Раҫҫейре
![]() Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнчи канмалли куна раштавӑн 31-мӗшӗ ҫине куҫарасси пирки саккун проектне Патшалӑх Думине тӑратнӑ. Ӑна ЛДПР фракци депутачӗсем пуҫарнӑ. Унта каланӑ тӑрӑх, чылайӑшне раштавӑн 31-мӗшӗнче ӗҫлемелли кун пулни канӑҫсӑрлантарать. Ҫак кун пурте Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленеҫҫӗ, ун пирки кӑна шухӑшлаҫҫӗ. Анчах ҫак кун ӗҫре ларма тивет-мӗн. Тӗрӗссипе, пысӑк ӗҫсене ун чухне урӑх куна куҫараҫҫӗ. Либерал-демократсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ӗҫ хастарлӑхӗ ҫав кун питӗ пӗчӗк. Вӗсен шухӑшӗпе, раштавӑн 31-мӗшне официаллӑ мелпе канмалли кун вырӑнне йышӑнсан уява хатӗрленес ӗҫ самаях ҫӑмӑлланать. Канмалли кунпа уяв пӗр куна лексен Ӗҫ кодексӗпе килӗшӳллӗн ӑна урӑх куна куҫарӗҫ. Ҫапла майпа Раҫҫей ҫыннисен 9 кун та канма май пулӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен. Саккун проектне йышӑнсан вӑл ҫитес ҫул вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫурт-йӗр
![]() Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑх пулӑшӑвӗшӗн тӳлемелли хаксем ҫак уйӑхра 1,2 хутран пуҫласа 3 хут таранах ӳсме пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн наци телекуравӗ пӗлтерет. Хаксем ҫапла хӑпарни шутлав приборӗсем вырнаҫтарман ҫуртсенче пурӑнакансене ытларах пырса тивмелле теҫҫӗ. Коммуналлӑ тӳлев хакӗ ӳсни чӳк уйӑхӗнчи квитанцисене юпа уйӑхӗнче ӑшӑ панӑшӑнхи тӳлеве кӗртнипе ҫыхӑнни пирки пӗлтереҫҫӗ. Халӗ ӑшӑ тӳлевне унчченхилле ҫулталӑклӑха пӗр тан пайлама пӑрахрӗҫ те, хӗлле ытларах тӳлеме тивет, ҫулла сахалтарах ларать. Хаксем хӗлле ҫыртнине счетчиксӑр ҫуртсем уйрӑмах туйса илесси пирки маларах палӑртрӑмӑр-ха. Шупашкарта кун пеккисем 247 ҫурт. Ҫитес вӑхӑтра 121 ҫуртра вырнаҫтармалла. Анчах лартма май ҫукккисем те пур иккен. Счетчиксем вырнаҫтарма 16 миллион тенке яхӑн кирлӗ-мӗн. Харӑсах тӳлеве йывӑр пулсан коммуналлӑ тӳлев хакне 12 уйӑха пайласа пӗр пек виҫепе тӳлеме ирӗк пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ӗпхӳри Киров районӗнче вырнаҫнӑ П.М. Миронов чӑваш вырсарни шкулӗ «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени – 2014» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра ҫӗнтернӗ. Унсӑр пуҫне Пушкӑртстанри тата тепӗр 6 учреждени унта палӑрнӑ. П.М. Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗ кун пек конкурсра ытти чух та мала тухнӑ. Пӗлтӗр те вӑл «Раҫҫейри чи лайӑх шкул – 2013» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра лауреат пулса тӑнӑ. Ун пек ҫӗнтерӳсем малашне тата тӑрӑшарах ӗҫлеме хистеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Ача-пӑча сывлӑхне ҫирӗплетекен уйлӑхсене тасатмалли сооруженисемпе тивӗҫтермелле. Кун пирки Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ирттернӗ канашлура каланӑ. Муркаш районӗнчи Шомикра кӑна 4 уйлӑх. Вӗсенчен пӗринче, «Лесная сказка» (чӑв. Вӑрман юмахӗ) текеннинче, кӑна пӗлтӗр тасатмалли сооружени хута янӑ. Талӑкра вӑл 50 кубла метр таса мар шыв тасатать. Ӑна тума 10 миллион тенкӗ ытла пӗтернӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин балансӗнчи «Алый парус» (чӑв. Кӗрен парӑс) уйлӑхӑн тата уйрӑм ҫыннӑн «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) сывлӑх сиплев комплексӗн пухӑнмалли шӑтӑксем кӑна. «Березка» (чӑв. Хурӑн) ятлинче вӑл та ҫук. Шомикре вырнаҫнӑ ача-пӑча уйлӑхӗсем патшалӑхӑн вӑрман фончӗн ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ. Рекреаци зонинче комплекслӑ сооружени вырнаҫтарма юрамасть, пӗчӗккисем кӑна лартма май пур-мӗн. Апла тӑк уйлӑхсен харпӑрлӑхҫисен хӑйсен тума тивет. Вӗсене тума 4 миллион тенкӗрен тытӑнса 8 миллион тенкӗ таран ларать иккен. Шупашкар хула влаҫӗсем ку ыйту пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Проектпа смета документацийӗ валли 2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет. Республикӑна 15 БМВ автомобильпе Мускавран патшалӑхӑн автонинспекцийӗн ӗҫченӗсем килсе кайнӑ. Теприсем «Вӗсем водительсене тустараҫҫӗ кӑна!» — тесе те сас-хура кӑларнӑ иккен. «Тахӑшӗ Мускавсем «чӗрнеллӗ» резинӑллӑ машинӑсен водителӗсене — вун-вун ҫынна — «Ш» паллӑсӑр пулнӑшӑн штрафланӑ тесе ҫырнӑ та — пуҫланнӑ вара! Шупашкарти лавккасенче хайхи «Ш» паллӑсем юлман-мӗн — пӗтӗмпех туянса пӗтернӗ. Ҫакна хам та асӑрхарӑм: халӗччен автомобильсем ҫинче ҫав паллӑсем курӑнсах каймастчӗҫ, тӗп хула инспекторӗсем килсен вара «Ш»-па паллӑ тунисем — шӑкӑрин. Мускавран килнӗ инспекторсенчен пӗринпе калаҫатӑп та — кулать: «Эпир унашкаллишӗн никама та чарман-ҫке...» Вӑт, сас-хура вӑйӗ мӗнешкел!», — тесе хыпарлать пичет кӑларӑмӗ. Эрнекун вӗсем Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрпа Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче пулнӑ, шӑматкун — Канашра, вырсарникун — Патӑрьелте. БМВсен «эшкерӗ» Вӑрмар, Тӑвай районӗсем тӑрӑх та ҫаврӑнчӗ. Мускавран килнӗ Раҫҫей Шалти ӗҫсен министерствин ҫулҫӳрев хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен ятарлӑ тӗллевлӗ центрӗн уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Сергей Волков Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ иккен, Мускава куҫиччен чылай ҫул республикӑра ДПС полкне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти историпе таврапӗлӳ музейӗнче тропика лӗпӗшӗсен куравӗ уҫӑлнӑ. Нумаях пулмасть музейри инкубатортан куколкӑсенчен парусник Румянцева, Парусник лови, Идея Белая, Орнитоптера Золотистая лӗпӗшсем тухнӑ. Музейра Тӗп тата Кӑнтӑр Африкӑри, Африкӑри, Азири, Австралири лӗпӗшсем те пур. Шупашкарти Олег Григорьев энтомолог вӗсене ятарлӑ фермӑран ҫырӑнса илнӗ, Мускав урлӑ музея илсе ҫитернӗ. Лӗпӗшсен ҫывӑхранах сӑнама май пур. Вӗсем апельсинран, бананран сӗткен ӗҫнине курма пулать. Лӗпӗшсем пыл шывӗ те ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем куракансем ҫине те вӗҫсе лараҫҫӗ. Курав чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗччен ӗҫлет. Сӑнсем (13) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Республикине Китайри Сычуань провинцинчен делегаци килнӗ. Унта Китайри туристсен пысӑк компанийӗн директорӗсем те пулнӑ. Сычуань — туризм тӗлӗшӗнчен аталаннӑ провинци. Ҫавӑнпа икӗ ен килӗштерсе ӗҫлесси пирки ытларах калаҫнӑ. Хӑнасем Чӑваш наци музейне ҫитсе курнӑ. Унта вӗсем чӑвашсен авалхи культурипе паллашнӑ. Кунта делегаци ЧР культура министрӗн ҫумӗпе Иван Ивановпа, турист фирмисен, санаторисен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта туризма аталанмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Иван Иванов Чӑваш Республикинчи туризм аталанӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Турфирмӑсен элчисем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ. Икӗ ен турсем ирттерме, Чӑваш Енри туризм маршрутне Китай чӗлхипе хӑтлама калаҫса татӑлнӑ. Хӑнасене виҫӗ республика маршручӗ кӑсӑклантарнӑ: Мӑкшӑ Республики, Тутарстан, Чӑваш Ен. Китайри пӗр туркомпани директорӗ Атӑл тӑрӑх круиз турмаршрутне йӗркелени, историре йӗр хӑварнӑ хуласене кӑтартни Китайри туристсене илӗртме тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Анчах кун пек чухне китайла тата вырӑсла пӗлекен гидсем кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьелти чӑваш пикисем Чӳкӗн 7-мӗшӗнче Патӑрьелти культурӑпа кану центрӗнче «Чӑваш пики–2014» илем конкурсӗ иртнӗ. Пултаруллӑ ҫамрӑксене палӑртас, чӑваш культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварас лартакан мероприятие хутшӑнакансене сцена культури, аудиторипе калаҫас, сцена ҫинче тытас, артист ӑсталӑхне тата ыттине кура суйланӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче «Асанне арчи» наци ӑмӑртӑвӗ йӗркеленӗ. Конкурса хутшӑнакансем хӑйсемпе паллаштаракан слайд-шоу хатӗрленӗ. «Тӑван ен, тӑван тавралӑх» слайд-шоу вӑхӑтӗнче тӑван кӗтесе, яла, йӑла-йӗркене, яла, ял уявне кӑтартнӑ. «Чӑваш наци апачӗ» ӗҫе те хӗрсем аван хатӗрленӗ. «Чӑваш пики–2014» ята Патӑрьелти Таня Николаева ҫӗнсе илнӗ. «Вице Чӑваш пики–2014» ята Чӑваш Ишекри Светлана Максимова тивӗҫнӗ. Начар Упи ялӗнчи Ольга Сироткина «Хӳхӗм пике» пулса тӑнӑ, асӑннӑ ялти Светлана Журавлева — «Ҫепӗҫ пике», Алманчӑри Инна Петрова — «Илӗртӳллӗ пике», Ҫӗнӗ Ахпӳртри Елена Козлова — «Куракансем кӑмӑлланӑ пике». Сӑнсем (16) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енӗн Строительство министерствин «Энергие перекетлес центр» автономи учрежденийӗ «Энергие перекетлес тата энергетика тухӑҫлӑхӗ енӗпе Чӑваш Енри чи лайӑх проект» конкурс ирттернӗ. Ӑна шкул ачисемпе студентсен хушшинче йӗркеленӗ. Пӗрремӗш вырӑна тата 10 пин тенкӗ премие Шупашкарти машиностроени техникумӗн студенчӗсем Анжелика Прокопьевапа Алексей Степанов ҫӗнтернӗ. Вӗсем шыв перекетлесси пирки проект хатӗрленӗ. Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти строительство тата хула хуҫалӑхӗн техникумӗ студенчӗ Александр Абдулкин тухнӑ. Вӑл вентиляциллӗ ҫурт-йӗр умӗсем конструкцисем тӑвассине тӗпченӗ, монтаж технологине тишкернӗ. Ҫӗнтерӳшӗн каччӑна лкенӗ преми 7,5 пин тенкӗпе танлашать. Виҫҫӗмӗш преми — 5 пин тенкӗ. Вӑл Шупашкарти ятарлӑ (тӳрлетекен) шкул-интернатри Елена Кульевӑпа Владимир Воробьева лекнӗ. Вӗсем «Энергин альтернативлӑ ҫӑлкуҫӗсем» темӑпа проект хатӗрленӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ыран, чӳкӗн 11-мӗшӗнче, энергие перекетлес тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерессипе иртекен регионти II конференцире чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулсерен Ҫыру янине пӗлетпӗр. Кӑҫалхи валли халӗ хатӗрленме тытӑннӑ. Унта Правительство, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприяти-организацисен ӗҫӗн ҫул-йӗрне палӑртаҫҫӗ. Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республикӑра пурӑнакансен шухӑш-кӑмӑлне, общество организацийӗсен, граждан обществисен ытти институчӗн шухӑш-кӑмӑлне тӗпе хурӗҫ. Пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатас тесе мӗн тумалла? Чӑваш Ен Элтеперӗн хӑш темӑна тимлӗх уйӑрмалла? Сӗнӳсене Шупашкар хулинчи Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫуртра йышӑнаҫҫӗ. Электрон адрес, pres0@cap.ru. Ҫырура «Ҫыру хатӗрлеме» тесе паллӑ тумалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |