Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара

А. Г. Николаев ячӗллӗ паркра вырнаҫнӑ «Ковчег» зоокӗтес вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ачасем валли парне хатӗрленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗнче вӑл чӗрчунсен кӗтесне пырса курас шухӑшлӑ пӗрремӗш класс ачисене пурне те тӳлевсӗр кӗртет. Анчах аслисен кӗсьене кӗмех тивӗ. Вӗсене укҫалла кӗртеҫҫӗ.

Билет хакӗ — 50 тенкӗ. Зоокӗтес ирхи 10 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсем унӑн — тунтикунпа ытларикун. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тунтикуна лексен те ӗҫлеттерме йышӑннӑ.

 

Ӳнер

Елчӗкри историпе тӑван тавралӑх халӑх музейӗнче асӑннӑ районти Аслӑ Пӑла Тимешре ҫуралса ỹснӗ, Шупашкарта пурӑнакан Валентина Васильева тӗрӗ ӑстин куравӗ уҫӑлнӑ.

Ҫирӗм-вӑтӑр ҫул каялла та ялта ӳссе ҫитӗнекен хӗр-упраҫа амӑшӗ шкул парти хушшине ларсанах ал ӗҫне вӗрентнӗ. Ӗлӗкрен пыракан чӑваш йӑли-йӗркипе хӗр ҫап-ҫамрӑклах качча кайма арча тулли тупра хатӗрленӗ. Турӑш ум, чӳрече карри, минтер пичӗ, простынь, алшӑлли тата ытти ӗрленӗ. Ытларах чух хӗреслӗ майпа тӗрленине пӗлтерет «Елчӗк ен» хаҫат.

Мӗн ачаран тӗрлеме юратнӑ Валентина Васильева хӑй аллипе сахал мар япала ӑсталанӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ май вӗсем «модӑран» тухнӑ та кил-ҫуртра усӑ курма пӑрахнӑ. Ҫапах Валентина уншӑн ӳпкелешмест, вӑхӑтӗнче тӗрлеме вӗреннӗшӗн хӗпӗртет-мӗн.

Валентина ача чухнехи юратнӑ ӗҫе тепӗр хут пуҫӑнни виҫҫӗмӗш ҫул ҫеҫ иккен-ха. Малтанах пӗчӗк ỹкерчӗксем тӗрленӗ, унтан хавхаланса — пысӑккисене. Хӗрарӑма мӗн пӗчӗкрен илемлӗх тӗнчи илӗртет, ҫавна май вӑл чечексене канва ҫине «куҫарнӑ». Валентина Витальевна тӑван тавралӑх илемне те ытараймасть теҫҫӗ: мӑшӑрлӑ чарлансем, ҫерҫисем.

Малалла...

 

Республикӑра

Юратӑвӑн чикки ҫук теҫҫӗ халӑхра. Чӑн та, ҫапла-тӑр ҫав. Ҫав сӑмахӑн чӑнлӑхне паян Муркаш районӗнчи пӗр ялти мӑшӑр ҫирӗплетсе панӑ.

Паспортра штамп ларттараканӗсем — Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчи Патаккассинчи Галина Яковлевнӑпа Алексей Петрович. Арӑмӗ — 67 ҫулта, упӑшки — 74-ра.

Ҫӗнӗ ҫынсене ЗАГС ӗҫченӗсем вӑрӑм ӗмӗр, хитре те хаваслӑ пурӑнма суннӑ.

Ҫырӑнса пурӑнакансем юлашки ҫулсенче сахалланса кайрӗҫ те ку чӑннипех те ырӑ пулӑм темелле-тӗр. Ара, ҫынсен пӗр пайӗ халӗ гражданла мӑшӑрлану текен хутшӑнура пурӑнать. Хӑналла мӑшӑрлану текен ӑнлав та сарӑлса пырать темелле. Кун пеккисем пӗр-пӗриншӗн тунсӑхласан пӗр-пӗрин патне хӑнана килсе кайнипех ҫырлахаҫҫӗ.

Сӑнсем (2)

 

Ял пурнӑҫӗ

Пулӑ тытма кӑмӑллакансем ҫанталӑкӑн кирек хӑш пулӑмӗнче те ӑмӑртусем йӗркелеме май тупаҫҫӗ.

Ҫак кунсенче Аслӑ Елчӗк ялӗ ҫумӗнчи Тӗпсӗр кỹлӗ тӗрлӗ ỹсӗмри ҫынсен сассипе тулнӑ. Пулӑ тытма юратакансем В.Н.Грядкин милици майорне асӑнса йӗркеленӗ пулӑҫсен ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ, тӗрлӗ конкурсра тӗрӗсленнӗ. Елчӗк ялӗн «Ржавый крючок» команди (ертỹҫи Д. Кузнецов) чи пултарулли пулнӑ. Аслӑ елчӗксен «Клевая рыбалка» (А. Мешков), Елчӗксен «Рыбаки» А. Кудряшов командисем иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ. А. Тябуков «Чи пысӑк пулӑ тытакан», Д. Кузнецов «Чи нумай пулӑ тытакан» номинацисенче ҫӗнтернӗ.

Хаваслӑ тӗлпулу тутлӑ пулӑ шỹрпипе сӑйланнипе вӗҫленнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар хулин Мускав районӗн сучӗн йышӑнӑвӗпе республикӑн тӗп хулинчи шкулсенчен пӗринче класс ертӳҫинче ӗҫленӗ вӗрентекенӗн ирӗкне ҫулталӑк ҫурӑлӑха хӗсме йышӑннӑ. Вӗрентекене ача Атӑла шыва кайса вилнӗшӗн айӑплӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл хӑй ертсе пыракан 6-мӗш класс ачисене Ҫӗнӗ салари пляжа илсе кайнӑ. Йӗркене пӑхӑнсан пӗрле тепӗр икӗ ҫынна илмелле пулнӑ. Вӗрентекен усал пуласса шухӑшламан ӗнтӗ — пӗчченех ертсе кайнӑ. Вӑл шкул ертӳҫисене те кун пирки пӗлтермен пулать. Ачасене шыва кӗме чарман вӑл. Ҫавсенчен пӗри, 12-ри арҫын ача, ишме пӗлмен иккен. Шывпа чыхланса каять те вилет.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Кун пирки «Взгляд» информаци агентстви хӑйӗн ҫӑлкуҫӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Унта каланӑ тӑрӑх, Раҫҫейӗн аргари министерствин пуҫлӑхӗ Николай Федоров пирӗн репсубликӑри ял хуҫалӑх предприятйиӗсене тӗрӗслемелле. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Президенчӗ вӑрлӑх туса илекен хуҫалӑхсене ҫитесшӗн.

Ҫак уйӑхра Николай Федоров республикӑра пулнӑччӗ. Ун чухне вӑл, ҫурлан 4-мӗшӗнче, Россельхознадзорӑн управленине, «Россельхозцентр» федерацин хысна предприятийӗн филиалне тата «Приволжское» хуҫалӑха ҫитнӗ. Ҫурлан 6-мӗшӗнче вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Елена Бадаева ӗҫлеме пуҫланӑранпа 50 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ мероприятие хутшӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗ Улатӑр хулипе районӗнче хӑйӗн уйрӑмне йӗркеленӗ. Ӑна Кивӗ Эйпеҫри Культура ҫурчӗн режиссерӗ Марина Лебедева ертсе пырӗ. Пуҫламӑш организацине 10 ҫын кӗнӗ.

Улатӑр район администрацине нумаях пулмасть ӗҫлӗ визитпа Чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ Петр Ивантаев тата президиумӑн пайташӗ Валерий Клементьев ҫитнӗ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Николай Романовпа вӗсем чӑваш чӗлхине аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ имӗш. Хӑнасем палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш наци конгресӗ регионсем тата нацисем хушшинче килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетме пулӑшать.

 

Вӗренӳ

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн Шупашкар районӗнче те вӗрентекенсен предмет секцийӗсем иртеҫҫӗ. Биологсемпе химиксенне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров хӑй хутшӑннӑ.

Вӗрентекенсемпе вӑл ачасене пӗлӳ парассинче хальхи вӑхӑтри пурлӑхпа техника базине усӑ курас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Предмет олимпиадисенче ҫӗнтерекен вӗренекенсене ӑс паракан вӗренекенсене хавхалантармалли майсем пирки калаҫнӑ.

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ кабинетсене кирлӗ япаласемпе тивӗҫтерес ыйтӑва та хускатнӑ иккен.

Сӑмах май каласан, паянхи куна Шупашкар районӗнчи шкулсенче 478 педагог ӗҫлет. Вӗсенчен 20 проценчӗ пысӑк категориллӗ вӗрентекен пулнипе мӑнаҫланать, 66 проценчӗн — пӗрремӗш категори. Кунсӑр пуҫне вӗренӳ ӗҫӗнчи тӳре-шара Шупашкар районӗнче 2 ҫултан сахалтарах ӗҫлекенсен йышӗ республикӑри кӑтартуран пысӑкраххине палӑртаҫҫӗ.

Сӑнсем (11)

 

Республикӑра

Сусӑрсене ӗҫе вырнаҫма чӑрт сурмалӑх кӑна тесе калаймӑпӑр. Вӗсене патшалӑх енчен тӗкӗ кӳрес енӗпе ятарлӑ саккунсем те пур. Ҫавсен шутне ӗҫ вырӑнӗсене квотӑпа пӑхса хӑварнине кӗртме пулать. Ун пек саккуна 2011 ҫулта республика шайӗнче йышӑннӑччӗ. Маларах асӑннӑ хутра 100 ҫынтан ытларах ӗҫлекен организацисенче мӗнпур ӗҫ вырӑнӗнчен 2 процентне сусӑрсем валли уйӑрма, 35–100 ҫын тараннисенче 1,5 процентне палӑртнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шӑмӑршӑ районӗнче 100 ҫынтан ытларах организаци пӗрре кӑна пулнӑ. Ку вӑл — районти пульница. Унта паянхи куна тӑватӑ сусӑр ӗҫлет. 35–100 ҫын таран ӗҫлекен предприятисем районта — тӑххӑр. Ӗҫ вырӑнӗсене аттестациленӗ хыҫҫӑн сиенлӗ тата йывӑр ӗҫ условине кура сусӑрсене ӗҫе явӑҫтарма май ҫук тесе вӗсенчен иккӗшне палӑртнӑ. Ытти 7 организацире 7 вырӑн пӑхса хӑварнӑ та, пӗринсӗр пуҫне ыттисенче сусӑрсене ӗҫ тупса панӑ иккен. Сусӑра Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта йышӑнма хатӗр. Унта е инженер-программист пулса, е биологи вӗрентекенне вырнаҫма май пур.

 

Политика

Энергетика енӗпе ӗҫлекен еврокмиссар Гюнгер Эттингер Украинӑн газшӑн Раҫҫее тӳлемелле тесе шухӑшлать иккен. Енсем калаҫса татӑлаймаҫҫӗ пулин те парӑмпа Украинӑн татӑлмаллах тесе палӑртнӑ иккен вӑл.

«Пире Украинӑн парӑмпа татлӑма мӗн чухлӗ вӑхӑт пурри, мӗн чухлӗ тӳлемелли тата хӑҫан татлӑмалли пирки пире уҫӑмлӑ график кирлӗ», — тенӗ иккен Евросоюзӑн энергетика енӗпе ӗҫлекен комиссарӗ.

Хакпа татӑлма Евросоюз темле ставка сӗнесшӗн иккен. Унпа ыйту Стокгольмри судра ыйту татӑличчен тӳлесе пыртарасшӑн имӗш.

Маларах еврокомиссар Украинӑпа Раҫҫей хушшинчи хирӗҫтӑрӑва чарма май тупмаллине, ҫапла туни Европӑна газпа тивӗҫтерме кирлине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://news.rambler.ru/26670731/
 

Страницӑсем: 1 ... 3236, 3237, 3238, 3239, 3240, 3241, 3242, 3243, 3244, 3245, [3246], 3247, 3248, 3249, 3250, 3251, 3252, 3253, 3254, 3255, 3256, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.