Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Президент пепкелӗх центрӗнче ӗҫлекен Анна Павлова «Раҫҫей мисӗ Россия – 2023» конкурса хутшӑнать. Унта хутшӑнас кӑмӑллисем 85 пин ҫын таран пунӑ иккен. Чӑваш хӗрӗ ТОП-50 списока лекнӗ.

Анна Чӑваш патшалӑх университетӗнче медцина факультетӗнче вӗренет, вӑл акушер-гинеколог специальноҫне алла илесшӗн. Ҫамрӑкскер ӑслӑлӑх статйисем те ҫырать. Унсӑр пуҫне хӗр спортпа туслӑ: ишет, йогӑпа тата аэростретчингпа туслӑ, спорт ташшисене ташлать.

Илем конкурсӗн финалӗ юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ.

 

Чӑваш чӗлхи
Ҫӑлкуҫ: «Урал сасси»
Ҫӑлкуҫ: «Урал сасси»

Ӗпхӳри ӑслӑлӑхпа технологисен университечӗн Ҫтерлӗри филиалӗнче «Пушкӑрт Республикин Шаран районӗнче пурӑнакан чӑвашсен вырӑнти калаҫӑвӗн словарӗ» ятлӑ словарь пичетленсе тухнӑ. Кун пирки «Урал сасси» хаҫат сайчӗ хыпарлать.

Сӑмах кӗнекине филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Лариса Коротаева доцентпа Елена Ботвинева магистрант хатӗрленӗ. Яваплӑ редактор пулса И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче ӗҫлекен филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Алина Ахвандерова тӑрӑшнӑ. Словаре мӗнпурӗ 400 яхӑн сӑмах кӗнӗ. Вӗсене диалектологи экспедицийӗ вӑхӑтӗнче пухнӑ.

Словаре кӑларма хутшӑннисем ӑсчахсемшӗн, аспирантсемшӗн, магистрантсемшӗн, студентсемпе ытти вулаканшӑн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.

 

Республикӑра
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарти стоматологи поликлиникинче тӗп тухтӑрта ӗҫленӗ Лидия Яковлевӑна тава тивӗҫлӗ канӑва ӑсатнӑ.

Лидия Андреевнӑна ырӑ сӑмахсем калама республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Ен парламенчӗн Председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Матина тата ыттисем пырса ҫитнӗ.

Лидия Яковлева – аса категориллӗ тухтӑр, сывлӑх сыхлас ӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пародонтологи службине пуҫарса яраканӗ. Ӗҫ биографине вӑл 1982 ҫулта стоматологран пуҫланӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ видео скринӗ
ШӖМ тунӑ видео скринӗ

Канаш районӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын «Газпрома» укҫа хывса пуйма ӗмӗтленнӗ. Анчах тупӑш мар, тӑкак курнӑ вӑл.

Ун патне мессенджерта ҫыру килнӗ: «Газпрома» укҫа хывса тупӑш тума пулать иккен. «Брокер Артур» ӑнлантарнӑ тӑрӑх, малтан пӗчӗк укҫа кӑна хывмалла имӗш. Анчах кайран Чӑваш Ен арҫыннине банка кайса кредит илме, «Газпрома» 9 миллион ытла тенкӗ хывма ӳкӗте кӗртнӗ. Анчах вӑл ҫак укҫана каялла кӑларайман.

Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи участковӑй Красная горка ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ чухне вӑрмантан бензопӑчкӑ сассине илтнӗ те унталла кайнӑ. Чӑнах та, йывӑҫ каснӑ иккен.

Ҫав вӑхӑтра 65 ҫулти арҫын, ку тӑрӑхрах пурӑнаканскер, юман каснӑ. Ку кӑна мар иккен – унӑн кил картишӗнче тепӗр юман тупнӑ. Ӑна вӑл виҫӗ кун маларах каснӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 300 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.

Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Алькешре пурӑнакан арҫынран суд 1 миллион ытла тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Вӑл ҫӗре вараланӑ тесе палӑртнӑ.

Шупашкар район администрацийӗ Росприроднадзорӑн управленине хыпар янӑ: Алькешре пурӑнакан арҫын пушар рукавне тӑснӑ та ҫырманалла канализаци шывне юхтарать-мӗн.

Унти ҫӗре тӗрӗсленӗ те чӑнах та ҫапла пулнине палӑртнӑ – тӑпрана варалакан япала нумай. Ку ҫутҫанталӑка 1 миллион та 4 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ-мӗн.

Арҫынна тӑкака саплаштарма ыйтнӑ. Анчах вӑл килӗшмен. Ҫапла Росприроднадзор ӑна суда панӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 1 миллион ытла тенкӗ тӳлемелле.

 

Хулара
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Халӗ ҫынсем килсерен тенӗ пек машинӑллӑ. Хӑш-пӗр килте икшер-виҫшер машинӑллисем те пур. Хуласенче автомобиль лартма тӑрсан ҫынсен вырӑн шырама тивет.

Сӗмсӗртереххисем хӑйсем пурӑнакан ҫуртсен умне ҫӳллех мар тимӗр карта тытса лартаҫҫӗ, паллӑ тума урапа тухса хураҫҫӗ, ҫӑра ҫакакансем те пур. Шӑпах ҫавӑн пек тӗслӗхсенчен пӗри пирки хыпаранӑ та Телеграми-каналсенчен пӗринче.

Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Терешкова (ҫак йӗркесен авторӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗнӗ Шупашкар пирки пырать) урамӗнчи ҫурт умӗнчи асфальта ҫӗнетнӗ. Анчах хӑш-пӗр хваттерсенче пурӑнакансем ҫав территорие хӑйсен парковки вырӑнне усӑ курма тытӑнса кайнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/8264
 

Сывлӑх
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Китайри тухтӑрсем Чӑваш Ене килни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Вӗсене «Проект Панда» скрининг консультацине хутшӑнма чӗннӗ.

Китайри специалистсем сывлӑх енчен хавшак ачасен сывлӑхне тӗрӗсленӗ кӑна мар, пӗлтерӗшлӗ сӗнӳсем те панӑ. Акӑ 6 ҫулти Костя Ача-пӑча реабилитаци центрӗнче 6 ҫул ӗнтӗ сиплев курсӗ витӗр тухать. Ӑна массаж тата физиотерапи пулӑшаҫҫӗ. Анчах ку ҫителӗксӗр. Китай тухтӑрӗсем ӑна операци тума сӗннӗ. Капла ача часрах ура ҫине тӑрӗ-мӗн. Ӑна Китая реабилитацие чӗннӗ. Ҫул укҫине Раҫҫей ача-пӑча фончӗ тӳлӗ, сертификатпа пӗр ҫул усӑ курма май пур. Костьӑн ашшӗ-амӑшӗ халӗ кун пирки шутлать.

Китай тухтӑрӗсем темиҫе кунра 100 ытла ачана тӗрӗсленӗ. Вӗсем малашне те Шупашкарти реабилитаци центрӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлесшӗн.

 

Сывлӑх
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре юлашки вӑхӑтра кӑшӑлвируспа чирлекен нумайланнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ. Иртнӗ эрнере 31 ҫынна пульницӑна вырттарнӑ.

Стопкоронавирус.рф сайт хыпарланӑ тӑрӑх, авӑнӑн 11-17-мӗшӗсенче пирӗн республикӑра 312 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Авӑнӑн 4-10-мӗшӗсенче вара 202 тӗслӗх пулнӑ. Ҫулла вӗҫӗнче 90 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Сывлӑх
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра санитари авиацийӗпе час-часах усӑ кураҫҫӗ. Вертолётпа чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑракансене ытларах чухне илсе каяҫҫӗ. Мӗншӗн тесен кун пек пациентсене вӑхӑтра операци тумалла.

Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан, 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫынна республикӑн тӗп хулине илсе килнӗ. Арҫыннӑн миокард инфаркчӗ пулнӑ.

Арҫын хӑнара пулнӑ чухне чӗри патӗнче ҫунтарма тытӑнса кайнине сиснӗ. Вӑл хӑех васкавлӑ пулӑшу машинине чӗнсе илнӗ. Шурӑ халатлисем ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унта ӑна анестезиологипе реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Кайран тухтӑрсем Республикӑри юн тымарӗсен центрӗпе канашланӑ хыҫҫӑн пациента Шупашкара куҫарма йышӑннӑ.

Республикӑн тӗп хулинче арҫынна коронарографи тунӑ, стент вырнаҫтарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 291, 292, 293, 294, 295, 296, 297, 298, 299, 300, [301], 302, 303, 304, 305, 306, 307, 308, 309, 310, 311, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...