Хулара
![]() roddom.msk.ru сайтри сӑн Иртнӗ эрнере Шупашкарти Калинин районӗн ЗАГС пайӗ хӑйне евӗр ятсене регистрациленӗ: Аюна тата Добромир. Аюна ят мӗнле пулса кайнине темиҫе тӗрлӗ ӑнлантараҫҫӗ. Чи анлӑ сарӑлни – тӗрӗк чӗлхинчен: «кӑмӑллӑ», «хитре» тенине пӗлтерет. Добромир славян чӗлхинчен пулса кайнӑ. Вӑл икӗ сӑмахран тӑрать: «добро» (чӑв. «ырӑ») тата «мир» (чӑв. тӑнӑҫлӑх»). Ҫапла вӑл «нумай ырӑ» е «ырӑлӑхпа пуян» тенине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() mykaleidoscope.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ОМС полисӗпе ЭКО тума пӗлтӗр 120 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 1074 процедура пурнӑҫланӑ, 850 хӗрарӑма ЭКО тунӑ. 674 хӗрарӑма эмбрион вырнаҫтарнӑ. 211 хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни 4-мӗшӗн варта ача тӗвӗленнӗ. Ҫапла 192 ача ҫуралнӑ. Палӑртмалла: пӗлтӗр Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 2944 хӗрарӑма ҫураттарнӑ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, 2023 ҫулта унта 157 ача ытларах кун ҫути курнӑ. Пӗлтӗр ҫак пульницӑра 65 йӗкӗреш ҫуралнӑ, 2022 ҫулта - 53 йӗкӗреш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Чӑваш Енре сивӗ фрончӗ хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ. Халӗ Хольгер антициклон хуҫаланать. Паян ҫанталӑк кӑшт уяртнӑ. Каҫхине 7-12 градус таран сивӗтӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илнӗ. Юнкун ҫил вӑйланӗ, уяр пулӗ. Ҫӗрле 17 градус таран сиветӗ, кӑнтӑрла 7-9 градус сивӗ пулӗ. Кӗҫнерникунпа эрнекун кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Икӗ кунра 2 см хулӑнӑш юр ҫӑвӗ. Эрне вӗҫнелле 1-6 градус сивӗ тӑрӗ, юр ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс вӗҫӗнче, пуш пуҫламӑшӗнче антициклон хуҫаланӗ – хӗвел савӑнтарӗ. Кӑнтӑрласерен 0 градус пулӗ, ҫӗрле – 15 градус сивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Банк ӗҫченӗсем ватӑсене ултавҫӑсенчен асӑрханма вӗрентеҫҫӗ. cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсем ултавҫӑсен аллине час-часах ҫакланаҫҫӗ. Телефонпа шӑнкӑравласа хӑратакансен меслечӗсем ҫӗнелсе улшӑнса пыраҫҫӗ. Капкӑна лекес мар тесен тӗп правилӑна пӑхӑнмалла — палламан ҫынпа телефонпа калаҫма кирлӗ мар. Кун пирки паян банксенчен пӗрин учрежденийӗсем Шупашкарти ватӑсене Аслӑ ӑрурисен университетӗнчи заняти вӑхӑтӗнче хытах асӑрхаттарнӑ. Хӑвӑра вӗсенчен ӑслӑрах та чеерех тесе шухӑшласан та вӗсем шӑнман пӑрпа лартса яма пултараҫҫӗ. Тепӗр чухне ҫынна хӑратма тытӑнаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра ачасем те ултавҫӑсен капкӑнне лекеҫҫӗ. Вӗсем мессенджерсени ют каҫӑпа иртеҫҫӗ те, контента пӑхнӑ хыҫҫӑн «Куншӑн укҫа тӳлемелле», — текен ҫыру килет. Ача ман укҫа ҫук тесе турткалашсан алисен банк карттипе татӑлма хушаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей Геройӗн ятне тивӗҫнӗ Николай Гаврилова ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса хаварнӑ. Палламан ҫынсем хӑйсемпе «ФСБ ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ. 65-ри Николай Гаврилов хӑй те унта тахҫан ӗҫленӗ. Ун патне Раҫҫейри Геройсен ассоциацийӗнчен шӑнкӑравланӑ имӗш. Унӑн укҫине такамсем хапсӑнаҫҫӗ иккен. Унтан Николай Гаврилова «ФСБ ӗҫченӗпе», «Тӗп банк ҫыннипе» калаҫтарнӑ. Вӗсем ӑна счечӗ ҫинчи 1,5 млн тенкине илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине хума ӳкӗте кӗртнӗ. Герой укҫана тӑватӑ кунра палламан ҫынсене куҫарса панӑ. Нарӑсӑн 14-мӗшӗнче вара вӑл хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Иртнӗ шӑматкун Йӗпреҫ районӗнчи Пучинкере виҫҫӗмӗш хут Туркай вулавӗсем иртнӗ. Вӗсене, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ пайӗ, Чӑваш Республикинчи Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ тата Чӑваш наци конгресӗн вырӑнти уйрӑмӗ йӗркеленӗ. Ҫивӗч ӑмӑртӑтӑва Йӗпреҫ районӗнчи тӗрлӗ шкулсенче вӗренекен 72 ача тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе библиотекарьсем хутшӑннӑ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем ытларах Чӑваш халӑх поэчӗн Раиса Сарпин сӑввисене юратса та хавхаланса вуланӑ, аслӑ классенче вӗренекенсем вара хӑйсем Чӑваш халӑх поэчӗн Валери Туркайӑн сӑввисене кӑмӑлланине палӑртнӑ. Республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорӗ Валери Туркай амӑртура малти вырӑнсене йышӑннисене те, конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунисене те — пурне те! — асӑннӑ фонд юлашки ҫулсенче кун ҫути кӑтартнӑ кӗнекесене парнелесе хавхалантарнӑ. Кунсӑр пуҫне чӑваш поэзине юратакансем пурте ятарлӑ дипломсем илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Ака уйӑхӗнче Туркай вулавӗсем саккӑрмӗш хут Комсомольски районӗнче иртӗҫ. |
Вӗренӳ
![]() "На связи" сайтри сӑн Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрриничи вӑрман техникумне ҫӗнӗрен хута ярасси пирки каланӑччӗ. Халӗ вара тӳре-шара шухӑшӗ улшӑннӑ. Техникум пулмӗ. Олег Алексеевич депутатсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Сӗнтӗрвӑрринче технологи техникумӗ пур, кӑҫал вӑл «Вӑрман тата вӑрманпа парк хуҫалӑхӗ» специальноҫпе лицензи илме хатӗрленет. Ҫитес ҫул вара «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» тата «Ҫӗр ӗҫӗ» специальноҫсемпе лицензи илесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() "На связи" форумри сӑн Шупашкарти «Университет» микрорайонти шкул<h2></h2>а 2022 ҫулхи ҫулла тума тытӑннӑ. Ун чухне ӑна 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерме палӑртнӑ. Ҫулталӑкран влаҫ шкула 2024 ҫул вӗҫнелле кӑна хута ярассине каланӑ. Анчах Министрсен Кабинечӗн пӗлтӗрхи ӗҫсен кӑтартӑвӗн отчетӗнче ҫак шкула кӑҫал утӑ уйӑхӗнче туса пӗтерессине палӑртнӑ. Эппин, кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкул хӑйӗн алӑкне уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
![]() Александр Сухарев кӗнекин хуплашкийӗ Канаш тӑрӑхӗнчи Мӑкӑр кӗперӗ ҫулҫӳревҫӗн кӗнекине кӗнӗ. Мӑкӑр кӗперне ӳкерсе илнӗ ҫын – «Нетуристическая Россия» кӗнеке авторӗ Александр Сухарев. Александр – фотограф тата ҫӗршыв тӑрӑх курса ҫӳреме юратакан ҫын. Тусемпе тинӗссемпе киленме пурте пултараҫҫӗ, анчах пушӑ пӳрт чӳречин илемне кашни ҫынах асӑрхаймӗ тесе шухӑшлать вӑл. Александр Сухарев хӑйӗн кӗнекин хуплашкине Мӑкӑр кӗперӗпе илемлетнӗ. Кӗнеке авторӗ ҫынсене хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫне, Калининградран Сахалина ҫити курса ҫӳреме йыхравлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнчи пӗр ялта пушар пулнӑ килте арҫын виллине тупнӑ. Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пӗр ҫыннӑн килӗнче пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтерсен 53 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ. Инкек нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, кил хуҫи пирус туртнӑ чух асӑрханса ҫитереймен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |