Вӗренӳ
![]() Республикӑри шкулсем ҫӗне вӗренӳ ҫулӗ валли хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал авӑн уйӑхӗ тӗлне республикӑри 26 шкул валли ҫӗнӗ оборудовани туянӗҫ, спорт пӳлӗмӗсене юсӗҫ. Чӑваш Енри шкулсем кӑҫал «Ача-пӑча спорчӗ» проектпа килӗшӳллӗн спортзалсене юсамашкӑн, ҫӗнӗ хатӗр туянмашкӑн хушма укҫа-тенке тивӗҫнӗ. Ҫак тӗллевпе федераци хыснинчен — 21 миллион, республика хыснинчен 1,1 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Енӗшри храм Вӑрнар районӗнчи Енӗш ялӗн халӑхӗ храм туса пӗтерссишӗн тапаҫланать. Унти ӗҫсем тӑваттӑмӗш ҫул пыраҫҫӗ ӗнтӗ. Халӑх ӑна хӑйӗн вӑйӗпе хӑпартать. Ӗҫ самантлӑха та чарӑнмасть-ха, анчах укҫа-тенкӗ ҫитменни ура хурать-мӗн. Халӗ ҫынсем укҫа пуҫтараҫҫӗ. Стройматериалсем хаклӑ, ҫавӑнпа енӗшсене храма хута яма йывӑртарах. Уйкас Кипек ял тӑрӑхӗнчи культура ӗҫченӗсем храмра кашни эрнере шӑматкунлӑх ирттереҫҫӗ. Халӗ унта строительсем шалти ӗҫсене пурнӑҫлаҫҫӗ. Храма хута ярас тесе енӗшсем кӑна мар, унта ҫуралса ӳснӗ, каярахпа тӗрлӗ енне саланнӑ ҫынсем те тӑрӑшаҫҫӗ, ӑна валли укҫа пухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юнашарах вырнаҫнӑ пулин те Ҫӗрпӳ хулин 2-мӗш шкулӑн ҫурчӗсем иккӗ. Хальхи вӑхӑтра шӑп та шай ҫавсене ҫыхӑнтаракан, пӗр ҫуртран теприне каҫма май паракан переход купалаҫҫӗ. Ку ӗҫе тума пурӗ 6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ӗҫсем унта епле пынине утӑн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗн администраци пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов пырса тӗрӗсленӗ. Хушма ҫурта «Эльбрус» ТМЯП хӑпартать. Ӗҫе вӗсем ҫурлан 15-мӗшӗччен вӗҫлесшӗн. Сергей Артамонов ҫурта вӑхӑтра туса ҫитермелли пирки каланӑ, унсӑр пуҫне вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен ҫумри лаптӑка та хӑт кӗртмелле. Ҫӗрпӳсем строительсен ӗҫне тӗрӗслеме ятарлӑ организацие те явӑҫтарнӑ — «НН-стройконтроль» ТМЯП ҫурта тӗрӗс хӑпартнине пӑхса тӑрӗ. Вӗсем кӑлтӑксене те тупма ӗлкернӗ имӗш, ҫывӑх вӑхӑтра тӳрлетме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ кӗнеке хуплашки Ҫак кунсенче Шупашкарти «Перфектум» издательствӑра Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Первая награда отца» (чӑв. Аттен пӗрремӗш награди) ятлӑ кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна автор хӑйӗн укҫипе кӑларнӑ. Кӗнекене Красноармейски районӗнчи Тусай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Чӑваш АССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономне, Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхозра агрономра, тӗп агрономра тата 16 ҫул хушши колхоз ертӳҫинче тӑрӑшнӑ Александров Вячеслав Александровича халалланӑ. Кӗнекери хайлавсене вырӑсла, чӑвашла тата акӑлчанла ҫырнӑ. Хуплашкине Александр Велькин, макетне Рина Димитриева хатӗрленӗ. Кӗнеке ӑна пухса хатӗрлекен Зотова Г.В. ҫинчен каласа панипе уҫӑлать. Унтан Алексей Зотовӑн «Семья — семь Я» статьи, Вячеслав Александровичӑн биографийӗ, Галина Зотовӑн «Первая награда отца» тата «Атте халапӗ» калавӗсем, Вячеслав Александров хайланӑ сӑвӑсем вырӑн тупнӑ. Етӗрне районӗн сайчӗ кӑҫал Вячеслав Александровичӑн 85 ҫулхи юбилейӗ ячӗпе самаях пысӑк материал вырнаҫтарчӗ. М.И. Ильина хатӗрленӗ ҫак статья та кӗнекере кун ҫути курнӑ. Етӗрне районӗнчи Кӑкшӑмри шкулта та Александрова халалласа уяв ирттерчӗҫ, шкулти биологи учителӗ, Александровсен кӗҫӗн хӗрӗ, Валентина Константинова ку уявра тунӑ «Жизнь прожить — не поле перейти» (чӑв. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Борис Яковлев ӑсталанӑ тракторсем 1958 ҫулта ҫуралнӑ Борис Яковлев Елчӗк районӗнчи Энтри Таяпа ялӗнче пурӑнать. Вӑл чӑн-чӑн Кулибин тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Унӑн чун киленӗҫӗ — ӗҫлемен кивӗ техникӑна пуҫтарса ҫенни ӑсталасси. Вӑл ав мини-трактор пуҫтарнӑ. Ӑна ыттисенчен уйрӑмах палӑртмалла. Ҫак техника ӑна хуҫалӑхӗнче питӗ пулӑшать. Борис Яковлев ҫуркуннесерен унпа ҫӗр сухалать, акать, кӗрекунне ҫӗрулми кӑларать. Борис Яковлев каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, унӑн ывӑлӗсемпе пӗчӗк мӑнукӗсем те алӑпа пуҫтарнӑ тракторпа кӑсӑкланаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Геннадий Айхи Айхи фончӗ тата Шупашкарти «ГолосА» поэзи фестивалӗн кураторӗсем А сасӑ кунӗн акцине хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Вӑл ҫурлан 21-мӗшӗнче тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче иртӗ. Ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Ҫак кун 17 сехетре Айхин чи кӗске сӑввине — «Спокойствие гласного» (унта А сасӑ ҫеҫ пур) вулӗҫ. Акцие темиҫе мелпе хутшӑнма май пур. Чи ансатти — А сасса калани. Ӑна юлташсемпе, кӳршӗсемпе те калама май пур. Виҫҫӗмӗш мел: А сасса каланине видео ӳкермелле те халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑна кӑларса хумалла е a.sound.day@gmail.com электронлӑ адреспа ямалла. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку акци тӗнчери ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Ҫурлан 21-мӗшне пӗтӗм тӗнчери А сасӑ кунӗ тума та палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗнӗ «зебра» Шупашкарти «йӑрӑм ҫулсене» («зебрӑсене») ҫӗнӗ технологипе килӗшӳллӗн тума пуҫлӗҫ. Шурӑскер малашне сарӑ пулӗ. «Зебрӑн» тӗсӗ кӑна мар, материалӗ те улшӑнӗ. Унччен усӑ курнӑ сӑрӑ вырӑнне термо- тата сивӗ пластикпа усӑ курӗҫ. Вӑл ҫанталӑк тӑрук улшӑннине лайӑх чӑтать. Ку кӑна мар. Ҫак материалӑн 30% — кантӑк хӑмпӑсем. Ҫакна пула вӑл «тимӗр урхамахӑн» фара ҫутипе йӑлтӑртама тытӑнать. Ҫӗнӗ технологипе усӑ курса 50 «йӑрӑм ҫула» улӑштарма палӑртнӑ. Хальлӗхе ку сӑнав. Ҫӗнӗ технологи ҫирӗплӗхне хӗлле тӗрӗслеме май пулӗ. Ун чухне ҫанталӑк сивӗ, «тимӗр урхамахсем» те шинисене улӑштараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() liveangarsk.ru сайтри сӑн Кӳкеҫ поселокӗнче водительсем валли электронлӑ информаци хыпарӗ вырнаҫтарнине нумаях пулмасть пӗлтернӗччӗ. Кунашкал табло ҫитес вӑхӑтра Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗ ҫывӑхӗнче те вырнаҫтармалла. «Атӑл» ҫул-йӗр управленийӗн эксперт специалисчӗ Георгий Юнусов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал таблосем водительсемшӗн пысӑк пулӑшуҫӑ. Вӑл руль умӗнчисене ҫул-йӗр ҫинчи лару-тӑру пирки хыпарлӗ: ҫул шуҫлак пирки, вӑйлӑ ҫумӑр килесси ҫинчен. Табло водителе хӑвӑртлӑха чакарма та сӗнӗ. Таблопа юнашар электронлӑ паллӑ вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ҫул ҫинче «тимӗр урхамах» нумай чухне урӑх енчен каймаллине кӑтартӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Татьяна Ежова Паян Улатӑр хула Депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ. Черетсӗр пухӑнма хистенин сӑлтавӗ — Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхне Михаил Марискина хирӗҫле пуҫиле ӗҫ пуҫарса ӑна килтен тухса ҫӳреме чарнипе ҫыхӑннӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ — экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Татьяна Ежова ҫине тиенӗ. Ку ӗҫе вӑл паянтан пурнӑҫлама кӳлӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Светлана Горланова Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шукакасси ялӗнче пурӑнакан Светлана Горланова хӑйӗн пахчине чӑн-чӑн асамлӑха ҫавӑрнӑ. Унта — чечек клумбисем, мультфильм сӑнарӗсем. Купӑста, хӑяр, помидор, иҫӗм ҫырли тухӑҫлӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ кӑна мар, пахчана илем те кӳрет. Шыв тултармалли пичке те питӗ капӑр. Пӳрт чӳречисем ҫинче — сӑпсасем, чечексем. Унтах — мультфильм сӑнарӗсем. Светлана Горлановӑн пахчана хӑтлӑх кӗртме тӑрӑшнӑ. Ун чухне ӑна ҫакнашкал илемлетмешкӗн шухӑш ҫуралнӑ та. Светлана каланӑ тӑрӑх, шухӑшсем хӑйсемех килеҫҫӗ. Хӑшӗ-пӗр япалана тӗнче тетелӗнче шыраса тупать. Пахчара бассейн та пур. Светлана 1 метр тарӑнӑш шӑтӑка хӑйех чавнӑ, ун тавра чечексем лартнӑ. Паллах, ҫак ӗҫре ӑна мӑшӑрӗ Юрий, ачисем пулӑшаҫҫӗ. Сӑнсем (32) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |