Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Мӗн акнӑ, ҫав шӑтать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче ача-пӑча валли ҫӗнӗ кӑларӑм кун ҫути курнӑ. Вӑл — Арсений Тарасовӑн «Чӑваш кӗпи» кӗнеки.

Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн алҫырӑвӗ 2013 ҫулта чӑваш чӗлхиллӗ алҫырусен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫак конкурс ЧР Министрсен Кабинечӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн иртет. Тӗллевӗ — чӑваш чӗлхине упрассси тата аталантарасси, ӳсекен ӑрӑва кӗнекепе кӑсӑклантарасси, ҫыравҫӑсене ача-пӑча кӗнеки кӑларма илӗртесси.

Арсений Тарасовӑн ҫӗнӗ кӗнекине пысӑках мар 10 калав кӗнӗ. Тӗп герой — хӑйӗн валли шкул тӗнчине уҫнӑ арҫын ача. Автор кашни калавра арҫын ача пулни-иртнине мӗнле тишкернине, ҫӗнӗлӗх шыранине, ырӑлӑха асӑрханине уҫса кӑтартать. Тӗп сӑнар ырӑпа усал мӗн иккенне ӑнланма тӑрӑшать.

Кӗнекене И.В.Алексеев ӳнерҫӗ илемлетнӗ.

 

Чӑвашлӑх

Элӗкри тӗп вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурспа килӗшӳллӗн чӑваш юррин уявӗ иртнӗ. Унта «Юрӑ пултӑр парне» кӗнекен хӑтлавӗ пулнӑ. Вӑл «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» конкурса хутшӑннӑ. Кӑларӑма (редакторӗ — Нина Маслова) чӑваш халӑхӗн юррисене, чӑваш композиторӗсен юрату, Тӑван ҫӗршыв, ҫутҫанталӑк, ҫемье пирки кӗвӗленӗ хайлавӗсене кӗртнӗ. Уява чӑваш юррисене кӑмӑллакансене чӗннӗ.

Мероприятие вулавӑш пӳлӗмӗн библиотекарӗ Алиса Егорова уҫнӑ. Вӑл пухӑннисене халӑх уявӗсем, йӑли-йӗрки, юрри-ташши ҫинчен, культурӑри тата ӳнерти пултаруллӑ ҫынсем пирки каласа кӑтартнӑ. Зоя Удякова «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке — 2012» куравпа паллаштарнӑ, «Юрӑ пултӑр парне» кӗнекене тишкернӗ.

Чӑвашсем ӗлӗкренпех юрлама юратнӑ. Юрӑра — чӑваш халӑхӗн чунӗ. Юрӑ — чӑваш культурин пуянлӑхӗн пӗр пайӗ. Чӑваш юррисем халӑх сӑнне, унӑн кӑмӑлне уҫса параҫҫӗ.

Мероприятие хутшӑнакансем наци костюмне тӑхӑнса чӑваш юррисене, такмакӗсене юрланӑ. Паллах, купӑс та пулнӑ.

Чӑваш чӗлхи, халахӗ, йӑли-йӗрки, юрри-ташши пуян.

Малалла...

 

Чӑвашлӑх

Ҫак ыйту ЧР Наци библиотекинче иртӗ ҫавра сӗтеле хутшӑнакансене шухӑшлаттарнӑ. Унта чӑваш халӑхӗн этногенезне пырса тивекен ҫивӗч ыйтӑва хускатнӑ. Унта Чӑваш Республикинчи, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ӑсчахсем, халӑх академикӗсем, таврапӗлӳҫӗ тӗпчевҫӗсем хутшӑннӑ.

Ҫавра сӗтелре чӑваш халӑхӗ епле пулса кайнин тӗрлӗ теорине, гипотезине, шухӑшне пӑхса тухнӑ. Ҫак темӑна чӑваш чӗлхин томонимикипе хатӗрленӗ докладра, несӗл йывӑҫӗнче, чӑваш этносӗ пирки каланӑ пӗрремӗш документра, руна ҫырулӑхӗнче тата ыттисенче уҫса кӑтартнӑ.

А.Ф.Иванов тухса калаҫнӑ, тӗслӗх вырӑнне Ҫӗрпӳ районӗнчи виҫӗ ял ячӗсен топонимикине уҫса кӑтартнӑ. Ҫавӑн пекех Чӗмпӗр, Аҫтӑрхан, Самар облаҫӗсенчи, Тутар Республикинчи чӑваш тымарӗллӗ ял-сала пирки калаҫнӑ.

О.Н.Цыпленков журналист Раҫҫей картти ҫинчи чӑвашсемпе, чӑваш тымарӗсемпе ҫыхӑннӑ, хӑй пулса курнӑ ӗлӗкхи вырӑнсем пирки каласа кӑтартнӑ.

Ҫавра сӗтел вӗҫленнӗ май унта хутшӑнакансем чӑваш халӑхӗн этногенезне тата тӗпчемеллине палӑртнӑ. Чылай документ алҫырӑвӗнче юлать, материалсене пичетлесе халӑх патне ҫитермелле.

Малалла...

 

Республикӑра

Хӗрлӗ Чутай районӗнче предприятисемпе организацисен хушшинче ӗҫ сыхлавӗ енӗпе конкурс иртнӗ. Ӑна иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗл тӑрӑх пӗтӗмлетнӗ. Конкурса ӗҫре суранланассине тата професси чирӗпе аптӑрассине чакарас тӗллевпе ирттернине палӑртаҫҫӗ.

Паян Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӳлӗмне конкурс ҫӗнтерӳҫисене йыхравланӑ. Районӑн культурӑпа кану центрӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑна Пенси фончӗн районти управленийӗ тухнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче — Питеркасси ял тӑрӑхӗ. Вӗсем район чысне республикӑри ҫавӑн йышши конкурсра хӳтӗлӗҫ.

 

Ҫутҫанталӑк

Пӗтӗм тӗнчери кайӑксен кунӗ тӗлне, ӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ, Вӑрнар район пульницинче шӑнкӑрч вӗлли ӑсталассипе конкурс ирттернӗ. Чи лайӑх ӑстана сывлӑх учрежденийӗн тӗп тухтӑрӗн Николай Тенюковӑн парнисемпе чыслама йышӑннӑ.

Пульницӑра ӗҫлекенсем каланӑ тӑрӑх, медицина учрежденийӗ йӗри-тавра хурӑнсемпе хырсем йышлӑ ӳсеҫҫӗ. Апла тӑк вӗллесене ҫакма вырӑн пур. Хӗрарӑм тухтӑрсене мӑшӑрӗсем пулӑшнине пытармаҫҫӗ. Пӗтӗмпе 10 вӗлле ӑсталанӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшне пульницӑна комплекслӑ пӑхса тӑракан рабочи хатӗрленӗ.

Тӗп парнепе вара Вӑрнарти 1-мӗш шкулта вӗренекен Артем Евстафьева чыслас тенӗ. Унӑн амӑшӗ, Людмила Евстафьева, пульницӑра функци диагностикин врачӗ пулса ӗҫлет. Вӑл — вырӑнти профком ертӳҫи те.

Сӑнсем (27)

 

Вӗренӳ

Ҫӗмӗрле хулинчи 2-мӗш вӑтам шкулти ҫамрӑк тӗпчевҫӗсем «Эп — тӗпчевҫӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрне хутшӑннӑ. Ӑна шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсем куҫӑнсӑр тура 638 тӗпчев ӗҫӗ тӑратнӑ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче куҫӑн тур иртнӗ. Унта Чӑваш Енри 15 районпа 5 хуларан 165 ача хӑйӗн ӗҫӗпе тупӑшӑва тухнӑ. Куҫӑн тур икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ачасем тӳресене хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, иккӗмӗшӗнче ӗҫсене хӳтӗленӗ.

Ҫӗмӗрлери 2-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем «Физика» тата «Естествознани» секцисемпе хутшӑннӑ. Андрей Чебутов шыв хӑҫан тӑвалла юхни пирки ӑнлантарса панӑ, Матвей Ефимов вӗлле хурчӗ ӳрӗккипе кахаллине тишкернӗ. Вӗсен иккӗшӗн те ӗҫӗсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

 

Чӑвашлӑх

Ҫӗнӗ Шупашкарти хула стоматологийӗн поликлиники наци ҫи-пуҫӗн уявне ирттернӗ. Культура ҫулталӑкне халалланӑ мероприятие паян ӗҫлекен тухтӑрсемпе пӗрлех ветерансене те йыхравланӑ.

«Хулари медицина отраслӗ тӗрлӗ наци ҫыннисенчен тӑрать. Уяв тӗллевӗ — ӗҫтешсем хушшинче килӗшӳпе ҫураҫӑва хуҫалантарасси», — тенӗ поликлиникӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Яковлева.

Уявра чӑвашсен ҫи-пуҫӗн историйӗ, унӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата ытти ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Наци тумтирӗн уявне художество ӳнерӗсен «Паха тӗрӗ» фирми те хутшӑннӑ. Вӑл хӑйӗн коллекцийӗнчи ҫи-пуҫа кӑтартнӑ.

Уявра юрӑ-ташӑ та пулнӑ. Вырӑнти ӳнер шкулӗн «Чарлан» ансамблӗ хуткупӑспа вылянӑ, Шупашкар районӗнчи «Шордан» фольклор ансамблӗ халӑх юррисене шӑрантарнӑ. Чӑваш туйӗн йӑли-йӗркипе те паллаштарнӑ уявра.

Сӑнсем (9)

 

Статистика

Раҫҫейӗн Тӗпчев комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ хӗсметрен пӑрӑнакан каччӑсен портретне хатӗрленӗ.

Асӑннӑ ведомство 2013–2014-мӗш ҫулсенчи пуҫиле ӗҫсене тишкернӗ те ҫартан ытларах чух камсем пӑрӑнма хӑтланнине палӑртнӑ. Хайхин сӑнарӗ ҫапларах: ытларах чух вӑл — ял каччи, ҫын ӗнси ҫинче пурӑнакан, ниҫта та тӗпленсе ӗҫлеменскер. Ҫар комиссариатне пырассинчен пӑрӑнса ҫӳрекенӗн ҫулне те палӑртнӑ — ҫак списока 22 ҫулхисем лекеҫҫӗ иккен. Ҫартан пӑрӑннине вӗсем Раҫҫейӗн ҫарӗнче хӗсметре тӑрас килменнипе сӑлтавлаҫҫӗ-мӗн.

Хӗсметрен пӑрӑнма хӑтланнисен тӗлӗшпе, сӑмах май, пӗлтӗр кӑна 25 ӗҫ пуҫарнӑ, кӑҫал — 12. Ҫартан тарса ҫӳрекенсене 10 пин тенкӗрен пуҫласа 120 пин тенкӗ таран штрафланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1786.html
 

Ял пурнӑҫӗ

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д.И. Захаров иртнӗ ҫулта ӗҫлени пирки ял халӑхне каласа кӑтартнӑ. Пуху «Чӑвашавтодор» предприятин Карачурари уйрӑмӗн столовӑйӗнче иртнӗ.

Пухӑва районта ӗҫлекенсем — Пенси фончӗн Управленийӗн пуҫлӑхӗ А.М. Исаева (вӑл Шупашкар район пуҫлӑхӗ те шутлать) Федерацин налук службин районсем хушшинчи 5-мӗш инспекцийӗн вырӑна тухса тӗрӗслекен пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ С.Г. Башмаков тата ыттисем — пырса ҫитнӗ. А.М. Исаева пенси законодательствинчи ҫӗнӗлӗхсем пирки каласа кӑтартнӑ, хӗрарӑмсен республикӑри канашӗн ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.

Пухура ыйтусем те пулнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарса панӑ.

 

Тӗнчере

Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен Европа тата Еврази енӗпе ӗҫлекен патшалӑх секретарӗ Виктория Нуланд Молдави чиккине ҫирӗплетме укҫа уйӑрса парассине пӗлтернӗ. Ку тӗллевпе АПШ 10 миллион доллар парать иккен.

Молдавире «лару-тӑру ансат мар. Ҫавӑна эпир Молдавине малтан шантарнӑ укҫа ҫумне 10 миллион доллар хушса парас терӗмӗр», — тесе каланӑ Нуланд Кишиневра иртнӗ пресс-конференцире.

Патшалӑх секретарӗ Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсен ҫапла утӑмӗ енсен стратегилле хутшӑнӑвӗпе килӗшсе тӑнине палӑртса хӑварнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3226, 3227, 3228, 3229, 3230, 3231, 3232, 3233, 3234, 3235, [3236], 3237, 3238, 3239, 3240, 3241, 3242, 3243, 3244, 3245, 3246, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.