Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш литературин XX ӗмӗрӗнчи историйӗ» кӗнекен пӗрремӗш пайӗ кун ҫути курнӑ. Унта 1900–1955 ҫулсем кӗнӗ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн специалисчӗсем хатӗрленӗ ӑслӑлӑх кӗнекинче чӑваш литератури XX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче епле аталанни пирки ҫырса кӑтартнӑ. Ӑна икӗ тапхӑрпа ӑнлантарнӑ: наци шухӑшне шыранӑ тапхӑр (1900–1929 ҫулсем) тата канонизациленӗ соцреализм тапхӑрӗ (1930-1955 ҫулсем).

Кӑларӑма статьясем, ҫав тапхӑрти ҫыравҫӑсене пултарулӑх портречӗсем кӗнӗ. Монографире этноцентрика енӗпе ӗҫленӗ ҫыравҫӑсен пултарулӑхне пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.

Тишкерӳ статйисене В.Г.Родионов, Г.И.Федоров, А.Ф.Мышкина профессорсем ҫырнӑ. Ҫавӑн пекех Н.Г.Ефремова-Ильина, И.Ю.Кириллова, В.В.Никифоров, И.В.Софронова хутшӑннӑ.

 

Вӗренӳ

Шупашкарти шкулта вӗренекен икӗ ҫамрӑк АПШран Пӗтӗм тӗнчери Intel® ISEF конкурсран таврӑннӑ. Вӗсене унта тӗпчевӗсемшӗн ятарлӑ премипе чысланӑ.

Конкурс АПШри Питтсбург хулинче иртнӗ. Унта аслӑ классенче вӗренекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Шупашкартан кайнӑ икӗ ҫамрӑк унта палӑрма пултарнӑ.

Жюрире тӗнчери паллӑ университетсенчи профессорсем, пӗтӗм тӗнчери организацисен ӗҫченӗсем, Нобель премийӗн лауреачӗсем пулнӑ. Пӗтӗмпе конкурсҫӑсем 4 миллион доллар тенкӗшӗн тупӑшнӑ.

Финала тӗнчери 1600 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Раҫҫей яш-хӗрӗн математика, хими, программировани, материаловедени, инжиниринг енӗпе хатӗрленӗ проекчӗсем 6 тӗп тата 3 ятарлӑ наградӑна тивӗҫнӗ.

Раҫҫейрен конкурса 27 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем 20 тӗпчевпе ӑслӑлӑх проекчӗ хатӗрленӗ. 10 ҫамрӑк лауреатсен йышне кӗнӗ.

Шупашкартан конкурса кайнӑ Геннадий Ватковский тата Тимофей Яхонтов проекчӗсемпе «Материаловедени» секцире хӳтӗленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77453
 

Спорт

Чӑваш Республики халӑха спорта явӑҫтарас енӗпе ҫӗршывра виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннине ЧР Спорт министерстви пӗлтерет.

Кун пирки РФ Спорт министерстви ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗнче министр ҫумӗ Павел Колобков пӗлтернӗ. Вӑл 2020 ҫул тӗлне Раҫҫейри ҫынсен 40 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма тытӑнассине пӗлтернӗ. Пӗлтӗрхи пӗтӗмлетӳ тӑрӑх, ку кӑтартӑва Краснодар крайӗ ҫитнӗ. Унти халӑхӑн 41,2 проценчӗ спортпа туслӑ.

Малтисен йышне ҫавӑн пекех Мари Эл кӗнӗ. Унта ҫынсен 39 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнать. Чӑваш Ен вара виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Пирӗн республикӑра халӑхӑн 37,4 проценчӗ спортпа туслӑ.

Ларура спорта явӑҫни социаллӑ ыйтусене татса пама пулӑшнине палӑртнӑ. Вӑтамран илсен пулсан, спортпа туслӑ ҫын ҫулталӑкне 2,5 кун сахалрах чирленӗ. Ҫапла майпа патшалӑхӑн 25 миллиард тенки перекетленнӗ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ 55 ҫулхи юбилейне уявлама хатӗрленет. Театр ӗҫӗ-хӗлӗ 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Шывармань» оперипе пуҫланнӑ.

Пирвайхи 15 ҫул театрӑн илемлӗх ертӳҫи Борис Марков пулнӑ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, театр ҫӑмӑл мар лару-тӑрура ҫуралнӑ. Ун чухне профессионал хор та, балет та пулман. Специалистсем те ҫитмен. Савутсенчен, фабрикӑсенчен, аслӑ шкулсенчен пултарулӑх ушкӑнӗнчи ҫынсем килнӗ унта. Вӗсем каҫсерен репетицисем ирттернӗ.

Историе илес пулсан, Чӑваш академи драма театрӗн тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн симфони оркестрӗн ҫумӗнче 1959 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музыка драма театрӗ йӗркеленнӗ. 1969 ҫулта вӑл уйрӑм ушкӑн пулса тӑнӑ, 1993 ҫулта вара Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ятне панӑ.

Юбилей каҫӗнче Георгий Хирпӳн «Нарспи» оперине кӑтартӗҫ. Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче эксклюзивлӑ концерт пулӗ, унта артистсен ачисем сцена ҫине тухӗҫ. 27-мӗшӗнче вара халӑха «Шывармань» курма чӗнеҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Василий Шикарев музее парнеленӗ арманпа
Василий Шикарев музее парнеленӗ арманпа

Пӗтӗм тӗнчери музейсен кунӗнче Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнчи вулавӑшра хӑйне евӗр акци иртнӗ. Ҫак кун ял халӑхӗ вырӑнти музее тӗрлӗ япала парнелеме пултарнӑ.

Аялти Улмалуй ялӗнче пурӑнакан Василий Никитич Шикарев мезее алӑпа авӑртмалли арман парнеленӗ. Вӑл унӑн амӑшӗн Мария Ивановнӑн пулнӑ. Ӗлӗк кунашкал хатӗр кашни килтех пулнӑ. Унпа ытларах чухне тырӑ авӑртнӑ.

Кун пек арман икӗ пайран тӑрать. Ӑна хурӑнран, хӑш чухне юманран, вӗренерен хатӗрлеҫҫӗ, сийне металл пластинӑсем ҫапаҫҫӗ. Унпа тырра темиҫе хут авӑртса ҫӑнӑх та тума пулать.

Василий Никитич ачасем ӗлӗкхи япаласемпе ҫитӗнекен ӑру паллаштӑр тесе ӑна музее парнеленӗ. Энтри Пасар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Скворцова вара музее стерилизатор, кантӑк шприцсем, йӗпсем йӑтса килнӗ.

 

Персона Олег Бойко
Олег Бойко

Чӑваш Енре Арбитраж сучӗн ертӳҫи ылмашма пултарать. Тилхепене асӑннӑ суд тӳрине Олег Бойкона шанма пултараҫҫӗ текен сас-хура ҫӳрет иккен. Хальхи вӑхӑтра ку ӗҫре Александр Шегуров тӑрӑшать.

Тӳресен аслӑ квалификаци коллегийӗ ҫӗршывӑн хӑш-пӗр регионӗнче арбитраж сучӗсенче улшӑнусем тума йышӑннӑ. Пирӗн республикӑри Арбитраж судне те ҫакӑ пырса тивме пултарать. Кун пирки «Право.ру» портал пӗлтернӗ иккен.

Олег Бойко пирки каласан, вӑл 1978 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ «Юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине «Аудит-Информ» фирмӑри юристран пуҫланӑ. 2001–2008 ҫулсенче Арбитраж судӗнче ӗҫленӗ. Малтан — аслӑ специалистра, унтан — тӳре пулӑшуҫинче ӗҫленӗ. Кайран суд председателӗн ҫумӗн пулӑшуҫин пуканне йышӑннӑ. 2008 ҫулхи кӑрлачра ӑна тӳрене шаннӑ. Ҫав ҫулхи кӗркунне Бойко Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн тӳресен йышӗн председателӗ пулса тӑнӑ.

 

Политика Константин Субботин
Константин Субботин

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнче кӗпӗрнаттӑрсене суйламалла. Суйлав Чӑваш Енре те иртмеллине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ. Суйлав вӑхӑтӗнче ертсе пыракан влаҫ пайташӗсем кӑна мар, оппозици шутне кӗрекеннисем те хастарланаҫҫӗ. Раҫҫейӗн либерал-демократсен партийӗ шухӑшланӑ-шухӑшланӑ та пирӗн патра Элтепер пуканӗшӗн кӗрешӗве Константин Субботина кӑларас тенӗ. Свердловск облаҫӗнчен РФ Патшалӑх Думине суйланнӑ 33 ҫулти ҫав ҫамрӑк либерал-демократсен шучӗпе Чӑваш Ене ним мар ертсе пыраять.

РФ Патшалӑх Думин вице-спикерӗ Игорь Лебедев либерал-демократсен партийӗ ытти регионсем валли те суйлава хутшӑнмалли кандидатсем палӑртнине пӗлтернӗ. Пӗр-икӗ регионта кандидатсене улӑштарма пултарассине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.

 

Политика Элтеперпе калаҫакан тележурналистсемпе - Светлана Каликова
Элтеперпе калаҫакан тележурналистсемпе - Светлана Каликова

Чӑваш Енӗн правительствинче черетлӗ кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫин Иван Моторинӑн паянхи хушӑвӗпе республикин информаци политикин министрӗн ҫумне Светлана Каликована ӗҫрен хӑтарнӑ. Паянтанах вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пулӑшуҫин пуканне йышӑннӑ. Кун пирки тепӗр хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер кӑларнӑ.

Светлана Каликова информаци политикин министрӗн ҫумӗнче пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Министр пулма лартиччен Светлана Каликова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн пресс-службин пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ.

Ҫапла вара пирӗн республика ертӳҫине Михаил Игнатьева Сергей Архипов, Татьяна Михайлова, Юрий Петров, Вячеслав Печников тата Светлана Каликова пулӑшса пырӗҫ.

 

Культура Ваня Еруков
Ваня Еруков

Ҫу уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче Шупашкарта «Купӑс — манӑн чун» Пӗтӗм Раҫҫей фестивалӗ иртнӗ. Унта Тутарстанри, Мари Элти, Чулхула облаҫӗнчи купӑс, баян, аккардеон калакан маттурсем пухӑннӑ.

Фестивале пултаруллӑ ҫамрӑксене тупса палӑртас, вӗсене хавхалантарас тӗллевпе ирттернӗ.

Фестивале Вӑрмарти ачасен ӳнер шкулӗнче вӗренекен маттур арҫын ача Иван Еруков та хутшӑннӑ. Ваня 8 ҫулта кӑна-ха, анчах вӑл конкурсра пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.

Вӑрмар ачи 9 ҫул тултарманнисен ушкӑнӗнче — баян, аккардеон, купӑс калакан солистсен номинацийӗнче — 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ.

Жюри Ваня Еруковӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Арҫын ача музыка пултарулӑхне Валентина Васильевна Павловская патӗнче туптать.

 

Культура

Ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртмен 20-мӗшӗччен Шупашкарта наци кухнин «Шупашкар — хӑнасене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илекен хула» конкурс иртет.

Калинин районӗн администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс ҫак номинацисемпе иртӗ: «Чи лайӑх наци яшки», «Какайран пӗҫернӗ чи лайӑх наци апачӗ», «Пулӑран пӗҫӗрнӗ чи лайӑх наци апачӗ», «Чи лайӑх наци кукӑлӗ», «Чи лайӑх наци десерчӗ», «Наци кулинари ҫӗнӗлӗхӗсем», «Наци ноу-хау!».

Фестивале пӗтӗмлетнӗ май конкурс комиссийӗ наци апачӗсен авторӗсене хавхалантармашкӑн хушма номинацисем те палӑртма пултарӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене уйӑхран палӑртӗҫ, Республика кунӗнче чыслӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2868, 2869, 2870, 2871, 2872, 2873, 2874, 2875, 2876, 2877, [2878], 2879, 2880, 2881, 2882, 2883, 2884, 2885, 2886, 2887, 2888, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...