Сывлӑх
![]() gp17tmn.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи пӗрремӗш эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ 4 хут пӗчӗкленнӗ, кӑшӑлвируспа вара – 3 хут. Ҫак тапхӑрта гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 69 ҫын пульницӑна лекнӗ. 44 ҫыннӑн кашӑлвирус пулнӑ. Каникулта чирлекенсен йышӗ чакнине ҫынсем ытлах тухса ҫӳременнипе сӑлтавланӑ. Халӗ вара ачасем шкула, ача пахчине кайма пуҫланӑ, ҫавна май чирлекенсен йышӗ те ӳсме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Сельская правда" архивӗнчи сӑн Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче юр скульптурӑсен «Зимний хутор» фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Евгений Акимовпа Александр Иванов хутшӑннӑ. Вӗсем юртан, пӑртан скульптурӑсем туса Гран-прие тивӗҫнӗ. Ентешсем казахсен темипе кӳлепесем хатӗрленӗ. Палӑртмалла: фестивале 8 команда хутшӑннӑ. Кашнин хӑйӗн заданийӗ пулнӑ. Ҫанталӑк вара самаях сивӗ тӑнӑ: 23 градус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр ҫын лавккара ҫын сумккине вӑрланӑ. Пӑтӑрмах кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. 41 ҫулти хӗрарӑм хулари лавккасенчен пӗринче, Николаев урамӗнчи супермаркетра, япала хумалли камерӑра хӑйӗн сумккине хӑварнӑ. Каялла тухнӑ чухне пӑхать те сумка ҫухалнине асӑрхать. Хӗрарӑм 5 пин тенкӗлӗх тӑкак тӳснине пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем кӗҫех вӑрра та тытса чарнӑ. Вӑл ҫын килсӗр-ҫуртсӑрскер пулнӑ. 54 ҫулти арҫын ҫӑрана ватса ҫын япалине илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку должноҫе юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Тимофеева шанса панӑ. Дмитрий Валерьевич — Шупашкар ҫынни. Вӑл 1979 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта ӑна прокуратура тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтанласа вӑл Шупашкарти Мускав районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан Чӑваш Енӗн тата Мари Элти прокуратурисен аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Чӑваш Ен прокуратуринче федераци законодательствине пурнӑҫа кӗртнине тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Денис Аванский кашни ҫулах юртан мӗн те пулин ӑсталать. Хальхинче вӑл шӑллӗсемпе Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» картинине евӗрленӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Денис ӗҫ тӑватӑ кунра туса пӗтернӗ. Композицие вӑл йӑлтах юртан ӑсталанӑ. Ку ӗҫре ӑна шӑллӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Паян каҫ енне 10 градус кӑна сивӗ пулӗ. Кунашкалли кӑрлачӑн 10-мӗшӗнченпе пулман. Ытларикун та ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, юнкун ҫӗрле – пушшех те. Ҫавӑн чухнех юр вӑйлах ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Юнкун та юр ҫӑвӗ, анчах вӑйлах мар. Икӗ талӑкра Шупашкарта 10-15 сантиметр хулӑнӑш юр ҫума пултарать. Кӗҫнерникун уяртӗ, 13-18 градус таран сивӗтӗ. Эрнекун каллех ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланӗ. Термометр 0 градус кӑтартӗ. Кӑшарни каҫӗнче те ӑшӑ пулӗ. Анчах вырсарникун тӑрук сивӗтӗ, термометр 20 градус сивӗ кӑтартӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, сивӗ уяр ҫанталӑк нумайлӑха тӑсӑлмӗ, кӑрлачӑн 24-28-мӗшӗсенче хӗллехи ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ, юр ҫукалӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Голубев. minprom.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Правительствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ темиҫе улшӑну пулса иртнӗ. Вӗренӳ министрӗн ҫумне ҫирӗплетни пирки эпир унччен пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ-ха. Республика ертӳҫи Олег Николаев промышленность тата энергетика министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Александр Голубева ҫирӗплетнӗ. Александр Голубев 2015 – 2017 ҫулсенче Омск облаҫӗнчи хысна учрежденийӗсенчен пӗринче ертӳҫӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ, 2017-2019 ҫулсенче вӑл унти бюджет учрежденийӗсенчен пӗринче директорӑн ҫумӗ пулнӑ. 2019-2021 ҫулсенче Ставрополь крайӗнче «Россети Северный Кавказ» обществӑра ятарлӑ проектсен дирекцине ертсе пынӑ. 2021-2022 ҫулсенче «Чӑвашгаз» предприятире директорӑн ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Светлана Скочилова. «Ҫыхӑнура» форумран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче ҫӗнӗ ҫын ҫемҫе пукана йышӑннӑ. Министр ҫумӗ пулма Светлана Скочиловӑна ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ҫав тилхепене тытса пынӑ Надежда Никандрова пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Вӑрнар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Ун хыҫҫӑн пукан пушанса юлнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, 1977 ҫуралнӑ Светлана Скочилова Шупашкар хула администрацийӗнче ӗҫленӗ. Алла Салаева вӗренӳ министрӗ пулнӑ чухне вӑл асӑннӑ ведомствӑра тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумне Александр Фадеева ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республика етӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Пӗр предложенирен тӑракан кӗске документра министр ҫумне ӗҫрен мӗншӗн кӑларнине пӗлтермен. Элтепер кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шупашкарти 6-мӗш пушар чаҫӗнче ӗҫлекен ҫӑлавҫӑсене Барсик ятлӑ кушакпа Гарик ятлӑ йытӑ пулӑшаҫҫӗ. Вӗсене сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. «Барсик тата Гарик – 6-мӗш пушар чаҫӗн юлташӗсем, вӗсем канмалли кунсенче те постра! Инкеклӗ лару-тӑру министерстви инкек пуласран тӗшмӗш мар, хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнни сыхлани пирки аса илтереҫҫӗ», _ ҫапла ҫырнӑ сӑнӳкерчӗк айне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.03.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |