Экономика
![]() Юпан 22-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ Алла Самойлова пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи ҫинчен йышӑну проектне Правительство ларӑвне кӑларнӑ. Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта унӑн виҫи 6793 тенкӗпе танлашать. Ку вӑл иккӗмӗш кварталтинчен 2,5 процент чакнине пӗлтерет. Укҫа ҫине хурса пӑхсан пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе хисепӗ 175 йӳнелнӗ. Пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе вӑйпиттисемшӗн 7230 тенкӗпе таналшамалла (унчченхи кварталтинчен 2,3 процент сахалтарах), пенсионерсемшӗн — 5577 тенкӗ (2 процент чакнӑ), ачасемшӗн — 6713 тенкӗ (3,8 процент). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗрпӳри 2-мӗш следстви изоляторӗнче ӗҫлекенсем асӑннӑ хулари 1-мӗш вӑтам шкулта пулнӑ. Унта вӗсем Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин тытӑмӗнчи аслӑ шкулсене вӗренме кӗмелли йӗркепе паллаштарнӑ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе тӑрӑшакансене епле ҫӑмӑллӑхсем кӳни пирки тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Форма тӑхӑннӑ ҫынсем хисеплӗ тесе ӗнентернӗ вӗсем ачасене. 1-мӗш шкул Михаил Силантаев ячӗпе хисепленсе тӑнине аса илнӗ май пяан та халӑх асӗнче пулнине палӑртнӑ. Совет Союзӗн Паттӑрӗ Михаил Васильевич ҫав ялта ҫуралса ҫав шкула пӗтернӗ. Ачасене аслисем ун пек паттӑрсен ятне ямалла мар тесе хӑйсене те вӗсем пек пулма суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем. Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ. Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри инкеклӗ лару-тӑру рижимӗ пӗтнине ҫирӗплетекн документа алӑ пуснӑ. Аса илтерер: ӑна пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн республикӑри хӑш-пӗр район электроэнергисӗр юлнине пула кӗртнӗ. Юпан 24-мӗшӗнчи 12 сехет тӗлне Чӑваш Енри сиен кӳнӗ ялсенче ҫынсене кирлӗ ырлӑха — ҫутӑ, шыв — йӗркене кӗртнӗ. Пӗтӗмпе инкеклӗ лару-тӑру тапхӑрӗнче 515 ялта электроэнергие юсанӑ. Пӗтӗмпе унта 100 969 ҫын пурӑнать. 94 шкула, 40 ача пахчине, социаллӑ тытӑмри 7 объекта электроэнергипе тивӗҫтернӗ. Лару-тӑрӑва сирес тӗлӗшпе 94 бригада, 143 техника ӗҫленӗ. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Сарӑту, Самар, Владимир, Чулхула, Киров облаҫӗсенчен юсав бригадисем килсе ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫӗнӗ проект пурнӑҫа кӗртме шухӑшлаҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн сипленме пынӑ ҫын полис тӑрӑх миҫе тенкӗлӗх медицина пулӑшӑвӗ илнине пӗлме пултарӗ. Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакӑ ҫын уншӑн мӗн чухлӗ укҫа тӑкакланине пӗлмешкӗн кирлӗ. Проектпа килӗшӳллӗн, кашни пациент тухтӑр патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн медицина документацийӗсӗр тата больничнӑй хучӗсӗр пуҫне алла тепӗр документ илӗ. Унта медицина пулӑшӑвӗ мӗн хака кайнине палӑртӗҫ. Хальлӗхе ку проект 5 медицина организацийӗнче ӗҫлет: Республикӑри клиника пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче, хулари 2-мӗш пульницӑра, Канаш районӗнчи Ф.Г.Григорьев ячӗллӗ тӗп пульницӑра. Ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле ку проекта республикӑри ытти пульницӑсенче пурнӑҫа кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫуртсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫине куҫараҫҫӗ. Анчах ӑна пула хулара пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫӗрпӳсем халӗ те, урамра 10 градус сивӗ чухне, ӑшӑсӑр лараҫҫӗ. Хваттерсене чӑтма ҫук сивӗ. Хваттерсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗр ҫине куҫарма ака уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Администраци ҫынсене ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ӑшӑнма сӗннӗ. Тӳре-шара ҫак хатӗрсене хӑй те туянса пама сӗннӗ, анчах хӑш-пӗр ҫын килӗшмен. Чылайӑшӗ халӗ ӑшӑтмалли хатӗрсем илсе лартнӑ. Ҫавна май хулара электричество та япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Ҫӗрпӳре ватӑ ҫынсем те, ачасем те, амӑшӗсем те сивӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ. Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртать. Хваттерсенче сивӗ пулнӑран ҫынсене 1-мӗш интернат шкулта, хӑна ҫуртӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех «Асамат» спорт комплексӗнче мунча, душ тӳлевсӗр кӗме пулать-мӗн. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(83545)21-5-15, 8-919-653-69-16. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Калӑн, ним тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах кнута сӑмах нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗр пирки пырать. Вӗсенче пурӑнакан харпӑрлӑх хуҫисен хӑйсен ҫурчӗсенче малашне тӗплӗ юсавшӑн укҫа тӳлеме тытӑнмалла. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи раштав уйӑхӗнчен вӑя кӗрет. Харпӑрлӑх хуҫисен кашни уйӑхра Чӑваш Республикинче ҫирӗплетнӗ тарифпа килӗшӳллӗн тӳлеме тивӗ. Кама мӗн чухлӗ лекесси ҫурт-йӗр калӑпӑшӗнчен килет. 1 тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 20 пус тӳлеттерӗҫ. Республикӑра пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ хӑйсен пӗрлехи пухӑвӗсенче тӗллевлӗ укҫа-тенке регионти оператор урлӑ пуҫтарма килӗшсе татӑлнӑ. Ку чухне укҫа-тенкӗ пӗр «хурана» пухӑнса пымалла. Пухӑнса пыракан укҫа-тенкӗпе регионти пӗтӗм ҫурта черете пӑхӑнса юсама тивӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хулин Мускав район администрацийӗ кӑҫалхи Культура ҫулталӑкӗ тӗрлӗ мероприятипе пуян пулнине пӗлтерет. Кӑҫал икӗ культура учрежденийӗ — Шупашкарти художество училищи тата Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищи — хӑйсен юбилейне палӑртнине аса илтерет. Ӳнер ӗҫченӗсем хула ҫыннисем валли ҫӗнӗ проектсем хатӗрленине те палӑртнӑ. Асӑннӑ район администрацийӗпе «Ровесник» культура ҫурчӗ «Сывлӑх ташши» тата «Ача-пӑча Акатуйӗ» проектсем шухӑшласа кӑларнӑ. «Радуга» культурӑпа курав центрӗ «Пӗтӗм ҫемье валли халӑх теттисем» проекта пурнӑҫа кӗртет. Унта ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ тетте, открытка тата ытти хатӗрлеҫҫӗ. Нумаях пулмасть тата тепӗр ҫӗнӗлӗх хута янӑ. «Салют» культура керменӗнче «Европа театрӗ» проект пурнӑҫа кӗрет. Паян унта нимӗҫле тата хрантсусла лартнӑ спектакльсем кӑтартнӑ. Унта Шупашкарти шкулсенчи тата Елчӗкри вӑтам шкулти, Йӗпреҫри 1-мӗш вӑтам шкулти ачасем хутшӑннӑ-мӗн. Проектӑн партнерӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнетнӗ автоҫула уҫнӑ самант Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче «Атӑл» М-7 автоҫулӑн ҫӗнетнӗ пайне (Мускав – Улатимӗр – Чулхула – Хусан – Ӗпхӳ) савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫулӑн ҫав пайӗ — Муркаш районӗнче. Унта ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Федераци ҫул-йӗр агентствин ертӳҫи Роман Старовайт килнӗ. Вӗсем чи малтанах рабочисене тав тунӑ. Михаил Игнатьев вӗсене професси уявӗпе саламланӑ. Михаил Васильевич юлашки вӑхӑтра федераци ҫулӗсене ҫӗнетес ӗҫе чылай укҫа уйӑрнине палӑртнӑ. Роман Старовайт Чӑваш Енре ӗҫлеме ҫӑмӑл пулнине палӑртнӑ. Республика Элтеперӗ тата ЧР Транспорт министерстви пулӑшнипе вӗсем кунашкал ӗҫсене кӗске вӑхӑтра туса пӗтереҫҫӗ-мӗн. «Атӑл» М-7 магистраль — хальхи технологипе килӗшсе тӑракан тӑватӑ полосаллӑ автоҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Видеоканашлури самант Юпан 24-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районти муниципалитетсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта инкеклӗ лару-тӑру пирки калаҫнӑ. Михаил Игнатьев юпан 24-мӗшӗнчи ирхи 7 сехет тӗлне Муркаш районӗнчи 1 ял ҫеҫ ҫутӑсӑр пулнине палӑртнӑ. Унта 266 ҫуртра 766 ҫын пурӑнать. Элтепер кун вӗҫлениччен муркашсем пурте элетроэнергиллӗ пулассине палӑртнӑ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ Олег Марков талӑкра Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенчи 46 ял электроэнергиллӗ пулнине каланӑ. Пӗтӗмпе ҫав шутра — 2118 кил, 6503 ҫын. ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Светлана Петрова Муркаш районӗнчи Сосновка ялӗнчи шкулта вӗренекен 57 ача каникула кайнине, унта электроэнергие юсанине пӗлтернӗ. ЧР транспорт министрӗ Владимир Филиппов ҫул ҫинче юр хырасси мӗнле пынипе паллаштарнӑ. Юпан 23-мӗшӗнче ҫак ӗҫе 320 техника пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |