Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫырнӑ Пӗтӗм вырӑс диктантне кӑҫал 508 ҫын хутшӑннине маларах пӗлтернӗччӗ. Ӑна Чӑваш Енре йӗркелекенсем — И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата «Советская Чувашия» хаҫат — пӗтӗмлетӳ тунӑ.

Пӗлтӗр диктантра тӑватӑ ҫын «5» паллӑ илнӗ пулсан кӑҫал ҫак палла иккӗн ҫеҫ тивӗҫнӗ. Вӗсем — Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш шкулӗнче 11-мӗш класра ӑс пухакан Кристина Филиппова тата Шупашкар районӗнчи Мӑн Мамӑш шкулне пӗтернӗ, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетӗнче 2-мӗш курсра вӗренекен Марина Осипова. Ҫакна та палӑртмалла: диктанта 11 ҫулти хӗрача та «5» палла ҫывӑх ҫырнӑ. Акцие Шупашкара Израильтен, Мароккоран, Туркменирен, Сирирен вӗренме килнӗ студентсем те хутшӑннӑ.

Диктант ҫырнӑ чи ҫамрӑк ҫын 8 ҫулта пулнӑ. Хӑшӗ-пӗри хӑйӗн ӳсӗмне 70–79 ҫулсенче тесе палӑртнӑ. Кӑҫал Пӗтӗм вырӑс диктантне пӗтӗмпе 6 ҫӗршыври 352 хула хутшӑннӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, диктант ҫырнисен йышӗ икӗ хут — 64 пине яхӑн ҫын — ӳснӗ. 2000 яхӑн ҫын «5» паллӑ илнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑн Экономика министерствипе йӗркелӗх хуралҫисем Шупашкарта суя эрех сутакансене тытса чарнине пӗлтерет. Асӑннӑ ведомствӑн Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарти лавккасенче эрех маркисене тӗрӗсленӗ те суя паллӑсем ҫыпӑҫтарса хунине тупса палӑртнӑ.

Улталаса эрех сутакан тӗслӗх республикӑн тӗп хулинчи «Наш» тата спутник-хулари «Вектор Плюс» лавккасенче палӑрнӑ. Пӗрремӗшӗнче тӗрӗслевҫӗсем 4 ятлӑ 13 кӗленче эрех, тепринче 2 ятлӑ 114 кӗленче асӑрханӑ. Правӑна сыхлакансем кӗленчесене туртса илсе экспертизӑна янӑ. Суя эрех хушшинче чӗрӗк литрлӑ кӗленчери «Балтийская волна», «Ивушка плюс» тата ҫур литрлӑ кӗленчери «Ивушка люкс» тата «Как стеклышко» ятлӑ водкӑна асӑнаҫҫӗ.

 

Хулара Михаил Игнатьев Элтепер урамра иртен-ҫӳренпе те тӑрсах калаҫнӑ
Михаил Игнатьев Элтепер урамра иртен-ҫӳренпе те тӑрсах калаҫнӑ

«Сӑмса айӗнчи курӑнмасть» теҫҫӗ-и-ха? Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Лапсарта пулнине хирӗҫлени тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Унта вӑл Пӗрлехи информаци кунне ирттернӗ май ӗнер ҫитнӗ.

«Сӑмса айӗнчи» ҫав поселокра ыйтӑвӗсем ҫук мар иккен. Сӑмахран, Совхоз тата Дубравнӑй урамсенчи нумай хваттерлӗ 19 ҫурта тытса тӑракан «Лапсарская» управляющи компани ресурспа тивӗҫтерекен организацисен умӗнче 11 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ иккен. Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӑн управляющи компанине Элтепер ҫынсен ҫӑхавне вӑхӑтра ӑша хывма хушнӑ. Хваттер укҫине вӑхӑтра тӳлеменнисемпе епле ӗҫленипе те кӑсӑкланнӑ.

Ишӗлекен ҫурт-йӗртен ҫынсене куҫарас ыйтӑва та хускатнӑ. Акӑ, унти совхоз урамӗнчи 2/2-мӗш ҫуртра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗплӗн тишкерме хушнӑ. Кӗр ҫитиччен урамри юпасем ҫине хунар ҫакма та республика Пуҫлӑхӗн хушма тивнӗ.

Ҫӗнӗ Лапсара ҫитнӗ май хулан тӗп пульницин уйрӑмне, пуҫламӑш шкула — ача пахчине, ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне, вӑтам шкула кӗрсе тухнӑ.

Сӑнсем (41)

 

Ҫул-йӗр

Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви Канашран Санкт-Петербурга ҫӳрекен автобус маршручӗ уҫасшӑн.

Ку шухӑш патне республикӑн транспорт ведомстви ахальтен пырса тухман. Министерствӑра ӗҫлекенсем асӑрханӑ тӑрӑх, Канашран Питӗре каяс шухӑшлисем сахал мар-мӗн. Халӑх шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурса Транспорт министерстви автопредприятисене ҫӗнӗ маршрут уҫма сӗнет.

Пӗр субъектпа тепӗр субъекта ҫыхӑнтаракан автобус маршручӗсене уҫассине Раҫҫейӗн Транспорт министерствин 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ приказӗпе пӑхса хӑварнӑ иккен. Аплӑ тӑк кӑмӑл тӑвакан кӑна кирлӗ.

 

Вӗренӳ Шупашкарти педколледж
Шупашкарти педколледж

Нумаях пулмасть ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин 2014 ҫулта резерв фондӗнчен укҫа уйӑрасси пирки йышӑну кӑларнӑ. Унта Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсем те лекнӗ.

Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ педагогика колледжне 13,5 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Педколледжра, тӗпрен илсен, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсенче ӗҫлекен педагогсене хатӗрлеҫҫӗ. Унта паян 349 студент ӑс пухать иккен. Тупрана вӗренӳ учрежденийӗн 1-мӗш общежитине юсама ярӗҫ.

Путин Президентӑн резерв фондӗнчен килекен тупра Шупашкарти ятарлӑ (коррекциллӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш шкула та лекӗ. Вӗсене темиҫе миллионах мар та, анчах 1,5 миллион тенкӗ теплицӑна тӗпрен юсама ҫитет-тӗр. Шкул тата теплица тенинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Сывлӑх енчен сусӑртарах ачасене пӗлӳ паракан учрежденире ачасене ӗҫе тата обществӑри вырӑна тупма хӑнӑхтараҫҫӗ иккен. Сӑмах май каласан, республикӑн Вӗренӳ министерствинче: «Теплицӑра ӗҫлени ял хуҫалӑх производстви патне илӗртет», — тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Пенси фончӗн уйрӑмӗнче специалистсем ӗҫ вырӑнне юрӑхлипе юрӑхсӑррине тӗрӗслеме тытӑннӑ. Аттестаци теҫҫӗ-ха ӑна. Ҫапла хаклава тӑватӑ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ иккен.

Хальхинче ҫывӑх вӑхӑтра 180 ытла специалиста «ала» витӗр кӑлармалла. «Экзаменӑн» пӗрремӗш тапхӑрне, компьютера епле пӗлнине, пахаланӑ та иккен. Компьютерпа ӗҫлеме пӗлмен е аран-аран кнопка пусса ларакан ҫын ҫук иккен. Специалистсен халӗ теори ыйтӑвӗсене хуравламалла. Сӑмах май, Пенси фончӗн районти уйрӑмӗсенче тӑрӑшакансен пултарулӑхне те хаклӗҫ.

Аттестацие тӑватӑ ҫулта пӗрре ирттереҫҫӗ иккен. Ун тӑрӑх кадр резервне хатӗрлеҫҫӗ, пӗр ӗҫ вырӑнӗнчен тепӗр вырӑна куҫарнӑ тата специалистсене вӗрентнӗ чух шута илеҫҫӗ-мӗн.

 

Ял хуҫалӑхӗ Акана тухас умӗнхи молебен
Акана тухас умӗнхи молебен

Пӑрачкав районӗнчи аграрисем республикӑра пуринчен малтан акана тухнӑ тесе пӗлтерет республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви. Унти «Никулинский» ял хуҫалӑх кооперативӗн механизаторӗсем Дмитрий Волковпа Александр Быков урпа акма тытӑннӑ. Хальлӗхе вӗсем 45 гектар ҫинче акнӑ.

Кооператив пӗтӗмпе вара ҫуртрисене 490 гектар акасшӑн. Ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлама майсем пур тесе ӗнентереҫҫӗ. Вӑрлӑх ака стандартне ларнӑ иккен. Ӑна ҫӗнетме элитӑллӑ вӑрлӑх 20 тонна туяннӑ. Ака техникине вӑхӑтра юсаса ҫитернӗ. Ҫунтармалли-сӗрмелли материал енчен те хӗсӗк мар.

Пӑрачкав районӗ кӑна мар, Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ те (вӑл та акса-лартса тӑвать) акана тухнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл ӗнер пуҫланӑ. Унта та урпа акаҫҫӗ. Вӑрнарсем вӑрлӑха, техникӑна тата хире ҫветить тусах, молебен вуласах тытӑннӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Шӑмӑршӑ районӗнчи «Ромашка» ача-пӑча пахчине ҫӳрекенсем хӑйсен воспитателӗпе пӗрле нумаях пулмасть шӑматкунлӑха тухнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӑ лаптӑкне тирпейленӗ.

Пӗчӗкскерсенчен хӑшӗсем шӑпӑр тытса шӑлнӑ, теприсем кӗреплепе туранӑ, виҫҫӗмӗшсем типӗ туратсене пуҫтарнӑ. «Ӗҫсӗр никам та тӑман», — тесе пӗлтерет ача пахчи. Пӗрле ӗҫлени, воспитательсен шучӗпе, хӑй тӗллӗнлӗхе, яваплӑха, йӗркелӳллӗхе, дисциплинӑна хӑнӑхтарать.

Ҫапли ҫаплах пуль-ха. Анчах шӑпӑрлансене ӗҫлеттерме юрамасть тесе прокуратура тӑрӑнмасан юратчӗ ӗнтӗ вӗсене. Ара, халь саккунӗсем ӗлӗкхи мар вӗт. Урок вӑхӑтӗнче ӗҫлеттерни вӗренӳ процессне татни пулать-мӗн. Тата ҫула кура кӑна ӗҫлеттермелле. Пӗчӗкреххисене ашшӗ-амӑшӗ ирӗк памасӑр тар кӑларттарни йӗркеллӗ мар, опекӑпа попечитель органӗ ирӗк пани таранах кирлӗ теҫҫӗ те...

 

Сывлӑх Онкологи чирӗллисен пӗрремӗш занятийӗ
Онкологи чирӗллисен пӗрремӗш занятийӗ

Юлашки вӑхӑтра «рак» сӑмаха час-часах илтме пуҫларӑмӑр. Унта пӗри ракпа вилнӗ, кунта тепри ракпа вилнӗ теҫҫӗ те, ҫапла хӑрушӑ диагноз лартни хӑш-пӗр ҫынна ҫапса та хуҫма пултарать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗ тӗлне Чӑваш Енре, акӑ, «усал шыҫӑ» диагнозлӑ 22,2 пин ытла ҫын диспансер учетӗнче тӑрать иккен. Вӗсенчен 60 проценчӗ — хӗрарӑмсем.

Усал чир ятне илтнипе хӗрарӑмсем ан хуҫӑлччӑр тесе Республикӑн онкологи диспансерӗнче психологи пулӑшӑвӗ кӳрекен центр уҫӑлни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Унта нумаях пулмасть пӗрремӗш заняти иртнӗ. Занятие пухӑннисем кӑкӑр ракӗ пирки калаҫнӑ. Онкодиспансерӗн психологӗ Татьяна Владимирова та, Хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ертӳҫи Ольга Зайцева та рак приговор маррине, ӑна сиплме май килнине палӑртнӑ.

Хӗрарӑмсене пулӑшу кӳрекен центр Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ диспансерти 223-мӗш пӳлӗме йыхравлать. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — (8352) 62-96-50. Центр вырсарникунсӑр пуҫне эрнипех ирхи 8 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен йышӑнать.

 

Чӑваш чӗлхи Чӑвашла тата вырӑсла усӑ курнӑ тӗслӗх. Pertanlah блогри сӑн
Чӑвашла тата вырӑсла усӑ курнӑ тӗслӗх. Pertanlah блогри сӑн

Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енре патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курнине хаклакан мониторинга халалланӑ блог тунӑ. Хальлӗхе pertanlah журналта (чӑвашла «пӗртанлӑх» — «равноправие») 700 ытлӑ сӑнӳкерчӗк пичетленнӗ. Унта чӑваш тата вырӑс чӗлхипе ӑнӑҫлӑ усӑ курнисем те, республикӑри чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсем те пур.

Журнал авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗр тан усӑ курманнине кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗслӗхсем илсе кӑтартнӑ.

«Чылай чухне пӗр чӗлхепе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Вӑл — ялан тенӗ пекех вырӑс чӗлхи. Ҫапла майпа граждансен прависене пӑхӑнмаҫҫӗ. Ку Чӑваш Республикин сакунне пӑсни те. Саккун патшалӑхан икӗ чӗлхи те пӗр тан пулнине калать», — тенӗ журналта. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи паллӑсене вырӑсла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ.

«Юлашки 20 ҫулта ҫул ҫинчи чылай палла, урам, общество чарӑнӑвӗсен ячӗсене улӑштарнӑ, патшалӑх учрежденийӗсен умӗсене юсанӑ, — тенӗ блогра. — Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ ҫакӑнпа усӑ курса объект ячӗсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, патшалӑх ҫурчӗсене, автостанцисене, спорт центрӗсене уҫнӑ чухне алӑк ҫинче чӑвашла-вырӑсла ҫырнӑ пӗчӗк вывескӑсене ҫеҫ курнӑ эпир.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1815.html
 

Страницӑсем: 1 ... 3210, 3211, 3212, 3213, 3214, 3215, 3216, 3217, 3218, 3219, [3220], 3221, 3222, 3223, 3224, 3225, 3226, 3227, 3228, 3229, 3230, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.