Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем

Персона Вулавӑшри кӗнеке куравӗ
Вулавӑшри кӗнеке куравӗ

Ҫурлан 21-мӗшӗнче Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитрӗ.

Айхи — Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ, К. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн, Ф. Петрарка Хрантсуссен академийӗн, Кӑнтӑр Тироль премийӗн, Б. Пастернак тата ытти преми лауреачӗ. Патӑрьелсем ун ячӗпе пушшех мӑнаҫланма пултараҫҫӗ. Ара, вӑл унти чӑваш-ҫке.

Вырӑс чӗлхипе ҫырса тӗнчене чапа тухнӑ чӑваш поэчӗ малтанхи сӑввисене тӑван чӗлхепе ҫырнӑ. Унӑн хайлавӗсем 1949 ҫулта пуҫласа кун ҫути курнӑ. Айхин кӗнекисем каярах Чехословакинче, Швейцаринче, Францинче, Англинче, Польшӑра, Венгрире, Югославинче, Нидерландра, Швецинче, Данинче, Финляндинче, Болгаринче, Турцинче тата Японире пичетленнӗ.

Патӑрьелти ача-пӑча вулавӑшӗн вулав залӗнче «Тӗнче пӗлет Айхине» кӗнеке куравӗ йӗркеленӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулхи сӑввисем, поэмисем, маларах икӗ томпа пичетленнӗ ҫырнисен пуххи, Айхи пирки унӑн тусӗсемпе паллаӑ ҫынсем аса илнисем вырӑн тупнӑ.

Куравӑн пӗр пайне поэтӑн йӑмӑкне, Ева Лисинӑна, халалланӑ. Вӑл — ятлӑ ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 26-мӗшӗнче вӑл 75 ҫул тултарнӑ.

Малалла...

 

Пӗлтерӳ Мария Юркевӑн ӗҫӗ
Мария Юркевӑн ӗҫӗ

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти республикӑра пурӑнакансене «Ҫирӗп ҫемье — елейлӗ ачалӑх» конкурса хутшӑнма чӗнет.

Фотоконкурс тӗллевӗ ҫемье институтне ҫирӗплетесси, кил-йыш хаклӑхне ҫынсем хушшинче сарасси, ҫемьери йӑла-йӗркене аталантарасси тенӗ. Кунсӑр пуҫне конкурс хитре сӑн ӳкерме пултаракан пултаруллӑ ачасене тупса палӑртасси тесе каланӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва миҫе ҫулхисен хутшӑнма юранине кӗске хыпарта каламан та, анчах номинацисем тӑрӑх унта ачасем хутшӑнмалли сисӗнет: «Анне аллин ӑшши», «Манӑн атте чи лайӑххи», «Пирӗн юратнӑ асаннесемпе асаттесем», «Ҫемье портречӗ», «Анне, атте тата эпӗ — спорт ҫемйи», «Ҫемье канӑвӗн савӑнӑҫлӑ саманчӗсем», «Манӑн ҫемье — манӑн пуянлӑхӑм».

Фотоконкурс юпан 31-мӗшӗччен пырать. Ӗҫсене konkurs-21@mail.ru электронлӑ адреспа йышӑнаҫҫӗ. Конкурс условийӗпе «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче паллашма пулать иккен.

Конкурса ярса панӑ сӑнсем (129)

 

Республикӑра Канашлурисем
Канашлурисем

Пирӗн республикӑра ют ҫӗршыв ҫыннисене ытларах явӑҫтарӗҫ. Ҫак ыйтӑва паян Миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи ларура сӳтсе явнӑ.

Ют ҫӗршыв ҫыннисем ытларах кирлине кура квотӑна ӳстерме ыйтса пирӗн республика Раҫҫейӗн ӗҫ министерствине ҫырупа тухнӑ иккен.

Кӑҫала квотӑна малтанласа 1345 ҫынлӑх палӑртнӑ пулнӑ-ха. Квота резервӗ пуррине кура иртнӗ уйӑхра Чӑваш Ене 95 ҫынлӑх ӳстерсе панӑ. Ҫапах та ӗҫлекенсем кунпах ҫитмен имӗш, тата тепӗр 126 ҫынлӑх квота ыйтнӑ.

Республикӑн сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ Галина Германова канашлура ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫурлан 12-мӗшӗ тӗлне асӑннӑ ведомствӑна пирӗн патри организацисенчен квота виҫине тепӗр 123 ҫынлӑх ӳстерме ыйтнӑ ҫыру ҫитнӗ иккен. Ют ҫӗршыв ҫыннисене общество апатланӑвӗнче тата тирпейлекен производствӑра ытларах чух шыраҫҫӗ иккен. Ыйтса ҫырнисенчен хальлӗхе комисси 45 ют ҫӗршыв ӗҫченӗ валли квота ыйтас шухӑша ырланӑ.

 

Культура Вӑрманкасри «Парне» фольклор ушкӑнӗ
Вӑрманкасри «Парне» фольклор ушкӑнӗ

Шупашкар районӗнчи Вӑрманкасри «Парне» фольклор ансамблӗ Инди фильмне ӳкерме хутшӑнать.

Раҫҫейпе Инди пӗрле ӳкерекен «Плата за любовь» икӗ сериллӗ фильм режиссерӗ Бачан Бобби Шупашкарта тӑватӑ ҫул пурӑнать иккен. «Парне» ансамбльпе Бачан Бобби ҫурлан 10-мӗшӗнче паллашнӑ. Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчи диаспорӑсен пайташӗсем тата Инди режиссерӗ чӑваш йӑлипе паллашас тӗллев лартнӑ. «Парне» юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Хайхисен пултарулӑхӗ Бачан Боббине кӑмӑлӑ кайнӑ-мӗн те вӑл вӗсене фильмра ӳкерӗнме сӗннӗ.

Ҫурлан 12 тата 14-мӗшӗнсенче ансамбль кинора ӳкерӗннӗ. Фольклор ансамбльне ҫӳрекен 12 ҫын фильмӑн халӑх йӑлипе-йӗркипе ҫыхӑннӑ пайӗнче ӳкерӗннӗ. Унта «Парне» юрату юррисене шӑрантарнӑ. Инди режиссерӗ «парнесене» массӑллӑ сценӑсенче те ӳкерӗнме чӗннӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ Николай Иванович Есенцев
Николай Иванович Есенцев

Вӑрнар районӗнчи Хапӑс ялӗнче пурӑнакан Николай Есенцев пахчара 30 ҫул ытла ӗҫлет. Ҫак ӗҫ ӑна питӗ килӗшет. Николай Васильевичӑн ку енӗпе ятарлӑ пӗлӳ ҫук пулсан та вӑл темӗн тӗрлӗ ҫимӗҫ, йывӑҫ ӳстерет.

Унӑн пахчинче иҫӗм ҫырли, черешня, алыча, груша, панулми, хурлӑхан, хӑмла ҫырли, йӗплӗ хурлӑхан, ҫӗмӗрт, хура хӑмла ҫырли тата ытти те ӳсеҫҫӗ. Хуҫалӑхра ӑна хӗрӗ Елена пулӑшать. Вӑл чечексем, хурӑн ҫырли, арпус, дыня, сухан тата ытти ҫимӗҫе лартса ӳстерет.

Есенцовсем ӗҫчен те пултаруллӑ ҫынсем. Николай Иванович Вӑрнарти пултарулӑх ҫуртӗнче вӗрентекенре ӗҫлет. Вӑл чылай теннисиста хатӗрленӗ. Елена Николаевна — Вӑрнарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн ӳнер уйрӑмӗн заведующийӗ.

Сӑнсем (22)

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Кӳкеҫри «Сельхозтехника» чарӑну патӗнче битум пички тӳнсе кайнипе вӑхӑтлӑха ҫула хупса хума тивнӗ. Инкекӗ кӑнтӑрла иртни 1 сехет те 20 минутра пулнӑ.

Битумлӑ пичке тӳннине кура вут хыпса илнӗ. Ҫулӑма сӳнтерессишӗн яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ӗҫе кӳлӗннӗ. Инкекпе кӗрешнӗ вӑхӑтра машинӑсене «Вятка» ҫулпа ҫӳремелле тунӑ.

Инкек сӑлтавӗ пирки каласан, пичкене кӳрсе каякан машинӑпа пичкене ҫыхӑнтаракан сӑнчӑр татӑлнӑ иккен.

 

Спорт

Раҫҫейӗн Спорт министерстви регионсенче вӑй-хал культурипе спорта аталантарнипе смотр-конкурс йӗркеленӗ. Унта ултӑ кӑтартӑва шута илнӗ иккен: физкультурӑпа массӑллӑ спорт, ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорчӗ, пысӑк ҫитӗнӳсемлӗ спорт, хӑнӑхмалли физкультурӑпа спорт, пурлӑхпа техника бази, физкультурӑпа спорта укҫа-тенкӗ хывасси.

2 миллионран сахалтарах ҫын пурӑнакан тӑрӑхсем хушшинче пирӗн республика иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Калуга облаҫӗ йышӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Тӗмен облаҫӗ.

82 региона илсен Чӑваш Ен Пушкӑрт Республики, Калуга облаҫӗ тата Краснодар енӗ хыҫҫӑн пӗтӗмӗшле рейтингра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мускав, сӑмах май, — 16-мӗш вырӑнта, Питӗр хули — 26-мӗш.

 

Вӗренӳ Вӑрмартиа ача пахчи
Вӑрмартиа ача пахчи

Вӑрмар поселокӗнче 145 вырӑнлӑх ача пахчи тӑвасси малалла пырать. Объектра ӗҫсем епле пынипе паллашма паян вырӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин тата унӑн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство, ҫул-йӗр тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Тихонов ҫитнӗ.

Халӗ объектра шалти ӗҫсем пыраҫҫӗ, сантехника ӗҫӗсемпе аппаланаҫҫӗ, территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Стройкӑра 40 ҫын тӑрӑшать иккен. Ӗҫе 60 миллион тенке яхӑнлӑх пурнӑҫланӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе тата пахалӑхӗпе кӑмӑллине палӑртнӑ-мӗн.

 

Экономика Канашлура
Канашлура

Республикӑра «Вырӑнтине суйла — хамӑрӑннине туян» акци иртмелле. Ҫав ыйтупа ӗнер Ял хуҫалӑх министерствинче канашлу пухнӑ.

Ҫак акцие ҫӗршыв Президенчӗн хӑш-пӗр ятарлӑ экономика мерисем йышӑнассипе ҫыхӑннӑ Хушӑвне пурнӑҫласа йӗркелеҫҫӗ иккен. Хамӑр патри продукци пирки халӑх патне тӗллев лартнӑ май ҫынсене кунти патне илӗртесшӗн.

Республикӑри акци авӑн уйӑхӗнчен тытӑнса раштав таран пымалла. Ӑна пуҫараканӗсем — Ял хуҫалӑх, Экономика аталанӑвӗн министерствисем. Акци операторӗ — Чӑваш Енӗн Суту-илӳпе промышленноҫ палати.

Ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче хамӑр патри продукци ҫинчен каласа кӑтартакан информаципе анлӑ паллаштарма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли радио-телевиденипе хаҫатран тытӑнса реклама экранӗсемпе урамра ҫырса ҫакасси таранах шухӑшлаҫҫӗ.

Телевизорпа «Тӗрӗслевлӗ туяну» текен проект пурнӑҫа кӗртесшӗн. Ку вӑл Раҫҫей телеканалӗсенчен пӗринпе ирттерекен ҫавӑн йышши кӑларӑма ҫывӑх пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче хамӑр патри тата республика тулашӗнче кӑларакан продукцие туянӗҫ те ӑна экспертсем хаклӗҫ.

 

Ял хуҫалӑхӗ Хӗрарӑмсем хӑмла пуҫтараҫҫӗ
Хӗрарӑмсем хӑмла пуҫтараҫҫӗ

Юлашки ҫулсенче республикӑра хӑмла ытлах ӳстермеҫҫӗ. Ҫӗрпӳ районӗнче вара Раҫҫей ял хуҫалӑх академин Чӑвашри ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ҫӗрӗсем ҫинчи хӑмла пахчинче хӗрӳ ӗҫ пырать — «симӗс ылтӑн» пулса ҫитнӗ.

Хӑмла ӳстерекен пай заведующийӗ Анатолий Коротков пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем «сумерь», «подвязный», «цивильский», «дружный», «флагман», «фаворит» тата ытти сортсене лартса ӳстереҫҫӗ.

Плантацире хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ, ретсем хушинче ҫум курӑк ҫук. Тӑпрана кӑпкалатни, им-ҫам сапни курӑнать. 6 метр ӳснӗ хӑмлана алӑпа касаҫҫӗ те комбайн ҫине илсе каяҫҫӗ.

Асӑннӑ хуҫалӑхра 11,86 гектар лаптӑкри хӑмлана пухса кӗртмелле. Хальлӗхе 1 гектара яхӑн лаптӑкне ҫеҫ пухса кӗртнӗ.

Сӑнсем (12)

 

Страницӑсем: 1 ... 3241, 3242, 3243, 3244, 3245, 3246, 3247, 3248, 3249, 3250, [3251], 3252, 3253, 3254, 3255, 3256, 3257, 3258, 3259, 3260, 3261, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.