ чакнӑ. Унчченхи эрнере 26,6 пин тӗслӗх пулнӑ тӑк юлашки эрнере ку кӑтарту 25,8 пин ҫынпа танлашнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывра кӑшӑлвируспа чирлекенсем пульницӑна лекнӗ тӗслӗх нумайланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/club211725618 сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче «Весенняя капель» (чӑв. Ҫурхи тумлам). музыкӑпа поэзи каҫӗ иртӗ. Ҫуркуннехи пӗрремӗ уявпа Чӑваш патшалӑх симфони капелли саламлӗ. Хормейстерӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Татьяна Давыдова. Уява Илья Резник поэтӑн «Гимн семье» хайлавӗпе уҫӗҫ. Уявра тӑван ҫӗршыв эстрадин ылтӑн хичӗсем тата классика музыки янӑрӗ, кинофильмсенчи юрӑсемпе авторсен композицийӗсем пулӗҫ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ ыран, пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 18 сехетре, пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Присавсен службин архивӗнчи сӑн Елчӗк муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 48 ҫулти арҫын «Лада Ларгус» машинӑна кредитпа илнӗ. Анчах вӑл парӑма татма васкаман. Ҫапла парӑм 500 ытла тенкӗ пухӑннӑ. Малтан приставсем ӑна машинӑна регистраци тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тума чарнӑ. Унтан транспорта арестленӗ. Арҫын машинӑна сутасран хӑраса парӑма йӑлтах татнӑ. Исполнительнӑй сбор суммине те, 40 пин тенке, тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() shumer.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Хутарти культура ҫуртӗнче «С любовью к песне» (чӑв. Юрра юратса) регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Сергей Мухоморова асра тытса ирттернӗ. Кун пек фестивале вырӑнтисем тӑххӑрмӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ. Конкурса хор коллективӗсем, ансамбльсем, солистсем, инструменталистсем хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Калинушка» ансамбль (ертӳҫи — Валентина Телей) солисчӗсем Николай Фролов тата Александр Ильин та хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |