Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Раҫҫейре

Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗ «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурассине ырлать. Ӑна Канаш ӗҫ планне те кӗртнӗ. Республикӑра ҫак уява туни тӗрӗс тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫакна Ашшӗсен канашӗн президиум членӗ, Шупашкар хулин депутачӗ Александр Андреев пӗлтернӗ.

Ҫак уява календаре кӗртес ыйтӑва пӗлӗрхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ Ашшӗсен канашӗн президиум ларӑвӗнче пӗрремӗш хут ҫӗкленӗ. Унта «Ашшӗн кунне» (ҫӗртме уйӑхӗ) тата «Асанне кунне» (юпан 28-мӗшӗ) уявлама сӗннӗ. Ҫак шухӑша пурте пӗр саслӑн ырланӑ. Анчах хальлӗхе ку планра кӑна-ха.

Раҫҫейӗн 20 ытла регионӗнче «Ашшӗн кунне» патшалӑх уявӗ туса хурас тӗлӗшпе алӑ пуснисене пухӗҫ. Акци Екатеринбургра старт илнӗ ӗнтӗ. Вӑтам Уралта пурӑнакансем хӑйсен автографӗсене ҫу уйӑхӗн вӗҫӗччен хӑварма пултарӗҫ. Унтан кӗнекене Раҫҫейӗн тӗрлӗ хулине ярӗҫ. Авӑн уйӑхӗнче ӑна Раҫҫей Президенчӗ патне илсе ҫитерме палӑртнӑ.

Акци йӗркелӳҫисен шухӑшӗпе, «Ашшӗн кунӗ» ашшӗсен сумне ӳстерӗ. Ҫак уява 50 ытла ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейри 20 ытла регионта та ӑна уявлаҫҫӗ. Пӗлтӗр ӑна Патшалӑх Думин депутачӗ Александр Сидякин патшалӑх шайӗнче паллӑ тума сӗннӗ.

Малалла...

 

Кӳршӗре III Канаш
III Канаш

Виҫӗмкун Ӗпхӳре Пушкӑртстанри чӑвашсен III Канашӗ иртнӗ. Унта республикӑри район-хуласенчи 150 яхӑн делегат хутшӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — Пушкӑртстанри культура министрӗ Валентина Латыпова, ПР Вӗренӳ министерствин наци вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Гульчачак Мухамедьянова, республикӑри Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем…

Канаша хутшӑннӑ делегатсем Чӑваш Ен делегачӗсене ӑшшӑн йышӑннӑ. Пирӗннисем унта ЧНК президенчӗ Николай Угаслов ертсе пынипе кайнӑ.

— Пушкӑртстанри виҫҫӗмӗш Канаша 8 ҫул кӗтрӗмӗр, — тенӗ Испоком съезчӗн председателӗ Валерий Сидоров.

Канаш пӗрремӗш хут — 1999 ҫулта, иккӗмӗш хут 2006 ҫулта иртнӗ. Ҫак тапхӑрта Пушкӑртстанри чӑвашсен пурнӑҫӗнче улшӑну сахал мар пулнӑ. Валери Сидоров палӑртнӑ тӑрӑх, чи паллӑ пулӑмсенчен пӗри — Чӑваш Енпе Пушкӑртсан правительствисем туслӑ ҫыхӑну йӗркелени. Пушкӑртстанра Чӑваш Ен культурин кунӗсем ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Чӑваш Енре вара Пушкӑртстан культурин кунӗсене чаплӑ йӗркеленӗ. Икӗ республика хутшӑну йӗркелени Пушкӑртстанра чӑваш наци культурине аталанма вӑй панӑ.

Канаш делегачӗсем Пушкӑртстан чӑвашӗсене пырса тивекен ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Малалла...

 

Культура Тӗлпулура
Тӗлпулура

Китайри Аньхӑпа Чӑваш Ен культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлесшӗн. Аньхӑри делегаци Раҫҫее пӗрремӗш хут килнӗ, вӗсем тӳрех Шупашкара ҫул тытнӑ.

Нумаях пулмасть Китайран килнӗ ҫынсем ЧР Информаци политикин министрӗпе Валентина Андреевӑпа тӗл пулнӑ. Унта тӗп ыйӑва — икӗ республикӑри телекомпанисем килӗштерсе ӗҫлессине — сӳтсе явнӑ. Ҫавна май тӗлпулӑва массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисене те чӗннӗ.

Культура департаменчӗн директорӗн ҫумӗ Дин Гуанцин каланӑ тӑрӑх, Аньхӑри телеканалсем регион историне, культурине, ӑслӑлӑх потенциалне халалланӑ программӑсене хатӗрлесе эфира кӑлараҫҫӗ. Вӑл ҫак проектсем Раҫҫей ҫыннисемшӗн те кӑсӑклӑ пулассине палӑртнӑ.

Пирӗн телекомпанисем те чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, экономики, политики пирки, республика ҫинчен кӑларӑмсем хатӗрлеме хирӗҫ мар. Килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн икӗ республикӑн та ҫанӑ тавӑрса ӗҫлемелле пулӗ: проектсемпе программӑсене куҫарма тивӗ.

 

Персона Лидия Воропаевӑна ҫак медальпе чысланӑ
Лидия Воропаевӑна ҫак медальпе чысланӑ

Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева Чулхулара иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Хӗрарӑм-лидер. XXI ӗмӗр» конкурсра ҫӗнтернӗ. Унта ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи хӗрарӑм-ертӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем тӗрлӗ ӗҫлекенсем пулнӑ.

Хӗрарӑмсене вӗсем ерсте пыракан предприяти-организацисен ӗҫ производительноҫӗпе рентабельлӗхне, техника тӑрӑмне, колелктиври социаллӑ политикӑна кура хакланӑ.

«Хӗрарӑм-усламҫӑсем хӑйсен ҫемйине кӑна мар, патшалӑх тытӑмлӑхне, бизнеса, социаллӑ сферӑна тата ытти облаҫе туртса пыраҫҫӗ», — тенӗ Чулхула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн ҫумӗ Евгений Люлин.

Лидия Воропаевана дипломпа тата ятран ҫырнӑ медальпе палӑртнӑ.

 

Хулара

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чернобыльти аварире вилнисене асӑнасси йӑлана кӗнӗ. Шупашкарта та ҫак кун «Ҫӗнтерӳ» асӑну паркӗнче «Чернобыльти тата ытти радиаци катастрофине пӗтерме пулӑшнӑ паттӑр ентешсем» палӑк обелискӗ патне пухӑннӑ.

Хурлӑхлӑ мероприятие республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ тата ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова, ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.

Чӑваш Республикинчи сусӑрсен «Союз Чернобыль» общество организацийӗн президенчӗ Виктор Байдулов хӑрушӑ куна аса илнӗ май катастрофӑна пӗтерме пулӑшнисем ҫулран-ҫул сахалланса пынине каланӑ. Рациаци авринче вилнисене тата шар курнисене пӗр минут шӑп тӑрса асӑннӑ. Унтан палӑк обелискӗ патне чечексем хунӑ.

Сӑнсем (15)

 

Культура

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР артисчӗ Николай Григорьев 75 ҫул тултарасси пирки пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Николай Данилович хӑйӗн юбилейне К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче уявланӑ. Артиста сумлӑ юбилейпе саламлама ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов пынӑ.

Министр Николай Григорьев наци театр ӳнерне пысӑк тӳпе хывнине, унӑн пултарулӑхӗ Чӑваш Енӗн мухтавӗ пулнине палӑртнӑ. Николай Данилович пурнӑҫӗнче тӗрлӗ сӑнара калӑпласа куракансен кӑмӑлне ҫавӑрнӑ. Вӑл халӗ, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ӗҫлекенскер, профессионал кадрсене хатӗрлемешкӗн ҫӗнӗ мелсем шырать.

Сӑнсем (21)

 

Вӗренӳ Илемлӗ чӑваш тӗрри...
Илемлӗ чӑваш тӗрри...

«Кашни ҫулах Кивӗ Ахпӳртри тӗп пӗлỹ паракан шкулта, чӑваш чӗлхи кунне халалласа, ака уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрлӗ мероприяти иртет», — тесе хыпарлать Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял тӑрӑхӗ. Кӑҫал та ӑна ирттерсе яма ятарлӑ программа хатӗрленӗ иккен.

Эрнен пӗрремӗш кунӗнче 8 класра вӗренекенсем сӑвӑ илемлӗ вулассипе тупӑшнӑ.

Пӗрремӗш вырӑна, пуринчен те маттуртарах пулса, Оксана Кошкина тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Юлия Пыркина, виҫҫӗмӗшӗнче — Сильвия Федорова.

Ҫав вӑхӑтрах 9-мӗш класра вӗренекенсем «Манӑн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи» ятлӑ сочинени ҫырнӑ. Паха та тарӑн шухӑшлӑ ӗҫ тесе Анита Арланова ӗҫне йышӑннӑ. Анжелика Плешковӑпа Елена Логунова сочиненийӗсем те мухтава тивӗҫнӗ.

 

Раҫҫейре Мускаври Хӗрлӗ лапамра 1975 ҫулхи уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ демонстраци // ТАСС фотохроникинчен
Мускаври Хӗрлӗ лапамра 1975 ҫулхи уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртнӗ демонстраци // ТАСС фотохроникинчен

Мускавра ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи демонстарцие Хӗрлӗ лапамра ирттерӗҫ. Кун пекки 1991 ҫултанпа пачах та пулман иккен.

Хыпар тӗрӗсеххине Раҫҫейӗн никама пӑхӑнман профсоюзӗсен федерацийӗн председателӗ Михаил Шмаков ҫирӗплетсе панӑ. 1994 ҫулта колоннӑсем Хӗрлӗ лапамран иртнӗ иккен-ха, анчах демонстраци Васильев тӑвайккийӗнче пулнӑ. Хальхинче вара транспарантлӑ ҫынсем Хӗрлӗ лапампа утса кӑна иртмӗҫ, унтах пухӑнӗҫ.

Шмаков каланӑ тӑрӑх, ҫӗршыв ертӳҫисем унта хутшӑнас пулсан та Мавзолей трибуни ҫине хӑпармӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://itar-tass.com/obschestvo/1144637
 

Ҫутҫанталӑк Ҫӗмӗрлесем кедр лартаҫҫӗ
Ҫӗмӗрлесем кедр лартаҫҫӗ

Ҫӗмӗрлери хӗрарӑмсен канашӗ Ҫара каякансен аллейине йӗркелеме шут тытнӑ. Асӑннӑ канаш хастарӗсем унччен те тӗрлӗ сӗнӳпе тухса ырӑ ӗҫе вӗҫне ҫитернӗ-мӗн-ха. Аллея йӗркелени те пулнӑ. Анчах хальхинче хӗрарӑмсем ҫар ҫыннисемпе пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫ пуҫарнӑ.

Ҫара каякансен аллейине кедр йывӑҫҫинчен йӗркелес тенӗ. Ҫак йывӑҫа хӗрарӑмсем ахальтен суйламан. Ҫӗршыв шайӗнче вӑл пуянлӑх та ҫирӗплӗх палли теҫҫӗ. Унӑн лӑсси те, хуппи те усӑллӑ та сиплӗ. Хунавне вырӑнти вӑрман хуҫалӑхӗ панӑ. Йывӑҫсене хулари шкул ачисем — саккӑрмӗш тата вунпӗрмӗш классенче вӗренекенсем лартнӑ.

 

Раҫҫейре

Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Чӑваш Енри специалисчӗсем Крым ҫыннисен пенсийӗсене шутласа парӗҫ. Ҫак тӗллевпе пирӗн тӑрӑхран унта 50 ытла специалиста яма йышӑннӑ.

Тӗрӗссипе, Крымра пурӑнакансен пенсине шутлассине пирӗн патри специалистсене кӑна мар, ҫӗршыври 24 регионтан явӑҫтарӗҫ. Чӑваш Енрисене 6-ша тӑракан йышпа икшер эрнелӗхе яма палӑртнӑ. Патӑрьел районӗнчен, сӑмахран, иккӗн тухса кайӗҫ. Крымри ӗҫлӗ командировкӑна Управленин мӗнпур районпа хулари специалисчӗсене ярӗҫ.

Раҫҫейри пенси саккунӗ Крымра 2015 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хальлӗхе унти пенсионерсене кӑҫалхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ тӗлне вӑйра пулнӑ саккунпа тӳлеҫҫӗ. Пенси ҫумне уйӑхсерен хушма тӳлев уйӑрма палӑртнӑ. Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӑна пенси ҫумне тепӗр 100 процент хушса парӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3201, 3202, 3203, 3204, 3205, 3206, 3207, 3208, 3209, 3210, [3211], 3212, 3213, 3214, 3215, 3216, 3217, 3218, 3219, 3220, 3221, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.