Персона
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чӑваш халӑх писателӗн Сергей Павловӑн «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» кӗнекипе паллаштарӗҫ. Унта литераторсем, тӗпчевҫӗсем, педагогсем, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑнӗҫ. Сергей Павлов – пултаруллӑ прозаик тата журналист. Унӑн паллӑрах ӗҫӗсен шутӗнче «Сӗлкӗш», «Авӑр», «Тан таппи», «Тӗтре», «Сарӑ хӑмӑш, сар хӑях», «Сулӑнчӑк» тата ыттисем. Унӑн ал ҫырӑвӗсем ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫыракан авторсен республикӑри конкурсӗнче пӗрре ҫеҫ мар ҫӗнтернӗ. «Шӑпчӑк ҫӗрӗпех юрлать» роман никӗсӗнче — ҫыравҫӑн амӑшӗн аса илӗвӗсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() krasnoarmeyskoe.bezformata.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн ӗҫне-хӗлне кам ҫутатасси паллӑ. Маларах унтисем аккредитаци тухма заявкӑсем йышӑнассине пӗлтернӗччӗ. Ун пеккисем пурӗ 148 массӑллӑ информаци хатӗрӗнчен ҫитнӗ. Суйласа илнисем — 22 пичет кӑларӑмӗ, 2 радио. Телевидение илсен ку списокра — «ОТР», «Алатырь-ТВ», «Чӑваш Ен» ПТРК, Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ, «Новая реальность», «ВАТ-Студия» (вӑл Канашран). Интернет-МИХсенчен — «Наша версия» тата «Правда ПФО». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() sport.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Культура сферинче ӗҫлекен тата тепӗр виҫӗ ҫынна хисеплӗ ят панӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята республика Элтеперӗ Олег Николаев хальхинче Чӑваш наци музейӗн директорӗн заместительне Татьяна Волковӑна, Шупашкарти 3-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Надежда Вороновӑна тата Шупашкарти 2-мӗш ача-пӑча ӳнер шкулӗн преподавательне Марина Фединӑна парас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() cap.ru сайтри сӑн РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем нумай ҫул пурӑнакан мӑшӑра, ҫавра ҫул тӗлне, преми пама сӗннӗ. Ку тӗллевпе саккун проектне хатӗрленӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, 20 ҫул пурӑнакан мӑшӑра – 20 пин, 25 ҫул пурӑнакансене – 25 пин, 70 ҫул кун кунлакансене 70 пин тенкӗ парасшӑн. Анчах ҫак тапхӑрта мӑшӑрӑн уйрӑлмалла мар. Юбилей ҫулӗнче мӑшӑртан пӗри вилнӗ пулсан премие пӗри илме пултарать. Заявление юбилей пулнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртиччен памалла. Саккуна ырласан вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑйра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта «Растем вместе» (чӑв. Пӗрле ӳсетпӗр) социаллӑ прокат пункчӗ уҫӑлнӑ. Унта пӗчӗк ача кровачӗсем, кӳмисем, апатлантармалли пӗчӗк пукансем, манежсем, автокреслосем, автолюлькӑсем тата ытти те пур. Вӗсене ҫул ҫитмен ҫамрӑк амӑшӗсене ҫеҫ мар, йывӑр лару-тӑрури ҫемьсене те вӑхӑтлӑх (виҫӗ уйӑхлӑха) усӑ курма параҫҫӗ. Япаласене вӑхӑтлӑх усӑ курма илмелли пункт Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта вырнаҫнӑ. Пункт адресӗ: Шупашкар хули, Хусанкай урамӗ, 29 а ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 53-42-94. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Юлашки вӑхӑтра юр нумай ҫурӗ. Халӗ ҫанталӑк кӑшт тӑхтав илнӗ – кӑштах сивӗтнӗ, ҫил лӑпланнӑ. Канмалли кунсенче кӑштах юр ҫӑвӗ, вырӑнӑн-вырӑнӑн тӗтре карса илӗ. Кӑнтӑрла 1-6 градус сивӗ тӑрӗ. Тунтикун хӗвел тухӗ. Ытларикун ҫил вӑйланӗ, термометр 0 градус кӑтартӗ, юр ҫума тытӑнӗ. Ҫитес эрнере хӑш-пӗр кунра йӗпе юр ҫӑвӗ. Нарӑсӑн пӗрремӗш шӑматкунӗ те юрлӑ пулӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, темиҫе циклон та пулӗ, ҫавӑнпа юрпа кӗрешме хатӗрленмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн «Хута каякан микрорайонсене чӑвашла ят панине ырлатӑр-и?» - «Уҫӑ хула» порталта ҫакнашкал сасӑлав иртет. «Шупашкарти ҫӗнӗ виҫӗ микрорайона чӑвашла ят пама ыйтатӑп. Тӗслӗхрен «Сан», «Туй», «Тухья», - тесе ҫырнӑ пӗр хӗрарӑм Шупашкар хула администрацине янӑ ҫырура. Вӑл ҫакӑ чӑваш чӗлхине аталанма май парать тесе шутлать. Ҫавӑнпа Элтепере, Ял хуҫалӑх, Экономика, Культура, Вӗренӳ министерствине пулӑшма ыйтнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта пӗр чӑвашла ятлӑ микрорайон пур. Вӑл – «Ялав». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Апат-ҫимӗҫ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине Чӑвашстат тишкернӗ. Чи хӑвӑрт йӳнелекен 5 ҫимӗҫ списокӗнче ҫӑмарта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хӑяр хакӗ 3,86 процент чакнӑ, помидор 3,68 процент йӳнелнӗ. Хӗрлӗ кӑшман хакӗ 2,62 процент чакнӑ, пӗҫернӗ кӑлпасси – 2,59 процент. Банан тата ҫӗрулми кӑшт хакланнӑ. Сӑмах май, пӗлтӗр Чӑваш Енре ҫӑмарта 81 процент хакланнӑ, пахча-ҫимӗҫ – 28 процент, чӑх какайӗ – 21 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Шупашкарти Максим Горький палӑкӗ ҫине такамсем ӳкернине асӑрханӑ. Ҫакна полицие те пӗлтернӗ, ҫынсем сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне те вырнаҫтарнӑ. Вырӑнти влаҫ палӑка икӗ хутчен тасатнӑ, анчах ун ҫине каллех такамсем ҫырса хунӑ. Ҫак ӗҫе 9-ти тата 10 ҫулти хӗрачасем тунине палӑртнӑ. Вӗсем «шӗвӗ юр» спрейпа усӑ курса палӑк ҫине салам сӑмахӗ тата ятсем ҫырнӑ. Куншӑн вӗсен ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре «Архивы Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин архивӗсем) информаци тытӑмӗ туса хума йышӑннӑ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗнче асӑннӑ тытӑм пирки калакан йӗркене ҫирӗплетнӗ. Правительство йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви яваплӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |