Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Культура russianlook.com сайтри сӑн
russianlook.com сайтри сӑн

Шупашкарта тӳпе айӗнче «литература картишӗ» вулав залӗ уҫӑлӗ. Чӑваш наци вулавӑшӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак мероприяти ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче иртӗ.

Ҫак кун ҫынсем тӳпе айӗнче кӗнеке-журнал вулама пултарӗҫ. Кунсӑр пуҫне кашнинех кӗнекепе ылмашӑнма е ӑна вулавӑша парнелеме, килӗшнӗ кӑларӑма киле илсе кайса вулама май пулӗ.

Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халаллӗҫ. Унта литература викторини, конкурссем иртӗҫ, асфальт ҫул ҫинче ӳкерӗҫ. Чи хастаррисем парнесене тивӗҫӗҫ.

«Литература картишӗ» 11:00 сехетре пуҫланӗ. Сӑмах май, вӑл ҫӗртмен 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 31-мӗшӗччен кашни кӗҫнерникунран пуҫласа шӑмат кунччен 15:00–18:00 сехетсенче ӗҫлӗ. Вырсарникунпа юнкун — канмалли кунсем пулӗҫ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енре наркотик хутӑшӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе туслисем валли реабилитаци центрӗ уҫӑлма пултарать. Ҫак ыйтӑва ӗнер наркотикпа кӗрешекен комисси ларӑвӗнче сӳтса явнӑ.

ЧР Элтеперӗн администрацийӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑлҫи федераци округӗнчи 14 регионта кунашкал центр пур ӗнтӗ. 3 субъектра ҫеҫ уҫӑлман-мӗн. Ҫав шутра — Чӑваш Енре те. ЧР Сывлӑх министерстви наркотик хутӑшӗсемпе тата психотроплӑ япаласемпе айкашакансене сиплемелли реабилитаци центрне Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр ҫумӗнче уҫма палӑртать.

Общество организацийӗсем вара наркоманипе кӗрешмелли ҫӗнӗ методикӑсем шухӑшласа кӑларма, ӑна пурнӑҫа кӗртме пулӑшӗҫ. Хальлӗхе вара наркомансене республикӑри наркологи диспансерӗнче сиплеҫҫӗ.

 

Культура Китай хӑнипе Сунь Сяовэйпа асӑнмалӑх сӑн
Китай хӑнипе Сунь Сяовэйпа асӑнмалӑх сӑн

Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музей икӗ ҫӗршывӑн туслӑхне ҫирӗплетессишӗн самай ӗҫ туса ирттерет. Иртнӗ эрнере унта Китай чӗлхипе культурине вӗрентекен Мускаври центр директорӗ Сунь Сяовэй пулнӑ.

Хӑна чӑваш халӑхӗн культура вӑй-хӑвачӗпе паллашас тӗллев лартнӑ иккен. Музейри экскурси вӑхӑтӗнче хӑна чӑвашсемпе китай халӑхӗн пӗрпеклӗхне сахал мар асӑрханӑ-мӗн.

Сунья Мяовэйа кӗтсе илме Шупашкар район администрацийӗн пӗрремӗш ҫумӗ Зоя Маслова та хутшӑннӑ. Вӑл район пирки каласа кӑтартнӑ. «Бичуринӑн ӑслӑлӑхри паттӑрлӑхӗ» залра хӑна ячӗпе Пекин оперинчи арисене янӑратнӑ. «Тӗлӗнтермӗш Китайри ҫулҫӳрев» клуба ҫӳрекенсем хӑнана китай чӗлхипе кӗтсе илнӗ. Бичурин хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ чӗлхерен куҫарнӑ сӑвӑсене ҫавсем виҫӗ чӗлхепе вуласа панӑ. Музей ертӳҫи Ирина Удалова Китайпа хӑйсен учрежденийӗн туслӑхне халалланӑ материалпа паллаштарнӑ. «Паха тӗрӗ» хапрӑкӑн пуҫлӑхӗ Наталья Посынкина чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ.

Китай хӑнине Апаш тӑрӑхне те илсе кайнӑ. Ӑна унта вута пуҫ таяс йӗркене туса кӑтартнӑ.

 

Хулара Хӑш-пӗр палла хӑйпӑтса илнӗ
Хӑш-пӗр палла хӑйпӑтса илнӗ

2008 ҫулхи ҫу уйахӗнче Бинбанк Шупашкара «Ӑс паллисем» скульптура парнеленӗччӗ. Ӑна Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫтарнӑ. Монумент ҫинчи чӑваш эрешӗсем — паянхи кун манӑҫа тухнӑпа пӗрех чӗлхе.

Ҫак чӗлхене хӑшӗ-пӗри пачах манасран харать-ши е вӗренесшӗн-ши — «пӗлӳ», «эволюци» тата ытти хаш-пӗр палла хӑйпӑтса илнӗ. «Усал вӑйсенчен хӳтелкен сыхлавҫӑ», «юрату тата хисеп» паллӑсем вандалсене кирлех пулман курӑнать.

Чӑваш ҫырулӑхӗн «Ӑс паллисем» скульптури гранит плита евӗр, 7 тонна йывӑрӑш. Ӑна ятарласа Карелирен илсе килнӗ. Унти чӑваш эрешӗсене Петербург ӑстисем хатӗрленӗ.

Чӑвашсен ӗлӗкхи эрешӗсене ӑнлантаракан пӗрлӗхлӗ ҫӑлкуҫ халӗ те ҫук. Банк ӗҫтешӗсене вӗсене уҫӑмлатма Юрий Петрович Смирнов пулӑшнӑ. Ун чухне вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн истори факультетне ертсе пынӑ. Шел те, вӑл 2010 ҫулта ҫӗре кӗнӗ.

Скульптура ҫинчи паллӑсем вара сахалланса пыраҫҫӗ…

 

Культура

Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» культурӑпа курав центрӗнче «Совет саманинчи вӑрттӑн ӳнерҫӗсем: вӗсем укҫа, маркӑсем, открыткӑсем хатӗрленӗ» курав уҫӑлнӑ.

Куравра Мускаври «Госзнак» пичет фабрикин 11 ӳнерҫин ӗҫне курма май пур. Совет вӑхӑтӗнче классика гравюрине хатерленӗ специалистсем ҫӗршыври хаклӑ хутсене тунӑ. Вӗсен йышӗнче — укҫа банкнотисемпе облигацисем, почта маркисем, открыткӑсем, лотерея билечӗсем. Ӳнерҫӗсем хаклӑ хутсем валли гравюрӑсене ал вӗҫҫӗн хатӗрленӗ, ҫавна май суя хут тума май пулман. 1990-мӗш ҫулсенче «Госзнак» пичет фабрикинче компьютер технологийӗсем ҫине куҫнӑ май классика гравюри ҫухалнӑпа пӗрех пулнӑ.

Экспозицие «Госзнак» фабрика вӗренекенӗсем килти архивсенчен ытти ҫӗртен пухса хатӗрленӗ. Унччен курава Дрезденра, Берлинра, Мадридра, Мускавра, Мускав облаҫӗнче кӑтартнӑ.

Куравра Шупашкара халалланӑ маркӑсене те курма май пулӗ. Вӑл ҫӗртмен 26-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1865.html
 

Вӗренӳ

Патшалӑхӑн пӗрлӗхлӗ экзаменӗ ҫулран-ҫул ҫирӗпленсе пырать. Нумаях пулмасть ППЭ тытмалли пӳлӗмсене видеокамерӑсем вырнаҫтарчӗҫ. Кӑҫал ав яш-хӗре экзамена металл шырамалли хатӗрпе тӗрӗслесе кӗртеҫҫӗ.

ППЭ ҫирӗпленнӗ май тӑватӑ ҫӗнӗлӗх кӗртме палӑртнӑ. Пӗрремӗшӗ — кашни экзамена (ача ӑна тытаймарӗ тӗк) ҫулталӑк тӑршшӗпе тепӗр хут тытма май пулӗ. Кун пирки РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов «Известия» хаҫата панӑ интервьюра пӗлтернӗ.

Чиновниксен шухӑшӗпе, ку ППЭне «сутӑн илес» ыйтӑва татса пама пулӑшӗ. Ара, выпускник экзаменра «2» илчӗ тӗк ӑна тепӗр ҫул ҫеҫ тепӗр хут тытма пултарать-ҫке. Ҫакна кура ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшать — «кирлӗ ҫынсене» укҫа та тӳлет…

Кунсӑр пуҫне ҫитес ҫул шкултан вӗренсе тухакансен сочинени ҫырма та хатӗрленмелле пулӗ. Ӑна вӗсем раштав уйӑхӗнче ҫырӗҫ. Унӑн кӑтартӑвӗпе килӗшӳллӗн ача ППЭ тытма пултарассине палӑртӗҫ. Енчен те сочинение икӗ хутӗнче те ҫыраймарӗ-тӗк экзамена тепӗр ҫул ҫеҫ тытӗ.

ППЭри ҫак улшӑнусем 2015 ҫулта пулӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫакна халӗ йӗрке хуралҫисен уҫӑмлатма тивет. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи 3 сехет те 45 минутра Шупашкарти йӗрке хуралӗн органне Алькеш поселокӗнче хӗрарӑм виллине тупни пирки пӗлтернӗ.

1962 ҫулта ҫуралнӑскерӗн пуҫӗ тата кӗлеткин ҫӳлти пайӗ 1,5 метр сарлакӑш, 40 сантиметр тарӑнӑш юханшывра пулнӑ. Ку тӗлӗшпе следстви умӗнченхи тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм шывпа чыхӑнса вилнӗ. Вӑл ҫак вырӑнтан 100 метр аяккарах ҫеҫ пурӑннӑ-мӗн. Ахӑртнех, ун чухне килелле утнӑ.

Кӳршисем пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанхи кун ӑна вӗсем ӳсӗр курнӑ. Хӗрарӑм эрех-сӑрапа айкашнине пӗрре мар асӑрханӑ-мӗн.

Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.

 

Политика cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Питӗрти Пӗтӗм тӗнчери экономика канашлӑвӗнче пулнӑ, килӗштерсе ӗҫлесси пирки темиҫе документа алӑ пуснӑ.

Республика Элтеперӗ тата Архангельск, Кострома облаҫӗсен кӗпӗрнаттӑрӗсем суту-илӳ, экономика, ӑслӑлӑхпа техника, культура тӗлӗшӗнчен килӗштерсе ӗҫлессине алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех Мускаври «Сколково» управлени шкулӗн ректорӗпе Андрей Шароновпа тӗл пулнӑ. Вӗсем вӗренӳ тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ, ҫавна май икӗ ен килӗшӳ алӑ пуснӑ.

ЧР Элтеперӗн администрацинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, «Сколково» управлени шкулӗпе Чӑваш Ен ала пуснӑ документпа килӗшӳллӗн шкул ятарласа пирӗн республика валли квалификациллӗ специалистсене хатӗрлеме тытӑнӗ.

Мускаври «Сколково» управлени шкулӗ — Раҫҫейри пысӑк бизнес шкул. Шкул сообществи Раҫҫйри тата чикӗ леш енчи пысӑк корпорацисене, вӑтам тата пӗчӗк бизнес представителӗсене, патшалӑх влаҫӗн органӗсене пӗрлештерет.

 

Ҫурт-йӗр Строительство министрӗ Владимир Филиппов ҫурт-йӗр ыйтӑвӗпе канашлу ирттерет
Строительство министрӗ Владимир Филиппов ҫурт-йӗр ыйтӑвӗпе канашлу ирттерет

2014–2017-мӗш ҫулсенче республикӑри регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юсама 4,7 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ялсенчен 98 проценчӗ патне асфальт сарнӑ е вак чулпа хытарнӑ ҫул пырать. Ҫапах та тумаллисем те пур. Кӑҫалхи пирки калас тӑк, программӑна Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсене кӗртнӗ. Строительство объекчӗсен шутӗнче — Вӑрмар районӗнчи «Ҫӳлти Кинчер–Вознесенкасси», асӑннӑ районти Пинер патне, Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Вутӑялта, Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑшра, Красноармейски районӗнчи Яманакри Ҫамрӑксен тата Ҫӗнӗ урамсене ҫул тӑвасси кӗнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ Яманакра кӗпер те туса парӗҫ.

Кунсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле район территорийӗпе иртекен «Сӑр» республикӑри автоҫула, Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫул Соломинка юханшыв урлӑ иртнӗ ҫӗрте кӗпер юсамалла. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ шутне Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче «Шупашкар–Сурски» автоҫулӑн пӗрер пайне, Шупашкар районӗнче «Вятка» ҫултан «Атӑл» ҫул патне тухакан вырӑна, «Никольски–Етӗрне–Калинино» ҫулӑн Етӗрне районӗнчи пайне, Кӳкеҫ–Тутаркасси–Ҫӗнӗ Шупашкар ҫула ҫутатасси те кӗрет.

Малалла...

 

Ял пурнӑҫӗ

Куславкка районӗнчи Куснарти вӑтам шкулта хӗрарӑмсен тата ашшӗсен районти канашӗсен пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта наркомани профилактики, эрех-сӑра сиенӗ пирки тата ытти хӑш-пӗр ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫула май тенӗ пек шкул ачисем наркотикпа усӑ курнипе курманнине палӑртма тест йӗркеленӗ. Ку ӗҫе район пульницин наркологӗ, вӑл хӗрарӑмсен канашӗн пайташӗ те, ирттернӗ.

Хӗрарӑмсен тата ашшӗсен канашӗсем килӗштерсе ӗҫлесси пирки те калаҫнӑ. Х.А. Салахутдинов, В.Н. Шмелев, Э.Г. Выйгетов ашшӗсем «Яваплӑ ашшӗлӗхӗн шкулне» йӗркелес шухӑшлине палӑртнӑ. Ун пек сӗнӗве Ашшӗсен республикӑри канашӗ сӗннӗ. Ӑна вӗренӳ учрежденийӗсенче, ялти Культура ҫурчӗсенче, вулавӑшсенче йӗркелеме май пур. Ашшӗсемпе ачасем канӑва йӗркелеме мероприятисен планне те йӗркелеме йышӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3176, 3177, 3178, 3179, 3180, 3181, 3182, 3183, 3184, 3185, [3186], 3187, 3188, 3189, 3190, 3191, 3192, 3193, 3194, 3195, 3196, ... 3742
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.10.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăш чухне пĕр еверлĕ, анчах кирлĕ ĕçсемпе аппаланма тивет. Пĕрмай вĕсене кая хăварнин усси çук - вĕсем каплансах пыраççĕ вĕт. Канмалли кунсенче çывăх çынсемпе хутшăнăр, анчах ытлашши нумай ан ыйтăр - хирĕçес хăрушлăх пур.