Ҫутҫанталӑк
![]() cheb.ruc.su сайтри сӑн Синоптиксем кӑҫалхи ҫулла питӗ шӑрӑх пулассине калаҫҫӗ. Ҫӗртме-ҫурла уйӑхӗсенче вӑтам температура 25-27 градус ӑшӑ пулмалла, ку ахаль чухнехинчен темиҫе градус пысӑкрах. Сывлӑш 35 градусран ытларах та ӑшӑнма пултарать. Ҫӗртме уйӑхӗнчех шӑрӑх килме пултарать. Ӑшӑ циклонӗсем пулас хӑрушлӑх та пур. Нӳрӗк нумайланнипе ҫумӑр чашлаттарса ҫума, аслати авӑтма, ҫил-тӑвӑл тухма пултараҫҫӗ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2024 ҫулхи ҫулла чи типӗ ҫулсенчен пӗри пулмалла. Уйрӑмах – Индишӗн, Индонезишӗн, Китайшӑн, Африкӑшӑн, АПШри хӑш-пӗр штатшӑн тата Раҫҫейшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Йошкар-Олара ыран «Электронная письменность в России: опыт, задачи, векторы развития» (чӑв. Раҫҫейри электронлӑ ҫырулӑх: опыт, тӗллевсем, аталану ҫул-йӗрӗ) ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртӗ. Вӑл икӗ куна тӑсӑлӗ. Чӑваш Республикинчен унта «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗн» ӗҫне хутшӑнакан Николай Плотниковпа Александр Антонов хутшӑнӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхине компьютер тытӑмне мӗнле кӗртни пирки каласа парӗҫ. Конференцире ытларах енӗпе наци корпусӗсене аталантарассине, куҫаруҫӑсене хатӗрлессине, тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗре тӑван чӗлхесене кӗртессине (тӗслӗхрен, «Яндекс.Алиса» евӗр ӑслӑ колонкӑна пушкӑртла е ҫармӑсла калаҫма вӗрентессине) сӳтсе явӗҫ, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашӗҫ. Конференцие онлайн мелпе те итлеме май пулӗ: • пленарлӑ лару (нарӑс 21, 10:00); • 1-мӗш секци (нарӑс, 21, 13:30–17:00) /пирӗн докладсем кунта пулӗҫ/ • 2-мӗш секци (нарӑс, 21, 13:00) • «Интернет-энциклопедия РУВИКИ на языках народов России» ҫавра сӗтел. |
Персона
![]() Екатерина Сибирцева архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри хӗр ТНТ каналпа пыракан «Битва экстрассенсов» кӑларӑма хутшӑнӗ. Вӑл ҫынсене курӑксемпе, ытти мелпе пулӑшать-мӗн. Екатерина Сибирцева Ҫӗмӗрле хулинче ҫуралса ӳснӗ. Унччен вӑл Ҫӗмӗрле тата Ҫӗмӗрле районӗн администрацийӗнче пресс-серктарьте ӗҫленӗ. Унӑн икӗ пӗлӳ: издательство ӗҫӗн специалисчӗ тата патшалӑх, муниципалитет специалисчӗ. Екатерина кӑларӑмӑн тӗп йышне кӗрӗ-и е ҫук-и – каярахпа паллӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑма 20-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() t.me/chuvashenkalasat сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмарсем паттӑр ентешне, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Владимир Сергеева асӑнса йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тухнӑ. Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, Пати ялӗн маттур ывӑлӗ – йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерӗ, Паттӑрлӑх орденӗн кавалерӗ, аслӑ лейтенант. «Вӑл такӑрлатса ӑсталӑхне туптанӑ йӗлтӗр йӗрне хӗл каҫипех Чупай шкулӗнче вӗренекенсем якатаҫҫӗ. Пухӑннисем малтанах паттӑр ентешне халалланӑ асӑну хӑми умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ», – пӗлтернӗ хыпарта. Старта Вӑрмар округӗнчи йӗлтӗрҫӗсемпе пӗрлех Шупашкар, Канаш хулисенчен, Кӳкеҫ поселокӗнчен, Ҫӗрпӳ, Тӑвай тӑрӑхӗнчен килнӗ спортсменсем те тухнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклӑ парнесемпе чысларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 16 сехет те 30 минутра, Шупашкарти С.М. Максимов ячӗллӗ 1-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче «Крылатые качели» (чӑв. Ҫунатлӑ чуччу) концерт иртӗ. Ӑна ҫӗршыври паллӑ композитор Евгений Крылатов ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Паллӑ композитор, Раҫҫей халӑх артисчӗ пурнӑҫран 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уйрӑлса кайнӑ. 1953-1959 ҫулсенче вӑл Мускаври П.И. Чайковский ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. 1960-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче кино валли те музыка ҫырма тытӑннӑ. Сӑмахран, «Колыбельная медведицы», «Песенка о шпаге», «Лесной олень», «Крылатые качели», «Три белых коня», «Прекрасное далеко», «Кабы не было зимы» юрӑсене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутайӗнчи истори ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ. Икӗ хутлӑ йывӑҫ шкул ҫуртне реставрацилессин проекчӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухнӑ. Ӑна Пӗрлехи патшалӑх реестрӗнче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 13-мӗшӗнче регистрациленӗ. Культура эткерлӗхӗн объекчӗн адресӗ – Хӗрлӗ Чутайӗнчи Совет урамӗнчи 5б ҫурт. Вӑл ҫурт XIX ӗмӗр вӗҫӗнче – XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче хӑпартса лартнӑ общество ҫурт-йӗрӗн паха тӗслӗхӗ шутланать. Хальхи вӑхӑтра икӗ хутлӑ ҫуртпа усӑ курмаҫҫӗ. Реставраци вӑхӑтӗнче ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ, анчах унӑн малтанхи сӑнне упраса хӑварӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 68 ҫулти арҫынна пӗрле кун кунлакан хӗрарӑмӑн 10-ри мӑнукне ясар шухӑшсемпе тапӑннӑшӑн суд тунӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын хӗрарачапа шыва кӗме ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче, вӑл хӗрачана ясар шухӑшпа икӗ хутчен тапӑннӑ. Арҫын хайӗн айӑпне йышӑнман. Анчах суд хӗрача, кӳнтеленсем каланине шута илсе унӑн айӑпне ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() vk.com/chnmuseum сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш наци музейӗ «Старые Чебоксары» (чӑв. Авалхи Шупашкар) конкурс ирттерет. Ӑна республикӑмӑрӑн тӗп хулине пуҫарса янӑранпа 555 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конкурса хутшӑнакансем хула архитектури епле улшӑннипе, хулари урапмсемпе ҫуртсем ылмашса пынине кӑтартса памалла. Конкурса 14 ҫултан аслӑраххисем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Вӗсен XXI ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ҫурт-йӗр, урамсен, кварталсен, территорисен макетне кӑтартмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Ҫынпа куллен ӗҫлекенсен темле ӑнланманлӑх та сиксе тухма пултарать. Нумаях пулмасть пӗр таксистпа пассажир хушшинче пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Клиент малтан пӗр вырӑна каяс тенӗ иккен, кайран маршрута улӑштарнӑ. Водитель килӗшмен, ман смена пӗтет, хулан тепӗр вӗҫне каяс килмест тесе кутӑнлашнӑ. Тарӑхса кайнӑ пассажир «Элара» завод тӗлӗнчи ҫул хӗресленнӗ вырӑнта машинӑран анса юлнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл автомобиле урипе хыттӑн тапса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Евгенйи Князев. chuvdram.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Театра юратакансене пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх кадеми драма театрне Мускаври Арбатра вырнаҫнӑ Вахангов ячӗллӗ театр гастрольпе килӗ. Шупашкар ҫыннисене культура учрежденийӗ Александр Пушкинӑн «Пиковая дама» повеҫӗпе лартнӑ моноспектакль кӑтартӗ. Спектакльте — Раҫҫей халӑх артисчӗ Евгений Князев тата театрӑн оркестрӗн артисчӗсем. Евгений Владимирович куракана асамлать-тыткӑнлать теҫҫӗ унӑн пултарулӑхӗпе паллашнисем. Спектакльте ҫавӑн пекех музыкантсем пулӗҫ: клавесинпа — Надежда Кашкина тата Наталья Туриянская, флейтӑпа — Ольга Жевлакова, скрипкӑпа — Полина Евланова, гитарӑпа — Андрей Чернышов. Моноспектаклӗн музыка ертӳҫи — Татьяна Агаева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ.
| Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
| Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |