Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫурлан 10-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗ уява пухӑннӑ. Ҫынсем культура центрӗ умӗнче ирех хӗвӗшме тытӑннӑ. Аксарин ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ О.В.Семенов ентешӗсене уяв ячӗпе саламланӑ. Уява Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Э.В.Упракина та килнӗ. Ялти чи хастар ҫынна Н.В.Чупракова Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Концерта Аксаринти тата Ӗсмелти (Октябрьскинчи) культура центрӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах юбилярсене, хӑнасене саламланӑ. Уявра чӑвашсен йӑлипе килӗшӳллӗн шӳрпе пӗҫернӗ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫурлан пӗр кунӗнче Елчӗкри культурӑпа кану центрне Раҫҫей тата чӑваш эстрадин «ҫӑлтӑрӗсем» пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Алла Пугачева та, Филипп Киркоров та, хӑй вӑхӑтӗнче Евровиденире ҫӗнтернӗ Дима Билан та тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Анчах вӗсем чӑн-чӑн артистсем мар, вӗсене евӗрлекенсем пулнӑ. Районти тӗрлӗ клубран пухӑннӑскерсем «Один в один» шоу-концерт кӑтартнӑ. Уява канӑва йӗркелес енӗпе ӗҫлекен методист Марина Кузьмина Алла Пугачеван «Эй, вы там» юррипе пуҫланӑ. Ун хыҫҫӑн сцена ҫине Натали (ӑна Екатерина Цыганова евӗрленӗ), Николай Басков (Диана Кириллова), Ирина Аллегрова (Екатерина Федотова), Григорий Лепс (Анастасия Барская) хӑпарнӑ. Елена Пыркина Витас пек юрланӑ, Лидия Скворцова — Надежда Кадышева пек. Тепӗр тесен пурне те асӑнса пӗтереймӗн. Вырӑнтисем концерт пурне те килӗшнине ӗнентереҫҫӗ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шӑматкун Ҫӗрпӳ хули 425 ҫулхине палӑртнӑ. Уяв хулари тӗп стадионта пуҫланнӑ. Унта хула ҫыннисемпе хӑнисем тӗрлӗ мероприятие тата шоуна хутшӑннӑ. Ҫӗрпӳри историпе таврапӗлӳ музейӗ хӑйӗн эскпоначӗсене курава тӑратнӑ. Унсӑр пуҫне алӗҫ ӑстисен куравне те йӗркеленӗ. Пӗчӗккисем валли вӑйӑ программи хатӗрленӗ. Пултаруллӑ амӑшӗсем валли «Ача-пӑча кӳмисен куравӗ» тата «Тӗлӗнтермӗш пепке» фестиваль-конкурс иртнӗ. Хӗрсем ҫӳллӗ кӗлӗллӗ пушмак тӑхӑнса тупӑшнӑ, арҫынсем — ҫӑматӑ тӑхӑнса. «Юратнӑ хула» уҫӑ фестивальте чӑваш, вырӑс юррисем янӑранӑ, тӗрлӗ халӑх ташшине кӑтартнӑ. Уявӑн официаллӑ пайне республикӑн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ — строительство министрӗ Олег Марков, Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Егоров тата ыттисем хутшӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов тата район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина хулан паянхи ҫитӗнӗвӗнче аслӑ ӑрӑвӑн тӳпи тесе палӑртнӑ. Кирек епле уяври пекех пултаруллисене тӗрлӗ Хисеп грамотипе тата Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫӗрпӳ хулин хисеплӗ ята кӑҫал Игорь Никифоров тата Владимир Филимонов тивӗҫнӗ. Сӑнсем (84) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӑҫта систермелли пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ӗҫлекен федераци ведомстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫ вырӑнӗсенче туртма чарчӗҫ. Ку вӑл офиссене, производство цехӗсене, савутсене тата ыттине пырса тивет. Ҫуртсенче туртмалли пӳлӗмсем пурри саккуна пӑсни шутланать. «Туртма юрамасть» паллӑ вырнаҫтарманни те ҫавӑнтах кӗрет. Ӗҫ паракан ҫав самантсене пӑхса тӑмасан ун пирки Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлеме юрать. Асӑннӑ органсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ. Общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче туртнишӗн те ҫӑхавламалла. Кафесемпе ресторансенче, барсемпе ҫыртмаллисенче, столовӑйсенче кӑна мар, ҫуллахи уҫӑ верандӑсенче те мӑкӑрлантарма юрамасть. Картишсенче — ача-пӑча тата спорт лаптӑкӗсенче тата пурӑнмалли ҫуртсенче (лифтсенче, подъездсенче тата карталшкасем ҫинче) туртма та чарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисем ирӗк памасӑр туртмалли ятарлӑ вырӑнсем те йӗркелме юрамасть. Саккуна пӑсакансем пирки полицин участокри уполномоченнӑйне е полицине систермелле. Шкулсенче, поликлиникӑсенче тата ача пахчисенче туртакансене курсан Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Василий Григорьевичпа Аполинария Николаевна Григорьевсем Кевер чул — ҫирӗп. Пӗрлешнӗренпе 60 ҫул хыҫа хӑварнине ахальтен мар ҫак чул ятне панӑ. Нумаях пулмасть Муркаш районӗнче пурӑнакан Василий Григорьевичпа Аполинария Николаевна Григорьевсем кевер туя паллӑ тунӑ. Вӗсем 1954 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗнче пӗрлешнӗ. Пурнӑҫра йывӑрлӑхсем сиксе тухсан та мӑшӑр яланах пӗр-пӗринпе юнашар пулнӑ. Григорьевсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ 4 мӑнукӗпе, вӗсен 4 ачипе киленеҫҫӗ. Григорьевсене Катикасси ял тӑрӑхӗн специалисчӗ А.Григорьева, Ветерансен канашӗн председателӗ В.Волкова тата ыттисем саламланӑ. Уявра юбилярсем валли «Ҫӑлкуҫ» фольклор ансамблӗ юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авари вырӑнӗ Паян 14:50 сехетре «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» А-151 федераци ҫулӗн 5-мӗш ҫухрӑмӗнче авари пулнӑ. 6 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Волга» ВАЗ-2113 маркӑллӑ урапана хӑваласа иртсе кайнӑ та тӑрук чарӑннӑ. «Лада» водителӗ чухласа ӗлкӗреймен. Ӑна хыҫалта пыракан «Volvo» грузовик пырса тӑрӑннӑ. Ҫапла майпа «Ладӑна» икӗ урапа хӗстернӗ. 6-ри ача «Ладӑра» пулнӑ. Унти тепӗр виҫӗ ҫын суранланнӑ. Хальлӗхе тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Малти Ункӑпуҫ ялӗнче ял уявне ирттернӗ. Вӑл асӑну хӑми уҫнипе пуҫланнӑ. Ӑна, ҫывӑхри ялсенчен чи малтан Малти Ункӑпуҫне ҫутӑ кӗртнӗ Иван Барабаш электрикӑн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Асӑну хӑми уҫнӑ ҫӗрте Вячеслав Спиридонов ялти депутат, Георгий Вавилов ӗҫ ветеранӗ, Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Матюшкин, тата Барабашӑн аслӑ ывӑлӗ Владимирпа Ольга кинӗ тата Михаил Фомин тухса калаҫнӑ. Елена Барабашпа Елена кинӗ хуранпа уяв яшки пӗҫернӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, уяв сӗтелӗпе хӑналаннӑ. Уява Вячеслав Спиридонов йӗркелесе ертсе пынӑ. Концерт программине Ункӑпуҫ ялӗн пултарулӑх ушкӑнӗ «Тӑван ял» юрӑпа пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене хисеп тунӑ май 80 ҫулхи Ефросинья Ермакована тата 75 ҫулхи Георгий Ярдухинпа Римма Рязанована чысланӑ. Вячеслав Спиридонов «Чи таса хуҫалӑх» конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене Тав хучӗсемпе парнесем панӑ. Кунта Раиса Афандерован, Федор Черновпа Вениамин Ванеевӑн хуҫалӑхӗсем ҫӗнтернӗ. Михаил Фомин спорт вӑййисене ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӑслӑлӑх
![]() Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗ патӗнчи сӑваплӑ вырӑнта археологсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Тӗлӗнмелле археологи палӑкне тӗпчессин малтанхи тапхӑрӗ 2012 ҫулта пуҫланнӑ. Унти материалсене «Шупашкар хули тата унӑн тавралӑхӗ Вӑтам ӗмӗрте: Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ» кӗнекере пичетленӗ. Тӗпчев ӗҫне ӗнер тепӗр хут пуҫланӑ. Сӑваплӑ вырӑна тӗпчекенсем — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑсӑлӑхӗсен институчӗн археологипе истори пайӗн специалисчӗсем тата Мари Элти ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ученӑйӗ Д.Ю. Ефремова. 10816 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи вырнаҫнӑ вырӑн XII–XIX ӗмӗрсене пырса тивет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӑлхар-чӑваш эткерлӗхӗн тапхӑрне тивет. Этнологипе археологи сведенийӗсем тӑрӑх хакласан, унта пӑлхарсен, чӑвашсен тата ҫармӑссен тӗн йӑли-йӗрки палӑрать теҫҫӗ. Ҫав сӑваплӑ вырӑн ахаль объект кӑна мар, округри ӑс-хакӑл центрӗ пулнӑ-тӑр тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Куславкка хула кунне тата Физкультурниксен уявне паллӑ тунӑ. Ҫак кун «Атӑл» сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс халӑха тӳлевсӗр йышӑннӑ. 10 сехетрен пуҫласа тӗрлӗ ӑмӑртусем иртнӗ. Атӑл хӗрринче велосипедҫӑсем чупнӑ. Пляжра волейболистсем вӑй виҫнӗ. Хула кунӗнче культура мероприятийӗсем иртнӗ. Ҫӳллӗ пуканесем ачасене те, аслисене те савӑнтарнӑ. Унтах «Пулас ӑрӑва халаллатпӑр…», «Хулан поэчӗсем пур», «Кӗнеке бульварӗ чӗнет…» акцисем йӗркеленнӗ. Куславкка хула пуҫлӑхӗ Александр Ларионов, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Валентин Колумб, Куславкка хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев ентешӗсене уявпа саламланӑ. Сумлӑ хӑнасен йышӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Никоноров, Куславкка ентешлӗхӗн председателӗ, ЧР тава тивӗҫле тухтӑрӗ Юрий Зорин тата ыттисем пулнӑ. Ӗҫре палӑрнисене Хисеп хучӗсемпе чысланӑ. 19 сехетре концерт пуҫланнӑ. Хусанти «Дорогудо» рок-н-рол ушкӑнӗ те килнӗ. Унтан куславккасене Хусанти «Авиация» шоу-балет тата Куславккари «Женское счастье» (чӑв. Хӗрарӑм телейӗ) савӑнтарнӑ. Сӑнсем (95) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Элӗк Элӗкре нумай хваттерлӗ ҫурт картишӗсене юсассипе кӑҫал самай ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе унта хыснара 1,2 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Тупрана район центрӗнчи Совет урамне асфальт сарма янӑ. Кунсӑр пуҫне асӑннӑ урамри 36/1 тата Гагарин урамӗнчи 37-мӗш ҫурт картишӗснее хӑтлӑх кӗртнӗ. Ҫӗнӗрен асфальт сарни, юсамаллине юсани машинӑсене кӗрсе тухма та меллӗх кӳни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑл вара халӑхӑн пурнӑҫне те лайӑхлатасса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |