Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт

Сӗнтӗрвӑрринче пушар ҫӑлавҫисен спорчӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Унта хӑйсен маттурлӑхне шкул ачисем кӑтартнӑ.

Ӑмӑрту виҫӗ тӗспе иртнӗ. Чӑрмавлӑ 100 метра чупнӑ, штурмлӑ пусмапа хӑпарнӑ, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн азбукине мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ, пушар эстафети, иртнӗ…

Шуршӑл шкулӗнче вӗренекен Саша Яковлев ку ӑмӑртӑва виҫҫӗмӗш хут хутшӑнать ав. Вӑл МЧСник пуласшӑн.

Призерсене РФ МЧСӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов майор генерал чысланӑ. Аслисен ушкӑнӗнче Хуракасси, Шуршӑл шкулӗсем, Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимнази мала тухнӑ. Кӗҫӗннисен йышӗнче те ҫав шкулсемех палӑрнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри колони-поселенирен ҫын тарнӑ. Анчах хайхи нумай вӑхӑт пытанса ҫӳреймен, часах ҫакланнӑ.

Хальхи тӗслӗхӗ 8-мӗш колонире пулса иртнӗ. Унтан 29 ҫулти арҫын тухса тарнӑ. Ӑна нумайлӑха та хупман-ха. 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха. Асӑннӑ вӑхӑтлӑха арҫынна Пуҫиле кодексри виҫӗ статьяпа: вӑрланишӗн, усламҫӑ ӗҫне ура хунишӗн тата хӗненишӗн — пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкар хулинчи Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе ӑсатнӑ.

Тӗрмере ирӗкри мар та, унта пӗр кунӗ те аран иртет пуль ҫав. Ларас вӑхӑта кӗскетес тенӗ-ши, тытсан вӑхӑта тӑсса парасси пирки шухӑшласа илмен-ши, анчах вӑл тарма шут тытнӑ. Колонири пӑтӑрмах пирки ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче каҫхи 21 сехет тӗлӗнче пӗлнӗ. Ирӗкре нумаях ҫӳреме май килмен, капкӑна ҫакланнӑ та.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/77293
 

Раҫҫейре

Акан 24-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен Смоленск облаҫӗнче «Астӑвӑм вахти» иртнӗ. Унта Шупашкарти 57-мӗш шкулти «Набат» тата 5-мӗш гимназири «Атӑл» шырав отрячӗсем хутшӑннӑ.

Шыравҫӑсен лагерӗ Горбатовщинӑра вырнаҫнӑ. Унта 1941 ҫулта стрелоксен 91-мӗш чаҫӗ тӑнӑ. Ҫапӑҫусем хӗрӳ иртнӗ. Ҫухатусем питӗ пысӑк пулнӑ.

Шкул ачисем икӗ эрнере хӗрлӗ армеецсен ӳт юлашкисене шыранӑ. Малтанах вӗсем ҫапӑҫу карттине тишкернӗ. Пӗрремӗш куннех пӗтнӗ ял патӗнче салтак шӑмми-шаккине тупнӑ. Ҫав ял ҫапӑҫусене пула ҫӗр питӗнчен ҫухалнӑ. Инҫех мар Мосин винтовкине тата каска тупнӑ. Бомба ванчӑкӗсем, гильзӑсем тата ытти япаласем ҫапӑҫусем хаяр пулнине тепӗр хут ӗнентернӗ. Салтаксен юлашки ӳтне, пушмаксене, противогазсене тата ыттисене икӗ метр тарӑнӑшӗнчен чавса кӑларнӑ.

Вырӑнти халӑх каланипе тепӗр ҫапӑҫу вырӑнне палӑртма май килнӗ. Шкул ачисем тупнӑ япаласене «Астӑвӑм вахти» штабне панӑ.

 

Республикӑра

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Шупашкар районӗн хаҫачӗ «Тӑван ен» конкурс ирттернӗ. Унта «Вӗсен ячӗсене нихӑҫӑн та манмӗҫ» темӑпа сочинени ҫыртарнӑ. Палах, вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ.

Хаҫат редакцийӗ конкурса пӗтӗмпе вырӑсла тата чӑвашла ҫырнӑ 15 сочинени килнине пӗлтерет. Ачасем ветерансем пирки ҫырнӑ ӗҫӗсене кирек мӗнле формӑпа та яма пултарнӑ: интервью, очерк, калав.

Редколлеги пӗрремӗш вырӑна Ҫӗньял Покровски шкулӗнчи Софья Яруткинӑна пама йышӑннӑ. Унӑн ӗҫӗ «Рейхстаг ҫинчи ят» ятлӑ. Вӑл аслашшӗ Виталий Яруткин пирки ҫырса кӑтартнӑ. Софья хаҫатран 500 тенкӗлӗх сертификата тивӗҫнӗ. Ҫапла вӑл хаҫат страницинче кирек кама та саламлама пултарӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Ытти чылай ҫӗрти пекех Шупашкар районӗнчи Ойкассинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пyҫ хунӑ салтаксене асӑнса палӑк уҫӑлнӑ. Ӑна паллӑ чӑваш скульпторӗ, ЧНК Ваттисен Канашӗн ертӳҫин ҫyмӗ Федор Мадуров ӑсталанӑ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Федор Мадуров ҫакнашкал парнене чун ыйтнипе, чӗре хушнипе ӑсталанӑ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн пресс-служби.

Лапсар ял тӑрӑхӗнчи Ойкассинче пypӗ 37 кил кӑна пулсан та вӑрҫа xӗpӗx пиллӗкӗн тухса кайнӑ, 22-шӗ унтах выртса юлнӑ. Bӑpҫӑ суранӗ ял ҫыннисен чӗрисенче халӗ те амаланать. Ефросиния Иванова, акӑ, ашшӗне вӑрҫа ӑсатнине хальхи пек астӑвать. Ҫӗнӗ палӑк ҫинче унӑн хушаматне курсан куҫҫулленмесӗр чӑтайман вӑл.

Паттӑр салтаксене асӑнса лартнӑ палӑка ӑсталанӑ ҫӗрте ял хастарӗсем те вӑй хунӑ. Ял тӑрӑхне хӑй вӑхӑтӗнче ертсе пынӑ, халӗ тивӗҫлӗ канури Евгений Афанасьев ҫaк пархатарлӑ ӗҫe ертсе пыраканӗ пулнӑ.

Палӑк уҫнӑ ҫӗpe Уйкас-Ҫӗнъяла Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашӗн председателӗ Василий Шадриков пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/368.html
 

Культура

Ҫy уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, 18 сехет ҫypӑpa, Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ, Раҫҫей писательсен союзӗн пайташӗ пулнӑ филологи наукисен кандидатне Валентин Абрамова халалласа И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче асӑну кaҫӗ иртет. «Валентин Александрович Чӑваш наци конгресӗн пархатарлӑ ӗҫне чылай ҫул аталантарса пынӑ. Шел, шӑпа ӑна питӗ кӗcke ӗмӗp панӑ», — тесе ҫырнӑ ЧНК сайтӗнче. Аса илтеретпӗр, Валентин Абрамов 2012-мӗш ҫулта уйралса кайрӗ.

Валентин Абрамова аса илсе, ӑна хисеплесе те сума суса асӑну каҫне тус-юлташӗсем, унӑн вӗренекенӗсем, паллӑ юрӑҫсем пуҫтарӑнӗҫ: Валерий Клементьев, Сергей Павлов, Алексей Московский, Петр Ермолаев, Андрей Алексейпе Шадриковсем, Лариса Васильева, «Янташ» ушкӑн тата ыттисем.

Билет сутса пуҫтарнӑ укҫана концерта йӗркелекенсем пӗтӗмпех Валентин Александрович Абрамовӑн вил тӑприне тирпей-илем кӳмe тӑкаклас шухӑшлӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/365.html
 

Персона Мешуре Аседулловна Валеева
Мешуре Аседулловна Валеева

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Мешуре Аседулловна Валеева 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл Патӑрьел районӗнчи Тутар Сӑкӑт ялӗнче пурӑнать. Ҫак хӗрарӑм чӑннипех те мухтава тивӗҫ.

Мешуре Аседулловна 13 ача ҫуратнӑ. Шел те, вӗсенчен 7-шӗ пӗчӗклех вилнӗ. Вӑрӑм ӗмӗрлӗскере вырӑнти тӳре-шара саламланӑ. Ун патне РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫыру та ҫитнӗ.

Мешуре Аседулловна 1937 ҫулта качча тухнӑ. Мӑшӑрне Хасияттул Хайрулловича икӗ ҫултан Хӗрлӗ ҫара илнӗ. Вӑл Финн вӑрҫине, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Фронтран 1945 ҫулхи кӗркунне таврӑннӑ. 1983 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Валеввсем халӗ мӑнукӗсемпе, вӗсен ачисемпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

 

Статистика

Чӑвашстат 2014 ҫулта Чӑваш Енри халӑх вӑтамран мӗн чухлӗ шалу илнине пӗлтернӗ. Ку кӑтарту республикӑри пурнӑҫ шайне уҫҫӑн кӑтартать, Атӑлҫи федераци округӗнчи ытти регионпа танлаштарма май парать.

Ведомствӑн малтанлӑха пӗлтернӗ статистики тӑрӑх, 2014 ҫулта Чӑваш Енре халӑхӑн 16,2 проценчӗ (200,5 пин ҫын) пурӑнмалли виҫене палӑртнинчен сахалрах илнӗ-мӗн. Пуранмалли виҫе уйӑхне 6805 тенкӗ.

Халӑхӑн 783,9 пин ҫын (63,2 процент) ҫынна вӑтамран кирлӗ чухлинчен сахалрах шалу илнӗ. Аса илтерер: пӗлтӗр ку кӑтарту 16 648,4 тенкӗпе танлашнӑ.

Ҫапла майпа республикӑра пурӑнакан халӑхӑн ҫурри 14 пин тенкӗ те шалу илсе курман. Кашни 16-мӗш ҫын вара сахал тупӑшлӑ шутланать.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал Атӑлта шыв сахаллине пула ӑна перекетлеме тивӗ. Кун пирки РусГидро энергетика холдингӗ Атӑлҫи гидроэлектростанцинче иртнӗ «ҫавра сӗтелте» пӗтӗмлетни тӑрӑх хыпарлать.

Мероприятие Шыв ыйтӑвӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ, Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн член-корреспонденчӗ Виктор Данилов-Данильян, РусГидро ӗҫченӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ. Телекӗпер меслечӗпе Сартури тата Мускаври специалистсем те Атӑл ыйтӑвне сӳтсе явнӑ.

Атӑлпа Кама ярӑмне кӗрекен шыв управҫисенче кӑҫал шыв саппасӗ 50,6 кубла километрпа танлашнӑ, 2014 ҫулхинчен ҫакӑ 8,7 кубла киломтер сахалтарах. Шывпа виҫесӗр усӑ курсан кайран йывӑрлӑх сиксе тухма пултарать иккен.

«Ҫавра сӗтелте» Шупашкар ГЭСне 68 метра ҫити хӑпартас ыйтӑва черетлӗ хут хускатнӑ. Ӑна ҫавӑн чухлӗне ҫитерсен йывӑрлӑх чакмалла-мӗн. «Хальлӗхе гидростанци транзит режимӗпе ӗҫлет», – тенӗ Виктор Данилов-Данильян.

Шыв сахалли энергие кӑларассипе ҫыхӑнни пирки калаҫнӑ май ҫакӑ ҫутӑ хакӗ хӑпарасси патне ҫитерме пултарнине те асӑнса хӑварнӑ. Ҫакна специалистсем хӑш-пӗр гидроэлектростанцие чарса лартма тивнипе сӑлтавланӑ. Угличри ГЭСа, сӑмахран, иртнӗ уйӑхӑн 2–5-мӗшӗсенче ӗҫлеттермен.

Малалла...

 

Персона Андрей Николаевичпа Таисия Софроновна Николаевсем
Андрей Николаевичпа Таисия Софроновна Николаевсем

Канаш хулинче социаллӑ ӗҫченсем мӑшӑра Аслӑ Ҫӗнтерӳпе саламланӑ. Икӗ ветеран пӗрлешнӗ те 68 ҫул пӗрле пурӑннӑ. Вӗсем Андрей Николаевичпа Таисия Софроновна Николаевсем.

Андрей Николаевича Совет ҫарне 17 ҫулта илнӗ. Вӑл Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ фронтӗнче, 3-мӗш тата 4-мӗш Украина фронтӗнче, ҫапӑҫнӑ, Крыма ирӗке кӑларнӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Унтан I Прибалтика фронтне янӑ ӑна, разведчик пулнӑ. Вӑрҫӑра Андрей Николаевич виҫӗ хут аманнӑ, анчах ҫар тивӗҫне 1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пурнӑҫланӑ. Вӑл вӑрҫӑ сусӑрӗ. Унӑн награда нумай.

Таисия Софроновна – тыл ӗҫченӗ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Унӑн та награда нумай.

Андрей Николаевичпа Таисия Софроновна виҫӗ ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӗсен тӑватӑ мӑнук тата вӗсен тӑватӑ ачи.

 

Страницӑсем: 1 ... 2877, 2878, 2879, 2880, 2881, 2882, 2883, 2884, 2885, 2886, [2887], 2888, 2889, 2890, 2891, 2892, 2893, 2894, 2895, 2896, 2897, ... 3744
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.10.2024 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 12

1911
113
Уйӑп Мишши, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1918
106
Юшков Сергей Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
86
Иванова Любовь Филипповна, вулавӑшҫӑ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1944
80
Решетов Юрий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, баянист ҫуралнӑ.
1956
68
Игнатьева Валентина Ивановна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...