Апат-ҫимӗҫ
![]() Пахчара ӗҫлесси чылайӑшне киленӳ кӳрет. «Ҫурхи кун хӗл хырӑмне тӑрантарать», — тенӗ ваттисем. Кӗркунне — пахча ҫимӗҫе пухмалли вӑхӑт. Вӑрнар районӗнчи кӑмпалсем темӗн те пӗр ӳстереҫҫӗ: помидор, тӑрӑхла кавӑн, кавӑн… Иуулитӑпа Владимир Афанасьевсен хуҫалӑхӗнче 28 килограмм таякан кавӑн ҫитӗннӗ. Галинӑпа Валерий Ефимовсен кавӑнӗ вара 22 килограмм тайнӑ. Иринӑпа Сергей Федоровсен — 14 килограмм. Венера Сергеева ҫынсене хӑй ӳстернӗ арпуспа, дыньӑпа хӑналанӑ. Сергеевсен баклажан ӑнса пулнӑ. Надеждӑпа Валерий Кураковсем вара иҫӗм ҫырлипе сӑйланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Кашни ҫын кил хуҫалӑхне илем кӗртме тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче пурӑнакан Ровенна Васильева чӑн-чӑн ӑста. Вӑл кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Картишре клумбӑсем, чечексем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Кивӗ савӑтсем те вырӑн тупнӑ. Пахчара — тӗлӗнмелле «ҫынсем». Кивӗ калушсенчен тата атӑсенчен чечексем валли савӑт ӑсталанӑ. Ларса канмалли вырӑна — хӳмме — те хӑйне евӗр тунӑ. Унта аист «йӑва ҫавӑрнӑ». Сӑнсем (22) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Варринчи — Александр Сироткин Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Сироткин ҫемҫе пукана «хӑйӗн ирӗкӗпе хӑварни» пирки ӗнер пӗлтерчӗҫ. Сироткин влаҫран каяс шухӑша вырӑнти депутатсен черетсӗр ларӑвӗнче пӗр шухӑшлӑн ырланӑ иккен. Ларура 49 ҫулти Сироткин депутатсене килӗштерсе ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, лешсем вара ӑна ӑнӑҫу суннӑ. Сироткина ҫӗнӗ ӗҫ сӗннӗ имӗш, анчах мӗнлине хальлӗхе официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтермен-ха. 2009–2011 ҫулсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта виҫӗ пуҫлӑх ылмашнине шута илсен Сироткин чи нумай ӗҫлекенни пулчӗ темелле. Мӗн тесен те — виҫӗ ҫул ытла. Regnum информаци агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хула мэрӗ Валерий Андреев Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештерессине вӗҫне ҫитереймен хыҫҫӑн влаҫран кайнӑ пулать, Вениамин Артемьев сити-менеджер — ҫурт-йӗр тӑвасси начар пынине кура, Владимир Тимофеев хула администрацийӗнче социаллӑ ыйтупа ӗҫлекен ҫум должноҫне йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта куҫнӑ. Александр Сироткина 2011 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче 12 претендентран тӑракан конкурсра суйланӑ. Ку вырӑна йышӑниччен вӑл асӑннӑ хулари техника инвентаризацийӗн бюровне 12 ҫул ертсе пынӑ. Сироткина хулари ҫул-йӗр япӑххишӗн, ҫӳп-ҫапшӑн, строительство ӗҫӗсем пӗчӗк хӑвӑртлӑхпа пынӑшӑн, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри ыйтусене тухӑҫлӑ татса паманшӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫын умӗнчех ятланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Пенза облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Василий Бочкарев тата Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев килӗштерсе ӗҫлессине ҫирӗплетсе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, икӗ ен сут-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника, социаллӑ культура тӗлӗшӗнчен тачӑ ҫыхӑну тытӗҫ. Килӗшӳре промышленноҫа аталантарасси, аграри комплексӗнчи, строительство, информаци коммуникацийӗн тытӑмӗсенчи ҫыхӑнусене ҫирӗплетессине палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех икӗ ен тавралӑха хӳтӗлес, сывлӑх сыхлавӗ, культура, туризмпа спорт тытӑмӗсенче килӗштерсе ӗҫлӗҫ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Самарта наци культурисен «Самар хумӗсем» фестиваль иртнӗ. Унта облаҫсен наци центрӗсем хутшӑннӑ. Концерт курма, тӗрлӗ халӑх культурипе паллашма нумаййӑн пухӑннӑ. Фестивале ирттерессине йӑлана кӗртесшӗн. Тӗрлӗ халӑх юррисемпе кӗввисем Атӑл хӗрринче янӑранӑ. Унта Мюнхенран, Эрменрен тата ытти тӑрӑхран килнӗ. Фестивале килнисене Самар хула пуҫлӑхӗ Дмитрий Азаров саламланӑ. Вӑл Самар хули кӗҫех 428 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Ӑна уявласси ҫак фестивальрен пуҫӑннӑшӑн хӗпӗртенӗ. Дмитрий Азаров каланӑ тӑрӑх, Самарта 100 ытла наци ҫынни пурӑнать. Ку — вӗсен пуянлӑхӗ. Фестиваль пурин кӑмалне те кайнӑ. Сцена ҫинче юрӑсем янӑранӑ, ташӑсем лартнӑ, наци костюмӗсен дефели иртнӗ. Фестивальпе нумайлӑха сывпуллашман — тепӗр ҫулччен ҫеҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Никольски собор вырӑнӗнчи археологи шыравне укҫа-тенкӗ ҫуккине пула чарма пултараҫҫӗ. Кун пирки «Московский комсомолец» (чӑв. Мускав комсомолецӗ) хаҫатӑн регионти кӑларӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать. Хальлӗхе хула администрацийӗ ӑсчахсене укҫа тӳлемен иккен. Вырӑссен пӗрремӗш патшин асламӑшӗн Мария Шестован вилли пуль тесе шутлакан саркофага ҫулталӑк каялла ҫав вырӑнта тупнӑ. Кӑҫал темиҫе тӗпчев те ирттернӗ. Виле юлашки Романовсен йӑхӗпе ҫыхӑннине палӑртнӑ. Артефактсене малалла тӗпчесси пирки ыйту сиксе тухнӑ имӗш. Дон ҫинчи Ростоври геофизиксен ушкӑнне, сӑмахран, хула администрацийӗ чӗннӗ-мӗн. Анчах пӗлтӗр ӗҫленӗшӗн те тӗпчевҫӗсемпе татӑлман иккен. Ӑслӑлӑх ӗҫне малалла тӑсма ытлашши пысӑк укҫах та кирлӗ мар имӗш — 60 пине яхӑн пулсан та ҫитет иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи Фольклор ҫуртне юсама 1 миллион тенкӗ ытла ларать. Маларах вырӑнти Тутаркасси ял тӑрӑхӗ культура ҫуртне юсакан подряд организацине палӑртассипе конкурс ирттернӗ. Халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. «1947-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫурт япӑхса кайнӑччӗ. Кивӗ пулин те ку тӑрӑхрисемшӗн вӑл чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑччӗ. Ҫиелтен юсани ҫителӗксӗррине кура ӑна тӗпрен юсама йышӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче. Сӑнсем (9) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Чӑваш Енре «Стратеги-2030» ҫирӗплетӗҫ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, ку вӑл республикӑн 2020-мӗш ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен йышӑннӑ стратегин тӑсӑмӗ пулмалла. Ӑна йышӑннӑ чухне «хальхи вӑхӑтри механизмсене» усӑ курма палӑртаҫҫӗ тата, паллах, ҫӗршывӑн правительстви йышӑнакан нормативлӑ актсене тӗпе хурӗҫ. Регионӑн тӗп тӗллевӗ ҫынсен пурнӑҫ условине тивӗҫлӗ туса парасси, вӗсене этем пек тата карьера енчен аталанма, Чӑваш Ене вара инновацилле экономикӑллӑ хӑтлӑ регион тӑвасси тесе палӑртнӑ. Ҫынсем те хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне палӑртма пултараҫҫӗ. Калас тенине economy@cap.ru электрон адреспа «Стратеги-2030» тесе палӑртса ярса памалла. Вӗсене айккинелле сирсе хӑвармасса шантараҫҫӗ. Ҫынсем хускатнӑ ыйту хуравне е ун пирки мӗн шухӑшланине экономика министерстви хӑйӗн сайтӗнче вырнаҫтарма шантарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта «Шупашкар хурчки» профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркеленнӗ. Ку вӑл муниципалитетӑн шутланать, хула администрацийӗ ку ушкӑн шанчӑка тӳрре кӑларасса ӗненет, ҫавна май ӑна укҫа хывать. Республикӑн тӗп хулинче профессилле баскетбол ушкӑнӗ йӗркелес ӗмӗт тахӑҫанах амаланнӑ-мӗн. Анчах маларах тӗрлӗ сӑлтава пула ниепле те пурнӑҫа кӗртеймен. Унта кӗнисен ҫӗршыври вӑйлӑ клубсемпе ӑмӑртӑва тухма тивӗ. «Шупашкар хурчки» ушкӑн 15 вӑйӑҫран тӑрать. Тӗп пайӗ — вырӑнти спортсменсем. Шупашкар ушкӑнне Питӗрти, Волгоградри, Самарти, Ижевскри, Ӗпхӳри, Сургутри, Мускаври, Вологдӑри тата ытти хулари маттурсем кӗме кӑмӑл тунӑ иккен. Сергей Худаев тӗп тренер ертсе пыракан штаб сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн йыша 6 легионера кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Геннадий Айхин чӑвашла ҫырнӑ сӑввисене акӑлчанла: шведла тата норвег чӗлхи ҫине куҫарнӑ «Ултӑ сӑвӑ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Айхин вырӑсла сӑввисене 50 ытла чӗлхене куҫарнӑ-ха. Нумаях пулмасть унӑн чӑвашла хайлавӗсене те урӑх чӗлхесене куҫарма тытӑннӑ. Шведла куҫарас шухӑша Микаэль Нюдаль тӑлмач тытнӑ. Вӑл сӗннипе ултӑ сӑвва акӑлчанла (куҫаруҫи — Питер Франс), норвегла (Гуннар Вэрнесс) куҫарнӑ. Айхин сӑввин оригиналӗсене тата куҫарӑвӗсене уйрӑм кӗнекепе кун ҫути кӑтартнӑ. Шупашкарта иртнӗ хӑтлава Микаэль Нюдаль, Питер Франс, Анника Бекстрӑм тӑлмачсем, Гуннар Вэрнесс поэт килсе ҫитнӗ. Мероприятие поэтӑн йӑмӑкӗ, ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ Ева Лисина, Атнер Хусанкай литературовед тата критик, Борис Чиндыков драматург, публицист, тӑлмач тата ыттисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |