Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Афиша

Шӑматкун, акан 12-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗ пурне те «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурса пырса курма чӗнет! Вӑл Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче кӑҫалхипе вунпиллӗкмӗш хут иртӗ.

Кӑнтӑрла 11 сехетре малтан пӗтӗмлетӳ конкурсӗ пулать, каҫхине вара, 18:00 сехетре — гала-концерт! Билечӗсене ЧНК-ра туянма май пур. Ҫавӑн пекех филармонире тата «Детский мир» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи) суту-илӳ ҫуртенче туянма пулать. Конкурс тапхӑрӗнчине итлеме 100 тенкӗ кирлӗ пулӗ, каҫхи гала-концерта кӗме — 200 тенкӗ.

Уяв каҫне конкурсантсемпе пӗрле Вячеслав Христофоров, Валентина Кузнецова, Елена Османова, Алексей Шадриков, Алексей Московский, Валерий Клементьев, Алина Федорова, Андрей Кузнецов, Светлана Печникова, Денис Пугач тата ыттисем хутшӑнаҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/86.html
 

Спорт Валерий Притуленко спортсмен
Валерий Притуленко спортсмен

Нумаях пулмасть Канашри «Локомотив» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗнче кире пуканӗ йӑтассипе Чӑваш Республикин уҫӑ Кубокӗ иртнӗ. Тупӑшӑва хӗрарӑмсем те арҫынсемпе танах хутшӑннӑ.

Уҫа турнирта пирӗн ентешсем ҫеҫ вӑй виҫмен. Унта Мӑкшӑ, Тутар республикисенчи, Чӗмпӗр облаҫӗнчи спортсменсем те хутшӑннӑ.

Улатӑрсем тивӗҫлипе мухтанма пултараҫҫӗ. Уҫӑ Кубокра Улатӑр хулин чысне кире пуканӗ йӑтассипе Тӗнчен, Европӑн, Раҫҫейӗн темиҫе хут чемпионӗ, Гиннесс рекорчӗсен кӗнекин рекордсменӗ Валерий Притуленко Владимир Сабановпа Сергей Васюнькин спорт ветеранӗсем, Евгений Кочетков ҫамрӑк спортсмен хӳтӗленӗ.

Улатӑр спортсменӗсем ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫисем, призерӗсем пулса тӑнӑ. Валерий Притуленко, Сергей Васюнькин, Евгений Кочетков хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Владимир Сабанов иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

 

Спорт Ҫӗнтерӳҫӗсем
Ҫӗнтерӳҫӗсем

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ял шахматисчӗсен XXIII республика турнирӗ иртнӗ. Кӑҫал унта Элӗк, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Шупашкар, Патӑрьел, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсем, Ҫӗнӗ Шупашкар хули хутшӑннӑ.

Ҫакнашкал турнира 1992 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Вӑл ҫулсерен Чӑваш Республикинчи чи вӑйлӑ шахматистсене пухать. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Вӑрнар районӗнчи В.Наумов чи пӗрремӗш ҫӗнсе илнӗ. Вӑл 2010 ҫулта каллех ҫак ята тивӗҫнӗ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи М.Герасимов, В.Гусев, Ҫӗрпӳ районӗнчи В.Гусев тӗрлӗ ҫулсенче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ пулнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Кудянов икӗ хут малти вырӑна йышӑннӑ. Куславккари Г.Илларионов, Пӑрачкаври В.Лазарев, Ҫӗрпӳри С.Дмитриев, А.Сергеев, Шупашкар районӗнчи Ишлейри А.Александров, Вӑрмарти Н.Ермолаев, Сӗнтӗрвӑрри хулинчи И.Казаков, А.Марков, В.Николаев та хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнтерӳҫӗ ятне илнӗ.

Малалла...

 

Вӗренӳ

Вӑрмар районӗнчи хӗрача Раҫҫей шайӗнчи конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Мария Тимофеева Пысӑк Енккасси шкулӗнче 10-мӗш класра ӑс пухать.

Тавралахӑн ҫамрӑк тӗпчевҫисен Пӗтӗм Раҫҫей конкурсне РФ вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви ирттерет. Вӑл кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ. Ӑна шкулсенче вӗренекенсене тавралӑхри экологи ыйтӑвне тӗпчеме илертес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.

Конкурс икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Регион шайӗнчи тапхӑр 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен пулнӑ. Федераци шайӗнчи тапхӑр пуш уйӑхӗнче иртнӗ. Унта ӗҫсене финала хутшӑнмашкӑн суйланӑ. Финал тапхӑрӗ куҫӑн майпа иртнӗ. Унта конкурсҫӑсем хӑйсен ӗҫӗсене сӑмах вӗҫҫӗн хӳтӗленӗ.

Регион шайӗнчи тапхӑрта Мария Тимофеевӑн ӗҫӗ ҫӗнтернӗ. Ҫапла майпа хӗрача финала хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ. Финалта Мария хӑйӗн ӗҫне ҫӳллӗ шайра хӳтӗлесе «Ландшафт экологийӗ тата геохими» номинацире 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Мария Тимофеевӑн ертӳҫи — биологин пысӑк квалификациллӗ учителӗ Т.Р.Табакова.

 

Культура

Комсомольски районӗн ҫыннисем Пӗтӗм тӗнчери театр кунне ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уявланӑ. Ҫак кун Каҫал ен халӑхӗ премьерӑна васканӑ.

Культурӑпа кану центрӗнче В.Х.Зайцева яччӗллӗ халӑх театрӗ Н.Айзманӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Кай, кай Ивана» спектакль кӑтартнӑ. Режиссерӗ — Лариса Носова.

Паллах, премьера умӗн сцена ҫинче уяв ячӗпе саламсем янӑранӑ. Культурӑпа кану центрӗн директорӗ М.А.Илларионова зала пухӑннӑ ҫынсене Культура ҫулталӑкӗпе тата Театр кунӗпе саламланӑ.

«Кай, кай Ивана» спектакльти рольсене Виталий Хораськин, Лидия Карзакова, Владимир Павлов, Валентина Курицына, Алексадра Петрова, Валерий тата Галина Ванюркинсем, Алевтина Исаева, Нина Антонова, Лариса Носова, Тит Титов, Владимир Павлов тата «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗн артисчӗсем калӑпланӑ. Сасӑ операторӗн тивӗҫне Виктор Кокшин пурнӑҫланӑ.

Халӑх премьерӑна килӗштернӗ. Ҫакна тӑвӑллӑн алӑ ҫупни те ҫирӗплетнӗ. Спектакль лартакансем сцена ҫинче чӑваш халӑхӗн наци уйрӑмлӑхне уҫса панӑ. Артистсем сӑмах «вӑййи» тата хусканусем урлӑ чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗрлӗхне ҫутатнӑ.

Малалла...

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Республикипе «Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО алӑ пуснӑ килӗшӗве пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Чӑваш Ене васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ 39 машини ҫитнӗ.

Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти васкавлӑ мудпулӑшу станцийӗсен подстанцийӗсене ҫӗнӗ автомашинӑсен уҫҫисене панӑ. Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн автопаркӗ 100 проценчӗпех ҫӗнелнӗ.

Шупашкара 27 машина лекнӗ. «Газель-Бизнес» автомобильсене медицина аппаратурипе, наҫилккасемпе, ГЛОНАСС GPS системӑпа тивӗҫтернӗ. Ҫӗнӗ Шупашкара 8 машина ҫитнӗ. 4 автомашина резервра пулӗҫ.

«Васкавлӑ тата тӑхтама юраман пулӑшу» АНО дректорӗ Илья Ковалев республикари виҫӗ муниципалитетра «03» службӑн автопаркне ҫӗнетес тӗлӗшпе калаҫусем пыраҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://vk.com/born_in_chuvashia
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Хайхине ҫыннӑн ыйтӑвне вӑхӑтра пӑхса тухманшӑн ҫакӑн пек явап тыттарма йышӑннӑ.

Ҫынсен заявленийӗсене саккунпа килӗшӳллӗн пӗр уйӑхра пӑхса тухмалла. Анчах Кӳкеҫ тӳри ҫав вӑхӑта 32 кун таран тӑсса янӑ иккен.

Ҫӗре харпӑрлӑха илес тесе кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче икӗ ҫын унта заявленипе тухнӑ. Кӗтнине виҫӗ ҫул кӗтеҫҫӗ теҫҫӗ те, хайхисен чылай кӗтме тивнӗ. Анчах федераци саккунӗнче пӑхса хӑварнине пӑхӑнманшӑн хайхисем хытах тарӑхнӑ курӑнать — прокуратурӑнах ҫитнӗ. Унта административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ та мировой судья патне ярса панӑ.

 

Республикӑра

Чӑваш Республики ентешсене куҫарас енпе патшалӑх программине кӗресшӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин пӗлтернӗ иккен.

«Программа кӑҫалхи ҫулӑн иккӗмӗш ҫурҫулӗнче ӗҫлесе каймалла, — тенӗ Моторин нумаях пулмасть иртнӗ пресс-конференцире. — Вӑл епле ӗҫлесе каясси пирки калама тытӑнса тӑратӑп. Чӑваш Республики ӗҫ вӑйӗпе яланах йышлӑ регион шутланнӑ. Ахальтен мар ӗнтӗ чӑвашсенчен ҫурри республика тулашӗнче пурӑнать».

Апла пулин те «программӑн пулмаллах», «пирӗн пӗр юхӑмра пулмалла» тенӗ иккен вӑл.

Республикӑра хатӗрлекен программӑна малтан правительствин ларӑвӗнче ҫирӗплетмелле иккен, унтан Мускавра хӳтӗлемелле теҫҫӗ. Региона Мускав мӗн чухлӗ укҫа уйӑрасси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1801.html
 

Политика Владимир Филиппов
Владимир Филиппов

Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне Владимир Филиппова ҫирӗплетнӗ. Ҫапла Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Унччен министрта тӑрӑшнӑ Михаил Янковские урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑтарнине /news/5426.htmlэпир пӗлтернӗччӗ.

Владимир Филиппов Вӑрнар районӗнчи Элмен Сунар ялӗнче 1966 ҫулта ҫуралнӑ. 1985 ҫулта вӑл Шупашкарти строительство техникумӗнче «Промышленноҫ тата граждан строительстви» специальноҫа алла илнӗ. 2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе тухнӑ, унта вӑл «Наци экономики» специальноҫа алла илнӗ. 2011 ҫултанпа Шупашкар хулинчи Ленин район администрацине ертсе пынӑ.

Чӑваш Ен Элтеперӗн маларах асӑннӑ кунхи тепӗр Хушӑвӗпе Олег Марков строительство министрне ЧР Министрӗсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ пулма ҫирӗплетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1800.html
 

Республикӑра

Кӑҫал Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 20 ҫул тултарать. Унта ӗҫлекенсем паллӑ кун тӗлне асӑнмалӑх медаль тата кӑкӑр ҫине ҫакмалли кӑларма йышӑннӑ. Анчах унта Чӑваш Республикин Патшалӑх Гербне усӑ курма Геральдика канашӗнчен ирӗк илмелле. Асӑннӑ канашӑн нумаях пулмасть иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче ҫав ыйтӑва пӑхса тухнӑ та.

Ларура республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин «Нива» вӗренӳ центрӗ Чӑваш Республикин автошкулсен ассоциацине йӗркелес шут тытнӑ иккен. Анчах ҫак ятра «Чӑваш Республики» тенине усӑ курма каллех Геральдика канашӗ ырлани кирлӗ.

Геральдика канашӗнчен «Чӑваш Республики» ята усӑ курма инвестиципе финанс компанийӗсенчен пӗри те ирӗк ыйтнӑ. Вӑл «Чӑваш Республикин аталанӑвӑн корпорацийӗ» ятпа акционерсен тулли мар обществине йӗркелесшӗн иккен. Унсӑр пуҫне Патшалӑх ялавӗпе Патшлаӑх гербне усӑ курма ыйтнӑ.

Геральдика канашӗ никама та кӳрентермен — вӗсен кашнин ыйтӑвнех тивӗҫтернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3219, 3220, 3221, 3222, 3223, 3224, 3225, 3226, 3227, 3228, [3229], 3230, 3231, 3232, 3233, 3234, 3235, 3236, 3237, 3238, 3239, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.