Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурлан 20-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет те 30 минутра Тӑвай районӗнче Нӑрваш ялӗ ҫывӑхӗнче икӗ урапа (автомобиль) ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗринче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Тӑвай районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти каччӑ транспорта правасӑр ларнӑ. Ҫак документсӑр 18 уйӑхлӑха вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗнче тӑрса юлнӑ. Ҫул ҫинче вӑл хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та «ВАЗ-2112» автомобильпе ҫапӑннӑ. Унта руль умӗнче Тӑрмӑш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, 53 ҫултискер, пулнӑ. 53-ри арҫынна реанимацие илсе ҫитернӗ, анчах вӑл операци вӑхӑтӗнче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Анаткассем - уявра Ҫурла уйахӗн 20-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Анаткас ялӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Уяв ялти чи илемлӗ вырӑнта — пӗве хӗрринче — иртнӗ. Мероприятие Шуршӑлти культурӑпа информаци центрӗн ӗҫченӗсем ертсе пынӑ. Шуршӑл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н.Алексеев уява уҫнӑ хыҫҫӑн ентешӗсене саламланӑ. Юбилярсене, хастар ҫынсене грамотӑсемпе, парнесемпе чысланӑ. Анаткассен уявне «Звездный» халӑх ансамблӗ, «Шурӑмпуҫ» вокал ансамблӗ, «Илем» фольклор ансамблӗ хутшӑннӑ. Халӑх кашнине хапӑл туса йышӑннӑ. Анаткасра пурӑнакан Л.П.Федорова тӑван ялӗ пирки хӑй ҫырнӑ сӑввисене вуласа панӑ. Унтан анаткассемпе хӑнасем сӗтел хушшине ларса наци ҫимӗҫӗпе сӑйланнӑ. Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗленӗ. Сӑнсем (62) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри тӳрленмелли колонисенче те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ. 2014–2015 ҫулсенче айӑпланнӑ 678 ҫын вӗренӳ ӗҫне кӳлӗнӗ. Колонисенче 30 ҫула ҫитменнисем валли пӗлӳ илмелли пур условие те туса панӑ. Вӗсенче пӗтӗмпе вӗренӳпе консультацин 10 пункчӗ ӗҫлет. Пӗлтӗрхи кӑтартӑва илес тӗк, айӑпланнӑ 174 ҫын экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытса аттестат илнӗ. Вӗсенчен пӗр хӗрарӑм Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменне ӑнӑҫлӑ тытнӑ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле мӗн пур пункта тӗрӗсленӗ. Пӳлӗмсенче юсав ӗҫӗсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, вӗренӳ литературине те ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Кашни халӑх пуян. Укҫа-тенкӗ пирки мар сӑмах — ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ ҫинчен. Кашни халӑхӑн тупмалли юмахсем, юрӑсем, юмахсем, ваттисен сӑмахӗсем тата ыттисем пур. Чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлисенчен пӗри — вӑйӑ. Етӗрне районӗнчи «Шевле» ушкӑнри хӗр-упраҫпа яш-кӗрӗм чӑваш ҫамрӑкӗсен вӑййипе, юррипе ыттисене паллаштарас тӗллевпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Палтайри вӑтам шкул ҫумӗнчи «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗн ертӳҫи Н.В.Серебрякова ачасене «Ал татмалла», «Ят пӗлмелле», «Тутӑр пухмалла» вӑйӑсем выляма, «Итлӗр кукку сассине», «Ҫирӗк ҫулҫи ҫиле май» юрӑсене вӗрентнӗ. Кунашкал мероприятисем ачасене тӑван чӗлхемӗре ытларах юратма, хисеплеме, чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма пулӑшать. Сӑнсем (3) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш халӑх поэчӗ Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем чылай иртеҫҫӗ. Куславккари тӗп вулавӑш ӗҫченӗсем ав Геннадий Николаевича халалланӑ буклет евӗр кӗнеке кӑларнӑ. Ӑна «…Тише смерти и тише тебя…» ят панӑ. Буклетра Геннадий Айхи ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Унта вӑл 1960–1970 ҫулсенчи авангард ӳнерӗн лидерӗ, вырӑс сюрреализмӗн пуҫаруҫи пулнине, чӑваш поэзине тата культурине тӗнчере сарассишӗн нумай тӑрӑшнине асӑннӑ. Буклета Ева Лисина Геннадий Айхине халалласа ҫырнӑ «Плач по брату» реквием пуянлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Паян Тутарстанра авалхи Пӑлхар хулине ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртес ыйтупа ятарлӑ мероприяти иртет. Унта пирӗн рсепубликӑн культура, наци тата архив ӗҫӗсен министрӗ Вадим Ефимов хутшӑнать. Мероприяти программине Пӑлхарӑн историлле объекчӗсене (Хура палатӑна, Шурӑ палатӑна, мавзолея, Пӗчӗк минарета, Собор мечетне), Пӑлхар аталанӑвӗн музейне, Ислам йышӑннине палӑртса лартнӑ паллӑпа, Шурӑ мечетпе, Ҫӑкӑр музейӗпе паллашассине кӗртнӗ. Темиҫе минут каялла, 17 сехетре, Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет театрӗнче асӑннӑ комплекса ЮНЕСКО эткерлӗхне кӗртесси ҫинчен калакан сертификата савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пама палӑртнӑ. Асаилтеретпӗр, Тутарстан влаҫӗ тӑрӑшнипе Пӑлхар хулине ЮНЕСКО кӑҫал ҫӗртмен 23-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери эткерлӗхӗн палӑкӗ тесе йышӑннӑ. Вӑл 1002-мӗш номерпе ҫырӑннӑ. Сӑмах май Раҫҫейре унашкал палӑксем тата 25 пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Концерт саманчӗ Республикӑри районсенчен тата ытти регионсенчен килнӗ чӑвашсем кашни ҫулах хула кунӗнче Чӑваш наци конгресне кӗрсе тухаҫҫӗ тесе пӗлтерет конгресӑн информаци службин ертӳҫи Зоя Яковлева. Кӑҫал та ЧНК алӑкӗ вӗҫӗм уҫӑ тӑнӑ темелле. Тӗп хуламӑр уявӗнчи каҫ вара ҫынсем тӑван юрра-ташша курса савӑнма Чӑваш наци конгресӗн ҫурчӗ умне васканӑ. Кунта Лариса Долина концертӗнчен те кая мар халӑх пуҫтарӑннине пӗлтерет ЧНК сайчӗ. ЧНК культура комитетне ертсе пыракан Елена Османова юрӑҫ чи малтанах конгрес президентне Николай Угаслова сӑмах панӑ. Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗ хула ҫыннисене тата хӑнасене Шупашкар ҫапла капӑр пулнишӗн хӗпӗртенине пӗлтернӗ, уяв ячӗпе саламланӑ. Ун хыҫҫӑн икӗ сехет ытла чӑваш эстрада юрӑҫисем урам тулли пуҫтарӑннӑ халӑха тыткӑнланӑ. Кунта тинтерех ҫеҫ Путин Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ Чӑваш халӑх артисчӗ Вячеслав Христофоров хӑйӗн «Янра, юрӑ» ушкӑнӗпе, Сарӑту хулинче пурӑнакан Эльвира Никитина, ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Павлов, Евгений Николаев, Андрей Кузнецов, Людмила Кинер, Любовь Гордеева тата ытти юрӑҫсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн варринче республикӑри районсен ентешлӗхӗсен йӑлана кӗнӗ «Туслӑх кубокне» ҫӗнсе илессишӗн ирттернӗ ӑмӑртусенче хальхинче нихӑҫанхинчен те нумайрах спортсмен (пурӗ 21 команда) тупӑшнине пӗлтерет «Хыпар» хаҫат Петр Сидоров статйинче. Пӗтӗмӗшле зачетра малти виҫӗ вырӑна йышӑнакан командӑри атлетсене хавхалантарма Шупашкар хула пуҫлӑхӗн Л.И. Черкесовӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 230 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Шупашкар хули 545 ҫул тултарнине халалланӑ XXII спартакиадӑра чи малтан шывра ишекенсем ӑмӑртнӑ. Икӗ хӗрпе икӗ арҫынран тӑракан 2*2 эстафетӑра пӗрремӗш вырӑна Улатӑр район ентешлӗхӗн команди тухнӑ. Ҫак коллектив чысне Алтышево ялӗнчи вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн бассейнӗнче ӑсталӑха туптанӑ ишевҫӗсем хӳтӗленӗ. Ҫивӗч кӗрешӳре 2–5-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ Хӗрлӗ Чутай, Елчӗк, Шупашкар тата Красноармейски районӗсен ентешлӗхӗсен ишевҫисем лайӑх ӑмӑртнине те палӑртнӑ. Юлашки виҫӗ вырӑна Ҫӗрпӳ, Комсомольски тата Куславкка районӗсен командисем йышӑннӑ. Волейболистсен ҫивӗч кӗрешӗвӗ «Спартак» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗнче пилӗк куна тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Иртнӗ эрнере «Артек» ача-пӑча уйлӑхӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри аэрокосмос смени уҫӑлнӑ. Унта Чӑваш Енрен Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекенсем хутшӑннӑ. Ачасем «CanSat в России» Пӗтӗм Раҫҫейри инноваци проектне хутшӑннӑ. Ку проект вӗҫекен аппаратсем шухӑшласа кӑларакансене пӗрлештерет. Пӗчӗк кӑна хатӗр шухӑшласа кӑларакансем проекта хутшӑнса конкурсра ӑмӑртаҫҫӗ. Космосм сменине Мускаври, Питӗрти, Калугӑри, Сарӑтури тата Саха (Якути) республикинчи ачасем пуҫтарӑннӑ. Ачасем ракетӑсем вӗҫтереҫҫӗ, спутнкисем пӗлтернине йышӑнаҫҫӗ, телескопсем пулӑшнипе тӗпчевсем ирттереҫҫӗ. Уйлӑха Юрий Лончаков, Сергей Ревин тата Сергей Рязанский космонавтсемпе пӗрле вӗҫсе кайни те ачасен асӗнче яланлӑха юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Айхи Ҫурлан 22-мӗшӗнче, 16 сехетре, К. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Геннадин Айхин «Ҫырнисен пуххи» кӗнекен 3-мӗш томӗн хӑтлавӗ иртӗ. Ҫав кунах унта «Геннадий Айхин литературӑри ҫулҫӳревӗ» курав уҫӑлмалла. «Ҫырнисен пуххин» малтанхи икӗ томӗ 2008 тата 2009 ҫулсенче пичетленнӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулта чӑвашла ҫырнӑ хайлавӗсем, вырӑсларан тата хрантсусларан вӑл куҫарнисем кӗнӗ. Хальхи юбилей дати тӗлне (аса илтеретпӗр, Айхи ҫуралнӑранпа ыран 80 ҫул ҫитет) Чвӑаш кӗнеке издательстви 20 ытла чӗлхерен айхи чӑвашла куҫарнисене пухса кӗнеке кӑларнӑ. Унта хрантсус, венгр, швед, Шотланди, Австри, Польша, Болгари авторӗсен хайлавӗсем кун ҫути курнӑ. Курава вара Айхи тухса калаҫнисенчен, унӑн вулавӗсенчен, кӗнеке хӑтлавӗсенчен пухнӑ материалсем тӑрӑх йӗркелӗҫ. Унта поэт ют ҫӗршыва пуҫласа тухса кайнӑ самантран пуҫласа юлашки литература ҫулҫӳревӗ таранах вырӑн памалла. Курава Айхин япалисене те, вӗсене ӑна вӑл ют ҫӗршывсенче пулнӑ чухне парнеленӗ, вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫав шутра Париж художникӗн Николай Дронниковӑн алӑпа ӑсталанӑ веерӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |