Республикӑра
![]() Ольга Владимирова юрист йышӑнури ҫынпа калаҫать Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр ҫынсене тӗрлӗ пулӑшу кӳрет. Ҫав шутра — юрист канашӗ те. Центра пыракансем темле ыйтӑва та хускатаҫҫӗ: ҫӑмӑллӑх илессипе, укҫан кама пулӑшнипе, ача-пӑча уйлӑхӗсене кама канма янипе, сусӑрсене туя-урапа панипе, кӑсӑкланаҫҫӗ, вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑма кама ярассине те ыйтса пӗлеҫҫӗ. Юрист пулӑшӑвне тӳлевсӗр илме ирӗк пуррисене те центр пулӑшать. Ольга Владимирова юрисконсульт кӑҫалхи 10 уйӑхра 129 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Вӗсене вӑл туянса сутни пирки килӗшӳ ҫырма та пулӑшать, тавӑҫ шӑрҫалама та. Реабилитаци валли кирлӗ техника хатӗрӗсем илес ыйтупа ун патне 31 сусӑрпа вӗсен пайташӗ пынӑ. Пенсионерсемпе сахал тупӑшлисем те, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ ҫемьесем те пыраҫҫӗ. Пӗччен пурӑнакан ватӑсем те хӑйсене ветерансене ҫурчӗсене вырнаҫтарма ыйтаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ун йышшисем 10-ӑн тупӑннӑ, хальлӗхе улттӑшӗн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей радиовӗ «Атӑлпа Урал хушшинче» вырсарни кунсерен ирттерет. Тӗрлӗ регионӑн пӗрлехи проекчӗ радио сайра итлекен ҫыншӑн та кӑсӑклӑн туйӑнать-тӗр. Ӑна 1958 ҫултанпа кӑларса тӑраҫҫӗ. Пирӗн республикӑна 1989 ҫултанпа Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Николай Мулянов ертсе пырать. Радиожурнал тӗрлӗ конкурсра темиҫе хут та ҫӗнтернӗ. Асӑннӑ радиожурнала йӗркелекенсем кӑҫалхи ӗҫе пӗтӗмлетӗҫ, ҫитес ҫулхи плансене палӑртӗҫ, пӗрлехи проектсене хатӗрлессине сӳтсе явӗҫ. Вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине, Литература ҫулталӑкне халаллӗҫ. Семинара патшалӑхӑн радиотелевиденин филиалӗсен ертӳҫисем хутшӑнӗҫ. Радиовещание, цифра телекуравне аталантарас ыйтусене те сӳтсе явмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() ВВС корреспонденчӗ Марк Страттон Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсене ҫитсе унти вырӑс мар халӑхсем епле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Кун пирки BBC News сайтӗнче хыпарланӑ. «Раҫҫей сахалтан та 190 этнос ушкӑнӗ пурӑнакан ҫӗршыв», — тесе ҫырнӑ иккен Страттон. Наци сӗмӗллӗ ыйтӑва Мускав хурласа йышӑннине кура вак халӑхсен Раҫҫейре пурӑнма еплерех иккенне пӗлес тӗллев лартнӑ иккен BBC корреспонденчӗ. Страттон Раҫҫей республикисенче хӑйсен парламенчӗ пур пулин те республика ертӳҫисене юлашки вӑхӑтра ҫӗршыв пуҫлӑхӗ лартнине палӑртса хӑварнӑ. Ҫапла туни, Страттон шучӗпе, наци ыйтӑвӗсене татса панӑ чух республикӑсене Мускава пӑхӑнтарасшӑннипе ҫыхӑннӑ имӗш. BBC корреспондентне Чӑваш Енре акӑлчан чӗлхин преподавателӗ Тамара Воробьева ертсе ҫӳренӗ. Вӑл Раҫҫей Чӑваш Ене колоние илменнине, вӑл ӑна чӑваш культурине сыхласа хӑварма пулӑшнине палӑртнӑ. «Раҫҫей йышӗнче эпир телейлӗ, хамӑра хӗснине нихӑҫан та сисмен», — тенӗ Воробьева. Страттонпа калаҫнӑ хӗрарӑм шучӗпе СССР саланнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ен чӗрӗлме тытӑннӑ. Хӑй сӑмахне ҫирӗплетме вӑл чӑваш чӗлхине шкулта вырӑс чӗлхипе тан вӗрентнине, урамра вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырнине илсе кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 7-мӗш колоние тӑванӗсене курма пынисем Ҫӗрпӳри сипленсе юсанмалли 7-мӗш колонире (унта хӗрарӑмсем лараҫҫӗ) Уҫӑ алӑксен кунӗ иртнӗ. Ун пек кунсене тӗрмесенче йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Ытти чухнехиллех вӑл айӑпланнисемпе вӗсен тӑванӗсене курнӑҫма май туса панӑ. Тӗлпулӑва пынисем тӗрмери условисем пирки ыйтса пӗлнӗ кӑна мар, вӗсене производство участокӗсене, столовӑя, айӑпланнӑ хӗрарӑмсем пурӑнакан общежитие илсе кайса кӑтартнӑ. Тӗрмене лекнӗ ҫын унтан епле тухасси ҫавсен тӑванӗсенчен те нумай килет тесе шухӑшлаҫҫӗ айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем. Сӑмах май каласан, иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче вара ун пекрех курнӑҫӑва Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен федераци службин управленийӗнче ирттернӗччӗ. Унта та айӑпланнисен тӑванӗсем пухӑннӑччӗ. Вӗсем асӑннӑ Управленире ӗҫлекенсенчен хӑйсене кӑсӑклантаракан самантсем пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Тав тӑвакансем те тупӑннӑччӗ. Пӗри, сӑмахран, хӑй ларнӑ вӑхӑтра тӗрмере услови урӑхла пулнине пӗлтерчӗ. Халӗ унта унӑн тӑванӗсен хӗрӗ тата ывӑлӗ лекнӗ-мӗн те, вӑл вӗсене курма кайса ҫӳренӗ май халӗ услови самай лайӑххине асӑнса хӑварчӗ. Сӑмах май каласан, вӑл: «Эпӗ айӑпшӑнах лартӑм-ха, манӑн тӑванӑн хӗрӗ айӑпсӑр ларать», — тесе хучӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри промышленноҫ предприятийӗсенчен пӗринче сутӑ пайӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын харӑсах икӗ коммерци организацине пулӑшма шантарнӑ. Пулӑшӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ. Хайхи этем хӑй ӗҫлекен предприятири продукципе вӗсене чӑрмавсӑр тивӗҫтерсе тӑма шантарнӑ. Анчах пӗр тоннӑшӑн пӗр пин тенкӗ тӳлесе тӑрсан. Ҫапла вара икӗ предприятирен 1,9 миллион тенке яхӑн пухнӑ. Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ. Сутӑ пайӗнче ӗҫлекен валли те ҫав кун ҫитнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кӗсьене кӗмӗл чиксе пурӑннӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Суд ӑна тӗрӗслев вӑхӑчӗ парса 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 1,8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессине суд приставӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. Парӑмлӑ ҫынна малтанласа ют ҫӗршыва кайма чарнӑ, каярах ӑна вӑл туяннӑ хваттере регистрацилеме те чарса лартнӑ. Парӑма татмаллах иккенне арҫын тинех ӑнланса илнӗ курӑнать. Анчах чирлӗ тӑвансене пӑхатӑп тесе суд ӑна штрафа 3 ҫул хушши пӗчӗкшер виҫепе — кашни уйӑхра 50-шар пин тенкӗшер — татса пымалла тунӑ. Малтанхи вӑхӑтра арҫын ҫавӑн пек тунӑ та. Анчах кӑштахран вӑл, хӑй официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемест пулин те, юлнӑ 1 миллион тенкӗ парӑма харӑсах тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Артистсем Шупашкара ҫитнӗ Паян, чӳкӗн 13-мӗшӗнче, Мускаври «Останкино телекурав мэтрӗсем» пултарулӑх союзӗн пайташӗсем Шупашкарта «Чи лайӑххи — йӑлтах ачасене!» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттереҫҫӗ. Республикӑна «Спокойной ночи, малыши» телекӑларӑм сӑнарӗсем килнӗ: паллӑ телеертӳҫӗ Татьяна Веденеева, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ТЭФИ премине тивӗҫнӗ Андрей Удалов, Вячеслав Шаинский мусӑкҫӑ тата ытти артист килнӗ. Акци икӗ пайран пулнӑ. Артистсем Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине ҫитнӗ. Унта вӗсем пӗчӗк пациентсене пукане сӑнарӗсемпе театрализациленӗ постановка кӑтартнӑ. Хрюша, Степашка, Филя, Каркуша ачасене парнесемпе савӑнтарнӑ. Унтан артистсем Пукане театрӗнче «Хрюшоу — пысӑк концерт!» концерт кӑтартнӑ. Унта социаллӑ пулӑшу кирлӗ 6-12 ҫулсенчи 870 ачана чӗннӗ. Вӗсем республикӑри мӗнпур хулапа районсенчен килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Николай Петров хӑйӗн ӗҫӗсемпе Йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларасси — тӗлӗнмелле ӗҫ. Ку ӗҫпе ӗлӗкех аппаланнӑ. Республикӑра халӗ те йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасем пур. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 7-мӗшӗччен Республикӑри культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче йывӑҫран касса кӑларакан ӑстасен «Йывӑҫран — тӗлӗнтермӗшсем» курав йӗркеленӗ. Унта Етӗрне, Елчӗк, Йӗпреҫ, Комсомольски, Муркаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи, Шупашкар хулинчи ӑстасем хутшӑннӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе киленме май пулнӑ: ывӑс, пичке, чӳрече рами, алтӑр… Ӑстасем хӑйсен ӗҫӗсенче наци колоричӗпе, ял сюжечӗпе, халӑх юмахӗсемпе анлӑ усӑ курнӑ. Пӗр ӗҫе тумашкӑн вӑтамран 1 уйӑхран пуҫласа ҫулталӑк таранах кирлӗ-мӗн. Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Петров та курава хутшӑннӑ. Унӑн ӗҫӗсем куракансене кӑсӑклантарнӑ. Николай Петровича дипломпа чысланӑ. Николай Петров йывӑҫран тӗрлӗ япала касса кӑларассипе чылай ҫул ӗҫлет, картинӑсем ӳкерет. Вӑл ҫакна ачасене урокра та вӗрентме тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Хапӑс шкулӗнче вӗренекен Анастасия Ефремова Регионсем хушшинчи «Хӗрарӑмсем — ӑслӑлӑхра тата вӗренӳре» общество организацийӗ, И.Н.Ульянов ячӗлле ЧПУ, ЧР Вӗренӳ министерстви тӑрӑшнипе ҫулсерен чӑваш чӗлхипе Пӗтӗм Раҫҫейри «Чӗвелти чӗкеҫ» вӑйӑ конкурс иртет. Ӑна ачасене чӑваш чӗлхипе ытларах кӑсӑклантарас, калаҫу культурине, пултарулӑха аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Кӑҫал конкурс И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ҫумӗнче чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ. Вӑрнар районӗнчи шкул ачасем унта хастар хутшӑннӑ. Чи маттуррисен ячӗсене район администраци сайтӗнче палӑртнӑ. Районти шкулсенче ҫаксем ҫӗнтернӗ: - Ростислав Анисимов (Пӑртас шкулӗ) - Ольга Васильева (Ҫӗрпел шкулӗ) - Анастасия Ефремова (Хапӑс шкулӗ) - Карина Майорова (Уравӑш шкулӗ) - Диана Михайлова (Вӑрнарти 2-мӗш шкул) - Кристина Федорова (Кӑмаш шкулӗ) - Раиса Чиркова (Вӑрнарти 1-мӗш шкул) - Полина Петрова (Санарпуҫ шкулӗ). Ҫӗнтерӳҫӗсене ЧПУри акт залӗнче парнесемпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юмахри самант Кӑҫал Михаил Лермонтов ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май республикӑра та тӗрлӗ мероприяти иртет. Нумаях пулмасть Пукане театрӗнче Михаил Лермонтовӑн «Ашик-Кериб» юмахӗн премьери пулнӑ. Тумсем, сӑнарсем, кӗвӗ… Йӑлтах Хӗвелтухӑҫа аса илтерет. Ҫак юмах тӑрӑх хатӗрленӗ постановкӑсене Раҫҫейри театрсенче пӗрре мар лартнӑ. Юрий Филиппов режиссер вара пукане спектаклӗ тума шухӑшланӑ. Декорацие Казахстанри Асия Курманалина ӳнерҫӗ хатӗрленӗ. Вӑл тумсене пуканесем валли кӑна мар, актерсем валли те хатӗрленӗ. Пукане театрӗнче ку сезонра — виҫҫӗмеш премьера. Ҫавӑнпа актерсен ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме тивнӗ. «Ашик-Кериб» спектакль кӗвӗллӗ пулса тухнӑ. Андрей Галкин композитор Хӗвелтухӑҫ кӗввине кашнин патне илсе ҫитерме тӑрӑшнӑ. Спектакльте ҫамрӑк актер Петр Петров вылять. Вӑл культура институтӗнче вӗренет. Петр театрта виҫҫӗмӗш роле калӑплать. Ашик-Кериб — чухӑн юрӑҫ, Магуль-Мегери паянсен йӑхӗнчи хӗре юратать. Анчах ашшӗ пикене чухӑна качча памасть. Ашик-Кериб тухса каять, пуйса таврӑнма шантарать. Пике савнине 7 ҫул кӗтет… Юмах лайӑххипе вӗҫленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Унччен республика шайӗнчи «Чӑваш пики» конкурса ҫуркунне йӗркелесси йӑлана кӗнӗччӗ. Кӑҫал ӑна ҫуркунне ирттереймерӗҫ. Пӗр вӑхӑт ҫулла пулать тесе сас-хура тухрӗ. Анчах ЧНК конкурса кӗркуннене хӑварнине пӗлтерчӗ. Ҫулла ҫамрӑксен экзаменсем тытмалла, вӗренме кӗмелле. Акӑ кӑҫал ЧНК тата ЧР Культура министерстви пуҫарӑвӗпе йӗркеленнӗ «Чӑваш пики» конкурс саккӑрмӗш хут иртет. Унта район шайӗнчи конкурсра мала тухнӑ чи илемлӗ, чи сӑпайлӑ чӑваш хӗрӗсем тупӑшӗҫ. Конкурс Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |