Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш шкулта вӗренекен Владлена Халитова пирки асӑннӑ хула администрацийӗ ыттисенчен уйрӑлса тӑраканскер тесе хыпарлать. Хӗр пӗрчӗк 10 ҫулта кӑна пулин те 7-мӗш класа ҫитнӗ иккен. Икӗ ҫулта хӗр пӗрчӗк пуҫламӑш шкулӑн программине экстерн программипе ӑша хывнӑ-мӗн. Халӗ вӑл куҫӑнсӑр майпа вӗренет. Хӗрача чӑвашла, хрантсусла, китайла, акӑлчанла пӗлет иккен.

Шкул программине пуҫа лайӑх чикнипе пӗрлех хӗрача музыка шкулне ҫӳрет-мӗн: флейтӑпа, скрипкӑпа, гитарӑпа, фортепианӑпа калать. Республикӑри конкурссенче те ҫӗнтерет иккен вӑл. Кӗҫех вӑл Волгоград хулинче иртекен ҫамрӑксен Дельфи вӑййинче Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлӗ. Унта тӗрлӗ музыка инструменчӗпе вылякансем пуҫтарӑнӗҫ.

 

Спорт Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ — 5-мӗш номерлӗ Сергей Павлов
Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ — 5-мӗш номерлӗ Сергей Павлов

Паян Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫавна май шӑматкун республикӑн влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем Шупашкарти «Спартак» ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулне пухӑннӑ. Унта вӗсем волейбол турнирӗ ирттернӗ.

Вӑййа тӑватӑ ушкӑн хутшӑннӑ: республикӑн Правительствин, Патшалӑх Канашӗн, Шупашкар хула администрацийӗн тата районсемпе хула пуҫлӑхӗсен пӗрлештернӗ ушкӑнӗсем. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кашни студентӑн, кашни шкул ачин спорт мероприятийӗсене хутшӑнмаллине палӑртнӑ. Элтепер шучӗпе ҫывӑх вӑхӑтра халӑхӑн 40 проценчӗ спортпа туслашӗ.

Турнирта Чӑваш Енӗн Правительствин ушкӑнӗ ҫӗнтернӗ, вӑл куҫса ҫӳрекен Кубока тивӗҫнӗ. Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов пирки чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ тесе йышӑннӑ, чи лайӑх тапӑнакан — ӗҫлӗх службинче тӑрӑшакан Сергей Викторов, чи лайӑх вылякан — ЧР Патшалӑх канашӗн депутачӗ Игорь Кушев, чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ — Шупашкар хулинчи Калинин администарцийӗнче ӗҫлекен Вадим Мальцев, чи лайӑх универсаллӑ вӑйӑҫ — Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ӗҫченӗ Александр Сироткин.

 

Ҫул-йӗр

«Чарӑн!» акци йӗркелӳҫисем автоавӑрлав станцийӗсене ахальтен суйламан. Ара, кашни водитель станцие эрнере 1–2 хут та пулин кӗрет-ҫке-ха. Кунта вӗсем водительсене ҫул урлӑ каҫмалли ятарлӑ вырӑнта чарӑнмаллине тепӗр хут аса илтересшӗн.

Заправкӑсенче канихвет автомачӗсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсем тормоз педалӗ евӗр пулӗҫ. Водитель ун ҫине пусӗ ҫеҫ — канихвет тухӗ. Унӑн хуппи ҫине акци йӗркелӳҫисем чарӑнмалли правилӑсене ҫырса хунӑ. Кун пирки РФ ШӖМӗн Санкт-Петербургри тата Ленинград облаҫӗнчи тӗп управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ.

Кампани паллиллӗ тум тӑхӑннӑ волонтерсем водительсене чарӑнмалли физикӑпа паллаштарӗҫ. Автозаправкӑсенчи ҫакнашкал мероприяти Питӗрте, Чӑваш Енре, Пермь енӗнче, Владимир, Калуга, Мускав, Чулхула, Новгород, Омск, Ярославль облаҫӗсенче иртнӗ.

 

Культура

Шупашкарти Вырӑс драма театрӗпе Мари Республикинчи Г.Константинов ячӗллӗ академи вырӑс театрӗ гастрольпе ылмашӑнӗҫ. Гастроль ака уйӑхӗн 8–11-мӗшӗсенче иртӗ.

Икӗ республика халӑхӗ театрсен чи лайӑх постановкисемпе киленӗҫ. Тӑватӑ кунра Йошкар-Олари вырӑс театрӗ Шупашкарта виҫӗ камит кӑтартӗ. Вӗсем — «Примадонна» (К.Людвиг), «ДеВИШНИк» (Л.Каннингем), «Точка зрения» (В.Шукшин). Гастроль вӑхӑтӗнче театр сцени ҫинче ачасем валли куллен «Белоснежка и семь гномов» музыка юмахӗ (П.Устинов тата О.Табаков) пулӗ.

Шупашкарти вырӑс драма театрӗ Мари Эл тӗп хулине 2012 тата 2013 ҫулсенчи ҫӗнӗ спектакльсемпе кайӗ. Унти сцена ҫинче асла ӳсӗмрисем валли А.Островскин «Бешеные деньги», С.Лобозеровӑн «По соседству мы живем», М.Оррӑн тата Р.Дэнемӑн «Шарады Бродвея» спектаклӗсем пулӗҫ. Мари Республикин ачисем «Одни в городе, или Веселые уроки ОБЖ» (И.Широкобокова) постановка курӗҫ.

Палӑртмалла: Мари Республикинчи Г.Константинов ячӗллӗ вырӑс драма театрӗ Шупашкарти вырӑс драма театрне час-часах килет. Юлашки хут кунта вал 2012 ҫулхи юпа уйахӗнче хӑнара пулнӑ.

 

Вӗренӳ Технологи предметне вӗрентекен Татьяна Волкова
Технологи предметне вӗрентекен Татьяна Волкова

Вӑрнар районӗнче «Ҫулталӑкри вӗрентекен — 2014» конкурсӑн финалӗ пулнӑ. Татьяна Волкова Туҫи Ҫармӑс шкулӗн чысне хӳтӗленӗ. Вӑл унта технологи предметне вӗрентет, ҫав вӑхӑтрах директорӑн вӗрнӳ енӗпе ҫумӗн тивӗҫне пурнӑҫлать.

Конкурсҫӑсене ҫӑмӑл пулман. Вӗсен вӗренӳри инноваци мелӗсемпе усӑ курнине, ҫав вӑхӑтрах шкулти йӑлана кӗнӗ йӗркесене сыхласа хӑварнине кӑтартмалла пулнӑ.

Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗш кунхине унта хутшӑнакан учительсем уҫӑ урок тата методканашлу ирттернӗ. Тепӗр кунхине «класс сехечӗ» тата «ашшӗ-амӑшӗн пухӑвне» йӗркеленӗ. Финала тухнӑ вӗрентекенсем педагогикӑри тӗрлӗ лару-тӑру пирки тавлашу ирттернӗ.

Туҫи Ҫармӑс шкулӗн вӗрентекенӗ Татьяна Волкова чи нумай балл пухса конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Конкурсра ӑна тарӑн пӗлӗвӗ, ачасемпе хутшӑнма, пӗр чӗлхе тупма пӗлни питӗ пулӑшнӑ.

Татьяна Геннадьевна Вӑрнар районӗн чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ. Ӑна виҫе ывӑлӗ, Туҫи Ҫармӑсри вӗрентекенсемпе ачасем хавхалантарӗҫ.

 

Культура

Республикӑри чылай район-хула «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурса хутшӑнчӗ. Хӑш-пӗр тӑрӑхра пӗтӗмлетӳсем тунӑ ӗнтӗ. Трак енре те конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Красноармейски районӗнчи вулавӑшсенче кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурс иртнӗ. Унта пӗтӗмпе 15 вулавӑш хутшӑннӑ. Конкурспа килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсемпе тӗлпулусем, конференцисем, кӗнеке хӑтлавӗсем, конкурссем, поэзи сехечӗсем, викторинӑсем, куравсем иртнӗ.

Вулавӑшсенче формулярсене тишкернӗ, ыйтӑм ирттернӗ. Пӗтӗмпе 400 респондент хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ.

«Чӑваш кӗнеки» номинацире Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана…» кӗнеки ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх прозӑра» Хӗветӗр Уярӑн «Близ Акрамова» хайлавӗ мала тухнӑ. «Асамлӑ йӗрке» номинацире Николай Ишентейӗн «Планетӑпа чӗре» тата Любовь Петровӑн «И грусть, и радость, и мечты…» кӗнекисем ҫӗнтернӗ. «Ача-пӑча тӗнчи» номинацире Юрий Сементерӗн «Килӗр, килӗр, кайӑксем» тата Людмила Васильевӑн «Зайкина семья» кӗнекисем палӑрнӑ.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Наркотик сиенӗ пирки шкул ачисене ӑнлантараҫҫӗ-ха, анчах чӑваш ҫыртса пӑхмасӑр ӗненмест темелле-ши… Ку тӗслӗхре шӑпах ҫавӑн пек пулса тухнӑ. «Шурӑ вилӗм» сутакансемпе тӳре-шара май килне таран кӗрешет, анчах чи малтанах ҫыннӑн хӑйӗн наркотик сиенӗ пирки ӑнланмалла. Ҫамрӑк чухне вара, шухӑ вӑхӑтра, усалли хыҫҫӑн каясси те инҫех мар.

Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухакан 17 ҫулти арҫын ача тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 10-мӗш класра вӗренекенскере наркотик хутӑшне саккунсӑр майпа туяннӑшӑн тата упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи пӗр шкулта учительсем арҫын ачан йӑлтӑркка хутлӑ чӗркем пулнине асӑрханӑ. Унта спайс пулни ҫиеле тухнӑ. Кун пирки ҫийӗнчех йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Арҫын ачаран 0,3 грамм наркотик хутӑшӗ туртса илнӗ.

17 ҫулти арҫын ача каланӑ тӑрӑх, спайса вӑл Шупашкарта палламан ҫынсенчен тӗнче тетелӗ урлӑ туяннӑ. Лешсем каярахпа спайс ӑҫта пулнине пӗлтерсе электрон ҫыру янӑ. Шкулта вӗренекенскер кӑтартнӑ вырӑнтан наркотик хутӑшне кайса илнӗ.

Халӗ следстви пырать.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Канаш районӗнчи Уҫырма ял тӑрӑхӗнче урам ячӗсем пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Ку вӑл пурте пӗлекен вӑйӑри пек нумайрах ят пӗлессипе ҫыхӑнман-ха. Асӑннӑ тӑрӑхри Уҫырма тата Кӗлтеҫулӗ ялӗсем сарӑлнӑ май ҫӗнӗ урамсем йӗркеленеҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗ урамсене пуҫарма вара ял ҫумӗнчи ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗрсене ял тӑрӑхӗсен ҫӗрӗ текен категорие куҫарнӑ хыҫҫӑн май килнӗ.

Халӗ вырӑнти тӳре-шара ҫынсем ҫӗнӗ урамсен ячӗсене сӗнессе кӗтеҫҫӗ. Шухӑш-кӑмӑла почта урлӑ та (адресӗ — Уҫырма ялӗнчи Канаш урамӗнчи 80-мӗш ҫурт), электрон ҫырупа та (sao-mbiksh@kanash.cap.ru) яма пулать теҫҫӗ. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тесен 8 (83533) 2-02-60 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ.

 

Тӗнчере

Акӑлчан чӗлхиллӗ пресса асӑнассипе Чӑваш ен пӗлтӗрхи ҫул рейтингӗнче 41-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Тӗпчеве «Смыслография» тӗпчев агентстви тата Dow Jones компани ирттернӗ.

Рейтинга йӗркелекенсем акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан массӑлла информаци хатӗрӗсенчен уйрӑмах анлӑ сарӑлнӑ 100 МИХа сӑнанӑ. Рейтинга йӗркелекенсем лайӑхпа палӑртнӑ регионсене кӗртнӗ.

Ют ҫӗршыври МИХсенче Раҫҫей регионӗсене икӗ тӗп самант енӗпе палӑртаҫҫӗ иккен: нефтьпе газ отрасльне тата ҫак секторти вӑйӑҫӑсем регион шайӗнче епле ӗҫленине каласа кӑтартаҫҫӗ-мӗн. Кунсӑр пуҫне спортри пулӑмсене те ҫутатаҫҫӗ. Уйрӑмах — Раҫҫей премьер-лигине кӗрекен Раҫҫей футбол клубӗсем пирки ҫырса кӑтартаҫҫӗ иккен. Ытти ҫулсенче патшалӑхӑн ертӳҫисем регионсене пырса кайнине те ҫырса кӑтартнӑ пулсан, акӑлчан чӗлхипе тухса тӑракан МИХсем пӗлтӗр ҫавна пӗлтерӗшлех тесе йышӑнман курӑнать — ун пирки каласа кӑтартсах аппаланман.

Рейнтингра Сахалин, Томск облаҫӗсем, Ханты-Мансийск автономи округӗ, Калининград облаҫӗ, Краснодар, Пермь енӗсем, Чулхула облаҫӗ, Тутарстан, Самар облаҫӗ тата Тинӗсҫум енӗ малти вырӑна йышӑннӑ. Рейтингра Мускава шута илмен, мӗншӗн тесен ҫӗршывӑн тӗп хулине регионсемпе танлаштарни тӗрӗс мар тесе йышӑннӑ иккен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1793.html
 

Персона

Ӗнер Елчӗкре пурӑнакан Евгения Семеновна Кушникова 100 ҫул тултарнӑ. Паллах, сумлӑ ҫак юбилейпе Елчӗкри тӳре-шара саламланӑ: Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Леонард Левый, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Сайкин, РФ Пенси фончӗн Елчӗк районӗнчи уйрӑмӗн ертӳҫи Зинаида Яковлева тата ыттисем саламланӑ.

Леонард Левый Евгения Семеновнӑна РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне панӑ. Юбиляр патне ҫитнӗ Силуан иеромонах Евгения Семеновнӑна 100 ҫул каялла Лаш Таяпари храмра шыва кӗртнине пӗлтернӗ. Хӑйӗн прихучӗ ятӗнчен вӑл турӑш реликвие парнеленӗ.

Сӑнсем (9)

 

Страницӑсем: 1 ... 3220, 3221, 3222, 3223, 3224, 3225, 3226, 3227, 3228, 3229, [3230], 3231, 3232, 3233, 3234, 3235, 3236, 3237, 3238, 3239, 3240, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.