Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Хулара Гагарин кӗперӗ
Гагарин кӗперӗ

Ырантан, ҫурлан 1-мӗшӗнчен, пуҫласа Шупашкарти Гагарин кӗперне юсама тытӑнӗҫ. Ҫавна май транспортсене унтан ҫӳреме сӗнмеҫҫӗ.

Ҫурлан 1–18-мӗшӗсенче транспортсене сылтӑм енӗсемпе сахалрах ҫӳреттерӗҫ. Ҫак тапхӑрта икӗ еннелле каякансем те ҫул варрипе ҫӳрӗҫ. Унта ун чухне юсав ӗҫӗсем пымӗҫ.

Хула кунӗ хыҫҫӑн, ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 8-мӗшӗччен, транспортсене ҫул варрипе ҫӳреме чарӗҫ. Ҫак вӑхӑтра сылтӑм енчи ҫулсемпе ҫӳреме май пулӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри виҫӗ ҫын «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ шкул ачисем. Ҫак палла ҫынсене йывӑрлӑхра пулӑшнӑшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата хӑюлӑхшӑн панӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски шкулӗнче вӗренекен Ольга Ярисова «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине икӗ йӑмӑкне ҫунакан пӳртрен илсе тухнӑшӑн тивӗҫнӗ. Ӑна ҫак паллӑпа Мускавра чысланӑ.

Николай Константиновпа Антон Михеева ҫак паллӑна Чӑваш Енре панӑ. Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч шкулӗнче вӗренекен Николай путакан арҫын ачана ҫӑлнӑ. Коопераци институчӗн студентне Антон Михеева вара сусӑрсем валли пандус хатӗрленӗшӗн кӑкӑр паллине панӑ.

Пӗтӗмпе комиссин 1,5 пин кандидата пӑхса тухма тивнӗ. Вӗсенчен 128-шӗ ҫеҫ «Вӗри чӗре» кӑкӑр паллине тивӗҫнӗ. Вӗсен йышӗнче — Сочири иртнӗ Паралимпиадӑна хутшӑннӑ спортсменсем тата икӗ общество организацийӗ.

Сумлӑ наградӑна тивӗҫнисен ячӗсене «Вӗри чӗре» хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

 

Сывлӑх

Паян «Шупашкар: 500 ҫул» парка ача-пӑча «Сывлӑх ташшине» тухнӑ. Акцие Украинӑран килнӗ шӑпӑрлансем те хутшӑннӑ. Вӗсем чӑваш юррине итлесе авкаланнӑ. Хӑнӑхтарусене инструктор кӑтартса пынӑ.

Ҫул ҫитменнисен социаллӑ реабилитаци центрӗн специалисчӗ Лариса Бобина каланӑ тӑрӑх, акцие Хула кунне халалланӑ. Украина ачисене чӑваш ташши урлӑ чӑваш культурипе паллаштарнӑ.

Мероприятие 100 ытла ача килнӗ. «Сарпике» халӑх ансамблӗн ертӳҫи вӗсене хӑнӑхтару кӑтартса пынӑ. Ачасем вара юрӑ юрланӑ, алӑ ҫупнӑ, тӑпӑртатнӑ.

Аса илтеретпӗр: утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пуҫарнӑранпа «Сывлӑх ташши» «Шупашкар: 500 ҫул» паркра кашни кӗҫнерникун 11 сехетре иртет.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72141
 

Пӑтӑрмахсем Шкул юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа ыйтнӑ
Шкул юсама ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа ыйтнӑ

Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш лицей директорӗн икӗ хутчен административлӑ явап тытма тивнӗ. Пӗрремӗшӗнче — ашшӗ-амӑшӗнчен шкула юсама, унта хурал тытнишӗн тӳлеме, хушма персоналпа татӑлма тата ытти тӗллевпе ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пухнишӗн. Иккӗмӗшӗнче — маларах каланӑ кӑлтӑка пӗтерме хушсан та ним пулман пекех малалла пӑснӑшӑн. Тӗрӗсрех каласан, прокурор саккунлӑ ыйтнине хӑлхана чикменшӗн.

Укҫа малтан епле пухнӑ, ҫавӑн пекех пуҫтарнине прокуратура тепӗр хут тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн палӑртнӑ. Кун хыҫҫӑн тепӗр хут административлӑ ӗҫ пуҫарса суда ярса панӑ. Шкул директорне 2 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Тӗнчере Конкурса хутшаннӑ Чӑваш Ен пикисем
Конкурса хутшаннӑ Чӑваш Ен пикисем

Ҫак кунсенче Китайра ҫулсерен иртекен «Miss All Nations 2014» пӗтӗм тӗнче конкурсӗ вӗҫленнӗ. Унта Раҫҫей чысне Чӑваш Ен моделӗсем — Ҫӗнӗ Шупашкарти Анна Сушко, Шупашкарти Татьяна Ивановӑпа Анна Черкесова — хӳтӗленӗ.

Хӗрсем илемлӗх конкурсне хутшӑнасси йывӑр ӗҫ пулнине палӑртнӑ. Кашни кун иртен пуҫласа ҫӗрлеччен — репетици, фотосесси, шоу. Анна Черкесова ятарласа конкурс валли юрӑ ҫырнӑ. Ӑна вӑл «Пултарулӑх мисӗ» конкурсра шӑрантарнӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне конкурс йӗркелӳҫисем пынӑ та юрра ҫыртарма сӗннӗ. Ҫак юрӑ конкурс гимнӗ пулма пултарӗ-мӗн. Анна килӗшнӗ.

Конкурсра тӗрлӗ ҫӗршыври пикесем пулнӑ. Кашни хӑйӗн чӗлхипе калаҫнӑ. Ҫавӑнпа чӑваш хӗрӗсен испанла, китайла, ытти чӗлхепе кӑштах калаҫма хӑнӑхма тивнӗ.

Чӑваш Ен пикисем илемлӗх конкурсӗнче палӑрнӑ. Татьяна Иванова — ТОП-8, Анна Сушко ТОП-5 списока кӗнӗ. Анна «Туслӑх мисӗ» ята тивӗҫнӗ. Анна Черкесова вара «Шарм мисс» ятпа таврӑннӑ.

Конкурсра 3-мӗш вырӑна Китай хӗрӗ йышӑннӑ. Иккӗмӗшӗнче — Германи пики. Коронӑна Боливири модель тивӗҫнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72122
 

Спорт Чемпионат арени
Чемпионат арени

Ҫӑмӑл атлетикӑн пӗтӗм Раҫҫейри федерацийӗ Швейцаринчи Цюрих хулинче иртекен Европа чемпионатне хутшӑнмалли наци ушкӑнне палӑртнӑ. Унта Раҫҫейӗн 92 спортсменӗ кӗнӗ. Йышра Чӑваш Енри 6 спортсмен та пур.

Наци комнадине лекнисем хушшинче — Александр Яргунькин (вӑл 50 километра хӑвӑрт утассипе тупӑшӗ), Вера Соколова (20 километра утӗ), Елена Наговицына (10 пин километра чупӗ), Анжелика Сидорова (шӑччӑ ҫинче сикӗ), Наталья Пучкова тата Альбина Майорова (иккӗшӗ те марфона чупӗҫ).

Европа чемпионачӗ ҫурлан 12-мӗшӗнчен пуҫласа 17-мӗшӗччен пырӗ.

 

Республикӑра

Ача пахчисем тӑвас ыйтӑва маларах чӑвӑаш парламенчӗн ертӳҫи Юрий Попов хӑй ҫине илнине эпир хыпарланӑччӗ. Ун чух сӑмах Кӳкеҫрипе Муркашри пирки пынӑччӗ. Халӗ, ав, Шупашкартисене тӗрӗсӗлеме тытӑннӑ. Паян республика правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин тӗп хулари ача пахчисем тӑрӑх рейда тухнӑ.

Премьер-министр Шупашкарӑн тӗп пайӗнчи VI микрорайонӗнчи 26-мӗш позицире ҫӗклекен ача пахчине ҫитнӗ. Ӑна пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Унта 283 ача вырнаҫмалла. Халӗ ҫурта туса пӗтернӗ иккен те шалти электромонтаж тата отделка енӗпе тимлеҫҫӗ иккен. Моторин ӗҫсем графикран юлса пынине палӑртса ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.

Тепӗр пахчана, Богдан Хмельницкий урамӗнчи 240 вырӑнлӑх ача пахчине илсен, унӑн стенисене хӑпартаҫҫӗ иккен. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче туса пӗтермелле.

Ҫамрӑксен бульварӗнчи 21А адреспа вырнаҫнӑ ача пахчине ҫитес уйӑхра вӗҫлеме килӗшӳре палӑртнӑ. Ӗлкӗрес тесен васкамалла.

Мускав проспектӗнчи 38А ҫурта ача пахчи валли юсаса ҫӗнетеҫҫӗ. Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, ӗҫе раштавра вӗҫлемелле. Подряд организацийӗ ӗлкӗрме шантарать-мӗн-ха.

Тепӗр объект — Эгер бульварӗнчи 35-мӗш ҫурт.

Малалла...

 

Культура Мускав ҫыравҫисем — правительство ҫуртӗнче
Мускав ҫыравҫисем — правительство ҫуртӗнче

Шупашкара Мускавран ҫыравҫӑсем, публицистсем, литература критикӗсем килсе ҫитни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Курнӑҫӑва Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ журналист тата ют ҫӗршыври журналсенче пичетленекен ҫыравҫӑ Валерий Петровский йӗркеленӗ. Пуҫарӑва Ҫыравҫӑсен интернационаллӑ пӗрлешӗвӗ те ырласа йышӑннӑ.

Мускав хӑнисемпе паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗп хулари калем ӑстисене вӑл килнишӗн тав тунӑ, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, лайӑх кӑмӑл-туйӑм пухма суннӑ. Хӑнасем лайӑххине асӑрхама ӗлкӗрнине палӑртнӑ та ӗнтӗ. Герман Наумов (литературӑри хушма ячӗ Иван Рассказов) литератор, акӑ, чӑваш ҫӗрӗ тата Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Тӗп хуламӑра вӑл малашлӑхлӑ тесе палӑртнӑ. Чӑваш Республикине вара пӗчӗк Европа тесе хакланӑ. Савӑк кӑмӑлпа ҫунатланнӑскер «Чӑваш Ен пек пулма тӑрӑш» очерк ҫырма та ӗлкӗрнӗ иккен.

Мускав ҫыравҫисемпе тӗл пулнӑ май килес ҫул пирӗн патра «Пултарулӑх ҫыннисем: Мускаври тата ҫыравҫӑсем» анлӑ литература фестивалӗ ирттерме тӗв тунӑ.

Малалла...

 

Спорт

2016 ҫулта Бразилири Рио-де-Женейро хулинче ҫуллахи Олимпиада иртӗ. Унта Чӑваш Ени 38 спортсмен — ҫӑмӑл атлетсем, йывӑр атлетсем, ирӗклӗ кӗрешӳҫӗсем, спорт гимнасчӗсем, велосипедистсем — кайма пултарӗҫ.

Республикӑра спортсменсене ҫитес Олимп тата Паралимп вӑййисене хатӗрлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. ЧР спорт министрӗ Сергей Мельников пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе унта хутшӑнма пултаракан спортсменсен списокне Чӑваш Енри 38 ҫын кӗнӗ. Ӑна РФ Спорт министерстви 2013 ҫулхи кӑтартусемпе килӗшӳллӗн ҫирӗплетнӗ.

Лондонра иртнӗ Олипиадӑра пирӗн атлетсем икӗ тӗсре — ҫӑмӑл атлетикӑра тата маунтинбайкра — ҫеҫ тупӑшнӑ-тӑк ҫитессинче спортӑн 5 тӗсне хутшӑнма пултарӗҫ.

Ларура Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ 15 спортсмен 2015 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 30 пин тенкӗ стипенди илме тытӑнӗҫ. Резерври 10 спортсмен вара 15 пин тенкӗ илсе тӑрӗ. Паралип вӑййисене хутшӑнма пултаракансене те стипенди парӗҫ.

 

Статистика

Росстат Раҫҫей халӑхӗ мӗнпе апатланнине тӗпченӗ. Ведомство специалисчӗсем 100 пин ҫын мӗн тата мӗн чухлӗ ҫинине тишкернӗ.

«Раҫҫей хаҫачӗ» («Российская газета») пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх ытларах ҫиме тытӑннӑ. 2000 ҫулта ҫулталӑкне 109 килограмм ҫӑкӑр ҫинӗ-тӗк, халӗ — 98. Ҫӗрулмипе вара 1,5 хут сахалрах апатланма тытӑннӑ. Какай ҫиесси 1,5 хут ӳснӗ, улма-ҫырла вара — 2 хут.

Раҫҫей халӑхӗн сӗтелӗ ҫинче сӗт юр-варӗ, ҫӑмарта, пулӑ ытларах курӑнма тытӑннӑ. Ҫапах пулӑ менюра сахалрах пулнине палӑртмалла: ҫулталӑкне 1 ҫын пуҫне 22 килограмм ҫеҫ. Сахӑр вара — 23 килограмм.

Раҫҫей ҫыннисем кунне миҫе хутчен апатланаҫҫӗ? Ведомство специалисчӗсене ҫак ыйту та кӑсӑклантарнӑ. Арҫынсен — 9%, хӗрарӑмсен 12% ирхине апатланмасть-мӗн. Нумайӑшӗ вӗри апат (чее, кофӗн шута илмесен) кунне 1 хут ҫеҫ ҫиет.

 

Страницӑсем: 1 ... 3261, 3262, 3263, 3264, 3265, 3266, 3267, 3268, 3269, 3270, [3271], 3272, 3273, 3274, 3275, 3276, 3277, 3278, 3279, 3280, 3281, ... 3883
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнӑҫ мӗн тери йӗркесӗр пулнине аса илтерӗ. Хӑвӑр пирки кана шутланипе эсир ыттисене асӑрхамастӑр. Ӑнланма вӑхӑт ҫитнӗ: сирӗн интерессем ыттисеннипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Эппин, кама та пулин япӑх туса эсир хӑвӑра сӑтӑр тӑватӑр.

Ака, 28

1946
79
Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ.
1966
59
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...