Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт Анастасия Тарасова
Анастасия Тарасова

Олимп резервӗсен Ҫӗнӗ Шупашкарти училищин студентки Анастасия Тарасова сумо енӗпе Европа чемпионӗн ятне тивӗҫнӗ.

Ӑмӑрту ака уйӑхӗн 25–27-мӗшӗсенче Варшавӑра иртнӗ. Унта Европӑри 15 ҫӗршыв спортсменӗсем хутшӑннӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Николай Петров патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 95 килограмм тайман виҫе категорийӗнче пурне те ҫӗнтернӗ, пьедесталӑн чи ҫӳллӗ картлашки ҫине хӑпарнӑ.

Николай Петров тренер каланӑ тӑрӑх, юлашки тупӑшура Анастасия Тарасова командӑри юлташне, Раҫҫейӗн чемпионкине Елена Шитиковӑна парӑнтарнӑ, ҫапла майпа вӑл мала тухнӑ.

Чӑваш Ен спортсменки тепӗр медаль те ҫӗнсе илнӗ. Настя команда ӑмӑртӑвӗнче (унта кашни ҫӗршывран чи лайӑх виҫӗ сумоистка тупӑшнӑ) кӗмӗл медале тивӗҫнӗ.

 

Хулара

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкар «Ача-пӑча радиовӗн» миллион-миллион ҫынран тӑракан аудиторийӗпе пӗрлешӗ. Вӑл Чӑваш Ен тӗп хулинче те ӗҫлеме тытӑнӗ.

«Ача-пӑча радиовӗ» — Раҫҫейре ачасене халалланӑ пӗртен пӗр радио. Ӑна Шупашкарта, ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 103,0 Мгц хумсем ҫинче итлеме май пулӗ.

Радио талӑкӗпех ӗҫлӗ. Унта ача-пӑча юррисем, спектакльсем, ӑс-тӑна аталантаракан программӑсем, информаци программисем (ашшӗ-амӑшӗ валли те) эфира тухӗҫ.

Аса илтерер: 2012 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче «Ача-пӑча радиовӗ» РФ Коммуникаци ҫыхӑнӑвӗсен министерствин федераци конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Халӗ ҫак радиова Раҫҫейри 29 хула итлеме пултарать.

 

Персона Анатолий Кузьмин
Анатолий Кузьмин

Паян, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, ЧР пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗн министрӗн пуканне Анатолий Кузьмин йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кун пирки алӑ пуснӑ.

Анатолий Кузьмин ведомсто ертӳҫин лариччен кунашкал тивӗҫе нихӑҫан пурнӑҫламан. Унӑн биографине тишкерес тӗк — вӑл 1991–1994 ҫулсенче Вӑрнар районӗнчи халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центр заведующийӗ пулнӑ. 1994–1997 ҫулсенче Анатолий Кузьмин ҫак центртах директорта вӑй хунӑ. 1997–2011 ҫулсенче Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа хальччен ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳлӗх секретариачӗн ертӳҫи пулнӑ.

Анатолий Кузьмин 1956 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кӑҫал вӑл 58 ҫул тултарӗ.

 

Вӗренӳ

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа акан 12-мӗшӗччен республикӑра «Хурасӑр пуҫне мӗнпур тӗс» ятпа ӳкерчӗксен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Федерацин нарконтролӗн управленийӗ, Культура тата Вӗренӳ министерствисем тата «Ҫӗршывӑн ачисем — тивӗҫлӗ смена» коммерцилле организаци пӗрле йӗркеленӗ.

Конкурса 6 ҫултан пуҫласа 17-чченхисем хутшӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 183 ӗҫ тӑратнӑ. Ӗнер ҫӗнтерӳҫӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Мероприятие наркоконтроль управленийӗн пуҫлӑхӗ Евгений Барсуков, хаклав председателӗ — И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн живопись кафедрин профессорӗ Анатолий Данилов тата ыттисем хутшӑннӑ.

6–10 ҫулхисенчен пӗрремӗш вырӑна Кӳкеҫри ӳнер шкулӗнче вӗренекен Татьяна Романова тухнӑ. Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене Шупашкарти 61-мӗш шкулти Екатерина Капралова тата Муркашри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи Екатерина Соколова пайланӑ. Вӑтам ушкӑнра, 11–13 ҫулсенчисен хушшинче, Етӗрнери ӳнер шкулӗнчи Руслан Блинов ҫӗнтернӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Ҫӗнӗ Шупашкарти ӳнер шкулӗн вӗренекенӗ Карина Земдиханова, виҫҫӗмӗшӗнче — Муркашри ӳнер шкулӗнчи Арина Еремеева.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗ Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗпе Леонид Волковпа пӗрле акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, митинг ирттернӗ.

Иван Яковлев Ваганьковӑри масар ҫинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Ҫак кун тӳре-шара, Мускаври чӑвашсен общество организацийӗн ертӳҫисем, Патриархӑн тӑванӗсем унта пухӑннӑ.

Михаил Мельников протоиерей Иван Яковлев вил тӑпри патӗнче кӗлӗ вуланӑ. Леонид Волков тухса калаҫнӑ май Патриархӑмӑрӑн кун-ҫулӗ пирки те сӑмах тапратнӑ.

Иван Яковлев тӑванӗсен ятӗнчен РФ халӑх артистки, Патриархӑн мӑнукӗн мӑнукӗ Алла Борисовна Покровская тухса калаҫнӑ. Вӑл Полпредствӑна, Мускаври чӑвашсене Иван Яковлева хисепленӗшӗн, манманшӑн тав тунӑ.

 

Пӑтӑрмахсем «Химпром» предприятин умалӑкӗ
«Химпром» предприятин умалӑкӗ

Паян ирхи 9 сехет те 15 минутра Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫипе Вениамин Петровпа тата сывлӑх сыхлав министрӗпе Алла Самойловӑпа тӗл пулнӑ. Унта паян ирхи 3 сехет те 30 минутра «Химпром» предприятире 3 литр хлор тухса кайнине сӳтсе явнӑ.

Вениамин Петров «Химпрома» оперативлӑ ушкӑн тухса кайнине пӗлтернӗ. Ӗҫе Роспотребнадзорӑн ӗҫченӗсене те явӑҫтарнӑ. Юлашкинчен асӑннисем сывлӑш еплине хаклас тӗллев лартнӑ.

Хлор тухса кайни хальхи вӑхӑтра ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑлаhса тӑратмасть-мӗн.

Ҫапах та инкекре 4 ҫын аманнӑ. Вӗсене вӑхӑтра медицина пулӑшӑвӗ панӑ тесе сывлӑх сыхлав министрӗ ӗнентернӗ. Шар курнисене Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницине вырттарнӑ. Каярах вӗсене ӑҫта куҫарасси пирки те ӑнлантарнӑ вӑл.

Михаил Игнатьев инкек пулнин сӑлтавне тӗплӗн тӗпчемеллине палӑртнӑ.

 

Тӗнче тетелӗ Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн хуплашкки
Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн хуплашкки

«Шкулта» журналӑн ҫӗнӗ номерӗ тухнӑ. Унта яланхи пекх уроксенче усӑ курмалли ҫӗнӗ материалсем пур. Хальхинче чӑваш литературипе, методикӑпа, биологипе чӑваш чӗлхин хутӑш урокӗнче усӑ курма меллӗ материалсем кӗртнӗ журналӑн ҫӗнӗ номерне.

Ҫавӑн пекех «Шкулта» журналӑн редакторӗ хӑйӗн чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ шухӑшӗсене «Тӑван чӗлхе пирки тата...» статьйинче ҫутатса панӑ. Вӑл нумай чӑваш шухӑша яраса шанас килет.

Унсӑр пуҫне интернет журналта «Чӑваш ачи, сассуна пар» видеосӑвӑсен конкурсне хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем валли электрон сертификатсем кӗртнӗ. Вӗсене классемпе ӳсӗм ушкӑнӗсене пайланӑ, ҫапла вара кирлӗ ушкӑна уҫласа илсе кашни хӑйӗн сертфикатне пичетлесе кӑларма пултарӗ. Журналӑн тӗнче тетелӗнчи адресӗ — http://www.shkul.su.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.shkul.su/
 

Ҫурт-йӗр

Канашра нумаях пулмасть «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти йӗркеленипе митинг иртнӗ. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Маларах унта ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗтӗмӗшле пухӑвӗн протоколӗсене тӗрӗсмарлатнӑ имӗш. Ҫав хута ӗненсен Канаш ҫыннисем кулленхи юсавшӑн тарифсене хаклатас тесе сасӑланӑ пулать. Тата ҫурта кам тытса тӑрасси пирки калакан йышӑнӑва ҫирӗплетнӗ пек ҫавӑрттарса хунӑ-мӗн. Хула ҫыннисене ҫуртӑн пӗтӗмӗшле тӑкакӗсемшӗн тесе тӳлеттерекен виҫе те, йӑлари хытӑ каяша турттарас ыйту та пӑшӑрхантарать иккен.

Митингра нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗн юсасси пирки те калаҫнӑ. Муниципалитет шайӗнче йышӑннӑ ҫав программа 2043 ҫулччен вӑйра пулӗ. Ӑна халь йышӑнакансем вӑл вӑхӑтра влаҫра пулас ҫук — яваплисене кайран ӑҫта шырамалла тесе патӑраҫҫӗ-мӗн канашсем.

Канашсем умӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков, Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен республикӑри пӗрлешӗвӗн пайташӗ Тамара Манаева хутшӑннӑ.

Митинга хутшӑнакансем резолюци йышӑннӑ. Унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри хаксем ӳснине хирӗҫҫине, протоколсене ылмаштарса йӗркеленишӗн кӑмӑлсӑрланнине палӑртнӑ.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатри сӑн
«Ирӗклӗ сӑмах» хаҫатри сӑн

«Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтернӗ тӑрӑх ӗнер, Чӑваш патшалӑх символӗсен кунне уявланӑ май «Ирӗклӗх» пӗрлӗх республикӑн тӗп хулин урамӗсенче чӑваш ялавӗсене салатса ҫӳренӗ.

Ҫынсем ку акцине кӑмӑллӑнах хутшӑннӑ. Ҫав-ҫавах ялава алла илме килӗшмен пӗр хӗрарӑм та тупӑннӑ. Вӑл хирӗҫленӗ: «Украинӑри лару-тӑру 1980-мӗш ҫулсенче ҫакӑн пек пӗчӗк акцисенчен пуҫланнӑ та», — тенӗ.

«Ирӗклӗх» йӗркелӳҫисем хӑйсен ӗҫӗнче чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартаҫҫӗ. Юстици министерстви вӗсен пӗрлӗхне официаллӑ майпа регистрацилеме килӗшмен.

«Ирӗклӗх» хальхи вӑхӑтра тата тепӗр акци ирттерет — лавккасемпе организацисенче «Кунта чӑвашла та калаҫатпӑр» ҫыпӑҫкӑч валеҫет. Ӑна акан 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче пуҫланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1846.html
 

Республикӑра

Ака уйӑхӗн вӗҫӗсенчи пӗр кун, иртнӗ эрнекун, Муркашра район администрацийӗн пуҫлӑхне Р.Н. Тимофеева оставкӑна яма ыйтса митинг ирттернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, либерал-демократ партийӗн пайташӗ Андрей Кулагин хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.

Мероприятие «Сӗтев» хаҫат редакторӗ Эдурад Мочалов йӗркеленӗ тесе ҫырнӑ. Мероприятие йӗркеленин сӑлтавне район администрацийӗн ертӳҫине шанма пӑрахнипе сӑлтавланӑ.

Митинга миҫен пухӑннине тӗрлӗрен шутласа кӑларакан тупӑннӑ иккен. Кулагин депутат сайтӗнче 100 ҫынтан пуҫласа 200 ҫын таран тесе шутлакансем пулнине палӑртнӑ. «Чӑваш Енри пысӑк мар районшӑн пӗлтерӗшлӗ» йыш тесе пӗтӗмлетнӗ сайтри хыпарта.

Митинга Андрей Кулагин депутат та хутшӑннӑ. Унӑн пулӑшаканӗсем те, 15-е яхӑн, ҫын Муркаша пырса ҫитнӗ.

«2012 ҫулта эпир район администрацийӗн унчченнхи пуҫлӑхне Иванова отставкӑна яма пултартӑмӑр. Кайран ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫӗ унчченхин начар опытне шута хуман, ахаль ҫынсене илтесшӗн мар», — тенӗ-мӗн депутат.

 

Страницӑсем: 1 ... 3198, 3199, 3200, 3201, 3202, 3203, 3204, 3205, 3206, 3207, [3208], 3209, 3210, 3211, 3212, 3213, 3214, 3215, 3216, 3217, 3218, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.