Персона
![]() cv.m.wikipedia.org сӑнӳкерчӗкӗ Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Лавентий Таллеров (1929-2013) чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑранпа 95 ҫитнӗ. Вӑл Комсомольски районӗнчи Нӗркеч ялӗнче ҫуралнӑ. Комсомольски районӗнчи «Октябрь ялавӗ» хаҫатра, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра, «Тӑван Атӑл» журналта ӗҫленӗ, Чӑвашрадио корреспонденчӗ пулнӑ. Лаврентий Таллеров — паллӑ прозаик, очеркист, публицист, куҫаруҫӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-70-мӗш ҫулӗсенчи поэзине вӑл истори темине халалланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӗмпӗр хулинче пурӑнакан, Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен пике килне каникула кайма билет илес тесе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Пӗрремӗш курсра вӗренекенсер билет туянса хурас тенӗ. Ҫула май лартса каякансен сервисӗнчи пӗр каҫӑпа иртсе унта банк реквизичӗсене кӑтартнӑ. Кӗҫех хӗрӗн картти ҫинчен 10 пин тенкӗ ытла укҫа ҫухалнӑ та. Хӑй улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗр йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑха кадеми драма театрӗ кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Александр Островскийӗн «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» драмӑна кӑтартрӗ. Ку вӑл ытахальтен мар. Шӑпах ҫав кун, 106 ҫул каялла, ҫав спектакльпе уҫӑлнӑ та чӑваш театрӗ. Ӑна Иоаким Максимов-Кошкинский Хусанта пуҫарса янӑ. Вырӑс классикӗн пьесине пуҫласа чӑвашла лартнӑ. Спектакле Хӗрарӑмсен медицина институтӗнче кӑтартнӑ. Чӑваш АССРне туса хунӑ хыҫҫӑ театра Шупашкара куҫарса килнӗ. Халӗ чӑваш театрӗнче кӑтартакан Александр Островский пьесине Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() drama21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Мускаври теар критикӗсем шупашкара килӗҫ. Вӗсем Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тӑватӑ спектакльне хаклӗҫ. Нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пирӗн тӑрӑхра Раҫҫейри театр ӳнерӗн институчӗн — ГИТИСӑн икӗ театровечӗ пулӗ. Чӑваш театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ аслӑ шкулпа 1940 ҫултанпах ҫыхӑну ытаҫҫӗ. Ҫав ҫулхине ГИТИС ҫумӗнче чӑваш театрӗн студине йӗркеленӗ, 1947 тата 1961 ҫулсенче унтан чӑваш театрӗ валли актёрсем вӗренсе тухнӑ. Хальхинче Шупашкара искусствоведени кандидачӗ, Константин Райкинӑн театр шкулӗн доценчӗ Екатерина Морозова тата драматург тата режиссёр, театр лабораторийӗсемпе фестивалӗсен кураторӗ Александр Вислов килӗҫ. «Ҫӗршывӑн тӗп хулинчен кунта килекен кашни театр критикӗ пирӗншӗн пӗлтерӗшлӗ. Кирек мӗнле театра та ырӑ критика кирлӗ, унсӑр аталанаймастӑн», — тенӗ Чӑваш академи драма театрӗн директорӗ Елена Николаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫак самантра Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи 40-мӗш ҫуртра, 1-мӗш корпусра, пушар тухнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитнӗ. Ҫурт - 9 хутлӑ, панельтен тунӑскер. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑра тӗтӗм подъезд чӳречисенчен тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче Катӑш ялӗнче пурӑнакан 50 ҫулти хӗрарӑма шырани пирки хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: вӑл килтен кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Килтен кайнӑ кун вӑл тӗрлӗ тӗслӗ куртка, угги тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем шыранӑ. Хӗрарӑма тупни пирки кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Анчах, шел те, унӑн виллине. «Лиза Алерт» сайтӗнче нимеҫӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра аш-пӑш тата сӗт туса илесси ӳснӗ. Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче 2023 ҫулта чӗрӗ виҫепе 118,7 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илнӗ. Ку вӑл 2022 ҫулхинчен 1,3 процент нумайрах. Сӗте иртнӗ ҫул 478,1 пин тонна туса илнӗ. Ку енӗпе ӳсӗм — 2,7 процент. Кашни ӗнерен вӑтамран сӗт су илесси те хушӑннӑ. Ку цифра унчченхи ҫулхинчен 6,3 процент нумайрах, ҫулталӑкра вара кашни ӗне вӑтамран 7430 килограмм сӗт панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Шупашкарти ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсене иртен-ҫӳрен водитель кинемей ҫул хӗррипе пыни пирки пӗлтернӗ. Ватӑ ҫын курткӑсӑр, калпаксӑр пулнӑ, тапочка кӑна тӑхӑннӑ. Инспекторсем вырӑна ҫитнӗ. Кинемей ҫаплах урамра пулнӑ. Пакунлисем ӑна киле леҫнӗ. Кинемей - 1937 ҫулта ҫуралнӑскер. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Лана Прусакова архивӗнчи сӑн Олимп резервӗсен 2-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптакан спортменка Лана Прусакова фристайл енӗпе иртнӗ Раҫҫей кубокӗнче икӗ ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Чӗлепи облаҫӗнчи Миассе хулинче иртнӗ. Малтан вӑл пӗрремӗш тапхӑҪрта «слоуп-стайл» дисциплинӑра мала тухнӑ. Кайран, иккӗмӗш тапхӑрта, ҫак дисциплинӑрах финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи фермер Александр Бикулов патшалӑхран 10 млн грант илсе унпа ферма хуҫалӑхне ҫӗнетнӗ. 2020 ҫулта вӑл проект тӑратнӑ та грант ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫапа вӑл ӗне вити валли стройматериал, тырӑ тасатмалли комплекс, тыр-пул пухса кӗртмелли тӗрлӗ оборудовани туяннӑ. Фермер грантсӑр пуҫне хӑйӗн 7 миллион тенкипе усӑ курнӑ. 2023 ҫул вӗҫне унӑн ферминче 296 пуҫ ӗне тата вӑкӑр пулнӑ. Вӗсенчен 133-шӗ - сумалли ӗне. Пӗлтӗр фермер 663 тонна сӗт туса илнӗ. Ун патӗнче халӗ 12 ҫын ӗҫлет. Вӑтам шалу - 22 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |