Культура
![]() Спектакльти самант Авӑнӑн 18-мӗшӗнче Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 92-мӗш сезонне «Орфей тата Эвредика» драмӑпа уҫать. Ӑна Жан Ануйӑн «Эвредика» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Спектакль премьери 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулнӑ. Сергей Юнгас постановщик режиссер каланӑ тӑрӑх, спектакль кӑшт улшӑннӑ. Актерсем хушшинче те улшӑну пулнӑ. Унта Хусанти театр училищине пӗтернӗ Исмаил Махмутов ҫамрӑк актер хутшӑнать. Ҫавӑн пекех спектакльте ытти ҫамрӑк актерсем те выляҫҫӗ: Сергей Куклин, Оксана Ананьева, Александр Смышляев, Александрпа Татьяна Володинсем, Людмилӑпа Леонид Казимирсем, Диана Яковлева, Чӑваш халӑх артистки Лариса Родик тата Александр Тырлов. Спектакль каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх ҫыравҫи Александр Спиридонович Артемьев ҫуралнӑранпа авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 90 ҫул ҫитрӗ. «Ан авӑн шӗшкӗ!», «Улма йывӑҫ авӑнать», «Алтӑр ҫӑлтӑр», «Ҫунатлӑ ҫуралнисем», «Хунавлах хӑрнисем», «Симӗс ылтӑн», «Тӑвӑл умӗн», «Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ», «Салампи» тата ытти 20 ытла кӗнекесен авторӗ Элӗк районӗнчи Тури Вылӑ ялӗнче кун ҫути курнӑ, вӑтам пӗлӳ илме ялтан 5 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкула ҫул тытнӑ, 1941-мӗш ҫулта алла аттестат илсе ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлеме тухса кайнӑ. Писатель 90 ҫул тултарнӑ ятпа вӑл ҫуралса ӳснӗ ялта унӑн тӑванӗсем, Элӗк район администрацийӗн элчисем, Тури Вылӑ ял халӑхӗ тата ыттисем вӑл ҫуралса ӳснӗ кил патне пухӑнчӗҫ. Пухӑннисем умӗнче Элӗк район архивӗн ӗҫченӗ Л.С.Семенова, профессор В.А. Иванов, С. Талвир ячӗллӗ преми лауреачӗ Б.И. Борисов тата ыттисем паллӑ ҫыравҫа ӑшшӑн аса илчӗҫ. Ураскилтри культура ҫурчӗн ӗҫченӗсем «Пултаруллӑ ҫыравҫӑ, кӑвар чӗреллӗ салтак» литература композицийӗпе куракансене савӑнтарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енти управленийӗ Етӗрнери сӗт савутне сӗте йӳнӗпе туяннӑшӑн штрафлама йышӑннӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Ҫапла пӗтӗмлетӗве монополипе кӗрешекенсем 2012 ҫулхи пӗрремӗш кварталта чӗрӗ сӗте туяннин хакне тишкернӗ тӑрӑх тунӑ. Конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ тесе монополипе кӗрешекенсем савута 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ӗҫ-пуҫ кнупах вӗҫленмен. Монополипе кӗрешекенсен йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ӗҫ малтан Чӑваш Республикин Арбитраж судне ҫитнӗ, каярах — Пӗрремӗш арбитраж аппеляци судне. Унта та, кунта та монополипе кӗрешекенсем саккунлӑ йышӑну кӑларнӑ тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Комсомольски районӗнчи 1-мӗш шкул вӗрнтекенӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна вӗренекенсенчен ытлашши ҫирӗп ыйтнӑшӑн айӑпласшӑн. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 27 ҫулти хӗрарӑм 2012–2014 ҫулсенче ачасене ӳт-пӳ тата психика тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ. Тӗслӗхрен, вӑл пӗр ачана пӗтӗм класс умӗнче ҫӑварне скотчпа ҫыпӑҫтарнӑ. Лешӗ дисциплинӑна пӑснӑ-мӗн. Тӑватӑ ачан ҫамки ҫине «2» паллӑ час-часах ӳкернӗ. Кусем киле панӑ ӗҫсене пурнӑҫламан-мӗн. Пӗррехинче 2-мӗш класс ачисене ҫав хӗрарӑм урок вӑхӑтӗнче тӑрса ҫыртарнӑ. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ачасене кун пирки аслисене каласа кӑтартма чарнӑ. Лешсем хӑранипе итленӗ. Анчах аслисем кун пирки пӗлсен прокуратурӑна заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр ҫуртра граната тупнӑ. Анчах ку информацие МИХсене 5 кунран ҫеҫ пӗлтернӗ. Гранатӑна 78 ҫулти арҫын хваттерӗнче тупнӑ. Граната унта мӗнле майпа лекнӗ? Халӗ ҫак ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Гранатӑна шыраса тупнӑ хыҫҫӑн подъездри ҫынсене урама кӑларнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнле пулнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын укҫа ҫухални пирки пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн оперативникӗсем вырӑна ҫитнӗ, пысӑк укҫа епле ҫухалнине тӗпченӗ. Арҫын оперативниксене иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Гагрӑра каннӑ чухне унти ҫынран граната туяннине пӗлтернӗ. Взровотехник эксперчӗсем граната вӗренмелли пулнине палӑртнӑ. Ун ӑшӗнче хӑйӑр пулнӑ-мӗн. Гранатӑна СССРта 20-мӗш ӗмӗр варринче кӑларнӑ иккен. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР МЧСӗн ӗҫченӗсем лаптӑка тасатаҫҫӗ Канаш хулинче Чкалов урамӗнчи 9-мӗш шкул ҫывӑхӗнче хулари пушар хуралӗ 90 ҫул тултарнӑ тӗле Ҫулӑмпа кӗрешекенсен скверӗ пулӗ. Ҫак кунсенче Канашри 15-мӗш пушар чаҫӗн ӗҫченӗсем пуртӑ, кӗреҫе, мотор пӑчки йӑтса ҫав лаптӑка тасатма тухнӑ. ЧР ИӖМӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, пулас аллейӑн план проекчӗ хатӗр ӗнтӗ. Аллея варринче постамент пулӗ. Унта 1984 ҫулта кӑларнӑ «Урал» пушар автомобильне вырнаҫтарӗҫ. Хӑйен вӑхӑтӗнче ҫав урапа чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва пӗтернӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Халӗ вӑл «тивӗҫлӗ канура». Автомобиле ҫӗнетӗҫ. Ун тавра тротаур хурӗҫ, клумбӑсем тӑвӗҫ, пушар службин историне ҫутатакан стенд вырнаҫтарӗҫ. Юпа уйӑхӗн вӗҫӗнче пулас сквер тавра кӑвак хыр лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ӗнер Раҫҫейӗпех пӗрлехи суйлав кунӗ иртрӗ. Пурӗ 110 пин кандидат вӑл е ку вырӑна суйланас тесе тухнӑччӗ. Чӑвашра та виҫӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне суйларӗҫ. Тӑвай районӗнчи Чутей ял тӑрӑхӗнче 4 кандидат пулнӑ — ЛДПР-тан Сергей Баранов, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен» Григорий Куклов, хӑйне хӑй тӑратнӑ Алексей Куприянов тата комминистсенчен Николай Петров. Чутей ял тӑрӑхӗне малашне Куклов Григорий Петрович ертсе пырӗ пулас — вӑл 76,19% пухнӑ. Трак районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхне ертсе пыма виҫӗ кандидат тухнӑччӗ — ЛДПР-тан Андрей Ижогин, Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен Галина Ефимова, коммунистсенчен Эдисон Патмар. Малтанласа пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх пуринчен та ытла сасӑ Ефимова Галина Георгиевна пухнӑ, уншӑн 76,49% сасӑланӑ. Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхне те виҫӗ кандидат пулнӑ. ЛДПР-тан Артем Афанасьев тухнӑ, Пӗрлӗхлӑ Раҫҫейрен — Рамиль Гальметдинов. Тепӗр кандидат хӑйне хӑй тӑратнӑ — Владимир Кириллов. Кунта та «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти тӑратнӑ ҫын чи нумай сасӑ пухнӑ — 81,76%. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ муниципалитетӑн балансӗ ҫинчи электрохуҫалӑх объекчӗсене конкурссӑрах вырӑнти пӗр электрохуҫалӑха панӑ. Ҫапла хӑтланни Чӑвашэнергон филиалне тивӗҫтерменнине кура вӑл монополипе кӗрешекенсем патне ҫӑхавпа ҫитнӗ. Евитленине асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ та ахальтенех пӑшӑрханманнине палӑртнӑ. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ объектсене тара парасси пирки килӗшӗве алӑ пусиччен конкурс ирттернине кура тек саккуна пӑсман, ҫавна май асӑрхаттару хучӗ ҫырса тӑма тивмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Митингра Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Шупашкарта историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине йышӑнма хистесе митинг иртнӗ. Мероприятие 20 яхан ҫын хутшӑннӑ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре пулнӑ. Пӗтӗм Раҫҫей акцине «Партия Великое отечество» йӗркеленӗ. Унӑн хастарӗсем РФ вӗренӳ министрне Дмитрий Ливанова Владимир Путин президентӑн Хушӑвне пурнӑҫлама, шкул ачисем валли историн пӗрлӗхлӗ кӗнекине кӑларма ыйтса митинга тухнӑ. Митигн аслисене кӑна мар, Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсене те кӑсӑклантарнӑ. 2-мӗш гимназире 11-мӗш класра вӗренекен Алексей Свеклов пӗрлӗхлӗ кӗнеке кирлине палӑртнӑ. Вӑл хальхи учебниксем тӗнчере, ҫӗршывра пулса иртнӗ пулӑмсене туллин ҫутатманнине каланӑ. Истори вӗрентекенӗ те ку е вӑл пулӑма туллин ҫырса кӑтартманнине палӑртать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Петров урамӗнчи ҫурт Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫурӑлнине, кирпӗч йӑтӑннине унччен пӗлтернӗччӗ. Ҫурт мӗн сӑлтавпа ишӗлме пуҫланӑ-ха? Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, тӗрӗс мар эксплуатацишӗн тата перепланировкӑшӑн плитасем деформациленнӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, паспортпа килӗшӳллӗн кашни секцире санузел валли икӗ пӳлӗм пур. Вӗсенчен 90 процентне ҫынсем душ тунӑ. Изоляци пулманпа пӗрех, вентиляции япӑх ӗҫленӗ. Ҫавна май стенасем нӳрленнӗ, йӗпеннӗ. Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 1962 ҫулта хӑпартнӑ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |