Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Экономика Энергетиксем канашлаҫҫӗ
Энергетиксем канашлаҫҫӗ

Шупашкарта нефтьпе газ промышленноҫӗнчи ҫӗнӗ энергетика оборудованийӗсем пирки сӳтсе явма пухӑннӑ. Конференцие Топливӑпа энергетика комплексӗн ассоциацийӗн энергетикӗсем пухӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.

Конференцие уҫнӑ май Михаил Игнатьев Чӑваш Ен аталаннӑ промышленноҫлӑ пулнине палӑртнӑ. Ку енпе илсен, электротехника отраслӗн предприятийӗсем тӗп вырӑн йышӑнни ҫинчен каланӑ. «Шупашкар хули — реле хӳтӗлевӗн тата автоматикин хатӗрӗсене, микропроцессор япалисене кӑларакан центр. Пирӗн продукцие ыйтаҫҫӗ. Пахалӑх енӗпе вӑл ют ҫӗршыври аналогсенчен кая мар. Эпир «Росатом», «Русгидро», «Газпром» йышши пысӑк компанисемпе, нефтьпе газ промышленноҫӗн тата ытти нумай предприятипе ӗҫлетпӗр. Пирӗн нефть те, газ та ҫук. Тӗп пунялӑхӑмӑр — ӗҫчен халӑх. Ҫавӑнпах эпир этеме, ҫамрӑксене укҫа-тенкӗ хыватпӑр. Вӗсен шухӑшӗ, ҫӗнӗлӗхӗ тивӗҫлӗ кӑтарту тума май патӑр тесе тӑрӑшатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев.

«Энерго ТЭК» коммерцилле мар юлташлӑхӑн правленийӗн председателӗ Виктор Шеховцев конфренцие йӗркелеме пулӑшнӑшӑн республика Элтеперне, Экономика министерствине тата электротехника предприятийӗсен ертӳҫисене тав тунӑ.

Малалла...

 

Республикӑра Диктант ҫырнӑ самант
Диктант ҫырнӑ самант

Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм вырӑс диктантне ҫырнӑ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре вӑл пӗрремӗш хут йӗркеленнӗ. Унта 1000 ытла ҫын хутшӑнни йӗркелӳҫӗсемшӗн те кӗтменлӗх пулнӑ. Кӑҫалхи диктант епле иртнӗ-ши?

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫал диктанта ҫын сахалрах хутшӑннӑ. Шупашкарта — 468 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта 40 ҫын ҫырнӑ. Пӗтӗмпе унта 508-ӑн хутшӑннӑ.

Шупашкарти Мускав район администрацийӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн филологӗсем ӗҫсене тӗрӗслеҫҫӗ. Паян е ыран кӑтартусем паллӑ пулӗҫ. Ӑна totaldict.ru сайтра пӗлме май пур. Е преподавательсемпе консультаци иртнӗ вӑхӑтра кашниех хӑйӗн ӗҫне акан 21–23-мӗшӗсенче 18 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен асӑнмалӑх илсе кайма пултарать. Адрес: ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ (Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт), 5-мӗш хут, 523-мӗш пӳлӗм.

Пӗтӗмлетӳ пресс-конференцийӗ тата ҫӗнтерӳҫӗсен чыславӗ ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пулӗ.

Аса илтерер: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ иртӗ.

 

Политика

Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗршывӑн Президенчӗ Владимир Путин ҫынсене ыйтӑвӗсене хуравламалла. Унчченхи ҫулсенче, уйрӑмах пӗлтӗр, халӑхпа ирттернӗ тӳрӗ эфира ҫынсем ырласах йышӑнманччӗ. Крымпа Раҫҫей пӗрлешнӗ хыҫҫӑн Путин рейтингӗ халӑхра ӳсрӗ. Ҫавӑнпа та тӳрӗ эфирта вӑл мӗн пирки чарӑнса тӑрассипе кӑсӑкланса кӗтнине чылай ҫын палӑртать.

Чӑваш Ен ҫыннисем мӗн пирки кӑсӑкланма пултарасси «Правда ПФО» сайт пуҫ ватать. 2013 ҫулта Раҫҫейӗн Президенчӗн йышӑну пӳлӗмне 2218 ҫыру кайнӑ, 2012 ҫулта — 1088. 2201 ыйту пирки ӑнлантарса панӑ, 344-шне татса панӑ. Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта 473 ҫыру ӑсатнӑ, вӗсенчен 87-шне татса панӑ.

Путин патне яракан ҫырусем пирки каласан, пӗлтӗр Пӑрачкав ҫыннисем Путин патне ялта фельдшер кирлӗ тесе пӗлтерме хӑтланнӑ иккен. Кӑҫал вара уйрӑм усламҫӑсем суту-илӳ сечӗсем ытла нумай тесе ҫӑхавласшӑн. Пирӗн Пӑрачкавра пӗчӗк услам никама та кирлӗ мар-шим тесе теҫҫӗ иккен унта пурӑнакансем.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Андрей Семенов пенсионер Раҫҫей правительстви ют ҫӗршыв банкӗсене хывнӑ укҫа-тенкӗпе мӗн пуласси пирки пӑшӑрханать иккен.

Малалла...

 

Пӑтӑрмахсем

Иртнӗ талӑкра республикӑра виҫӗ пушар пулнӑ. Куславккара, сӑмахран, 56 ҫулти арҫыннӑн мунчи ҫунса кайнӑ. «Хура мунчана» хутнӑ хыҫҫӑн арҫын вута пӑхса тӑман иккен те ҫулӑм хыпса илнӗ. Ҫивитти айӗнчен тӗтӗм тухнине асӑрханӑ кӳршӗсем пушарпа кӗрешекенсене пӗлтернӗ. Ҫулӑма сӳнтерме ҫур сехет кирлӗ пулнӑ.

Шупашкарти Ленин районӗнчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче такамсем ача коляскине чӗртсе янӑ. Ҫулӑма асӑрханӑ ҫынсем часах пушар хуралне пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем икӗ минутрах персе ҫитнӗ.

Йӗпреҫ районӗнчи Пӑкӑянта вара ҫулӑм 10 ҫулхи хӗрачана пула сиксе тухнӑ. Вӑл хут тата пир-авӑр чӗртсе янӑ. Ҫавӑнтан хуралтӑ чӗрӗлсе кайнӑ.

Типӗ курӑк чӗртсе яракансем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Пушарпа кӗрешекенсем иртнӗ талӑкра ун пек вырӑнсене 15 хут тухса кайнӑ.

 

Раҫҫейре Медведьевпа Путин / Дмитрий Азаров тунӑ сӑн
Медведьевпа Путин / Дмитрий Азаров тунӑ сӑн

Кремль сайтӗнче паян Владимир Путинӑн Хушӑвӗ пичетленнӗ — ун тӑрӑх вӑл хӑйӗн тата РФ премьер-министрӗн Дмитрий Медведьевӑн ӗҫ укҫине 2 хут ытла — 2,65 хут таран — ӳстернӗ.

«Ведомости» хаҫат тӗпченӗ тӑрӑх уйӑхсерен Дмитрий Медведьевӑн 215 пин тухса пынӑ, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн — 280 пин (малашне 742 пин пулӗ?). Пӗлтӗр депутатсен ӗҫ укҫине хӑпартнӑ хыҫҫӑн Тӗп ертӳҫӗсен уйӑхри ӗҫ укҫин виҫи пӗчӗкрех пулса юлнӑ. Аса илтеретпӗр, авӑн уйӑхӗнче депутатсемпе министрсен ӗҫ укҫине ӳстернӗ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри 420 пин патнелле илме пуҫланӑ. Паянхи Хушусем вара ҫак танмарлӑха — министрсемпе депутатсем Президентран ытларах илнине — пӗтерӗҫ пулмалла.

Ахаль халӑх пирки калас пулсан, нумай пулмасть ватлӑхпа паракан пенсие те хӑпартнӑ. Сӑмахран, Чӑваш Енри ватӑсен пенсийӗ нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа вӑтамран 615 тенкӗ хӑпарнӑ. Вӑтам пенси виҫи пирӗн тӑрӑхра — 10,2 пин тенкӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗш кунӗнче тата 1,017 хут хӑпартнӑ — ку вӑл хушма 150–200 тенкӗ. Ватӑсен пенсине Путинӑн пек ӳстерес пулсан вӑтам пенси виҫи пирӗн тӑрӑхра 27 пинрен те иртнӗ пулӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2014/04/14/salary/
 

Ҫул-йӗр Юсанӑ ҫул-йӗр
Юсанӑ ҫул-йӗр

Республикӑра урапа (машин) ҫулӗсене юсасси малалла пырать. Ҫанталӑк ӑшӑтиччен вӗсене сивӗ асфальт сарса сапланӑ. 7 пин тӑваткал метр ытла лаптӑка ҫӗнетме 699 тонна ытла ҫавӑн йышши асфальт тухса кайнӑ иккен.

«Чӑвашавтодор» тата «Автодорсервис» обществӑсем регион, муниципалитетсем тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Канаш, Комсомольски, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсенче 587 тӑваткал метр юсанӑ.

Маларах асӑннӑ организацисемсӗр пуҫне хуласенче «Строй ТЕК», «Ликта», «Стройсервис» тулли мар яваплӑ обществӑсем юсав ӗҫӗпе аппаланаҫҫӗ.

 

Чӑваш чӗлхи Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн электронлатнӑ варианчӗ
Пӗтӗм чӑваш диктанчӗн электронлатнӑ варианчӗ

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттересси пирки черетлӗ лару иртрӗ. Унта ӗҫ епле пынине сӳтсе яврӗҫ тата хӑш-пӗр ҫӗнӗ шухӑшсене пӑхса тухрӗҫ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗтӗмешле 300 ытла ҫын валли вырӑн йӗркелесшӗн, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче — 250 ҫын валли. Ҫавӑн пекех, ҫырас кӑмӑллисем валли вырӑн ҫитмесен, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче те аудиторисем уйӑрма палӑртнӑ. Диктант текстне вуламашкӑн пӗр 10 ҫын тупасшӑн, акан 21-мӗшӗнче вӗсемпе ятарлӑ заняти ирттерес шухӑшлӑ.

Ҫӗнӗ шухӑшсем те пулчӗҫ. Сӑмахран, диктант ҫырма лариччен аудитори умӗнче чӑваш халӑхӗн гимне, «Алрайн кайми аки-сухине» янратма сӗнчӗҫ. Кӑна ырларӗҫ, ҫавӑн пекех ҫыракансен пӳлӗмӗсенче Чӑваш Республикин ялавне те вырнаҫтарсан аван пулӗччӗ терӗҫ.

Ларӑва Чӑваш наци телерадиокомпанин директорӗ Александр Магарин та хутшӑнчӗ. Вӑл Пӗтӗм чӑваш диктантне наци радиовӗпе тата наци телевиденийӗпе итлеттерме тата кӑтартма шантарчӗ.

Малалла...

 

Хулара Паянхи кӳлмек / Н. Плотников тунӑ сӑн
Паянхи кӳлмек / Н. Плотников тунӑ сӑн

Шупашкар кӳлмекне тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетмелли проект ӗҫсене тумашкӑн 34 миллион тенкӗ тӑкакланӗ. Вӗсенчен 8 миллон тенки республика тата муниципалитет хыснисенчен пулӗ.

Транспорт, инженери инфратытӑмне, Шупашкарӑн тӗп пайне реконструкцилеме палӑртнӑ. Ҫаксене 2019 ҫул тӗлне, Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ уяв валли, вӗҫлемелле.

Аса илтерер: кӳлмеке тата Хӗрлӗ тӳреме ҫӗнетес концепци пӗлтӗр пуҫланнӑ. Проектпа килӗшӳллӗн, 213 пин тӑваткал метр лаптӑка ҫӗнетӗҫ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, Тӗп парка, залива «Шупашкар: 500 ҫул» паркпа, Лакрей вӑрманӗпе турист тата велосипед маршручӗпе пӗрлештерме палӑртнӑ. Проекта пурнӑҫлакан Испани архитекторӗ Хосе Асебильо ку концепци хальлӗхе шухӑш кӑна пулнине пӗлтернӗ.

Шупашкарӑн ҫӗнелмеле, анчах унӑн хӑйнеевӗрлӗхне ҫухатмалла мар-мӗн. Архитектор шухӑшӗпе, Хӗрлӗ тӳремре К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗпе тата культура-курав комплексӗпе юнашар икӗ павильон пулмалла. Тӳрем варринче вара – пысӑк экран. Хосе Асебильо тӳреме ҫапла майпа ҫӗнетме шухӑшлать.

 

Вӗренӳ Наталья Калягина
Наталья Калягина

Пӑрачкаври вӑтам шкулта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗн район шайӗнчи тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Пӑрачкав районӗнчи ултӑ педагог хутшӑннӑ. Конкурса пӗтӗмлетсен ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем палӑрнӑ.

Район шайӗнче Наталья Калягина ҫӗнтернӗ. Вӑл Пӑрачкаври шкулта математика предметне вӗрентет. Кудеихӑри вӑтам шкулта историпе обществознани предмечӗсене ертсе пыракан В.Курвичев иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Мишуковӑри шкулта кӗҫӗн классене вӗрентекен И.Ермакова тата Напольнӑри вырӑс тата мӑкшӑ чӗлхин учителӗ К.Кулясова виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

«Педагог хавхаланӑвӗ» номинацире Ряпинскри вырӑс чӗлхипе литературин учителӗ В.Карпова ҫӗнтернӗ. «Педагог шыравӗ» номинацире Сыресинск шкулӗнчи географи учителӗ С.Муданова мала тухнӑ.

Призерсемпе лауреатсене дипломсемпе чысланӑ. Наталья Александровна Калягина вара Пӑрачкав районне «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2014» республика конкурсӗнче хӳтӗлӗ.

 

Пӑтӑрмахсем Иван Николаев тата ЧР ШӖМӗ шыракан хурах
Иван Николаев тата ЧР ШӖМӗ шыракан хурах

Шупашкарта пурӑнакан Иван Андреевич Николаева шыраҫҫӗ. Вӑл 1995 ҫулта ҫуралнӑ.

Каччӑ кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та халӗ те таврӑнман. Ӑҫта вӑл? Никам та пӗлмест. Хӑй 18–20 ҫулсенчи пек курӑнать, ҫӳллӗшӗ — 176 сантиметр. Тӗреклӗрех, ҫӳҫӗ кӗске, хура тӗслӗ, куҫӗсем хӑмӑр. Уйрӑмлӑх палли хырӑм ҫинче пур. Унта 30 сантиметр таршшӗ суран йӗрӗ.

Иван килтен кайнӑ чухне тӗттӗм тӗслӗ сӑран куртка (пилӗкӗ таран), тӗттӗм кӑвак джинс шӑлавар, тӗттӗм тӗслӗ сӑран кроссавка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫумӗнче докуменстем пулнӑ.

Иван Николаев ӑҫта пулнине пӗлекенсене 24-20-72, 24-20-73 е 02 (карас телефонран — 020) телефонсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех Шупашкарта йывӑр преступленисем тунӑ арҫынсене палӑртасшӑн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен пӗри 20–25 ҫулсенче, вӑтам кӗлеткеллӗ, 160–165 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗсем хӑмӑр. Хура тӗслӗ кӗске куртка (капюшонпа), тӗттӗм шӑлавар, кроссовка тӑхӑннӑ.

Иккӗмӗшӗ 25–30 ҫулсенче, вӑтам кӗлеткеллӗ, пичӗ ҫинҫе, куҫ харши ҫӑра. Хӑй хӑмӑртарах тӗслӗ куртка, ҫыхнӑ ҫута калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/70048
 

Страницӑсем: 1 ... 3213, 3214, 3215, 3216, 3217, 3218, 3219, 3220, 3221, 3222, [3223], 3224, 3225, 3226, 3227, 3228, 3229, 3230, 3231, 3232, 3233, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.