Культура
![]() Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисткине Ольга Кирилловӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Ольга Вениаминовна – Пӗтӗм тӗнчери тата Пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗ. Ӗҫтешӗсем тата куракансем ӑна илемлӗ сассишӗн, хӑйне сцена ҫинче тытма пӗлнишӗн юратаҫҫӗ. Артист, тӗпрен илсен, чӑваш композиторӗсен-классикӗсен хайлавӗсене шӑранатрать. Хальхи вӑхӑтри авторсенчен вӑл Ю. Жуковпа, Ю. Кудаковпа, Ю. Петуховпа, А. Павловпа килӗштерсе ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() photoby.ru сӑнӳкерчӗкӗ «М-7» автоҫулӑн Горьки ҫул пӑрӑнчӑкӗнчен пуҫласа Кӳкеҫе ҫитичченхи участокне килес ҫул юсас шанчӑк пур. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ лаптӑка юсаса ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ проект пур иккен. Объекта пилӗк ҫулхи плана кӗртнӗ. «Ҫул-йӗрҫӗсемпе кашни тӗл пулмассеренех юсав ӗҫне пуҫӑнма ыйтса вӗсене васкататӑп. Унти пӑкӑ ҫынсене самай кансӗрлеҫҫӗ. Ку ыйтупа кӑҫал мар пулсан килес ҫул ӗҫлеме тытӑнатпӑрах тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ республика ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Нина Григорьева, 101 ҫул тултарнӑ. Ҫамрӑк чухне вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе ҫара кайнӑ, эвакуаци госпиталӗнче пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне вӑл Шӑхасанти госпитальте ӗҫленӗ. 1942 ҫулта хӑйӗн ирӗкӗпе ҫара лекнӗ, эвакуаци госпиталӗпе пӗрле фронтра куҫса ҫӳренӗ. Ҫӗнтерӗве Польша чиккинче кӗтсе илнӗ. Качча кайсан, 1949 ҫулта, Йӗпреҫ тӑрӑхне куҫса кайнӑ. Упӑшкипе 7 ачана воспитани панӑ. Халӗ 14 мӑнукӗпе киленет. Нина Григорьевна пурнӑҫӗнчи чылай саманта астӑвать. Кӑмӑлӗ лайӑх чухне такмакласа та юрлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Куславкка хулинче пурӑнакан 70 ҫулти хӗрарӑмӑн хуҫалӑхӗнче пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм гаражри юсавсӑр электропралукран тухнӑ. Пушар хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫурт ҫине самантрах куҫнӑ. Ҫӑлавҫӑсем «хӗрлӗ автанпа» пӗр сехет ытла кӗрешнӗ. Ҫулӑм пӳрте, гаража, шалта ларнӑ машинӑна тӗп тунӑ. 70-ти хӗрарӑмӑн мунчи кӑна тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр арҫын хӑйӗн пӗлӗшне хӗнесе вӗлернӗ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. 38 ҫулти арҫын патӗнче ҫав каҫ 28 ҫулти ҫамрӑк хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр арҫын хӑнана хӗнеме тапранса кайнӑ. Вӑл ӑна пуҫӗнчен ҫапса пӗтернӗ. Йывӑр суранланса пӗтнӗ ҫамрӑк арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. 28 ҫулти арҫын вилнӗ хыҫҫӑн тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗнекеннине тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 2010 ҫултанпа чи сивӗ уйӑх пулӗ. Ыран термометр 0 градусран ӑшӑрах кӑтартӗ, ҫил-тӑман тухӗ. Юнкун хӗвел тухӗ, ҫил лӑпланӗ, кӑнтӑрла 2-7 градус сивӗ пулӗ. Нарӑс юрлӑ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Эрнекун те вӑл чарӑнмӗ. Термометр 0 градус патнелле кӑтартӗ. Нарӑсӑн 3-4-мӗшӗсенче пӗлӗтсем сирӗлӗҫ, вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна юр ҫӑвӗ. Урамра 5-10 градус сивӗ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Шупашкарти 10-мӗш шкулта вӗрентекен 46 ҫулти хӗрарӑм икӗ класа ҫунтарса яма тӑнӑ. Анчах ӗҫне вӗҫлемелле хуралҫӑ чӑрмантарнӑ. Ку хыпар паян тӗрлӗ телеграм-каналта сарӑлнӑ. Ҫак хӗрарӑмах ашшӗ-амӑшӗн чатне Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене дескридитаци тӑвакан видео янӑ. Видеона пӑхсан ҫакӑ паллӑ: хӗрарӑм ҫыхӑнуллӑ калаҫмасть, усал сӑмахсемпе пӗркелешет, ӑнланмалла мар сӑвӑсем вулать. Юлашкинчен Украинӑна мухтакан сӑмахсем калать. Вӗрентекен тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑксене ҫын машинине хускатса кайнӑшӑн тытса чарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пакунлисенчен 23 ҫулти ҫамрӑк пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл хӑйӗн «Лада Приора» автомобильне такамсем вӑрланине пӗлтернӗ. Машинӑна вӑл Хӗвеллӗ микрорайонта лартса хӑварнӑ иккен. Кайран машинӑна тепӗр урамра асӑрханӑ. Асӑннӑ машинӑна 18 ҫулти икӗ ҫамрӑк хускатса кайнӑ. Алӑкне питӗрмен машинӑра вӗсем малтан музыка итленӗ, кайран автомобиле хускатса район тӑрӑх ярӑнса ҫӳренӗ. Унтан автомобиле Лаврентий Таллеров урамӗнче лартса хӑварнӑ. Каччӑсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() bfm74.ru сӑнӳкерчӗкӗ Улатӑр хулинче пурӑнакан хӗрарӑм каллех улталаннӑ. Малтанхинче вӑл газ уҫлакан предприятие инвестици хывас тесе ултавҫӑсен капкӑнне ҫакланнӑ, хальхинче хӑйӗн патне банк ӗҫченӗ тесе шӑнкӑравланӑ этеме ӗненнӗ. 53-ри хӗрарӑм пакунлисене каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӑна такамсем ун ячӗпе 199 пин тенкӗ кредит илесшӗн тесе тыттарнӑ. Укҫана «хӑрушсӑр» счет ҫине куҫарма ыйтнӑ. Каланине итленӗ хӗрарӑм. Тепӗр кунне вӑл тата тепӗр 78 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла майпа вӑл икӗ кунта 277 пин тенкӗсӗр тӑрса та юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Статистика
![]() Росстат сайтӗнчи сӑн 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 1 млн та 167 пин те 362 ҫын пурӑннине палӑрнӑ. Ҫапла пӗлтерет Росстат. Халӑх йышӗ чакнӑ. Чӑваш Енре ҫакӑн чухлӗ ҫын иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пурӑннӑ. Ведомство пӗлтерне тӑрӑх, кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне хулара 753 пин те 313 ҫын пурӑнни паллӑ, ялта - 414 пин те 49 ҫын. Палӑртмалла: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1 млн та 183 пин те 908 ҫын пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |