Хулара
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Атӑл леш енчи Сосновкӑри ача пахчине Ҫурҫӗр, Первомайски тата Октябрьски поселокӗсенче пурӑнакан шӑпӑрлансем те ҫӳреҫҫӗ. Ҫулӗ ҫывӑхах мар, ҫавӑнпа Шупашкар хула администрацийӗн ачасене автобуспа илсе ҫӳремелле. Автобусӗ 2022 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче ҫӳренӗ-ха, анчах кайран рейс ҫула тухма пӑрахнӑ. Кун хыҫҫӑн прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. 2023 ҫулхи ҫӗртмере суд йышӑннӑ тӑрӑх, 3 уйӑх хушшинче ачасене автобуспа илсе ҫӳреме тытӑнмалла пулнӑ. Чӳк уйӑхӗнче автобус рейса тухнӑ. Анчах ҫак кунсенче транспорт ҫӗмӗрӗлнӗ, хальлӗхе вӑхӑтлӑх автобус ачасене илсе ҫӳрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sportishka.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев. Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара. Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ntv.ru сайтри видео скринӗ Улатӑр хулинчи биолог Виктория Штратрикова НТВ телеканалпа пыракан «Своя игра» кӑларӑма хутшӑннӑ. Кӑларӑм ӗнер, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, эфира тухнӑ. Пирӗн ентеш ӑс-тӑн вӑййисен ертӳҫипе Евгений Быстровпа (Балаково хули) тата Питӗрти менеджерпа Сергей Смирновпа тупӑшнӑ. Виктория Штратникова 19 пин балл пухса вӗсене ҫӗнтернӗ. Пирӗн ентеш Мускав патшалӑх унивеситетӗнче вӗреннӗ, халӗ унта биологра ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑш сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Л. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра паллӑ чӑваш ҫыравҫипе Лидия Саринепе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑшӑ кӑмӑллӑ та пултаруллӑ ҫыравҫӑпа шӑпӑрлансем – хулари 162-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем – курнӑҫнӑ. Лидия Михайловна хӑйӗн ачалӑхӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ, хӑйӗн кӗнекисемпе паллаштарнӑ май пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ачасем Лидия Саринен сӑввисемпе калавӗсене кӑсӑкланса итленӗ. «Эпӗ – амӑшӗ, кукамай (тен, асанне те-тӑр. Вырӑсла хыпарта бабушка тенӗ. – Т.Т.) тата ҫыравҫӑ. Манӑн пурнӑҫри тӗллев — пултарулӑх!» – тенӗ Лидия Михайловна. Лидия Сарине ҫырма 33 ҫулта ҫеҫ пуҫӑннӑ. Ун чухне ӑна кӗҫӗн хӗрӗ юмах вуласа пама ыйтнӑ. Тӗрлӗ юмаха темиҫе хут та каласа панӑран сюжетсем шухӑшласа кӑларма тытӑннӑ. Каярах ҫав хайлавсем тӗрлӗ пичет кӑларӑмӗнче кун ҫути курнӑ. Лидия Саринен пӗрремӗш калавӗ «Тӑварлӑ хурӑн шывӗ» ятлӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын патне мессенджерта палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Ҫав хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫыннӑн патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи харпӑр кабинета ҫӗмӗрнӗ иккен. Кунпа усӑ курса ултавҫӑсем унӑн ячӗпе кредит илесшӗн имӗш. Ҫак хӗрарӑм хушнипе арҫынпа арӑмӗ банка 500 пин тенкӗ кредит илме кайнӑ. Укҫана вӗсен «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла пулнӑ. Банк менеджерӗ сисчӗвленнӗ: арҫын пӑлханнӑ, ыйтусене йӗркеллех хуравламан. Банк ӗҫченӗ ултавҫӑсем усӑ куракан мел пирки каласа кӑтартсан тин арҫын йӑлтах каласа панӑ. Менеджер ӑна полицие кайма сӗннӗ. Мария Большакова менеджера вара ШӖМӗн Тав хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паллӑ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» конкурс иртӗ. Унта чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вулакансем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗпе Чӑваш наци конгресӗ ирттерӗҫ. Регионсем хушшинчи конкурса икӗ номинаципе йӗркелӗҫ: «Ҫеҫпӗл Мишшин чӑвашла хайлавӗсем» тата «Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Прокуратура Йӗпреҫ округӗнчи ҫулсене юртан мӗнле тасатнине тӗрӗсленӗ. «Нурӑс - Патӑрьел - Елчӗк» тата «Йӗпреҫ - Березовка - Кудеиха» ҫулсене «Дортех» организаци япӑх пӑхса тӑни палӑрнӑ. Чылай ҫӗрте ҫул хӗррине, тротуарсене хырман, юр 15 сантиметртан ҫӳллӗрех пулнӑ. Ҫул ҫине хӑйӑрпа тӑвар хутӑшне те сапман, чарӑнусем патне пынӑ ҫӗрте те кӑпӑшка юр выртнӑ. «Дортех» тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, должноҫри ҫынна 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Паян, нарӑсӑн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 35 минутра Шупашкарти Эгер бульварӗнче «Лада Гранта» 10 ҫулти арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫакӑ видеокамера ҫине лекнӗ. Ача ҫул урлӑ каҫма васканӑ. 34 ҫулти водитель каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна асӑрхаса ӗлкӗреймен. Арҫын ача аманнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Синоптиксем ыран асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах - ҫула тухакансене. Ыран кӑнтӑрла республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланса ҫеккунтра 15-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫул ҫинче 500 метр аякри курӑнмӗ. Ҫил-тӑман ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫавна май хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ. Ҫанталӑк япӑхланнӑ май электропралуксем татӑлас, ҫул ҫинче авари пулас, хавшак конструкцисем персе анас хӑрушлӑх пулӗ. «Асӑрханаллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем. «Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |