Ял пурнӑҫӗ
![]() Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ поселокӗ ял уявне пухӑннӑ. Мероприятие «Шуҫӑм» ансамбль уҫнӑ. Концертра Ольга Николаева, Нина Владимирова, Надежда Мартынова, «Вдохновение» ансамбль юррисем янӑранӑ. Ҫӗнӗ поселок — пӗчӗк ялсенчен пӗри. Вӑл вӑрман хӗрринче вырнаҫнӑ. Унта 34 кил, 85 ҫын пурӑнать. Поселок вӑрҫӑ хыҫҫӑн пулса кайнӑ. 1957 ҫулта кирпӗч заводне хута янӑ. 1968 ҫултанпа Канаш хулинче 9-мӗш класра вӗренекенсем вӑрманта палаткӑсенче пурӑннӑ, кирпӗч цехӗнче практика тухнӑ. Анчах Совет Союзӗ арканма тытӑнсан завод хупӑннӑ. Уявра чӑваш халӑхӗн йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Александр Макаров халӑха хӑйӗн юррисемпе савӑнтарнӑ. Ташӑ каҫӗ ирччен тӑсӑлнӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта ОРВИпе чирлисен йышӗ ӳссех пырать. Пӗр эрнере, авӑнӑн 15-21-мӗшӗсенче, ОРВИпе чирлӗ 4131 ҫынна палӑртнӑ. Ку 10 пин ҫын ҫине 86,9 тӗслӗхпе танлашать. Ку кӑтарту иртнӗ эрнерипе танлаштарсан, 1,6 хут нумайрах. Анчах пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 10,6 процент сахалрах. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, гриппа чирлисене тупса палӑртман. 17 ҫула ҫитмен ачасен хушшинче ОРВИпе 75,7 проценчӗ чирлет. Пӗр эрнере сиплевпе профилактика учрежденисене 82 ҫынна госпитализациленӗ. Вӗсенчен 64,6 проценчӗ — 2 ҫул тултарман ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗнче Шупашкарти 28 парикмахерскинче ватӑ ҫынсем ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарма пултарӗҫ. Хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 29–30-мӗшӗсенче тата юпан 1-мӗшӗнче 60 ҫултан аслӑрах ҫынсем парикмахерскинче ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма пултарӗҫ. Ҫӳҫе 80 тенкӗпе кастарас тесен ҫумра паспорт пулмалла. Тӗплӗнрех пӗлес тесен хула администрацине 23-50-60 тата 23-50-61 номерсемпе шӑнкӑравламалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Андрей Оболенский тунӑ сӑн «Канаш – Шупашкар» хулаҫум пуйӑсӗсенче вакунсен йышне пӗчӗклетме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе «Содружество» пассажир компанийӗ юпа уйӑхӗнче тума палӑртнӑ. Юпа уйӑхӗн 11–12-мӗшӗсенче, тата 18, 19-мӗшӗсенче «6501\6502» номерлӗ «Канаш – Шупашкар» (ирхи 3 сехет те 50 минутра тухать те 6 иртни 10 минутра ҫитет) тата 6505\6506 номерлӗ (14 сехет те 50 минутра тухать те 17 сехет те 5 минутра ҫитет) пуйӑссенче икӗ вакун пулӗ. Анчах юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен хулаҫум пуйӑсӗсенче пӗр вакун ҫеҫ юлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 78 ҫулти кинемее шыраҫҫӗ. Вӑл вӑрмана кӑмпа татма кайнӑ та ҫухалнӑ. Кислицина Идея Макаровна авӑнӑн 20-мӗшӗнче вӑрмана ҫул тытнӑ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫатракасси ялӗ еннелле кайни паллӑ. Официаллӑ информаци тӑрӑх, ватӑскер сӑрӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ, симӗс тутӑр ҫыхнӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ пластик витре илнӗ. Идея Макаровна 150-155 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫне ҫутӑ сӑрланӑ, хӑй тулли кӗлеткеллӗ. Кинемее курнӑ ҫынсене 8(927)998-93-94 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Мускав студенчӗсем Вӑрнар районне Мускаври М. Ломоносов ячӗллӗ патшалӑх университечӗн студенчӗсем музыкӑпа этнографи практикине килнӗ. Анна Ковязина, Герман Устьянов, Мария Стрелова студентсемпе вӗсен преподавателӗ Г.А. никитина вӑл тӑрӑхри чӑваш фольклорне тӗпчӗҫ. Ҫамрӑксем пурте истори факультечӗн этнологи кафедринче ӑс пухаҫҫӗ. Чӑваш фольклорне тӗпчес тӗллевллӗскерсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗпе Владимир Михайловпа тӗл пулассишӗн ятарласа Вӑрнар тӑрӑхне пырса ҫитнӗ иккен. Ку ӑста 100 ытла юрӑ ҫырнӑ, чӑваш музыка инструменчӗсене тӑвать. Вӗсене халӗ чӑваш ансамблӗсемпе пултарулӑх ушкӑнӗсем шӑрантараҫҫӗ. Галина Никитина преподаватель палӑртнӑ тӑрӑх, Вӑрнара килме тахҫанах ӗмӗтленнӗ. «Музыка культурин инструмент пайне вӗреннӗ чухне пире яланах Владимир Михайлов патне кайма сӗнетчӗҫ, — тенӗ вӑл. — Пӗрре килниех ҫителӗксӗр. Кунта тата килме ӗмӗтленӗпӗр. Эпир ӑна хамӑр пата Мускава чӗнӗпӗр. Владимир Михайлов пӗлекен математикӑна, физикӑна, акустикӑна эпир пӗтӗмпех ӑша хываймӑпӑр, анчах ун патне ҫывхарма тӑрӑшӑпӑр», – тенӗ вӑл. Вӑрнар раойнӗнче Мускав хӑнисем асӑннӑ районти Пӑва ялӗнчи Анна Пескова патӗнче пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Етӗрне районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекен аш-какайра листери йышши бактери тупнӑ. Тутарстанри регионсем хушшинчи ветеринари лабораторийӗн специалисчӗсем Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ ярса панӑ ӗне ашне тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ какайра, «Родина» ял хуҫалӑх предприятийӗ хатӗрлекенскерте, сывлӑхшӑн сиенлӗ листери бактери тупнине ҫирӗплетнӗ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, ку бактерисем инфекци чирне — листериоза — пуҫараҫҫӗ. Ку ҫыншӑн та, чӗрчуншӑн та хӑрушӑ. Листериозпа ытларах сурӑхсем, мӑйракаллӑ шултра выльӑх, сыснасем, лашасем, кроликсем, чӑхсем, кӑвакалсем, кӑрккасем чирлеме пултараҫҫӗ. Листери бактери предприятире дезинфекцилемелли материалсем ҫукран е урая шӑши таврашӗ тасамарлатнӑран ӗрчеме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ишӗлме пуҫалнӑ хыҫҫӑн унти ҫынсене вӑхӑтлӑх кӗтеспе тивӗҫтернӗ. Анчах хӑшӗ-пӗри уйӑрса панӑ пӳлӗмпе кӑмӑлсӑр-мӗн. Хула влӑҫӗ ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн ҫынсене общежитири пӳлӗмсене вырнаҫтарнӑ. Анчах ҫав ҫурта 2 ҫул каялла пурӑнма юрӑхсӑр ҫуртсен йышне кӗртнӗ. Сӑмах Г.Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗ пирки. Общежитири пӳлӗмсенче маччаран шыв юхать-мӗн. Ҫӑвӑнасси — чӗр нуша. Ара, душ пӳлӗмӗ путвалта вырнаҫнӑ. Вӑл та — пӗртен пӗрре. Унта вара 100 ытла ҫемьен ҫӑвӑнмалла. Ку пӳлӗмсемпе тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ тӗк ҫынсем темех камамӗччӗҫ-тӗр. Анчах кварплата тӳлемелле-мӗн. Пӳлӗмсем тӑвӑр. Кунта хӑшӗ-пӗрин ҫемйипех пурӑнмалла. Чиновниксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ку вӑхӑтлӑха кӑна. Эрне вӗҫнелле кунта йӑлтах йӗркеллӗ пуласса шантарнӑ вӗсем. Ҫынсем пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫак пӳлӗмсенче хӑҫанччен пурӑнмалла вӗсен? Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурт тӗлӗшпе йышӑну туман-ха. Ӑна аркатӗҫ-и? Е ҫӗнетӗҫ-и? Паллӑ мар. Анжелика Лапина каланӑ тӑрӑх, вӗсем ҫынсене алӑ пустарса хула администрацине ыйту ҫырасшӑн. «Кун пек пӳлӗмсенче пурӑнма май ҫук. 187 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Нимӗн те тума пулмасть-шим? Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Республикӑра пӗр кунра икӗ ача наркӑмӑшланнине палӑртнӑ. Иккӗшӗ те — йӗкехӳре наркӑмӑшне пула. Пӗр пӑтӑрмах Вӑрнар районӗнче пулнӑ, тепри — Шупашкарта. Икӗ тӗслӗхре те ашшӗ-амӑшӗ тимсӗрлӗхне пула ачасем шар курнӑ. Аслисем йӗкехӳресене пӗтерес тесе наркӑмӑш хурса тухнӑ. Ачасем вара ӑна тупнӑ. Пӗри наркӑмӑша ҫӑвара хыпма ӗлкӗрнӗ, тепри аллине ҫеҫ тытма ӗлкӗрнӗ. Анчах вӑл ӑна ҫӑтма та пултарнӑ. Ачасене пульницӑна илсе кайнӑ. Кирлӗ процедурӑсене тунӑ. Хальлӗхе ачасен сывлӑхӗ йӗркеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Министрсемпе аграрник-журналистсен асӑмалӑх сӑнӳкерчӗкӗ Эрне кун Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленипе журналистсем валли пресс-тур йӗркеленӗ. Ял хуҫалӑх темипе ҫыракан журналистсем валли йыхравланӑ мероприятие Вӑрнар районӗнче йӗркеленӗ. Республика шайӗнчи пичет, теле- тата радиокӑларӑмсенче тӑрӑшакансемпе пӗрлех район хаҫачӗсенче ӗҫлекенсене те пухнӑ. Журналистсем асӑннӑ районти сӗт-ҫу савутӗнче пулнӑ, унти производствӑпа, ҫӗнӗлӗхсемпе паллашнӑ. Кайран ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Мероприятие харӑсах икӗ министр хутшӑннӑ: ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата информаци политикин министрӗ Валентина Андреева. Ял хуҫалӑхӗпе ҫыракансене аграри ведомствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Сӑнсем (29) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |