Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ Мӑн чурашсем пуйӑс ҫулне сӳтсе яваҫҫӗ
Мӑн чурашсем пуйӑс ҫулне сӳтсе яваҫҫӗ

Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш ялӗнче пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳремелли ҫул тӑвас ыйтупа пуху иртнӗ. Аса илтеретпӗр, «Мускав–Хусан– Екатеринбург» магистраль пирӗн республикӑри темиҫе район тӑрӑх иртмелле, ҫав шутра Етӗрне тӑрӑхӗ те пур.

Пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑс ҫулӗ асӑннӑ районти Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн территорийӗпе урлӑ каҫмаллине шута илсе халӑх йышлӑ пуҫтарӑннӑ.

Уйкас Чурашра пурӑнакансем уйрӑмах шуйханнӑ тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Магистраль ҫав ял ҫумӗпе каймалла. Ҫынсем ыйту ҫине ыйту панӑ. Ҫынсене проект хакӗ те, унта вырӑнти халӑх валли ӗҫ вырӑнӗ пулассипе пулмасси те, пуйӑс сасси канлӗхе татмасси пирки те сӑмах хускатнӑ. Ыйтусене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.Ю. Еремеев, капиталлӑ строительство пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ О.П. Иванов, вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Черлаков тата Мускавран ятарласа килнӗ йыш тӗплӗн хуравланӑ.

Унтан пухура Мӑн Чураш ял тӑрӑхӗн аталанӑвӗн тӗп планне улшӑну кӗртме йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Тин кӑна Шупашкарта 2-ри ача 9-мӗш хутри чӳречерен ӳксе вилни пирки пӗлтернӗччӗ. Тепӗр кунхинех, ҫурлан 18-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта инкек пулнӑ.

Женя Крутова урамӗнчи пӗр ҫуртӑн 7-мӗш хутӗнчен 5 ҫулти хӗрача тухса ӳкнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача кухньӑра пӗччен пулнӑ. Чӳрече янахӗ ҫине юнашар ларакан пуканпа усӑ курса хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ йывӑрӑша чӑтайман.

Кӑҫал ҫулла тӑватӑ ача чӳречерен ӳксе вилнӗ. Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче 4-ри хӗрача 6-мӗш хутран ӳкнӗ. Ҫӗртмен 8-мӗшӗнче 1,5 ҫулти хӗрача 10-мӗш хутран ӳкнӗ. Тепрӗр инкек ҫурлан 17-мӗшӗнче пулнӑ.

 

Хулара Летчик ӳкернӗ сӑн
Летчик ӳкернӗ сӑн

Ӗнер «Стрижи» авиаци ушкӑнӗ Шупашкартан хӑйсен авиабазине вӗҫсе кайнӑ. Летчиксем палӑртнӑ тӑрӑх, вӗсене Шупашкар хули килӗшнӗ.

Юлашкинчен авиаторсем тӗп хулана тепӗр хут тӗлӗнтерме шухӑшланӑ-мӗн. Шоу вӑхӑтӗнче МиГ самолетӑн пӗр летчикӗ ҫӳл тӳперен сӑн ӳкернӗ. Унта «Стрижи» ушкӑна сӑнакан 200 пин ҫын кӗнӗ. Сӑна 300 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкернӗ.

«Хаклӑ шупашкарсем! Ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн тав тӑватпӑр. Пире сирӗншӗн вӗҫме, ҫӗр ҫинчи сирӗн хӑвата туйма питӗ хавас пулчӗ», — тенӗ 11 пилот тата 32 механик вӗҫсе каяс умӗн.

 

Вӗренӳ

РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов Петропавловск-Камчатска ӗҫпе кайсан 2015 ҫулта вырӑс чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗнче тест пайне кӑларасси пирки пӗлтернӗ.

«Математикӑра тата вырӑс литературинче тест ыйтӑвӗсене кӑларнӑ ӗнтӗ. Ҫитес ҫул вырӑс чӗлхипе ҫакӑн пекех пулӗ. Унта хуравне суйламалли ыйтусем пулмӗҫ. Ытти предметра та кунашкал ыйтусен шутне чакарӗҫ», — тенӗ Дмитрий Ливанов.

Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ППЭри кунашкал ыйтусене чакарас ӗҫ пырать. Пурӑна киле ҫакнашкал ыйтусем пачах юлмӗҫ. Анчах ку ӗҫе майпен туса пымалла-мӗн: ачасемпе вӗрентекенсем хӑнӑхчӑр.

 

Спорт Юрий Лаврентьев тренер
Юрий Лаврентьев тренер

Ҫурлан 17-мӗшӗнче Орел хулинче ухӑран перессипе иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӗҫленнӗ. Ӑмӑртӑва 25 регионти 179 ухӑҫӑ хутшӑннӑ.

Тупӑшу икӗ дисциплинӑра иртнӗ. Чӑваш Ен чысне Юрий Лаврентьев тренер тата Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен сӗтелҫи теннисӗ енӗпе И.Солдатова ячӗллӗ спорт шкулӗн вӗренекенӗсем Марина Кирилловӑпа Елена Елизарова хӳтӗленӗ.

РФ тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ Юрий Лаврентьев кӑшт ҫеҫ ылтӑн медаль илеймен. 55 ҫын хушшинче вӑл кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ. Ылтӑн медале Мускаври Алексей Бородкин тивӗҫнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна Бурятири Юрий Германов тухнӑ.

Чемпонат пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, Юрий Лаврентьев ҫитес ҫул тӗнче шайӗнче иртекен ӑмӑртӑва хутшӑнмашкӑн Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗрӗ.

 

Сывлӑх

Ҫурлан 18-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх министерстви канашлу ирттернӗ. Алла Самойлова пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ республикӑра Украинӑран килнӗ ҫынсене вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен 236-шӗ — ачасем.

Республикӑра таркайсене социаллӑ, психологи, медицина пулӑшӑвӗ параҫҫӗ. Ҫӗртмен 30-мӗшӗнчен пуҫласа медицина организацийӗсене Украинӑран килнӗ 1700 ҫын пырса пулӑшу ыйтнӑ. Ача кӗтекен 12 хӗрарӑма шута илнӗ, вӗсенчен 5-шӗ ҫуратнӑ.

Кунсӑр пуҫне, ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, таркайсене ҫирӗплетекен тата инфекци ересрен сыхлакан вакцина тӑваҫҫӗ. Хӗрлӗ шатраран — 134 ҫынна, дифтерипе столбнякран — 78 ҫынна, В сарамакран — 17 ҫынна вакцинациленӗ. Ытти чир-чӗртен те вакцина тӑваҫҫӗ.

 

Вӗренӳ

Чӑваш Енри аслӑ шкулсенче вӗренме кӗмелли тапхӑр вӗҫленнӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Крым ҫамрӑкӗсем республикӑри аслӑ шкула вӗренме кӗме кӑмӑл туман.

Крымри яш-хӗре вӗренмешкӗн И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра 5 квота уйӑрнӑ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра — 10. Вӗсенчен пӗри те кирлӗ пулман-мӗн.

Унччен вара Крымра пурӑнакан, Украинӑри аслӑ шкулсенче вӗренекен 1,3 пин ытла студент Раҫҫейри аслӑ шкула куҫарма ыйтса ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Севастопольте ҫуралнӑ 280 яш-хӗр, Крымра пурӑнакан 1000 яхӑн студент ҫакнашкал ыйту ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72484
 

Тӗнче тетелӗ Ӳкермелли ятарлӑ урапа
Ӳкермелли ятарлӑ урапа

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ячӗпе Google тӗнче тетелӗнчи корпорацинчен ҫыру килнӗ. Унта Шупашкарти культура тата истори еткерлӗхӗн ӗскерӗсене (объекчӗсене), хула урамӗсене ӳкерме пулӑшма ыйтнӑ. Вӗсене Google карттине панорама валли вырнаҫтарӗҫ.

Google картти ҫинче урамсене пӑхма пулать. Ку тӗнче тетелӗпе усӑ куракана географи тата культурӑпа истори еткерлӗхӗн ӗскерӗсем тӑрӑх «ҫӳреме» май парать. Сӑнӳкерчӗксем пахалӑхлӑ, ҫавна май ландшафтӑн чи пӗчӗк пайне те курма май парать.

Ку проектра тӗнчери 30 ытла ҫӗршыв хутшӑнать. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, кӑна авӑн уйӑхӗнче ятарлӑ автомобиль ҫине лартнӑ камерӑпа усӑ курса ӳкерӗҫ. Ку ӗҫе Питӗрте, Екатеринбургра, Дон ҫинчи Ростов хулинче, Чулхулара, Иркутскра, Орелта, Ставропольте, Брянскра, Читара, Владивостокра, Находкӑра, Кӑнтӑр Сахалинта тата ытти хулара пурнӑҫланӑ.

Шупашкар хула администрацийӗ культурӑпа истори еткерлӗхӗн объекчӗсене ӳкерӳ валли хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ.

Сӑмах май унччен Google ураписем пирӗн хулана 2012 ҫулта ӳкернӗ — вӑл сӑнсемпе хальхи вӑхӑтра паллашма пулать. Ӳкерекен аппаратура юнашарти хӑш-пӗр яла та кӗрсе тухнӑ пулас — сӑмахран, Лапсар ялӗн Шоссе урамӗнчи сӑнсем пур.

Малалла...

 

Экономика

Ҫемье арканнин сӑлтавӗнче мӑшӑрсенчен пӗри аякра ӗҫлесе ҫӳрени те пуррине маларах эпир хыпарланӑччӗ. Халӗ каллех ӗҫлесе ҫӳрекенсем пирки. Мускавра чӑвашсем уйӑхра 8 пин тенкӗ тӳленишӗн те хуралҫӑра ӗҫлеме хатӗр иккен. Кун пирки «Коммерсантъ-Власть» журнал пӗлтерни тӑрӑх «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.

Материалта Мускавра ӗҫлекен хуралҫӑсен тата хӑна ҫурчӗсене тирпейлекенсен йывӑр пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ иккен. Унта Мӑкшӑ республикинче ҫуралнӑ 38-ти арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тӗп хулара хайхисен кӳрентернипе вӗҫӗмех тӗл пулма тивет иккен.

Чӑваш Ене Мӑкшӑ тата Тыва республикисемпе танлаштарнӑ май ҫӗршывӑн тӗп хулине ҫынсем чухӑнлӑха пула каяҫҫӗ тесе ҫырнӑ. Мускаври хуралҫӑсенчен пӗри, хӑйне унта пурӑнакан ҫын тесе паллаштарнӑ ҫын, хуралҫӑ ӗҫӗн сумӗ аякрисем килсе кӗнӗ хыҫҫӑн чакнине пӗлтернӗ иккен. Ҫав ҫын чӑвашсем кунне 800 тенкӗшӗн те ӗҫлеме килӗшнине палӑртнӑ имӗш. 10 смена ӗҫлесен 8 пин тенкӗ пухӑнать. Хӑйне Мускав ҫынни тесе паллаштарнӑ этем хуралҫӑсене маларах хӑйсене кӳрентерсен те сӑмах чӗнмесӗр ирттерме вӗрентнине пӗлтернӗ, ялтан килнӗ ҫынсем ун пек тума пӗлменнине кура хирӗҫтӑрусем сиксе тухаҫҫӗ имӗш.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1919.html
 

Чӑваш чӗлхи Шупашкар хула кунӗнчи самантсенчен пӗри
Шупашкар хула кунӗнчи самантсенчен пӗри

Шупашкар хула кунне ирттернӗ май Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ скверта кӑҫал та литература каҫӗ йӗркеленӗ. Унта, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал та чарӑнса тӑнӑ.

Сӑвӑ вулакансенчен ытларахӑшӗ чӑвашла янӑратнӑ-ха, ҫапах та ют чӗлхепе вулакансем те пулнӑ. Ҫав шутра — вырӑсла, украинла. Швецаринчен килнӗ хӑна — Жан-Батист Лебле — Ҫеҫпӗлӗн хрантсусла куҫарнӑ сӑввине вуланӑ. Сӑвва вӑл Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче курнӑ та килӗштернӗ. Пирӗн республикӑна хайхи чӑваш чӗлхине вӗренес тесех килнӗ. Лебле шучӗпе пирӗн чӗлхе илемлӗ тата янӑравлӑ. Вӑл Шупашкарта кӑна мар, Канашпа Вӑрмарта та пулнӑ. Ӑна вырӑнти халӑх ӑшпиллӗн кӗтсе илни те тӗлӗнтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3243, 3244, 3245, 3246, 3247, 3248, 3249, 3250, 3251, 3252, [3253], 3254, 3255, 3256, 3257, 3258, 3259, 3260, 3261, 3262, 3263, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.