Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Статистика

Респуликӑра шыва кӗмелли сезон вӗҫленнӗ. Пляжсенче асӑрхаттарса ҫырнӑ ялавсене антарнӑ, пляжсем ӗҫлеме чарӑннӑ.

Шел те, пӗтӗмлетӳ савӑнтармасть. Кӑҫал шывра 43 пӑтӑрмах пулнӑ, вӗсенче 37 ҫын вилнӗ. Пӗтӗмпе 8 ача путса вилнӗ, 8 ҫынна ҫӑлнӑ.

Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, сахалрах. Пӗлтӗр 49 пӑтӑрмах пулнӑ, 44 ҫын вилнӗ.

ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, япӑх кӑтарту ҫынсем канма пӗлменнипе, яваплӑха туйманнипе ҫыхӑннӑ. Чылай пӑтӑрмах эрех-сӑра ӗҫнӗ ҫынпа пулать. Нумайӑшӗ юраман ҫӗрте шыва кӗрет. Шыва кӗмешкӗн ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсенче, ача-пӑча лагерӗсенче кунашкал пӑтӑрмахсем пулман.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, Пӗлӳ кунӗнче, Шупашкарти коопераци институтне бомба хуни пирки пӗлтернӗ. Хыпара электронлӑ почтӑна янӑ.

Ку кӑнтӑрла пулнӑ. Вырӑна кирлӗ ҫынсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Институтри ҫынсене эвакуациленӗ, транспорт ҫӳрекен ҫула пӳлнӗ. Полици ӗҫченӗсем, кинологсем пӳлӗмсене тӗрӗсленӗ.

Телее, нимӗнле бомба та тупман. 14 сехет те 40 минутра тӗрӗслев вӗҫленнӗ.

Ҫурлан 29-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр шкулта вӗренекен ача суту-илӳпе курав центрне «бомба» хунӑччӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмалатаҫҫӗ.

 

Статистика

Кӑҫал Шупашкар районӗнчи пилӗк ҫемьене ашшӗ-амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Район администрацийӗн опекӑпа попечительство пайӗнче шутра 137 ача тӑрать, вӗсенчен 93-шӗ — социаллӑ тӑлӑх, 44-шӗ — тӑлӑх.

Тӑлӑха юлакансене районта опекӑна (попечительствӑна) тата усрав ҫемьесене илеҫҫӗ иккен. Паянхи кун усрав ҫемьере 15 тӑлӑх хӳтлӗх тупнӑ, опекунсемпе попечительсеннинче — 122. Ку цифрӑсене вӗретекенсен ҫурла уйӑхӗнчи конференцийӗнче райадминистрацин вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Юорис Романов пӗлтернӗ.

Ҫурлан пуҫламӑшӗ тӗлне тата тепӗр 9 тӑлӑхпа ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ ачана тупса палӑртнӑ. Вӗсене пурне те ҫемьене вырнаҫтарнӑ.

2013 ҫулта районта 61 ӑнӑҫсӑр ҫемье шутра тӑнӑ-тӑк, кӑҫал ун пеккисем — 56-ӑн. Вӗсенче 108 ача ӳсет.

2012 ҫулта 12 ашшӗ-амӑшне хӑйсен правинчен хӑтарнӑ, пӗлтӗр — 17-не, кӑҫал — 5-не.

 

Культура

Паян шкул ачисем Пӗлӳ кунне паллӑ тунӑран эпир электронлӑ вулавӑша Марк Твенӑн «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» кӗнекине вырнаҫтартӑмӑр. Чӑвашла ӑна Феодосия Ишетер куҫарнӑ, 1979 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ. Электронлатма «Хавал» пӗрлӗхӗн пайташӗсем пулӑшнӑ.

«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава Марк Твен пӗрремеш хут 1876 ҫулта пичетлесе кӑларнӑ. Унти ӗҫсем АПШ-ри граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ҫыравҫӑ ӑна ҫитӗннисем валли ҫырнӑ, анчах каярах хайлав ачасен кӑмӑлне кайнӑран вӑл ача-пӑча литератури пулса тӑнӑ. Чӑвашла Том Сойер пирки тепӗр кӗнекене те куҫарнӑ — 1985 ҫулта «Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени» (1884) хайлав Асклиада Соколова куҫарӑвӗпе тухнӑ. Виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӑш кӗнекисене — «Tom Sawyer Abroad» (1894, чӑв. Том Сойер чикӗ леш енче), «Tom Sawyer, Detective» (1896, чӑв. Том Сойер — детектив) — хальлӗхе чӑвашла кӑларман-ха.

«Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» хайлава epub форматпа та уҫласа илме пулать — капла смартфонсенче вулама май пур.

Малалла...

 

Вӗренӳ Настя Макаренкӑпа Александра Шарова. Мария Соловьева тунӑ сӑн.
Настя Макаренкӑпа Александра Шарова. Мария Соловьева тунӑ сӑн.

Паян ачасем чечек ҫыххи йӑтса шкула утрӗҫ. Республикӑра чӑваш ачисем кӑна мар, Украинӑран килнисем те Пӗлӳ кунне уявлӗҫ. «ПроГород» корреспонденчӗ вӗсемпе тӗл пулнӑ.

Анастасия Макаренкопа Александра Шарова паянтан пуҫласа Луганскра мар, Чӑваш Ен хулинче вӗренме тытӑнӗҫ. 8 ҫулти Анастасия вӗреннӗ шкула персе аркатнӑ. Хӗрача авӑнӑн 1-мӗшӗнче парта хушшине ларнӑшӑн хӗпӗртет. Шкула каймалли япаласене хатӗрлеме Хӗрлӗ Хӗрес пулӑшнӑ. Хӗрача пултаруллӑ. Луганскри журналистсем ун пирки хаҫата та ҫырнӑ. Настьӑн хӑйӗн пӗчӗк куравӗ те пулнӑ.

Хӗрлӗ Хӗресӗн Шупашкарти уйрӑмӗн элчи Татьяна Толстова каланӑ тӑрӑх, вӗсем патне япала илсе килекен нумай. Пӗр организаци форма та парнеленӗ. Ручкӑсем, тетрадьсем, кӑранташсем… ҫитмеҫҫӗ-мӗн.

Шупашкарти шкулсене Украинӑран килнӗ 52 ача кайнӑ. 20 шӑпӑрлан ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти 9-мӗш шкул директорӗ Наталья Батюнина каланӑ тӑрӑх, ҫав ачасем ятарлӑ программӑпа вӗренӗҫ. Вӗсем пур предмета та вӗренӗҫ. Ҫав шутра — чӑваш чӗлхине те.

Алена Макаренко пӗлтернӗ тӑрӑх, Настя — тӑрӑшуллӑ ача. Чӑваш чӗлхине вӗренме йывӑр пулмӗ, мӗншӗн тесен ӑна чӑвашла пӗлекен кукамӑшӗ пулӑшма шантарать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72711
 

Раҫҫейре

Тӗрлӗ саманари ача-пӑчан кӑмӑлне тивӗҫтерме пултаракан «Спокойной ночи, малыши» телекӑларӑмра (ӑна пуҫласа 50 ҫул каялла кӑтартнӑ) ҫӗнӗ сӑнар пулӗ. Ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин сӗннӗ иккен. Кун пирки «Новости» информаци агентствине «Класс!» телекомпанин директорсен канашӗн ертӳҫи Александр Митрошенков пӗлтернӗ.

Путин сӗнӗвӗ малтанласа кӗтменлӗх пулнине пӗлтернӗ вӑл. Анчах лайӑхрах виҫсе хакланӑ хыҫҫӑн шухӑш кӑмӑла кайнӑ имӗш. Ҫӗнӗ сӑнар юпа уйӑхӗнче телеэкран ҫине тухӗ. Унчченхи сӑнарсемпе (вӗсем пурте — пуканесем) танлаштарсан ҫӗнни компьютер паттӑрӗ. 3D йышши хатӗрлекенскер кулма та пӗлӗ, алӑ пама та, калаҫма та. Ҫӗнӗ сӑнар камне хальлӗхе пӗлтермеҫҫӗ. Тепӗр икӗ эрнерен калама шантараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2014/08/29/malishi/
 

Республикӑра

Ҫемьере иккӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан амӑш укҫи панине паян пӗлмен ҫын ҫук ӗнтӗ. Вӑл тупрана нумайӑшӗ ҫурт-йӗр условине лайӑхлатма: кам хваттер туянма, кам общежитинче пӳлӗм илме, кам ҫуртлӑ пулма — усӑ курать. Анчах амӑш укҫине амӑшӗн пулас пенсийӗ валли хурса хӑварма та юрать, ачасене вӗрентме те.

Амӑш укҫи ҫинчен калакан программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа Чӑваш Енри 750 ытла ҫемье 28,5 миллион тенкӗлӗх ыйтса ҫырнӑ. Тӑвай районӗнче 20 ҫын 760 пин тенкӗ ыйтнӑ.

Укҫана ача вӗреннишӗн тӳлеме уйрӑма та, вӗреннӗ вӑхӑтра общежитинче пурӑннишӗн татӑлма та чармаҫҫӗ. Тӑвай районӗнче ун пек ыйтакансем пулман та, республикӑра 9 ҫын ҫапла ыйтупа тухакан пулнӑ иккен. Ҫавсем пурӗ 90 пин тенкӗ ыйтнӑ.

 

Кӳршӗре

Ӗнер Пушкӑртра вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Инкек республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ Палтас (пушк. Балтас), Краснокама, Калтаси районӗсене пырса тивнӗ. Тӗслӗхрен, Палтас районӗнчи Янактаево ялӗнче 87 ҫурт ҫивиттине илсе пенӗ, Калтаси районӗнчи Калекин ялӗнче 12 ҫурт ҫивиттине салатнӑ. Краснокама районӗнчи Карый ялӗнче те 187 ҫурт сиенленнӗ.

Пуринчен ытла Янаул районӗнчи Канигово, Кивӗ Куюк ялӗсем тата Янаул хулин «Тухӑҫ» микрорайонӗ шар курнӑ. Республикӑри ИӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫил-тӑвӑл пурӗ 500 яхӑн ҫурта сиен кӳнӗ, 26 ял-хула ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ.

Вӑйлӑ ҫил-тӑвӑла пула пурӗ 2 ҫын вилнӗ, 40 яхӑн ҫын аманнӑ. Инкеке лекнӗ ҫынсене вӑхӑтлӑха вырнаҫтарма 15 вырӑн йӗркеленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://ufa.kp.ru/online/news/1831138/
 

Ӑслӑлӑх

Авӑн уйӑхӗнче пӗтӗм тӗнчери «Monaco Yacht Show 2014» курав иртмелле. Унта DeepFlight компани шывай киммисен ҫӗнӗ тӗсне хӑтласшӑн — ҫынсем каланӑ тӑрӑх вӑл харпӑр ҫынсем валли шывай киммисен ӗмӗрне уҫма пултарӗ.

Шывай киммине тытса пыма йывӑр пулнӑран вӗсенче яланах аслӑ пӗлӳллӗ ӑстасем кирлӗ — ҫавна май харпӑр ҫын шыв айне анаймасть, пуянран та пуяннисем кӑна ҫак ӗмӗте пурнӑҫлайраҫҫӗ.

Аппарата шутласа кӑларакан компани шантарнӑ тӑрӑх вӗсен шывай киммипе ахаль ҫын та усӑ курма пултарать — управлени питӗ ансат иккен. Хальхи вӑхӑтра усӑ куракан шывай киммисенчен те уйрӑлса тӑрать — вӑл клапансемпе усӑ курмасть, шыв айӗпе ҫӳреме ӑна винтсем пулӑшаҫҫӗ. Аппарат 120 метр тарӑнӑшне анма пултарать. Хӑй вӑл 1 800 кило таять, 4 метр тӑршшӗ, 2 метр сарлакӑш. Шыв айӗнче ку кимӗ 6 сехет ҫӳреме пултарать — аккумуляторсем шӑп ҫак вӑхӑта ҫитеҫҫӗ. Ҫӗнӗ аппаратпа туризм отраслӗнче анлӑ усӑ курма пуҫласса шанаҫҫӗ.

Кимӗ хакӗ пӗчӗк мар — 1,5 миллион доллар. Анчах та ҫак аппаратра усӑ курнӑ технологисем шывай киммисене ҫӗнӗлле тума хистӗҫ тесе шутлаҫҫӗ, ҫапла май вара вӗсен хакӗ те малашне чакма тытӑнӗ. «DeepFlight Dragon» ятлӑ шывай киммине вара хуҫисем тара пама шухӑшлаҫҫӗ — апла-тӑк шыв айӗнчи тӗнчепе паллашас кӑмӑл пуррисен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланма пултараҫҫех.

Малалла...

 

Ял хуҫалӑхӗ

Муркаш район администрацийӗн экономика тата агропромышленность комплексӗн аталанӑвӗн пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхӗсенчи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Унти ял хуҫалӑх тата промышленность предприятийӗсем 1,8 миллиарда яхӑн тенкӗлӗх продукци туса кӑларнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан ку вӑл 20,3 процент нумайрах тенине пӗлтерет.

Ял хуҫалӑх продукцине илесси те ӳснӗ. Пӗтӗмпе 1948,6 тонна, е 91 процент, аш-какай туса илнӗ, 24196,6 тонна, е 97,3 процент, — сӗт.

Кашни ӗнерен вӑтамран 2944 килограмм (99,8 процент) суса илнӗ.

Мӑйракаллӑ шултра выльӑх хисепӗ 14745 пуҫпа, е 92,6 процентпа танлашать. Ял хуҫалӑх производство предприятийӗсенче 4696 пуҫ, е 92,4 процент, хушма хуҫалӑхсенче — 9842 пуҫ, е пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтрин 92,5 проценчӗ чухлӗ, хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче — 207 пуҫ (96,3 процент).

 

Страницӑсем: 1 ... 3234, 3235, 3236, 3237, 3238, 3239, 3240, 3241, 3242, 3243, [3244], 3245, 3246, 3247, 3248, 3249, 3250, 3251, 3252, 3253, 3254, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.