Политика
![]() Энергетика енӗпе ӗҫлекен еврокмиссар Гюнгер Эттингер Украинӑн газшӑн Раҫҫее тӳлемелле тесе шухӑшлать иккен. Енсем калаҫса татӑлаймаҫҫӗ пулин те парӑмпа Украинӑн татӑлмаллах тесе палӑртнӑ иккен вӑл. «Пире Украинӑн парӑмпа татлӑма мӗн чухлӗ вӑхӑт пурри, мӗн чухлӗ тӳлемелли тата хӑҫан татлӑмалли пирки пире уҫӑмлӑ график кирлӗ», — тенӗ иккен Евросоюзӑн энергетика енӗпе ӗҫлекен комиссарӗ. Хакпа татӑлма Евросоюз темле ставка сӗнесшӗн иккен. Унпа ыйту Стокгольмри судра ыйту татӑличчен тӳлесе пыртарасшӑн имӗш. Маларах еврокомиссар Украинӑпа Раҫҫей хушшинчи хирӗҫтӑрӑва чарма май тупмаллине, ҫапла туни Европӑна газпа тивӗҫтерме кирлине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вӑрмар районӗнчи Чулкас ял тӑрӑхӗнче ял урамӗсене юсас тӗллевпе юлашки вӑхӑтра самай ӗҫ пурнӑҫланине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Асӑннӑ ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, укҫана вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене тӗпрен юсама тата тытса тӑма уйӑракан субсиди шучӗпе майлаштараҫҫӗ. Кӑҫал хӑш ялсене юсанине асӑнса кайман та, анчах ӳкерчӗк тӑрӑх хакласан ӗҫлени куҫкӗрет. Чулкас тӑрӑхӗнчи ялсенчи ҫулсене юсама «Стройтранс» текен обществӑна суйланӑ-мӗн. Сӑнсем (32) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти 3-мӗш тата 4-мӗш ача-пӑча пульницисене пӗрлештерме йышӑннӑ. Ку вӑл республикӑн патшалӑх укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе ҫыхӑннӑ иккен. Республикӑн тӗп хулинчи 3-мӗш пульницӑна хальхи вӑхӑтри оборудованипе ытларах тивӗҫтернӗ иккен. Хулан Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ ҫав ҫуртра ачасене стационарта сиплес тӗллевпе ытларах усӑ курасшӑн, 4-мӗш номерлинче вара, вӑл хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ, амбулаторипе поликлиника пулӑшӑвӗ кӳрессине анлӑлатасшӑн иккен. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерстви пӗлетрнӗ тӑрӑх, пациентсемшӗн ним те улшӑнмалла мар. Ылмашу, тӗпрен илсен, сиплев учрежденийӗсен ертӳҫисене пырса тивмелле имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Канашри ҫӗнӗ чарӑну «Канашри резецсен савучӗ» акционерсен уҫӑ обществи ыйтнипе Канашра ҫӗнӗ чарӑну уҫнӑ. Савут ертӳҫисем кун пек ыйтупа хула администрацине тухнӑ. Вӗсем 8-8Э маршрута «Резецсен савучӗ» чарӑну патне ҫитерме ӳкӗтленӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне хаклакан комисси чарӑну вырӑнне палӑртнӑ хыҫҫӑн унта павильон уҫма йышӑннӑ. Ку эрнере чарӑнӑва уҫнӑ. Унта ҫити автобуссем кунне икӗ хутчен хутлӗҫ. Кунсӑр пуҫне Коооператив урамӗнче автозаправка станцине хирӗҫ, Чернышевский урамра 8–8Э маршрут ҫаврӑнакан лаптӑка хирӗҫ татат Машина тӑвакансен урамӗнче («Автомир» тата «Стройсити» лавккасем тӗлӗнче) автобус павильонӗсем уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() HeadHunter тӗпчев служби ыйтӑм ирттернӗ те Шупашкарти студентсенчен 76 проценчӗ урӑх ҫӗре тухса кайма ӗмӗтленнине пӗлтернӗ иккен. Уйрӑмах гуманитарисемпе маркетологсем тухса вӗҫтерме хатӗр. Тухтӑрсемпе вӗрентекен дипломне алла илекенсенчен ытларахӑшӗ кунтах юлма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. Чикӗ леш енче ӗҫе вырнаҫма ӗмӗтленекенсене илсен, вӗсем ӗҫ укҫи нумайрах тӳлессе шанаҫҫӗ иккен. Тата пурнӑҫ пахалӑхӗ пысӑкрах тесе шухӑшлани те вӗсене илӗртет иккен. Студентсенчен 30 проценчӗ чылай вӑхӑтлӑха чикӗ леш енче юлма хирӗҫ мар иккен, тепӗр ҫавӑн чухлех ҫамрӑк 5 ҫултан сахалтарах вӑхӑтлӑха кайма хирӗҫ мар. Ют ҫӗршыва тухса каяс ӗмӗтпе пурӑнакансенчен 46 проценчӗ Европа пирки ӗмӗтленет иккен. Ыйтӑма 1217 студент хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Атӑлта ишмелли тапхӑр вӗҫленнине кура ҫынсене шыв тӑрӑх «Шупашкар-пляж» маршрутпа турттарма пӑрахнӑ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх ку ҫулпа кӑҫал 22 пине яхӑн ҫынна каҫарнӑ. Шыв ҫулне уҫнӑранпа трамвайсем «Куславкка – Волжск – Куславкка» маршрутпа ҫӳренӗ. Вӑл направленипе пассажирсене кунне виҫӗ хутчен: 7 сехетре, 12 сехет те 30 минутра, 17 сехет те 30 минутра — илсе ҫӳренӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗ тӗлне 12 пине яхӑн пассажир ку ҫула суйланӑ. Шупашкарти юханшыв портӗнчен уҫӑлса ҫӳремелли теплоходсем ҫӳретнӗ. Вӗсене кунне тӑватӑ хутчен ҫӳретнӗ. Теплоход пассажирсем 25 ҫынтан кая мар пуҫтарӑннӑ май ҫула тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Луганск облаҫӗнчен пӗр усламҫӑ хӑйӗн станокӗсемпе тата рабочийӗсемпе куҫса килнӗ. «Луганскри машиностроитель» уйрӑм ҫын компанийӗ хӑйӗн ӗҫне Шупашкарта пуҫарать иккен. Хирӗҫтӑру пыракан территорирен 23 ҫын ҫемйисене кӑна мар, станоксене те илсе тухнӑ. Тимӗр тирпейлекен станока Луганск рабочийӗсем эрнекун ӗҫлеттерсе ярасшӑн иккен. 12 ҫул предприяти тӑван ҫӗршывӗнче кӑларнӑ продукцин ытларах пайне Раҫҫее сутса пурӑннӑ. Цех енне пеме тытӑнсан оборудование илсе тухма тивнӗ. Станоксенчен ҫурри Донецкри таможня складӗнче тӑрса юлнӑ иккен-ха. Вӗсене илсе килейсен тата тепӗр 50 ӗҫ вырӑнӗлӗх производство уҫма пулать-мӗн. Предприятин техника консультанчӗ Николай Друзьев каланӑ тӑрӑх, малтан вӗсем Ростов облаҫӗнче чарӑннӑ. Унти 6 предприятире пулнӑ. Пуринче те вӗсенче Украинӑран тарса килнисем кура урӑх вырӑна куҫма шут тытнӑ. Чӑваш Енре, ҫитменнине, паллакансем пулнӑ. «Луганскри машиностроитель» предприятире ӗҫленисене Раҫҫее куҫса килме тархаслама тивмен-мӗн — кӑмӑлпах куҫнӑ. Уйӑх каялла Шупашкара ҫитнӗскерсене валли предприяти ертӳҫисем хваттер тара илсе панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Вутланти ҫенӗ кӗпер Комсомольски районӗнчи Вутлан ялӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пулӑшнипе тата хӑйсем тӑрӑшнипе кӗпер тунӑ. Вӑл тӗп урампа Чапаев урамне ҫыхӑнтарать. Унччен ҫынсене те, выльӑх-чӗрлӗхе те пӗр урамран теприне ҫитме йывӑр пулнӑ. Кӗпер тумашкӑн пӗренесене харпӑр усламҫӑ кӳрсе килнӗ, хӑмасемпе ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тивӗҫтернӗ. Пӑтасемпе ытти хатӗр-хӗтӗре ҫынсем килӗсенчен илсе тухнӑ. Халӑх кӗпере 3 кунра туса пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурлан 26-мӗшӗнче 21 сехет те 20 минутра Шупашкарта инкек пулнӑ. Ку Гладков урамӗнчи 28-мӗш ҫурта хирӗҫ пулса иртнӗ. Пӑтӑрмаха курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, 21-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус «зебра» умӗнче чарӑнса тӑнӑ, ҫынсене ирттерсе янӑ та малалла кайма тытӑннӑ. Ҫав самантра троллейбус умӗнче тепӗр ҫын пулнӑ-мӗн. Троллейбус малти урапипе 32 ҫулти хӗрарӑм урлӑ каҫса кайнӑ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче 56 ҫулти хӗрарӑм пулнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, 32 ҫултискер ҫул урлӑ ятарлӑ вырӑнта каҫма тӑман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Томас Файдер Етӗрнери тӗп вулавӑшра Ҫурлан 26-мӗшӗнче Етӗрнери тӗп вулавӑша Германире пурӑнакан Томас Файдер ҫитсе курнӑ. Вӑл Раҫҫей историне лайӑх пӗлет, вырӑс чӗлхине хӑй тӗллӗн вӗреннӗ, ҫавӑнпа ку чӗлхепе аван калаҫать. Томас мӑкшӑ чӗлхине чухлать. Ҫак чӗлхене вӗренмешкӗн вӑл ятарласа Йошкар-Олара пурӑннӑ. Томас чӑваш чӗлхипе тата культурипе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл Чӑваш Ене Етӗрне районӗнчи Пушкӑрт ялне килнӗ. Кунта вӑл чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗнчен Светлана Торбаевӑран чӗлхене вӗренет. Етӗрнери тӗп вулавӑш директорӗ Нина Догова хӑнана Етӗрне хулин историйӗ, культури пирки каласа кӑтартнӑ, вулавӑшра экскурси ирттернӗ. Томас чӑваш хресченӗн хатӗр-хӗтӗрне, чӑваш наци тумӗсене хӑйӗн аллипе тытса курнӑ. Хӑнана Етӗрнере питӗ килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |