Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӗр паттӑрӑн ик алли тӑват ҫӗрӗн ҫапӑҫать теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев

Чӑваш Енре ҫӗнӗ награда пама йышӑннӑ. Малашне республикӑра «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экологӗ» хисеплӗ ята пама тытӑнӗҫ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кун пирки хушӑва ӗнер, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Михаил Васильевич планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна ҫутҫанталӑка сыхлас ӗҫ сумне ӳстерес, тавралӑха тата ҫутҫанталӑк пуянлӑхне хӳтӗлессипе ӗҫлекен организацисен ҫитӗнвӗсене палӑртас тӗллевпе йышӑннӑ.

Аса илтерер: 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Чӑваш Енре муниципалитет ӗҫченӗсем валли награда йышӑннӑ. Вӑл — вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ чиновниксем валли. Кунашкаллисене «Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче лайӑх ӗҫленӗшӗн» паллӑ параҫҫӗ.

Палӑртар: Чӑваш Енри патшалӑх наградисен тытӑмне «Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни» орден, «Чӑваш Рспублики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медаль, «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орден, ЧР Хисеп грамоти, «халӑх» тата «тава тивӗҫлӗ» статуслӑ хисеплӗ ятсем кӗреҫҫӗ.

 

Вӗренӳ Рустем Галич тӗлпулура
Рустем Галич тӗлпулура

Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче студентсем ӳнер сӑмахӗн актерӗпе, вырӑс классикин поэзийӗпе прозине вулаканӗпе Рустем Галичпа тӗл пулнӑ. Вӑл Хусанта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Нью-Йоркра пурӑнать. Унта Рустем Галич ӳнер вулавӗн жанрне сарать.

Актер хӑйӗн жанрӗ валли ҫӗнӗ формӑсем шырать, вӗсене терӗслет. Ӑна вӑл симфонипе, классикӑпа, эстрада кӗввипе, ташӑпа, органпа, хор юррипе, живопиҫпе пӗрлештерет. Пултарулӑхне кура Рустем Галича Раҫҫейре те, Европӑра та, Америкӑра та пӗлеҫҫӗ.

Актер Шупашкара ӳнер вулавӗ енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттерме, студентсене сцена вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарма килнӗ. Рустем Галичпа тӗл пулма Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка учлищин, культура училищин студенчӗсем пухӑннӑ. Актерпа курнӑҫма К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем те пынӑ. Ӑсталӑх класӗ практика тренингне ҫаврӑннӑ. Малтанах сывлав гимнастикине, калаҫу хӑнахтарӑвӗсене тунӑ. Унтан пластика тренингӗсем, пултарулӑх этючӗсем патне куҫнӑ. Тӗлпулӑва хутшӑннисем пысӑк опыт пухма пултарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Культура Елчӗксем Александр Миллин кӗнекипе паллаштарнӑ самант
Елчӗксем Александр Миллин кӗнекипе паллаштарнӑ самант

Нумаях пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче СССР Журналистсен союзӗн пайташӗн, чылай ҫул Елчӗк район хаҫачӗн редакторӗнче, культура пайӗн ертӳҫинче ӗҫленӗ паллӑ журналистӑн, ҫыравҫӑн, Патреккелте ҫуралса ӳссе унтах пурӑннӑ Александр Миллинӑн кӗҫӗн ҫулхи ачасам валли пухса хатӗрленӗ «Мухтанчӑк» ятлӑ кӗнеки кун ҫути курнӑ.

Ҫак кунсенче вара Патреккел ял тата шкул вулавӑш фончӗ унӑн ывӑлӗ Борис Миллин ыркӑмаллӑх акцине хутшӑнса парнеленӗ ҫӗнӗ чӑвашла кӗнекесемпе пуянланнӑ. Кӗнекене сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ май пӗчӗк вулакансене ял тата шкул вулавӑш библиотекарӗсем Тамара Захаровӑпа Татьяна Никифорова Александр Георгиевичӑн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ–хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Александр Миллин ывӑлӗ Борис Александрович кӗнеке мӗнле калӑплани, пичетрен тухни ҫинче чарӑнса тӑнӑ, ачасене вӗренӳре тӑрӑшса вӗренме, кӗнекепе яланах туслӑ пулмаллине ӑнлантарнӑ. «Мухтанчӑк» кӗнекене И.В.Алексеев художник ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ тесе пӗлтернӗ район администрацийӗн сайтӗнче.

 

Хулара

Ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑш-пӗр урамра ҫула пӳлӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак кунсенче ҫар техникин парачӗ Ҫӗнтерӳ кунӗ валли тӗплӗн хатӗрленӗ.

Пӗрремӗш тренировка ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Парад йӗркелӳҫем ҫак канмалли кунсенче кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫавна май тепӗр хатӗрленӳ ыран пулӗ. Виҫмине тӗп хатӗрленӳ иртӗ. Ҫак кунсенче, ҫу уйӑхӗн 6–7-мӗшӗсенче, ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи 14 сехетчен, тӗп ҫулсемпе парад колонни кайӗ.

Палӑртнӑ вӑхатра Богдан Хмельницкий урамӗнче (3-мӗш ҫуртран пуҫласа 30-мӗш автоҫул хӗресленнӗ таран, Богдан Хмельницкий урамӗпе Президент бульварӗ хӗресленнӗ вырӑн таран). Автомобильсене Президент бульварӗпе, Хӗрлӗ тӳремпе, Калинин урамӗпе, Юханшыв порчӗ ҫывӑхӗнчен те ямӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Ял пурнӑҫӗ

Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗнче Раҫҫей ҫарӗн полковникӗпе, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе Геннадий Анатольевич Ильинпа тӗлпулу иртнӗ. Унта тивӗҫлӗ канури Алимпия Фомина, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Светлана Павлова, Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑшӑн библиотекарӗ Зоя Шумилкина, шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.

Геннадий Анатольевич Ҫӗнӗ Пӑвари вулавӑша ҫитсе курнӑ. Кунта вӑл «Савнӑ ялӑм, тӑван ял» альбомпа паллашнӑ. Хӑй вӗренсе тухнӑ шкулта ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартнӑ, ыйтусене хуравланӑ.

Геннадий Ильин Ҫӗнӗ Пӑвара ҫуралса ӳснӗ, Челепири ҫарпа танк аслӑ училищинчен, Ленин ячӗллӗ ҫарпа политика академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. РФ Ҫарпа хӗҫпӑшал вӑйӗсен ҫар университетӗнче адъюнктурӑра ӑс пухнӑ. Мускаври Суворов ҫар училищин кафедрин пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2000 ҫултанпа вӑл — РФ Хӳтӗлев вӑйӗсен тыл штабӗн управленийӗн пуҫлахӗн ҫумӗ.

Халӗ полковник И.М.Губкин ячӗллӗ Раҫҫей патшалӑх нефтьпе газ университетӗнче ӗҫлет.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни ҫыннӑн Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне хӑйӗн ячӗпе тав сӑмахӗ калама май пур. «Раҫҫей почти» «Ентешсем тав туни» ятпа Пӗтӗм Раҫҫей акцине ирттерет. Кун пирки Муркаш район администрацийӗ пӗлтерет.

Тӑван Ҫӗршувӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсен — вӑл шутра фронтовиксен те, тыл ӗҫченӗсен те йышӗ ҫул иртнӗҫемӗн сахалрах та сахалрах. Хальхи вӑхӑтра республикӑра кун пек 20 509 ветеран пурӑнать.

Пирӗн тивӗҫ — кун пек ҫынсене савӑнӑҫ саманчӗ парнелесси, тав сӑмахӗ ҫырса открытка ярса парасси. Сӑмахӗсем ансат: «Хисеплӗ ветеран! Ҫӗнтерӳшӗн Пысӑк тав Сире! Эпир Сирӗн паттӑрлӑха асра тытапӑр, Сирӗнпе мухтанатпӑр!» Хыҫҫӑн открыткӑна почта ещӗкне яма ан манӑр. Эсир ветеранӑн ятне те, ӑҫта пурӑннине те пӗлместӗр пулӗ. Анчах шанма пултаратӑр: «Раҫҫей почти» сирӗн салам сӑмахӗсене ветеран патне ҫитерӗ.

Ветерана эсир ҫавӑн пекех почта ҫыхӑнӑвӗн операторӗ, почтальон урлӑ та саламлама пултаратӑр, открыткӑпа пӗрле парне те туянса пама май пур. Почтальонсем сирӗн открыткӑсемпе парнесене Раҫҫей Президенчӗн саламӗпе пӗрле ветерана ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен ҫитерсе парӗҫ.

Малалла...

 

Вӗренӳ Штанашсен ӗҫӗсенчен пӗри
Штанашсен ӗҫӗсенчен пӗри

«Просвещени» издательстви тӑтӑшах тӗрлӗрен конкурссем ирттерет. Ака уйӑхӗнче «Символы» конкурс иртрӗ. Ӑна Раҫҫейри Британи ҫулне халалланӑ. Конкурса шкул ачисем тата вӗрентекенсем хутшӑнма пултарнӑ.

Конкурса пурӗ 1942 ӗҫ тӑратнӑ, вӑл шутра пирӗн республикӑри Шупашкарти хӑш-пӗр шкул ачисемпе вӗрентекенсен ӗҫӗсем. Конкурссантсен ятарлӑ чӗре ӳкернӗ шаблон ҫине Британи тата Раҫҫей символӗсене 5-шер ӳкерчӗк туса кӑтартмалла пулнӑ, мӗншӗн ку е урӑх символа кӑмӑлланине акӑлчанла 10 предложени ҫырса пӗлтермелле пулнӑ.

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкул ачисем те ку конкурса хаваспах хутшӑннӑ, вунӑ вӗренекен ытларах Раҫҫей тата Британи ялавӗсене сӑнарланӑ, Кремль тата Биг Бен, роза тата хурӑн, Британи тата Раҫҫей укҫи, икӗ хутлӑ автобус, телефон будки, матрешка, Чӑваш Республика эмблеми, чӑваш тӗрри...

Ҫак кунсенче кашниех алла Пӗтӗм Раҫҫейри «Символы» конкурса хутшӑнни пирки ӗнентерӳ хутне илчӗ.

 

Вӗренӳ

Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникмуӗнче 1-мӗш курсра вӗренекен Юрий Гаврилов филосфие алӑри пилӗк пӳрнене евӗр пӗлет. Вӑл асӑннӑ предметпа иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Дистанцилле майпа иртнӗ конкурса пӗтӗмпе 202-ӗн хутшӑннӑ иккен. Философипе ҫӗнтерес тесе яш нумай кӗнеке шӗкӗлченӗ иккен, тӗнче тетелӗнчи материалсене те вӑл пӑхса тухнӑ.

Хӑйӗн шухӑшне каламалли ыйтусем каччӑшӑн уйрӑмах кӑсӑклӑн туйӑннӑ-мӗн. Эссе те ҫырма тивнӗ.

103 балл пухма май пуринчен Юрий 91-шне пухнӑ. Маларах вӑл районти тата республикӑри тӗрлӗ олимпиадӑра ҫӗнтернӗ. «Вырӑсла ҫырнӑ автор прози тата поэзийӗ» секцире вӑл район олимпиадинче тӑватӑ хутчен те мала тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1845.html
 

Раҫҫейре Питӗр хастарӗсенчен пӗрисем
Питӗр хастарӗсенчен пӗрисем

Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Питӗр хулинче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Пискарев мемориал ҫӑви ҫинче чечек ҫыххи хурӗҫ.

Унти хастарсем мероприятие Чӑваш Енӗн элчӗлӗхӗн ячӗпе е Национальноҫсен ҫурчӗн тата хулан наципе культура пӗрлешӗвӗсен пӗтӗмӗшле колоннипе хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Кӑмӑл пуррисене Финлянди вокзалӗ патӗнче автобуссем кӗтӗҫ. Ушкӑн ирхи 9 сехетре пухӑнма тытӑнӗ. Автобуссем ҫула 9 сехет те 30 минутра тухӗҫ. Ыйтса пӗлес тесен Владимир Михайлович ятлӑ ҫынпа 984-04-50 номерпе ҫыхӑнма сӗнеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.xn--80aczlml2b.xn--p1ai/
 

Вӗренӳ

Энергие перекетлес технологи ҫине куҫасси тата унпа тухӑҫлӑн усӑ курасси пирки калаҫма, ас тунӑ тӑрӑх, темиҫе ҫул каяллах тытӑнчӗҫ. Халӗ тата ҫак ыйтӑва ачасене явӑҫтарас тенӗ. Республикӑн Стройминӗн «Энергосбережени центрӗ» автономилле учрежденийӗ ачасем валли конкурс ирттерессине пӗлтерет.

Ӑмӑртӑва 1-мӗш класран пуҫласа 11-мӗшсем таранах хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ӗҫсене ушкӑнпа та хатӗрлеме юрать. Анчах пӗрле пухӑнса ҫырас тесен 3 ҫынтан ытла пуҫтарӑнмалла мар.

Ӗҫ темисем ҫапларах: электричество энергине перекетлесси, ӑшша перекетлесси, шыва перекетлесси, газа перекетлесси, мотор топливине перекетлесси, энергин альтернативлӑ ҫӑлкуҫӗсемпе усӑ курасси.

Конкурса яракан ӗҫсен ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3195, 3196, 3197, 3198, 3199, 3200, 3201, 3202, 3203, 3204, [3205], 3206, 3207, 3208, 3209, 3210, 3211, 3212, 3213, 3214, 3215, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.