Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Спорт Улатӑр гимнастки Ирина Яшина ("Пӗр класра вӗренекенсем" сайтри сӑн ӳкерчӗк)
Улатӑр гимнастки Ирина Яшина ("Пӗр класра вӗренекенсем" сайтри сӑн ӳкерчӗк)

Нумаях пулмасть Саранск хулинче Раҫҫей ҫамрӑкӗсен спорт гимнастики енӗпе округри III ҫуллахи спартакиади иртнӗ. Унта Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчи, Мари Элти, Самар, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри спортсменсем хутшӑннӑ.

Пирӗннисем унта ушкӑнпа иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ҫапла вара йыш Раҫҫей шайӗпе иртекен асӑннӑ ӑмӑртӑва хутшӑнма тивӗҫнӗ.

Чӑваш хӗрӗсен хушшичне Улатӑр пики Ирина Яшина та пулнӑ. Кун пирки вырӑнти хула администрацийӗ мӑнаҫланса пӗлтерет. Уйрӑм тупӑшура Ирина тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ. Уйрӑм номинацисенче хӗр кӗмӗл тата пӑхӑр медальсене тивӗҫнӗ.

 

Вӗренӳ Етӗрени 1-мӗш гимназире вӗренекенсем
Етӗрени 1-мӗш гимназире вӗренекенсем

Халӑхӑмӑрӑн мӑнаҫланмалли уява — Ҫӗнтерӳ кунне — тӗрлӗ ҫӗрте хатӗрленеҫҫӗ. Культура тата вӗренӳ учрежденийӗсем уйрӑмах хастар.

Етӗрнери 1-мӗш гимназире вӗренекенсем, ав, ветерансем валли открытка хатӗрленӗ. Асӑннӑ учрежденири 5-мӗш «а» класра вӗренекенсем хӑйсен аллипе ӑсталанӑ открыткӑсене ветерансем тата тыл ӗҫченӗсем патне ҫитересшӗн. Ӑна вӗсем ҫу уйӑхӗн 9-мӗшне палӑртса хунӑ.

 

Республикӑра

Ҫапла шухӑшлать Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Кун пек пӗтӗмлетӗве асӑннӑ ведомствӑн порталӗнчи хыпарсенчен пӗринче палӑртсах каланӑ.

Пурлӑха тухӑҫлӑ усӑ курас вӑхӑт иртсен ӑна утилизацилеҫҫӗ. Анчах кун пек йышӑнӑва ахаль ҫын тумасть — ыйтӑва татса пама экспертсене шанаҫҫӗ.

Пурлӑхпа тухӑҫлӑ усӑ курассишӗнех ӑна пӗр хуҫаран тепӗр хуҫа аллине параҫҫӗ иккен. Маларах асӑннӑ министерство ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫапла туни уставра палӑртнӑ ӗҫ-хӗле рационаллӑ усӑ курма май парать. Ансатрах каласан, пӗр патшалӑх учрежденийӗ пӑрахӑҫланине тепри ним мар усӑ кураять.

Кӑҫалхи 4 уйӑхра 91,2 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫман 11 единица пурлӑха тата 179,9 миллион тенкӗ ытла тӑракан куҫакан 155 пурлӑха (этем чӗлхипе каласан, ку вӑл транспорта пӗлтерет) пӗр балансран тепӗр баланс ҫине куҫарнӑ.

Пурлӑха параканнисем ытларах чух республикӑн Сывлӑх сыхлав тата Вӗренӳ министерствисем иккен.

 

Ҫул-йӗр Шупашкарти аэропортӑн касси
Шупашкарти аэропортӑн касси

Самолетсемпе вӗҫес тема пуянсемшӗн кӑна актуаллӑн туйӑнать-тӗр те, ҫапах та Шупашкартан Самарпа Ӗпхӗве ҫӳрекеннисем пирки апла калани тӗрӗс мар-тӑр. Мӗншӗн тесен унта самолетпа каякан пассажирсене ҫул укҫин тӑкакӗн ҫуррине хысна хӑй ҫине илет.

Аса илтеретпӗр, кун пеккине Атӑлҫи федераци округӗнче регионти авиаҫулҫӳреве аталантарасси ҫинчен калакан пилотлӑ проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май туса панӑ.

Шупашкартан Самаӑпа Ӗпхӗве вӗҫес текенсене «Cessna–208» текен самолетпа илсе ҫитереҫҫӗ. Ҫула ытлари, кӗҫнерни тата шӑмат кунсерен тухма пулать. Ӗпхӗве Шупашкартан каякан самолет 10 сехет те 40 минутра хускалать, лерен — 16 сехет те 15 минутра. Самара ҫитме самолет 17 сехет те 10 минутра сывлӑша ҫӗкленӗ, Самартан пирӗн пата килме — 8 сехет те 25 минутра.

 

Республикӑра «Атӑлҫи тӗлпулӑвӗ-25» пӗтӗм тӗнчери фестивале пухӑннӑ ҫамрӑксем Михаил Игнатьев Элтеперпе тӗл пулнӑ
«Атӑлҫи тӗлпулӑвӗ-25» пӗтӗм тӗнчери фестивале пухӑннӑ ҫамрӑксем Михаил Игнатьев Элтеперпе тӗл пулнӑ

Ӳлӗмрен пурте вӗсенчен журналист пулӗҫ тесе ҫирӗплетеймӗпӗр те, анчах паян «Атӑлҫи тӗлпулӑвӗ-25» пӗтӗм тӗнчери фестивале пухӑннӑ ҫамрӑксен массӑллӑ информаци хатӗрӗсен, киностудисемпе фотоклубсен членӗсем хальлӗхе кашниех калем ӑсти пулма ӗмӗтленеҫҫӗ темелле. Фестивале Раҫҫейӗн 50 регионӗнчен тата СНГ ҫӗршывӗсенчен 400-е яхӑн ҫын килcе ҫитнӗ.

Виҫӗмкун вӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев курнӑҫнӑ. Лешсем журналист шухӑшлӑ темерӗн, Михаил Васильевича ыйту ҫине ыйту пама тытӑннӑ. Яш-кӗрӗмпе хӗп-упраҫа Игнатьев Элтепер ача чухне кам пулма ӗмӗтленни, унӑн кумир тавраш пулнипе пулманни тата ытти кӑсӑклантарнӑ. Михаил Васильевич вӗсене хӑй ача чухне тӗнче тетелӗ пулманнине аса илтернӗ. Ҫавӑнпа та информаци те хальхи пек анлӑ сарӑлман. Пулас профессие ачасем ашшӗ-амӑшне кура суйлама тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ агроном пулас, ҫӗр ҫинче ӗҫлес ӗмӗтпе пурӑннӑ. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пурнӑҫланнине пӗлтернӗ вӑл, мӗншӗн тесен ялта ӗҫленӗ-ҫке. Пӗчӗк Миша Игнатьевшӑн кумир вара Андриан Николаев космонавт пулнӑ.

 

Чӑваш чӗлхи

Ҫӗрпӳ районӗн чӑваш чӗлхипе литературин ассоциацийӗн кӑсӑклӑ ӗҫӗсенчен пӗри — паллӑ чӑваш поэчӗсемпе ҫыравҫисен вырӑнӗсене ҫитсе курасси. Хальхинче педагогсем Чӗмпӗр облаҫӗнче пулнӑ. Унта, пӗлетӗрех пуль ӗнтӗ, чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫине Иван Яковлева халалланӑ музей вырнаҫнӑ.

Музейра Иван Яковлевичӑн хваттерне, шкулти хӗрарӑмсен уйрӑмне йӗркеленӗ, «XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи–XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Чӗмпӗр кӗпернинчи чӑвашсен культурипе пурнӑҫӗ» экспозици уҫнӑ. Чӗмпӗрти квалификацие ӳстермелли институтра педагогсемпе «ҫавра сӗтел» ирттернӗ. Унтан Ҫӗрпӳ районӗн делегацийӗ Чӗмпӗрти 17-мӗш вулавӑшра пулнӑ. Вӑл темиҫе наци ҫыннисене йышӑнать: тутарсене, чӑвашсене, мӑкшӑсене. Кунта вӗрентекенсем умӗнче паллӑ таврапӗлӳҫӗсем, общество деятелӗсем, Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ обществин председателӗ Алексей Мордовкин тухса калаҫнӑ.

Ҫакнашкал ҫулҫӳревсем вӗрентекенсене уроксене, класс тулашӗнчи мероприятисене тухӑҫлӑрах ирттерме пулӑшать.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри ветерансем валли Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе уяв апат-ҫимӗҫӗ хатӗрленӗ. Вӗсене кашни ветеран килне вырӑнти социаллӑ хӳтӗлев органӗ урлӑ ҫитерӗҫ.

Республикӑра ветерансене профилактика, сиплев, реабилитаци тӗлӗшӗпе пулӑшу параҫҫӗ. Ҫулсерен поликлиникӑра тата килте ветерансене тӗплӗн тӗрӗслеҫҫӗ. Вӑрҫӑ инваличӗсем, ветерансем, тӑлӑх арӑмсем мӗнле условисенче пурӑннине тӗрӗслеҫҫӗ. Уйрӑмах пӗччен пурӑнакан ветерансене пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Енри районсемпе хуласенчи 101 ветерана сывлӑха ҫирӗплетмелли «Вега» центра (Шупашкар районӗнчи Вӑрманкас ялӗ) илсе кайӗҫ. Кӑҫал республика валли 100 миллион тенкӗ уйӑрнӑ, ҫак укҫапа 95 ветерана пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун хыҫҫӑн черетре 145 ветеран юлӗ. Ҫак ыйтӑва Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле тӗппипех уҫӑмлатма палӑртнӑ.

Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремри уява 500 ытла ветеран хутшӑнӗ. Кашнинпе ҫумӑн социаллӑ ӗҫчен пулӗ, васкавлӑ медпулӑшу машинисем тухӗҫ.

ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Чӑваш Енре вӑрҫӑ инвадличӗсем, ветерансем пӗтӗмпе 2 пин ытла ҫын юлнӑ.

Малалла...

 

Персона Лаврентий Таллеровӑн юлашки романӗ — ҫак кӗнекере
Лаврентий Таллеровӑн юлашки романӗ — ҫак кӗнекере

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть ҫӗре кӗнӗ — Лаврентий Таллеровӑн юлашки романӗ — тухнӑ. Вӑл «Ыр-хаяр» ятлӑ. Унта авторӑн ҫакнашкал ятлӑ романӗ те кӗнӗ.

Романсӑр пуҫне асӑннӑ кӗнекере «Амук тесе чӗнетчӗҫ ӑна», «Лаша каҫанӗ» повеҫсем те пур. Вӗсем 1980-мӗш ҫулсенчех пичетленсе тухнӑ, каярахпа редакциленӗ. Ҫавӑн пекех «Ыр-хаяр» кӗнекене «Ушкӑн-ушкӑн асаилӳ» автобиографи очеркӗсен серийӗ кӗнӗ.

Кӗнеке вӗҫӗнче Юрий Артемьев литература тӗпчевҫин «Самана чӑтлӑхӗнче пытарӑнакан чун» статйине вырнаҫтарнӑ.

Аса илтеретпӗр: чӑваш халӗх ҫыравҫи, прозаик тата публицист Лаврентий Таллеров ҫулталӑк каялла 85 ҫула ҫитсе ҫӗре кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1844.html
 

Вӗренӳ Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗн вӗрентекенӗ Гузель Хайртдинова
Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗн вӗрентекенӗ Гузель Хайртдинова

Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ пилӗк конкурса — «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Ҫулталӑк психологӗ», «Социаллӑ педагог» — пӗтӗмлетнӗ.

Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Владимирова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн 150 пинлӗх премине панӑ.

«Ҫулталӑк воспитателӗ — 2014» — Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Татьяна Тетерова. Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.

«Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята кӑҫал Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ачасене ют чӗлхе предметне вӗрентекен Гузель Хайртдинова тивӗҫнӗ.

«Социаллӑ педагог — 2014» ята Улатӑрти 9-мӗш шкулта ӗҫлекен Наталия Нажалкина илнӗ.

«Ҫулталӑк психологӗ» ята кӑҫал Психологипе педагогика реабилитаци тата тӳрленӳ центрӗн ӗҫченӗ Сергей Педюсев пулнӑ.

«Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Социаллӑ педагог», «Ҫулталӑк психологӗ» ята тивӗҫнисем 50 пинлӗх премие тивӗҫнӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ачча ялӗнчи культура ҫуртне Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ҫыннисем хӑнана килнӗ. Пушӑ алӑпа мар — спектакльпе.

Аччара Хирпуҫри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем, «Ҫеҫпӗл» драмкружок артисчӗсем, Хирпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Терентьев хӑнара пулнӑ. «Ҫеҫпӗл» драма кружокӗн артисчӗсем Ачча халӑхне Николай Сидоровӑн «Кукша пуҫа куршанкӑ ҫыпӑҫмасть» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ спектакль кӑтартнӑ. Елена Репицына, Любовь Свирская, Светлана Мальцева, Светлана Илларионова артисткӑсем сцена ҫинче выляни пурин кӑмӑлне те кайнӑ.

Хирпуҫ артисчӗсем спектакле вылянине курма зала халӑх нумай пухӑннӑ. Хальхи ял пурнӑҫне, унта пурӑнакан ҫынсен кун-ҫулне сӑнлакан комедие Аччасем хаваспах йышӑннӑ.

Сӑнсем (9)

 

Страницӑсем: 1 ... 3196, 3197, 3198, 3199, 3200, 3201, 3202, 3203, 3204, 3205, [3206], 3207, 3208, 3209, 3210, 3211, 3212, 3213, 3214, 3215, 3216, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.