Тӗнчере
![]() Евгений Угольниковӑн ӳкерчӗкӗ Авӑнӑн 26-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнчери ядерлӑ хӗҫ-пӑшала пӗтерессишӗн кӗрешмелли кун, Нью-Йоркри ПНО штаб-хваттерӗнче «Тӗнче валли — ӳнер — 2012» конкурс ҫӗнтерӳҫисен ӗҫӗсен куравӗ пулнӑ. Унта пирӗн ентешӗн ӗҫӗ те лекнӗ. 2012 ҫулта ҫав конкурса 92 ҫӗршыври 6,5 пин ачан ӗҫӗ ҫитнӗ. Чи лайӑх 12 ӗҫре пирӗн ентешӗн те пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти 12-мӗш шкулта вӗренекен Евгений Угольников. Унӑн ӗҫӗ 3-мӗш вырӑн йышӑннӑ, ӑна ПНО ҫулсерен кӑларакан календаре кӗртнӗ. Конкурсра ачасене тӗнче тетелӗнче хӗҫ-пӑшалпа кӗрешессине хирӗҫ видеофильм пӑхма сӗннӗ, унтан хут ҫине хӗҫ-пӑшалсӑр тӗнчене мӗнле курнине ӳкерме каланӑ. 2013 ҫулхи ака уйӑхӗнче Раҫҫей ачисем валли экскурси ҫулҫӳревӗ ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӑлтӑр-халтӑр ҫурт Элӗк районӗнче тӑлӑх хӗре пурӑнма юрӑхсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ҫакна унчченхи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Саккуна пӑснине оперативниксем тупса палӑртнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ача ҫуртӗнче пурӑннӑ хӗре 2010 ҫулта чӳречесӗр, ӑшӑсӑр тата электричествӑсӑр ҫурт уйӑрса панӑ. Ӑна икӗ ҫул каялла ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ хӑй туяннӑ-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫурт тӗлӗшпе чиновник документсем хатӗрлесе ҫурт-йӗр фончӗн объекчӗ евӗр тунине палӑртнӑ. Анчах вӑл пурӑнма юрӑхсӑр. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ. Ӑна 280 пин тенкӗ туяннӑ (кун чухлӗ 2008 ҫулта ҫӑмӑллӑхпа усӑ куракансем валли уйӑрнӑ). Анчах асӑннӑ ҫурт 100 пин тенкӗрен ытларах тӑмастех. Халӗ ку ӗҫе тӗпчеҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекен Дмитрий Ильин Байконурта пулнӑ. Унта вӑл «Союз ТМА-14М» карапа вӗҫтерсе янине курнӑ. «Астӑвӑм ӗмӗрлӗхе», — тенӗ ача унта пулнӑ хыҫҫӑн. Байконура ача Уйӑх тата Марс ҫиелти сийне тӗпчемелли «Космос филерӗ» хатӗр шухӑшласа кӑларнӑшӑн кайма тивӗҫнӗ. Роботшӑн ӑна путевкӑпа хавхалантарнӑ. Дима Ильин каланӑ тӑрӑх, карапа вӗҫтерсе янӑ самантра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, космонавтсен тӑванӗсем, Роскосмосра ӗҫлекенсем пулнӑ. Вӗсем «Гагарин старчӗ» текен старт лапамра пухӑннӑ.Космомс тӗллевӗллӗ «Союз-ФГ» ракетӑна «Союз ТМА-14М» транспорт карапне орбитӑна кӑларма кӑларса янӑ. 528 ҫеккунтран карап ракета-носительтен ӑнӑҫлӑ уйрӑлнӑ. Карап экпиажӗн йышне Александр Самокутяев Роскосмос космонавчӗ ертсе пырать, бортинженерӗсем — Елена Серовапа (Роскосмос) Барри Уилмора (NASA). Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти йывӑҫ кӳлепесенчен пӗри Кӗҫнерникун Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ (Ельниковски) текен катара экологи сукмакӗ уҫӑлнӑ. Анчах ӑна хальлӗхе официаллӑ лару-тӑрура уҫман иккен-ха. Хӑйне евӗр пулӑма, тунтикун, юпан 6-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Экологи ҫулне ҫума Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийнче тӑрӑшакан тӳре-шара тата Шупашкарти ГЭСра тар тӑкакансем ҫитмелле-мӗн. Йывӑҫран тунӑ кӳлепесем катана уҫӑлма пырса ҫӳрекенсене хӑйсен илемӗпе савӑнтарӗҫ. Хайхисем пӗтӗмпе вуннӑ ытла. Вӗсене бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑпа касса кӑларса хатӗрленӗ. Хӑйсен ҫакӑн пек пултарулӑхне кӑтартма тӗчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи (ҫапла каласан та юрать, мӗншӗн тесен хамӑр ҫӗршыврисем кӑна мар, ютран килнисем те пур) ӑстасем пухӑннӑ. Ҫавсем хушшинче — Украинӑри, Белоруҫ Республикинчи, Германинчи, Казахстанри маттурсем. Вӗсем ӑсталанӑ та ҫакӑн пек илеме. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Ялта» спектакльти Елюкпа Ванюк ролӗсенче — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Елизавета Хрисанфова тата Валерий Карпов Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юраткансемшӗн ӗнер чӑннипех те пысӑк уяв пулчӗ. Театр черетлӗ сезон уҫрӗ. Юлашки темиҫе ҫулхиллех — Федор Павловӑн «Ялта» пьеси тӑрӑх театрӑн ӳнер ертӳҫи Валерий Яковлев лартнӑ драмӑпа. Хупма та, уҫма та ҫав спектакле суйлани куракан йӑлӑхтарса ҫитерменни тулли зала пӑхсан куҫкӗрет. Партер та, балкон та лӑк тулличчӗ. «Туйне курассишӗнех килтӗм», — текенсем те пурччӗ залра. Мӗншӗн ҫак спектакле суйлани пирки Валерий Яковлев тӗп режиссерӑн хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ: пӗрремӗшӗнчен, «Ялтана» халӑх юратать, иккӗмӗшӗнчен, унта мӗнпур актер вылять. Спектакль пуҫланас умӗн театрӑн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ Юрий Владимиров кӑҫалхи плансемпе паллаштарчӗ. Юпан 8-мӗшӗнче куракансене театр премьерӑна йыхравлать. Ун чух Антон Чеховӑн «Дети Ванюшина» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Ашшӗн ачисем» спектакле кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул валли яланхиллех юмах лартӗҫ. Репертуарти ҫӗнӗ ӗҫсен шутӗнче хальхи вӑхӑтри тата классик авторсен ӗҫӗсем те пур. Сӑмахран, Владислав Николаев журналистӑн «Манра Пихампар чунӗ» спектакль. Е тата Марина Карягина тележурналистӑн «Куккуклӑ сехет» пьеси тӑрӑх лартнӑ ӗҫ. |
Культура
![]() Интерактивлӑ спектакль вӑхӑтӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ акцисемпе проектсем пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать. Халӗ, акӑ, асӑннӑ учреждени Республикӑри психиатри пульницинче «Килте пӗччен» интерактивлӑ спектакль кӑтартнӑ. Ку вӑл — «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» социаллӑ проектпа килӗшӳллӗн пулса пыракан ӗҫ. Ӑна вӑл пӗлтӗр пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн лартнӑ спектакльсемпе артистсем пульницӑсене, ача-пӑча ҫурчӗсене, интернат-ҫуртсене, ҫулланнисем пурӑнакан ҫуртсене ҫитеҫҫӗ. Спектакльти тӗп сӑнарсем — Пӗчӗк ачапа Карлсон. Астрид Линдгрен швед ҫыравҫин хайлавӗнчи ку сӑнарсене пӗлмен ҫын та ҫук-тӑр. Ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ спектакльти персонажсем килте епле тытмаллине вӗрентеҫҫӗ, хӑйсемпе вӑййа та хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Юратса пурнӑҫланӑ ӗҫе ачасем те, аслисем те кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем спектакле кӑмӑлтан пӑхнӑ иккен, кулмалла ҫӗрте ахӑлтатса кулнӑ, сӑнарсемшӗн пӑшӑрханмалла чух вӗсемпе хурланнӑ. Тухтӑрсем вара театра тав тунӑ, тата пырса ҫӳреме чӗннӗ. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Хорло» фильма ӳкерекенсем Чӑваш Ене Шупашкартан кино ӳкерекенсем килесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, «Хорло» фильма Марат Никитин режиссер ӳкерет. Хӑй вӑл Александр Митта киношкулӗн сценарисчӗсемпе режиссерӗсен аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Марат Никитин — «Атал» киностудин пуҫлӑхӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑскер халӗ Мускавра пурӑнать. Ӗнер Красноармейски районӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Хорло ятлӑ хӗр хӑйӗн юратӑвне тата телейне шырани ҫинчен калакан историпе ҫыхӑннӑ фильма ӳкерекенсем ытти района та ҫитесшӗн. Кинона пирӗн тӑрӑхра икӗ эрне ытларах ӳкерме палӑртнӑ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Хӗрлӗ Чутайӗнчи авто-флешмоба Шупашкартан пырса ҫитнисем Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗнче «Аттепе вулатпӑр!» коворкинг (акӑлчанран куҫарсан ку сӑмах ӗҫе пӗрле пурнӑҫланине пӗлтерет) иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ун йышши мероприятисенчен пӗри ҫывӑх вӑхӑтра Хӗрлӗ Чутайӗнче йӗркелессине те ун чух каланӑччӗ. Ҫапла вара виҫӗм кун ку мероприятие хӗрлӗ чутайсем ирттернӗ. Аса илтеретпӗр, «Пиншер вулакан ашшӗ» авто-флешмоба Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗ йӗркелет. Ӑна валли вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне ҫӗнсе илнӗ. Юпан 2-мӗшӗнче авто-флешмоб Чутай тӑрӑхне ҫитнӗ. Йышра Чӑваш Республикинчи хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ Галина Белгалис ҫыравҫӑ, Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн чи вулакан ашшӗ Александр Кузьмин, чӑваш эстрада юррисен «Эмине» ансамблӗн солисчӗ Евгений Николаев, маларах асӑннӑ вулавӑшӑн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ. Хӗрлӗ Чутайӗнчи культурӑпа кану центрӗнче вулакан ашшӗсем, асламӑшӗсем, ачасем, библиотекарьсем пухӑннӑ. Мероприятие хутшӑннӑ вырӑнти район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов вулас йӑлана ачасене хӑнӑхтармаллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Анголӑран килнӗ ҫамрӑксемп Шупашкарти Мускав районӗнче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2538 ачана шута илнӗ. Нумаях пулмасть, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Анголӑран Чӑваш Ене вӗренме килнӗ арҫынпа хӗрарӑм хӑйсен 1-мӗш ачине регистрациленӗ. Вӗсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсем. Ҫак кунсенче кун ҫути курнӑ хӗрачана Карла ят панӑ. Ҫамрӑксене ача ҫурлани ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑсӑр пуҫне Мускав район администрацийӗ саламлӑ открытка тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Авӑнӑн 30-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче картинӑсен «Пурнӑҫ малалла тӑсӑлать» куравӗ уҫӑлнӑ. Авторӗ — Вӑрнар районӗнчи Ершепуҫ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Юрий Бурмистров. Мероприятие Тавӑт шкулӗн вӗренекенӗсем, Элӗк районӗнчи культӗҫченсем хутшӑннӑ. Уява район администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Людмила Семенова тата районти музей директорӗ Светлана Железнова уҫнӑ. Курав авторӗ те тухса калаҫнӑ. Вӑл ӳкерме ачаранпах юратать-мӗн, ҫутҫанталӑка сӑнать. Юрий Бурмистров ӳнер куравӗсене хутшӑнать, 2010 ҫулта Элӗкри литературӑпа таврапӗлӳ музейӗнче хӑйӗн куравне йӗркеленӗ. Вӑл чылай жанрпа ӗҫлет: пейзаж, натюрморт, портрет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |