Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Политика
duma.gov.ru сайтри сӑн
duma.gov.ru сайтри сӑн

2024 ҫултанпа РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем хӑйсен суйлав округӗсенче Раҫҫейре туса кӑларнӑ машинӑсемпе кӑна ҫӳрӗҫ. Ку, паллах, ӗҫпе ҫыхӑнна ҫула пырса тивет.

Ку саккуна Патшалӑх Думи ҫак кунсенче йышӑннӑ. Ҫак депутатсем валли машинӑсене регионти влаҫ тара илет. Кайран тӑкака Патшалӑх Думи саплаштарать.

Палӑртмалла: пирӗн регионта Патшалӑх Думинчен 3 депутат пур. Вӗсем - Алла Салаева (Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей), Анатолий Аксаков (Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей)тата Ирина Филатова (КПРФ).

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://duma.gov.ru/news/57830/
 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳ районӗнчи администрацире тӑрӑшакан ИТ-специалист патшалӑх шучӗпе пӗлӗвне анлӑлатнӑ.

Цифра аталанӑвӗн тата информаци технологийӗсен секторӗн заведующийӗ Евгений Профоров «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн вӗреннӗ. 50 ҫултан иртнисене вӗрентсе кӑларнӑшӑн патшалӑх тӳлет.

ИТ-специалист Томскри патшалӑх университечӗн регионсем хушшинчи хушма пӗлӳ паракан центрӗнче вӗреннӗ. Арҫын преподавательсене те пысӑка хурса хакланӑ, ӑна вӗренме питех те килӗшнӗ.

 

Чӑвашлӑх

Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Чувашия: вехи истории и современность» кӗнеке-альбомӑн хӑтлавӗ иртӗ. Кӑларӑма хаклама патшалӑх тата общество ӗҫченӗсем, учёнӑйсем, педагогсем, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем, краеведсем хутшӑнӗҫ.

Кӗнеке-альбом тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн пуян культурипе, хӑйне евӗр ҫутҫанталӑкӗпе, нумай ӗмӗрлӗ историйӗпе, паллӑ ҫыннисемпе паллаштарать. Кӗнекен тӗп пайне ХХ ӗмӗрти пулӑмсене халалланӑ.

Кӑларӑма хальхи вӑхӑтри паллӑ учёнӑй-историксем: Евгений Касимов, Сергей Кодыбайкин, Фёдор Козлов — хатӗрленӗ.

 

Тӗнчере
© shutterstock.com
© shutterstock.com

Ӗмӗрхи чикӗ урлӑ каҫнӑ Япони гражданӗсен шучӗ паян 92 139 ҫынна ҫитет. 1970 ҫултанпа кунашкал хисеп пулман. Кӑмӑла ҫӗклекен статистикӑна наци Минздравӗ ҫирӗплетнӗ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫӗршывра Ваттисене сума сумалли куна паллӑ тӑвасси йӑлана кӗнӗ.

2023 ҫул хушшинче ҫӗр ҫулхи юбилее уявланӑ ҫынсен шучӗ 1 428 ӳснӗ, вӑл шутра 88,5 процент — хӗрарӑмсем.

Чи ватӑ хӗрарӑм хисеплӗ ята 116 ҫулхи Фуса Тацуми тивӗҫнӗ. Чи ватӑ арҫын ҫак планета ҫинче Хӗвел тавра 111 хут ҫаврӑнма пултарнӑ. Унӑн ячӗ — Гисабуро Сонобэ.

Палӑртса хӑвармалла, нумай пурӑнакансен шучӗпе рекорда Хӗвел хӑпаракан ҫӗршыв ҫур ӗмӗр ытла хушши ҫӗнетсе пырать, ҫапах та унашкал граждансен шучӗ 90 пин кӑтарту урлӑ каҫни — пӗрремӗш хут.

Ҫӗршывра нумай пурӑнакансен йышӗн статистикине 1963 ҫулта шута илме тытӑннӑ. Ун чухне ҫӗр ҫул урлӑ каҫнисен шучӗ 163 граждан кӑна пулнӑ.

 

Тӗнчере
Ҫӑлкуҫ: The Black Examiner
Ҫӑлкуҫ: The Black Examiner

Угандӑри Хабиб Нсиконнене ятлӑ 43 ҫулти бизнесмен тӳрех ҫичӗ хӗрарӑма качча илнӗ (вӗсенчен иккӗшӗ пӗр-пӗрин йӑмӑкӗсем пулаҫҫӗ). Ҫав вӑхӑтрах, The Jerusalem Post ҫырнӑ тӑрӑх, арҫын ҫакӑнпа лӑпланасшӑн мар.

Мероприятие хатӗрленесси Нсиконнене савнийӗсем фургон ҫине ларса пурте пӗрле илем салонне кайнинчен пуҫланнӑ, хӑнисем вара 40 машинӑпа тата 30 мотоциклпа — мӑшӑрлану церемонине иртекен вырӑна ҫитнӗ.

Йӑла-йӗркене ирттернӗ хыҫҫӑн (унта икӗ Аиша, Рашида, Фатума, Шанифа, Мариам, Зайна тата Хабиб пӗр-пӗрин юратӑвне шанчӑклӑ упрасси пирки тупа тунӑ) мӑшӑр бода-бода ҫинче (Хӗвелтухӑҫ Африкӑри икӗ кустӑрмаллӑ велосипед е мотоцикл таксийӗ) савӑнӑҫлӑ шествие кайнӑ.

Нсиконнене нумай арӑмлӑх йӑли-йӗркине пӑхӑнакан ҫемьере ҫуралнӑ. Каччӑ каланӑ тӑрӑх, унӑн аслашшӗн ултӑ арӑм пулнӑ, ашшӗн — тӑваттӑ. Арҫын кашни арӑмне чунтан юратнине каласа панӑ, ҫапах та малашне вӗсен ҫемйинче тата темиҫе хӗрарӑм хушӑнма пултарнине палӑртнӑ.

Тата мӗн паллӑ

Угандӑра темиҫе арӑмпа пурӑнма чару ҫук, ҫавна пула чылай ҫемьере ытларах чухне нумай ача ӳсет. Угандӑри 2014 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн, 18 ҫул тултарнӑ тата аслӑрах хӗрарӑмсен 8,3 яхӑн проценчӗ е мӑшӑрланнӑ е полигамлӑ хутшӑнусенче тӑраҫҫӗ.

Малалла...

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре юлашки ҫулсенче темиҫе кинозал та уҫрӗҫ. Уҫни аван-ха, анчах вӗсемпе усӑ курма пӗлмелле. Шӑпах ҫак ыйтӑва тишкернӗ те паян республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова ирттернӗ канашлура.

Канашлӑва Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуҫтарӑннӑ. Министр шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳсекен ӑрӑва воспитани парас, патриотизм темине сарас ыйтупа ӗҫленӗ май паха фильмсене кӑтартни те вырӑнлӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви Раҫҫейӗн Культура министерстви сӗнекен документлӑ тата илемлӗ фильмсене кӑтартать. Кӑҫал ҫавӑн пек пилӗк фильма кӑтартнӑ. Вӗсем: «Где проходит граница?», «Нюрнберг», «Святой архипелаг», «Сокровища партизанского леса», «Форсаж. Возвращение».

Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче проката тепӗр виҫӗ фильм: «Свидетель», «Тут все свои», «Финт Боброва» — тухӗ.

 

Республикӑра
nvkz-tub.ru сайтри сӑн
nvkz-tub.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан икӗ арҫын туберкулезпа чирленипе шутра тӑнӑ. Вӗсен чирӗн уҫӑ форми пулнине палӑртнӑ. Анчах иккӗшӗ те медтӗрӗслев витӗр тухма, сипленме ҫӳремен. Ҫапла вӗсем ыттисен сывлӑхӗ умӗнче те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ.

Саккунпа килӗшӳллӗн, туберкулезӑн ерекен формипе чирлекенсене, сипленмесен, ятарлӑ пульницӑна вӑйпах сипленме яма пултараҫҫӗ. Ҫавна май прокуратура вӗсене пульницӑна вырттарма ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтренӗ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Чӑваш Енри полицейскисем эвакуатора чарнӑ та – унта вара вӑрланӑ машинӑсем. Вӗсене ют ҫӗршыва пирӗн республика урлӑ илсе кайма тухнӑ иккен.

Йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, машинӑсене Мускавра вӑрланӑ. Унччен маларах вара пирӗн регионти полицейскисем патне хыпар ҫитнӗ: ҫӗршывӑн тӗп хулинчи такси компанийӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӑракан «Хавейл Джолио» машинӑна тата 1,5 миллион тенкӗ тӑракан «Школа Рапид» машинӑна вӑрланӑ. Ҫав эвакуатор Шупашкар еннелле кайнине спутникпе палӑртнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӑннипех те ҫуллахи ҫанталӑк тӑрать. Ӗнер-паян кӑна уҫӑрах. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та ҫаплах пулӗ. Кайран, эрне варринче, каллех 20-25 градус таран ӑшӑтӗ.

Канмалли кунсенче 23-28 градус таранах ӑшӑтӗ. Ҫӗрлесерен 13-15 градус пулӗ. Ку ҫанталӑк утӑ уйӑхӗнчипе таншлашать.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрах, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ӑшӑ пирӗн патран кайӗ, Арктика енчен сивӗ сывлӑш килӗ.

 

Чӑвашлӑх
«Пятница!» телеканал тунӑ видео скринӗ
«Пятница!» телеканал тунӑ видео скринӗ

«Пятница!» телеканалпа пыракан «Гастротур» кӑларӑмра Чӑваш Енре ӳкернӗ сюжета кӑтартнӑ. Ӑна чӑваш наци апат-ҫимӗҫне халалланӑ.

Чӑваш Ене кӑларӑм ертӳҫи Дмитрий Левицкий ресторатор килнӗ. Вӑл туй ӗҫми-ҫими хатӗрлеме вӗреннӗ, сӑра мӗнле вӗретнине сӑнанӑ. Ку кӑна мар, ертӳҫӗ уҫӑ тӳпе айӗнче ресторан йӗркеленӗ, сыр пӗҫернӗ. Кайран вӑл хур фермине те ҫитсе курнӑ, ҫӗр ҫырли мӗнле ӳстернипе те паллашнӑ.

Видеопа ҫак каҫӑпа паллашма пулать: https://gtur.friday.ru/videos/e4/e6.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/89941
 

Страницӑсем: 1 ... 293, 294, 295, 296, 297, 298, 299, 300, 301, 302, [303], 304, 305, 306, 307, 308, 309, 310, 311, 312, 313, ... 3741
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2024 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.

Юпа, 07

1905
119
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
106
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
70
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
38
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...