Спорт
![]() Пирӗн ентеш, тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, фристайлҫӑ, 23 ҫулти Лана Прусакова Раҫҫей Кубокӗнче пӗрремӗш тапхӑрта ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл слоуп-стайл дисциплинӑра хӗрарӑмсен хушшинче финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Раҫҫей Кубокӗн пӗрремӗш тапхӑрӗ Чӗлепи облаҫӗнчи Миасс хулинче иртнӗ. Лана финалта 81,25 балл пухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗршыври «Пысӑк гастроль» проекта кӗнӗ. Унта 2024 ҫулта 273 театрпа тата 65 пултарулӑх коллективӗ хутшӑнӗ. Ҫуркунне театр Пушкӑртстана гастрольпе тухса кайӗ. Унта 117 пин чӑваш пурӑнать. Шупашкарти артистсем ака уйӑхӗнче Ӗпхӳри «Нур» тутар театрӗн сцени ҫине тухӗҫ. «Нур» театр пирӗн патӑмӑра авӑн уйӑхӗнче виҫӗ спектакльпе килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче «Музыкальное приношение» концерт иртӗ. Унпа училище 95 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене уҫӗҫ. Программӑра — хамӑр ҫӗршыври тата ют ҫӗршысенчи композиторсен хайлавӗсем. «Чӑваш Енри тата Раҫҫейри пултарулӑх аслӑ шкулӗсенчен вӗренсе тухакансен концертне эпир ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗҫӗмех ирттеретпӗр. Кӑҫалхи концерта Мускаври, Чулхулари, Хусанти тата Шупашкарти ҫамрӑксем хутшӑнӗҫ»,– каласа кӑтартнӑ музыка училищин преподавателӗ Николай Кадыков. Концерт Шупашкарти музыка училищин Пысӑк залӗнче 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче СССР художникӗсен союзӗ членӗн (1974), Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗн (1985) Юрий Николаевӑн (1941-2023) куравӗ уҫӑлӗ. Унта ӳнер музейӗнче тата художникӑн ҫемйинче упранакан экспонатсемпе паллашма май килӗ. Эспозицире плакат ӳнерӗн, живопись, графика, миниатюра, дизайн ӗҫӗсем пулӗҫ. Юрий Николаевич 1941 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ешкилт ялӗнче ҫуралнӑ. 1960 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх пединститутне (халӗ — университет), ҫав ҫулхине уҫӑлнӑ ӳнерпе графика факультетне вӗренме кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин XIII фестивалӗ иртӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче «Атӑл Опера» оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ. Музыка форумне Анисим Асламас кӗввипе ҫырнӑ «История Нарспи» балет уҫӗ. Композитор ҫуралнӑранпа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитӗ. Балета Константин Иванов поэмине тӗпе хурса хатӗрленӗ. Фёдор Васильевӑн «Шыварман» балетне те программӑна кӗртнӗ. 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче шӑпах ҫав ӗҫпе уҫӑлнӑ та Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ. Премьера хыҫҫӑ оперӑна темиҫе хутчен ҫӗнетнӗ. Андрей Галкин музыкипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» балета нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче курма май килӗ. Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Тӗнчери наци музыки» гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта Питӗрти «Acid Hasid» ансамбль тата «Атӑл Опера» симфони оркестрӗ хутшӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Семеновсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри Семеновсен ҫемйи Мускава «Раҫҫей» курав-форума каяссине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер унта «Тӑвансем - юратнӑскерсем» форумӑн юлашки кунӗ пулнӑ. Унта РФ Президенчӗ Владимир Путин килсе Раҫҫейри Ҫемье ҫулталӑкне уҫнӑ. Семеновсем форумра пирӗн регионпа паллаштарнӑ, Чӑваш Енри паллӑ вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсене ятарлӑ парнепе хавхалантарнӑ. Аса илтерер: Николайпа Алевтина 5 ачана воспитани параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() большаямосква.рф сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви ют ҫӗршыв ҫыннисем пирӗн патра 2022 ҫулта преступлени тунин статистикине тишкернӗ. Йӗрке хуралҫисен капкӑнне ҫакланнисен пӗтӗмӗшле йышне илсен, Узбекистанран килнисен тӳпи мигрантсем тунӑ преступленисенчен 40 процентпа танлашнӑ, Таджикистанран килнисен — 25 процентпа, Кӑркӑстанран килнисен — 13 процентпа. 2020 ҫулхипе танлаштарсан мигрантсем 2022 ҫулта виҫӗ хут ытларах преступлени тунӑ. 2022 ҫулта вӗсем 11664 йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ. Ют ҫӗршывран килнисенчен ытларахӑшӗ наркотикпа ҫакланнӑ. Ку енӗпе Узбекистан, Таджикистан тата Кӑркӑстан ҫыннисем уйрӑмах «палӑрнӑ». Ҫын вӗлересси 2022 ҫулта 2021 ҫултинчен 52 процент нумайланнӑ. Ун пек фигурантсен йышӗнче — Узбекистан, Таджикистан тата Азербайджан ҫыннисем ытларах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑрлач уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» форума хутшӑнӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталья Ахмед Чӑваш Ен ҫинчен каласа кӑтартӗ тата актёр пултарулӑхӗн вӑрттӑнлӑхне уҫӗ. Чӑваш халӑх артистки Ирина Архипова ырӑ кӑмӑллӑ Урине карчӑка ҫаврӑнса чӑвашсем йӑлара усӑ куракан япалисемпе, арчасенче упранакан тумтирпе паллаштарӗ. Тумсене тӑхӑнса пӑхма та ирӗк парӗ. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Леонид Яргейкин чӑвашсен паллӑ ывӑлӗн Василий Чапаевӑн сӑнарне кӑтартса парӗ. «Чапаев. Вечность за час» моноспектакль сыпӑкӗсемпе паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() gkchs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Хальхинче — Спот министерствинче. Республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ пулма Александр Степанова ҫирӗплетнӗ. Александр Васильевич унччен Чӑваш Енӗн Граждан оборонин тата инкеклӗ лару-тӑру ӗҫӗсен патшалӑх комитетӗнче председателӗн заместителӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрач уйӑхӗн 16 -21-мӗшӗсенче Мускаври «Раҫҫей» курава хутшӑннӑ. Артистсемпе пӗрле унта Укахви кинемей те пулнӑ. Ӑна мускавсем паллакан пулса ҫитнӗ, пӗрле сӑн ӳкерӗнме ыйтнӑ. Укахви пурнӑҫри кӑсӑклӑ самантсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ, юрланӑ, чӑвашла тумлантарнӑ, ташлама чӗннӗ. Пушӑ вӑхӑтра Укахви кинемей кофейнӑра эспрессо туяннӑ, сывлӑшри хӑмпӑпа ярӑннӑ. Федераци каналӗсем унран темиҫе интервью илсе ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |