Республикӑра
![]() Андриян Николаев Паян, авӑнӑн 5-мӗшӗнче, Совет Созӗн икӗ хут паттӑрӗ, авиаци майор генералӗ, ЧР Хисеплӗ ҫынни Андриян Николаев космонавт летчик пурӑннӑ пулсан 85 ҫул тултарӗччӗ. Паян паллӑ ҫак уява халалласа вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑван тӑрӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче, митинг иртӗ. Унта Андриян Николаев палӑкӗ умне чечексем хурӗҫ. Кунсӑр пуҫне Чӑваш патлашӑх академи драма театрӗнче уяв каҫӗ йӗркелӗҫ. Уявсене ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хутшӑнӗ. Ҫавӑн пекех Андриян Николаевӑн ҫывӑх тӑванӗсем пулӗҫ: унӑн хӗрӗ Е.А.Николаева-Терешкова ҫемйипе килӗ. СССР космонавт летчикӗ А.А.Леонов, П.И.Климук тата ытти паллӑ ҫын килӗҫ. Ҫавӑн пекех Шуршӑл ҫывӑхӗнчи уйра Андриян Николаевӑн агросӑнӳкерчӗкне — 140 тата 160 метр калӑпӑшлӑскере — кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Илле Тӑхти ҫыравҫӑ Иртнӗ ӗмӗрте палӑрнӑ чылай ҫыравҫӑн пултарулӑхне тӗпчевҫӗсем паян ҫӗнӗрен тишкерсе пӑхаҫҫӗ. Паллах, ун пек чухне тӗппипех урӑх хак параҫҫӗ тесе калама ҫук. Тепӗр чухне малтан каланинех ҫӗнӗ куҫпа курса хаклаҫҫӗ. Ҫакӑ та вӑл ку ҫыравҫӑ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме, унӑн ҫӗнӗ енӗсене палӑртма пулӑшать. Сӑмах кунта Илле Тӑхти пултарулӑхӗ пирки пырать. Кӑҫал ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Илья Ефимович Ефимов-Тӑхти 1889 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта, Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире, Мускаври Пӗрремӗш патшалӑх университетӗнчи этнологи факультечӗн литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Тӑхтие чӑн-чӑн халӑх вӗрентекенӗ теме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑшра. Вӑл нумай ҫул тӗрлӗ шкулта ӗҫленӗ, чӑваш ачисене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшине тухса ҫӳренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Мӗн виличченех халӑха вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ. Тӗпчевҫӗсенчен чылайӑшӗ Тӑхти кулӑшне чи малтанах унӑн «Колчак» ятлӑ поэминче курнӑ, ҫыравҫӑн сӑнар калӑплас, кулӑшла лару-тӑру тӑвас ӑсталӑхне вырӑнлӑ палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Азиз Бадировпа (сылтӑмри) Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров «Шупашкар районӗнчи «Туруновский» ЯХПКра ҫак тарана ҫитсе те тырӑ вырма тухман. Комбайнсене арестленӗ. Сӑлтава тӗпчесе уҫӑмлатма вырӑна ҫитрӗмӗр», — тесе хыпарларӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат. Вячеслав Григорьев журналист ӗнентернӗ тӑрӑх, хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров ирех пӑсӑк кӑмӑллӑ пулнӑ, мӑншӗн тесен хир карапне ҫӗрле такам юсавсӑра кӑларнӑ, темиҫе болтне кӑларса кайнӑ. Механизаторсем маларах асӑрхаман пулсан шар ытларах крума пултарнӑ иккен, мӗншӗн тесен ун пек техника арканатчӗ иккен. Хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров Азербайджанри пӗр ялта ҫитӗннӗ, уй-хире пӗчӗкренех кӑмӑлланӑ-мӗн. Шкул ҫулӗсенче вӑл Чӑваш ҫӗршывӗ ҫинчен пачах та пӗлмен. Каярах, Баку университетӗнче математик пулма хатӗрленекенскер, ҫу кунӗсенче студентсен строительство отрячӗпе Совет Союзӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Ҫавӑн чухне Ҫӗмӗрле районӗн каччипе ҫывӑх туслашнӑ. Пӗр вӑхӑт Ҫурҫӗрте вӑй хунӑ, суту-илӳре те ӗлкӗрнӗ. Усламҫӑ Бакура темиҫе хваттер туянма вӑй ҫитернӗ. Пӗррехинче Чӑваш Енри юлташӗ ӑна хӑнана чӗннӗ, пӗрле ӗҫлеме сӗннӗ иккен. Кунта Азиз чӑваш хӗрӗпе паллашнӑ, туслӑх юратӑва куҫсан ҫемье ҫавӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫитес эрнерен тытӑнса Шупашкарти мӗнпур шкулта ирхи хускану тума тытӑнӗҫ. Ансат упражненисене ритмлӑ музыкӑпа тума пулать тесе пӗлтереҫҫӗ Шупашкар хула администрацийӗнче. Тата упражнени тума ятарлӑ спорт форми те кирлӗ пулмӗ. Спорт переменисем ирттерме физкультура преподавателӗсене кӑна мар, тухтӑрсене те, спорт организацийӗснее те явӑҫтарнӑ-мӗн. Пӗрремӗш репетицие хулари 5-мӗш шкулта ирттерсе пӑхнӑ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, пилӗк минутлӑх зарядка туни ачасен сывлӑхне лайӑхлатма пулӑшмалла. Сӑнсем (49) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Михаил Игнатьев Элтеперпе Елена Николаева депутат Чӑваш Ен тара памалли коммерцилле мар ҫурт-йӗр тӑвакан пилотлӑ регионсен шутне кӗме пултарать. Ҫак шухӑша республикӑн Элтеперӗн пресс-служби регион пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев РФ Патшалӑх Думин ҫурт-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗпе Елена Николаевӑпа тӗл пулни тӑрӑх хыпарланӑ. Елена Николаева маларах асӑннӑ комитет Тара памалли коммерцилле мар ҫурт-йӗр фончӗ йӗркелес шухӑша пурнӑҫа кӗртесшӗннине пӗлтернӗ. Депутат каланӑ тӑрӑх, ку вӑл ҫурт-йӗр туянайманнисем, анчах ҫурт-йӗр условине лайӑхлатасшӑннисем валли вырӑнлӑ пулмалла. Елена Николаева Чӑваш Ен пилотлӑ регион пулайрассине палӑртнӑ. Хальлӗхе кун пек саккун ҫук-ха. Ӑна ҫитес сессие тӑратасшӑн-мӗн. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Аркадий Айдак бюсчӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченне, СССР халӑх депутатне, СССР Аслӑ Канашӗн аграри енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташне, Чӑваш Республикин тата Етӗрне районӗн хисеплӗ ӗҫченне, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» колхоз ертӳҫи пулнӑ Аркадий Айдака асӑнса палӑк уҫнӑ. Ӑна тума районта пурӑнакансем тата укҫаллӑ ҫынсем «кӗмӗл» уйӑрса пулӑшнӑ. Бюст авторӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Владислав Немцев. Палӑка уҫма Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл Айдак ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх, вӑл кашни ҫынах тӳрӗ чунлӑ пултӑрасшӑн пулнине палӑртнӑ. Элтепер «Ленинская искра» колхоз ертӳҫинчен тӗслӗх илнине аса илнӗ. Пултаруллӑ ертӳҫӗ пулнӑ май Айдак ҫӗре юратма, ун ҫинче ӗҫлеме ӳкӗте кӗртейнине, патшалӑх деятелӗ май вӑл производство культурине, ял культурине тата кашни ҫемьери культурӑна ӳстересшӗн тӑрӑшнине палӑртнӑ. Айдакӑн мӑшӑрӗ Людмила Андреевна упӑшки: «Маншӑн кашни кун уяв пек, мӗншӗн тесен юратнӑран та юратнӑ ӗҫ пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Тунтикун, авӑнӑн 8-мӗшӗнче, Журналистсен пӗршухӑшлӑхӗн пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, Чӑваш Енти журналистсем хӑйсен пӗтӗҫӳлӗхне кӑтартма пултарӗҫ. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ Чӑваш Енӗн Журналистсен союзӗ пулӑшнипе массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене, калем, теле- тата радиоэфир ӑстисене, тата, паллах, вулакансене, куракансене тата итлекенсене, ирхи хусканӑва чӗнет. Активлӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине кӑмӑллакансене Шупашкарти Журналистсен скверне йыхравлать. Акци 10 сехетре пуҫланать. Программӑна «Джус» фитнес-клубӑн инструкторӗ Татьяна Чурилова ертсе пырӗ. Журналистсемпе пӗрле ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл илме Олимп чемпионки, Европа тата тӗнче рекордсменӗ, 2003 ҫулта Шупашкарта иртнӗ Европа Кубокӗн тата 2004 ҫулхи Тӗнче Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи, СССР спорт тава тивӗҫлӗ маҫтӑрӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Елена Николаева хутшӑнмалла. Ҫумӑр пулсан та журналистсем зарядкӑна тӑма шантараҫҫӗ, «Ҫапсах ҫусан сунчӑк йӑтса тухӑпӑр», — теҫҫӗ. Ыйтусем пулсан (8352) 62-82-00 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Авӑнӑн 2-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 267 пин гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртнӗ. Ҫав шутра — 93,3 пин гектар тулӑ. Пӗтӗмпе 81% тыр-пула вырнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет. Елчӗк районӗнче вырма вӗҫленнӗ. Патӑрьел районӗнче 90 процентне пухса кӗртнӗ. Элӗк тата Шупашкар районӗсем варахрах ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 473,6 тонна тырӑ вырнӑ. Вӑрнар, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче 1 гектартан тухӑҫ ытларах туса илнӗ. Чи сахалли — Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче. Уй-хирте ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 751 гектар ҫинчи ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш хули Канаш ҫыннисем тепӗр радио итлесе киленме пултараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче «Хула радиовӗ» радиостанци ӗҫлеме тытӑннӑ. Ӑна Канашра 101,8 МГц хумсем ҫинче итлеме пулать. 100 Вт хӑватлӑ передатчик сигнала Канашри радиотелекурав станцийӗнчен 18-25 ҫухрӑм аякка сигнал ярать. «Хула радиовне» 108 пине яхӑн ҫын итлеме пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Николаевсем Чӑваш Енре 3 пин ытла тӑлӑх ача шутланать. Вӗсенчен 90% ҫемьере хӳтлӗх тупнӑ ӗнтӗ. Акӑ Красноармейски районӗнчи Николаевсем икӗ тӑлӑха хӑйсем патне илнӗ. Хӑйсем 3 ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Полинӑпа Валерий Николаевсем 2006 ҫулта Таньӑпа Тольӑна ача ҫуртӗнчен илсе килнӗ. Вӗсем Чӗмпӗрте ҫуралнӑ, ҫавӑнпа чӑвашла пӗлсех каймаҫҫӗ, анчах ӑнланаҫҫӗ. Николаевсен тӑван ачисем тӗрлӗ енне саланнӑ. Халӗ вӗсене Таньӑпа Толя тунсӑхлама памаҫҫӗ. Аслисем вӗсене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ. Николаевсен хуҫалӑхӗ пысӑк. 40 гектар ҫӗре тара илеҫҫӗ, утӑ сутлӑх тӑваҫҫӗ. Ачасем хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. Толя ашше пек фермер пуласшӑн. Таня спортпа туслӑ. Вӑл ӑмӑртусене хутшӑнать, малти вырӑнсене йышӑнать. Николаевсем хуҫалӑха пысӑклатма ӗмӗтленеҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем Санкт-Петербурга кайса килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |