Персона
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнчи Сӑнав поселокӗнче пурӑнакан Нина Иванова кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ. Нина Николаевна пысӑк ҫемьере ҫуралнӑ, чи кӗҫӗнни пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл шкулта вӗреннӗ, 10-мӗш класс хыҫҫӑн Электроаппарат савутӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Хӗр канмалли кунсемсӗр икӗ сменӑпа тӑрӑшнӑ. Апат йӗркеллӗ ҫименнипе тӑтӑшах чирленӗ пулсан та вӑл пӗтӗм вӑйран ӗҫленӗ, Ҫӗнтерӳ пирки ӗмӗтленнӗ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Нина Ял хуҫалӑх институтӗнче вӗреннӗ, пӗр курсри Николай Иванова качча тухнӑ. Иккӗшӗ те зоотехник пулнӑ. Вӗсем икӗ ача ҫуратнӑ, пӗрле чылай ҫул пурӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() www.banki.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кредит учрежденийӗсенчен пӗринче ӗҫлекен 54 ҫулти кассир патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хӑйӗнпе вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм пӳлӗмне ватнӑ, кредит илме хӑтланаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ. Хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Унтисем ӑна ултавҫӑсем тесе хуравланӑ. Апла пулин те кассир ют ҫынпа ҫыхӑну тытма пӑрахман, 150 пин тенкӗ кредит илсе куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Николай Максимов ҫыравҫӑн тата журналистӑн 80 ҫулхине уявлама пултарулӑх каҫне пуҫтарӑнӗҫ. Николай Николаевич – паллӑ прозаик, журналист, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Вӑл – хальхи вӑхӑтри чӑваш литературинчи ятлӑ-сумлӑ авторсенчен пӗри. Николай Максимов чӑвашла та, вырӑсла та пӗр пек ӑста калӑплать. Авторӑн уйрӑмах паллӑ кӗнекисем: «Майра патша парни», «Шурӑ акӑш ҫулӗ», «Пӗр хӗрес айӗнче», «Спасение Европы», «Дар императрицы», «Камаево поле» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() chrio.rchuv.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче чӑваш чӗлхи учебникӗсен авторӗ Галина Абрамова чӗри тапма чарӑннӑ. Галина Васильевна 60 ҫулта пулнӑ. Галина Абрамова (Андреева) Галина 1963 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Канаш районӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш педагогика институтӗнче (халӗ – университет) вӗреннӗ, аспирантурӑра та пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти 59-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Вӑл – вырӑс шкулӗсенче чӑваш чӗлхине вӗрентмелли вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗсен, электрон пособисен авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри Писательсен союзӗ халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнчи «Варкӑш» литература клубӗн ҫитес эрнери ларӑвӗнче Александр Трофимов пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашма палӑртнӑ. Лару вулавӑшра кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Ҫыравҫӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи (халӗ – муниципаллӑ округ) Турхан ялӗнче кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ пединститутран вӗренсе тухса Архангельск облаҫне хут комбинатне хӑпартма тухса кайнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи шкулсенче учитель, завуч, директор пулса тӑрӑшнӑ. Унӑн хайлавӗсем район тата республика хаҫачӗсенче паян та пичетленеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() cap.ru сайтри сӑн Инновацисене пурнӑҫа кӗртме пулӑшакан фонд «Умник» грант конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне виҫӗ ҫамрӑк ӑсчах кӗнӗ. Вӗсем хӑйсен проектне пурнӑҫлама 500-шер пин тенкӗ илӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче – Любовь Юманова, Федор Хлебников тата Ефим Воробьев. Вӗсем И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра, Шупашкарти политехника институтӗнче вӗренеҫҫӗ. Сӑмах май, унччен Федор Хлебников тата Ефим Воробьев ҫак фондӑн «Студентсен стартапӗ» гранта тивӗҫнӗ. Вӗсем 2022 ҫулта тепӗр ҫамрӑк ӑсчахпа пӗрле проекта аталантарма 1 миллион тенке тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Кӗҫӗр вӑйлӑ ҫил Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи 57-мӗш «а» ҫуртӑн тӑррине сӳсе пӑрахнӑ. Унта – лавккасем, кафе, парикмахерски… Ҫурт самаях сиенленнӗ. Тӑррине ҫил сӳнӗрен мачча та курӑнать. Кӗҫӗр ҫил-тӑман, ҫил вӑйлах алхаснӑ «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 20 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Паян ҫил лӑпланнӑ. Эрнекун ирхине вара вӑл каллех вӑйланӗ, ҫеккунтра 20-22 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Пӗлтӗр республикӑри Ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Кунӗ те паллӑ: утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Вырӑнӗ ҫавах: Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ивушка» питомник. Аса илтерер: пӗлтӗр Ҫырла фестивалӗ Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Кӑҫал ӑна канмалли кун йӗркелеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан Елена Мусатова ачаранпах дизайнер пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах тава тивӗҫлӗ канӑва тухсан ҫеҫ хӑйӗн унчченхи ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫулла Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл унта япала касса ҫӗлекенсен кружокне ҫырӑннӑ. Ӗҫ инструкторӗ пулӑшнипе чи малтанах платье ҫӗленӗ. Кайран пальто ҫӗлесе тӑхӑнма шухӑшланӑ. Ӑшӑ тума Мускав облаҫӗнчи Павловский Посад хулинчи фабрикӑра туса кӑларакан ҫӑм тутӑрпа илемлетнӗ. Сӑмах май каласан, тӗнчипе паллӑ Вячеслав Зайцев кутюрье те ҫав тутӑрсемпе усӑ курма юратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() "Автодор" сӑнӳкерчӗкӗ Ҫил-тӑмана пула тӳлевлӗ М-12 ҫула вӑхӑлӑха хупнӑ. Анчах веҫех мар. Паян ирхине «Автодор» хыпарланӑ тӑрӑх, М-12 ҫинче Тутарстан еннелле каякан ҫула хупнӑ. «684-836-мӗш ҫухрӑмсенче (Канаш - Шали) машинӑсене яман», - ҫапла пӗлтернӗ «Автодор» пресс-служби. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |