Статистика
![]() Чӑваш Енӗн Юстици министерстви ҫемьесем мӗншӗн уйрӑлнине тишкернӗ. Ҫемье арканнин тӗп сӑлтавӗ кӑмӑл пӗр килменни, пурнӑҫа тӗрлӗрен хаклани тата мӑшӑрсем тепӗр ҫынпа ҫыхланни иккен. Ҫемьесенчен 70 процентӗнче арӑмӗсем пуҫарнипе арканать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ маларах асӑннӑ министерство уйрӑлакан ҫемьесене ятарлӑ анкета ыйтӑвӗсене хуравлама ыйтни тӑрӑх. Анкетӑри ыйтусене кӑҫалхи ҫур ҫулта 1832 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 41,6 проценчӗ — арҫынсем. Ҫемье арканнин сӑлтавӗ шутӗнче — кӑмӑл пӗр килменни (27%), пурнӑҫа тӗрлӗрен хаклани (23%), мӑшӑрсем тепӗр ҫынпа ҫыхланни (14,6%), алкоголизмпа е наркоманипе чирли (8,4%). Мӑшӑрсенчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫленипе те ҫемье арканать иккен — ун пеккине ыйтӑма хутшӑннисенчен 5,8 проценчӗ пӗлтернӗ. 5,5 проценчӗ ача ҫуккипе уйрӑлать. Укҫа ҫитменни те икӗ ҫулпа уттарать (5,1%). Ҫемьере алӑ ҫӗкленине тӳсеймесӗр 4,2 проценчӗ уйрӑлать. Пӗрле пурӑнма кӗтес ҫуккипе ҫемьесен 3,5 проценчӗ арканать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Пурте мар та, анчах чӗрӗк пайӗ. Кун пирки Чӑваш Енри Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ Олег Бирюков Коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри координаци канашӗн ларӑвӗнче каланӑ иккен. Сӑмахӗ унта ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене сӳтсе явнӑ май сиксе тухнӑ-ха. Нумай хваттерлӗ ҫуртсене тытса тӑракансен кӑҫалхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен лицензи илмелле пулать. Заявкӑсене кӗркуннех пухма пуҫлаҫҫӗ. Ҫав хута управляющи компанисемпе ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен юлташлӑхӗсен ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗччен илсе ӗлкӗрмелле. Управляющи компанисемшӗн паха ҫав хута париччен асӑннӑ организацисен ертӳҫисем квалификаци экзаменне епле тытнине те тӗпе хурассине ӗнентереҫҫӗ. Правӑна сыхлакан органсенче управляющи компанисен тӗлӗшпе ӗҫсем пуррипе ҫукки те кӑсӑклантармалла. Правӑна пӑсасси вӑл сферӑра сайра вӗҫӗмех тӗл пулать. Кӑҫалхи 7 уйӑхра кӑна 47 преступление тытса чарма май килнӗ. 13 ҫын тӗлӗшпе сӗтевле 18 ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчесе пӗтернӗ ӗҫсене илсен, управляющи компанисем 11 миллион тенкӗлӗх ытла шар кӳнӗ. Олег Бирюков шучӗпе компанисен 20–25 проценчӗ лицензи илеймессе те пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Каникул вӗҫленсе пырать. Ӑна ачасем асра юлмалла ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗрисем кӳлӗ хӗррине вӑлта йӑтса чупаҫҫӗ, теприсем пахчара ашшӗ-амӑшне пулӑшаҫҫӗ. Муркаш ачисем вара ача-пӑча вулавӑшӗнче «Симӗс кӗнеке» кӗнекепе паллашнӑ. 5-мӗш класа куҫнӑ шӑпӑрлансем эмел курӑкӗсем пирки вулас пӗлнӗ, вӗсем ҫинчен хывнӑ сӑвӑсемпе тата халапсемпе паллашнӑ. Вулавӑш ӗҫченӗ ачасене эмел курӑкӗсене епле уйӑрмаллине, вӗсемпе мӗнле усӑ курмаллине каласа кӑтартакан кӗнекесемпе те паллаштарнӑ. Юлашкинчен ачасем усӑллӑ курӑксенче вӗретнӗ чей ӗҫнӗ.
Сӑнсем (8) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкек вырӑнӗ Паян Шупашкарта краҫҫынлӑ цистерна тӳнсе кайнӑ. Груз турттаракан пуйӑс Шупашкарти Гремячево текен район тӗлӗнче КамАЗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Инкекӗ паян ирхи 9 сехет те 50 минутра пулнӑ. Цистернӑсенчен пӗри рельс ҫинчен тухса кайса тӳнсе кайнӑ, унтан краҫҫын юхса тухнӑ. Анчах нумаях мар. Пӗр 100 литр пек теҫҫӗ. КамАЗ водителӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна ӑсатнӑ. Краҫҫын юхса тухнӑ вырӑна ятарлӑ хатӗрпе ҫийӗнчех сиенсӗрлетнӗ иккен, ҫавна май вӑл чӗрӗлсе каяс хӑрушлӑх ҫук. Инкек сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Туудеровсем Елчӗкри музейра Елчӗкри историпе таврапӗлӳ музейӗнчен тӗрлӗ наци ҫыннисем татӑлма пӗлмеҫҫӗ тени ӳстеререх калани пулать-тӗр. Ҫапах та унта тӗрлӗ ҫӗртен час-часах килсе ҫӳрени чӑнлӑх. Нумаях пулмасть унта Эстони ҫыннисем пулнӑ. Вӗсем — Туудеровсен ҫемйи. Настя тата Мадис. Анастасия — Чӑваш Енрен. Сӗнтӗрвӑрринче ҫуралнӑскер Таллинта ӗҫлесе пурӑнать. Мадиспа ҫемье ҫавӑрни вӗсен нумаях мар. Туй ӗҫкине вӗсем наци тумӗ тӑхӑнса уявланӑ. Настя — чӑваш наци тумӗпе, Мадис — эстонсеннипе. Елчӗкри музея пырса курма вӗсене ҫамрӑксен тӑванӗ, Ираида Захарова, сӗннӗ. Хӑй вӑл Елчӗк районӗнчи Тӳскелте ҫуралса ӳснӗ. Унтан Эстоние тухса кайнӑ. Халӗ вӑл унти чӑвашсен «Volgomaa» диаспорине ертсе пырать иккен. Эстони халӑхӗсен ассоциацине кӗрекен организаци ҫумӗнче «Палан» ансамбль йӗркеленӗ. Вӑл вара тӗрлӗ ҫӗршыва концертпа ҫӳрет. Ираида Захарова тӑван тӑрӑхне ҫулсерен килме тӑрӑшать, Эстонире пурӑнакан чӑвашсене пӗтӗҫтерессипе те тимлет. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Ҫатӑрка Ҫырми ялӗ 365 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Вӑл 1649 ҫулта пуҫланса кайнӑ. Ҫатӑрка Ҫырми ялӗ паллӑ ҫынсемпе пуян. Кунта СССР спорт мастерӗ Анатолий Петров, Крым Республикинчи украинсемпе чӑвашсен туслӑхӗн председателӗ Василий Иванов (Евпаторире пурӑнать), эстрада артисчӗ Александр Ильин ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн уяв концерчӗ пуҫланнӑ. Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Трофимов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ. Александр Федорова, Лидия Федотовӑна, Петр Лысенина, Дмитрий Счетова, Дмитрий Федотова тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн, яла хӑтлӑх кӗртнӗ ӗҫе хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотисемпе чысланӑ. Вера Лысенинӑна, Надежда Ивановӑна, Иван Федотова культура мероприятийӗсене хастар хутшӑннӑшӑн Хисеп грамотисем панӑ. Концерта чӑваш эстрада юрӑҫисем, пултарулӑх ушкӑнӗсем, уйрӑм ҫынсем хутшӑннӑ. Сӑнсем (81) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Элӗк районӗнчи Кураккасси ялӗнче пурӑнакан Андреевсем ҫурт-йӗр таврашне илем кӳрессишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Людмила Никитичнӑна малтанах ку ӗҫре хӗрӗсемпе мӑшӑрӗ Юрий Иванович пулӑшнӑ. Халӗ кӗрӳшӗсем те ку ӗҫе явӑҫнӑ. Кураккасси хапхинченех хӑнасене акӑшсем, чечек клумбисем кӗтсе илеҫҫӗ. Инҫех мар ача-пӑча лапамӗ вырнӑҫнӑ. Ӑна кивӗ шинӑсенчен ӑсталанӑ. Ҫурт умӗнчи пахчара тӗрлӗ чечек ешӗрет. Унтах — ҫӑлкуҫ. Пахчана икӗ пӗчӗк пӗве илем кӳрет. Пӗрин тавра ҫатан карта тытса ҫаврӑннӑ. Ҫуртпа юнашарах пӗчӗк вӑрман кашлать. Унта мӗн тӗрлӗ йывӑҫ-тӗм ҫук-ши! Андреевсен илем тӗнчи ял халӑхне те, хӑнасене те илӗртет. Сӑнсем (11) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() «Нивӑри» агитбригада концерчӗ Хальхи вӑхӑтра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ял хуҫалӑх ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Елчӗкри ҫӗр ӗҫченӗсене «Хӗлхем» агитбригада хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать, ӗҫлеме вӑй-хал хушать. Ытарайми чӑваш тӗрриллӗ ҫипуҫ тӑхӑннӑ юрӑҫсем Курнавӑшри ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсемпе пӗр шухӑшлӑ пулса «Нива» агрофирмӑна ҫитнӗ. Унта вӗсем савӑк юрӑ-кӗвӗ шӑрантарнӑ, ҫӗр ҫыннисене ӗҫшӗн тав тунӑ. Хӗрӳ ӗҫе пӑхмасӑрах хресченсем концертпа хаваспах савӑннӑ, хӑнана татах килме ыйтса вӗсемпе сывпуллашнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() «Иккӗмӗш Сӑпасра чухӑн та панулми ҫиет», — тенӗ авалтан. Ҫинӗ чухне вара лайӑххи пирки ҫеҫ ӗмӗтленмелле тесе аса илтереҫҫӗ Елчӗкри тӗп вулавӑшра. Ҫӑпасра панулми ҫинӗ чух ӗмӗтленни пурнӑҫланать имӗш. «Сӑпас сӗтелӗ апат-ҫимӗҫпе тулӑх. Ку вӑхӑтра пахча ҫимӗҫ те, улма-ҫырла та пиҫсе ҫитет. Улмуҫҫийӗ те йӑтӑнса ларать. Ҫанталӑк, ҫуллахипе танлаштарсан, йӑвашланни палӑрать. Ахальтен мар ваттисем: «Иккӗмӗш Сӑпасран алсиш хатӗрле», — теҫҫӗ. Ку уяв хыҫҫӑнхи ҫумӑр ҫӑкӑра ҫӗртни ҫинчен те калаҫҫӗ халӑхра. Апла пулсан хӗвел те вӑрмансем, уйсем урлӑ ура яни куҫ кӗретех», — тесе тишкернӗ авалтан сӑнанине асӑннӑ культура учрежденийӗ. Виҫӗ Сӑпас хушшинче вӗҫен кайӑксем те кӑнтӑр енне кайма пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫак кунран кӗрхи тырӑсене акма юрать. Елчӗкри тӗп вулавӑшра «Виҫӗ сӑпас» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Ҫак куравра вулакансем тӗн уявӗсен пӗлтерӗшӗпе историне, халӑхӑн авалтан пыракан йӑли-йӗркипе паллашма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех халӑхра ҫанталӑка анлӑн сӑнанисем ҫинчен те. Сӑмахран, панулми Сӑпасӗ мӗнле пулать, Пукравра та ҫавнашкал кун кӗт. Е тата иккӗмӗш Сӑпасри ҫанталӑк кӑрлачрипе пӗр килет, теҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Шевлере» канакасем Ҫурлан 14-мӗшпе 27-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи «Детский отдых» (чӑв. Ачасен канӑвӗ) ТМЯП кану базинче республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи пултаруллӑ шкул ачисем «Шевле» уйлӑхра канаҫҫӗ. Кунта Шупашкар хулинчи, Муркаш, Йӗпреҫ, Тӑвай, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк тата Етӗрне район ачисем лекнӗ. Ачасен канӑвӗ кӑсӑклӑ иртет. Вӗсене тӗрлеме, ташлама, чӑваш апат-ҫимӗҫне пӗҫерме вӗрентеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак маттур ачасемпе «Тантӑш» хаҫат редакцийӗн журналисчӗсем, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн актёрӗсем тӗлпулусем ирттерӗҫ. Паллах, кӑсӑклӑ экскурсисемсӗр ачасен канӑвӗ иртмӗ. Уйлӑха ҫурлан 15-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ: «Несӗлсен ҫӗрӗ ҫинче» паллашу саманчӗ иртрӗ, ачасем уйлӑх йӗркипе паллашрӗҫ, отрядсене ятсем пачӗҫ, уйлӑх логотипне суйларӗҫ, стена ҫинчи хаҫатсем кӑларма шантарчӗҫ. Пӗрремӗш кунхине ачасем валли ятарлӑ концерт йӗркелерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |